Публикации

Çĕнĕ çул уявĕсене ирттермĕç

Çĕнĕ çул уявĕсене ирттермĕç

Юлашки вăхăтра республикăра коронавирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ самай ÿснĕ. Лару-тăру çивĕчленсе пырать. Çавна май коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарнă. — Больницăсенче койка шутне ÿстермелле, аптекăсемпе сиплев учрежденийĕсене эмелсемпе тивĕçтермелле, предприятисемпе организацисене тĕрĕслесех тăмалла, йĕркене пăсакансене явап тыттармалла, — тенĕ вăл. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен йышĕ 7 процент ÿснĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче чир сарăлма пуçланă, çавна май республикăра 37 класа дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн общество апатланăвĕн объекчĕсен каçхи 23 сехет
50 çула яхăн- тăван колхозра

50 çула яхăн- тăван колхозра

Хуçалăхăн ăнăçулăхĕ, куллен çитĕнÿсем тăвасси, лайăх кăтартусемпе палăрасси унăн ертÿçин пултарулăхĕнчен, хуçалