Четверг, 25 апреля

Публикации

Мухтава тивĕçлĕ педагог

Шкулта ăс пухнă вăхăта аса илнĕ чухне эпир яланах хамăра вĕрентнĕ учительсене аса илетпĕр. Мĕншĕн тесен учитель вĕренекенсемшĕн — ăслă, хăйне тивĕçлĕ тытма пĕлекен, йывăрлăхра ăнланса пулăшма пултаракан çын. Учитель — хисепе тивĕçлĕ тата пархатарлă професси. Шăпах вăл пулас ученăйсене, дипломатсене, чаплă культура ĕçченĕсене тата ытти тĕрлĕ профессире вăй хуракансене çитĕнтерет. Учитель — яваплă ĕç. Унăн профессионализмĕнчен вĕренекен пуласлăхĕ çеç мар, общество мĕнле аталанасси те килет. Чăн-чăн учитель пĕлÿ панисĕр пуçне ачан пултарулăхне курса ăна юрăхлă çул çине кăларать. Çав вăхăтрах унăн кашни ачапа хутшăнма тĕрĕс меслет тупмалла. Вĕренекенсене хисеплемен педагог вĕсен юратăвне, ăнланулăхне тивĕçеймест. Зоя Петровна Журавлева Юнтапа ялĕнче Елена Андреевнăпа Петр Степанович Анисимовс

24 çул хуçалăха ертсе пынă

Нумаях пулмасть районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри, ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, «Труд» ЯХПК председателĕнче нумай çул ĕçленĕ Василий Петрович Николаев сумлă юбилейне уявларĕ. Савăнăçлă уяв тепĕр самантпа та асра юлчĕ: хисеплĕ ĕçчене «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕç. Паян Василий Петрович — пирĕн хаçатăн хăни. — Василий Петрович, чи малтанах Сире юбилей ячĕпе саламлатăп. Пурнăç урапи кăлтăртатса пынă май, акă, çичĕ теçетке çула та хыçа хăвартăр. Çак хушăра Эсир хăвăрăн ырми-канми ĕçĕрпе, хуçалăха ăнăçлăн ертсе пыма пултарнипе ял çыннисем хушшинче çеç мар, районта та, республикăра та хисепе тивĕçрĕр. Хăвăрăн ĕç биографийĕпе кăштах паллаштарăр-ха. — Тавах. Шкул пĕтернĕ хыççăн эпĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕрентĕм, унтан пĕр хушă Пер
Мошенникăн чĕре вырăнне чул катăкĕ

Мошенникăн чĕре вырăнне чул катăкĕ

2020 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче 9.00 — 10.15 сехетсенче мошенник, ют пурлăхпа саккуна хирĕçле хуçаланас шухăшпа, банкăн хăрушсăрлăх ĕçченĕн ячĕпе пытанса, карас телефонпа шăнкăравласа Н. гражданкăна унăн ячĕпе банк сотрудникĕсем 300000 тенкĕлĕх кредит уçнă тесе улталанă. Хăранипе çухалса кайнă Н. гражданка кредита хăвăртрах тÿлесе татас тĕллевпе банкомат урлă усал шухăшлă çын каланă абонент номерĕ çине 300000 тенкĕ куçарса панă. Вĕсенчен 260000 тенкине вăл банкран 2020 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи кредит килĕшĕвĕпе илнĕ, 40000 тенки хăй перекетленĕ укçа пулнă. Мошенникăн усал ĕçĕ ăннă. Вăл Н. гражданкăн укçи-тенкине пĕр намăсланмасăр хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Паянхи кун полици ĕçченĕсем çак мошенника шыраççĕ. Асăрхаттаратпăр! Сыхă пулăр, мошенниксем суйса ÿкĕтленине шухăшламасăр тÿрех чăна ан ху

Тухтăр яланах пулăшма хатĕр

Нумаях пулмасть район тĕп больницинче ĕçлекен аслă квалификаци категориллĕ акушер-гинеколог Анна Козлова хăйĕн ылтăн юбилейне паллă турĕ. Анна Васильевнăн професси ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех акушерствăпа тата гинекологипе çыхăннă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ хыççăн вăл Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи участок больницинче акушер-гинекологра ĕçлеме пикеннĕ. 1997 çулта Комсомольскинчи тĕп больницăна куçнă. Пирĕнтен кашниех çак çут тĕнчене килсен чи малтанах акушерăн савăнăçлă сăн-питне, ывăннă куçĕсене курать. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах кĕтнĕ пепке çут тĕнчене килсен мĕн тери савăннине сăмахпа калама та çук. Кунта вара шăпах акушер-гинеколог хĕрарăма пысăк пулăшу кÿрет, ача çуратма планланă вăхăтран пуçласа çăмăлланичченех вăл кашни хĕрарăма сăнаса, пулăш
Пирĕн çитĕнÿсенче аттен тÿпи пысăк

Пирĕн çитĕнÿсенче аттен тÿпи пысăк

Манăн атте, Олег Николаевич Малышев, 1965 çулта Хырхĕрринче çуралса ÿснĕ. Халĕ çемйипе Кĕтне Пасарта пурăнать. Пирĕнтен аслăрах ăрури çамрăксем нумайăшĕ 14-15 çулсенчех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Атте те 14 çултанпах «Восток» колхозра ĕçлеме пикеннĕ. 1989 çулта çамрăк каччă Вăрман- хĕрри Чурачăк хĕрĕпе, Луиза Рубцовăпа, паллашса çемье çавăрнă. Аннепе иккĕшĕ вĕсем икĕ ачана — хĕрпе ывăла — кун çути парнелесе, ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пире, пепкисене, иксĕмĕре те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Манăн атте 2 мăнукне те чун ăшшине парать, вĕсене выляттарма кăмăллать, ĕçе хăнăхтарать. Пĕчĕк ачасем хăйсене юратнине, çыннăн кăмăлĕ мĕнлерех пулнине тÿрех туяççĕ. Манăн пепкемсемшĕн кукашшĕнчен лайăх çын тĕнчипе те çук. Атте тăван колхозра нумай çул бригадирта, унтан ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Халь
Пултаруллă вĕренекен

Пултаруллă вĕренекен

Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чулхулара Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурсăн çурма финалĕн иккĕмĕш смени иртрĕ. Çак конкурс тĕрлĕ регионсенчи миллион ытла шкул ачине пĕрлештерекен хăйне евĕрлĕ проект пулса тăчĕ. Конкурса хутшăннă ачасем пĕр эрне хушшинче «Большая перемена» эксперчĕсемпе тĕл пулчĕç, Раççейри компанисемпе аслă вĕренÿ учрежденийĕсем хатĕрленĕ кейс заданийĕсене пурнăçларĕç, тавракурăма анлăлатмалли тупăшусене хутшăнчĕç, кăткăс та илĕртÿллĕ мероприятисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Çурма финала ачасен наставникĕсем те хутшăнчĕç. Çурма финал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суйласа илнĕ 1,2 пин шкул ачи ноябрь уйăхĕнче Мускавра иртекен финала кайĕ. Унта финалистсем «Большая перемена» конкурсăн хаклă парнисемшĕн тупăшĕç. Унсăр пуçне тата вĕсене пурне те «Артек» ача-пăча центрне кайма

«Эпĕ спорт туризмĕ суйлатăп»

Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçланакан «Эпĕ спорт туризмĕ суйлатăп. Туризм ялти шкулсене» спорт туризмĕн ăмăртăвне хутшăнчĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикин Спорт туризмĕн федерацийĕ пуçарнипе ирттерчĕç. Çак проектпа килĕшÿллĕн пирĕн шкула туризм хатĕрĕсем, вĕренсем, палаткăсем, хурансем, çывăрмалли михĕсем тата кароматсем пачĕç. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçса шкул директорĕ Е.Н.Савельев ЧР Спорт туризмĕн федерацийĕн Президентне В.А.Атачкина тав турĕ. В.А.Атачкин тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Б.В.Малов ăмăртăва хутшăнакансене лайăх кăтартусем тума сунчĕç. Пурĕ ăмăртура 5—11-мĕш классенче ăс пухакан 86 вĕренекен тупăшрĕ. Пĕтĕмлетÿсене 4 ÿсĕм ушкăнĕнче турĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Кирилл Кузьминпа Александр
Республикăра гриппран прививка тума пикеннĕ

Республикăра гриппран прививка тума пикеннĕ

Грипп — чирлĕ çынран сывлăш урлă ерекен вируслă инфекци чирĕ. Хамăр тата çывăх çыннăмăрсем гриппа ан чирлеччĕр тесен мĕнле сыхланмалла-ха; Çак амакран вакцинаци туни — чи эффективлă меслет. Организмра хÿтĕлев япаласем /антитела/ аталанса ĕлкĕрччĕр тесен вакцинацие грипп эпидемийĕ пуçланиччен пĕр уйăхран кая юлмасăр тумалла. Гриппран мĕншĕн кашни çулах прививка тумалла; Грипп вирусĕ — пĕрмай улшăнса тăракан /мутация/ микроорганизм. Çавăнпа гриппран тăвакан вакцинăсене çулсеренех çĕнетеççĕ. Унсăр пуçне прививка тунăранпа вăхăт иртнĕçемĕн антителасен организмри шайĕ чакать. Гриппа кашни çынах чирлеме пултарать. Уйрăмах пысăк хăрушлăхри категорири çынсем: 60 çултан иртнĕ ватăсем; организмра япаласен ылмашăвĕ пăсăлнă çынсем; чĕрепе юн тымарĕсен /гипертони, чĕрен ишеми чирĕ/ тата сывлав органĕс

Ылтăн ÿсĕме мухтав

Октябрĕн 1-мĕш кунне эпир Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне — ăслăлăх, ырă кăмăл тата хисеп уявне — паллă тăватпăр. Ваттисен кунĕ пире аслă ăрури çынсемшĕн пирĕн юрату, тимлĕх сывлăш пек кирлине тепĕр хут аса илтерет. Ытти çулсенче «Каçал ен» редакцире нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă хисеплĕ ĕçченсене хăнана чĕнекенччĕ. Кăçал коронавирус чирĕ çак ылтăн уява яланхи пек паллă тума чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Редакци коллективĕ нумай çул хушши асăннă организацире бухгалтерта ĕçленĕ В.П.Тимофеевăна, секретарь-машинисткăра тăрăшнă В.С.Воробьевăна, В.В.Гавриловпа З.Н.Соловьева журналистсене, Н.К.Скворцов фотокорреспондента, паянхи кунчченех корректор тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Д.Бариновăна çак сумлă уявпа саламлать. Пурнăçри кĕркунне сирĕн пуçăрсене кĕмĕлленĕ пулсан та чунăрсем çамрăк пулччăр,

«Чăваш ялĕн илемĕ» ята Татьяна Макарова тивĕçрĕ

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче Комсомольскинчи Культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерствипе республикăри хĕрарăмсен Канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн иккĕмĕш зонăри тупăшăвĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Ял хĕрарăмĕн пултарулăхне тĕрĕслекен ăмăртура Чăваш Республикин кăнтăр енчи районĕсенчи — Канаш, Комсомольски, Улатăр, Елчĕк, Патăрьел — ялсенче пурăнакан, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан чи маттур та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Конкурса хутшăнакансен ăмăртăвĕ фойеренех пуçланчĕ. Кунта конкурсанткăсен «кĕреке» сĕтелĕсем аш-какайпа сĕт-çуран хатĕрленĕ юр-варпа, улма-çырлапа,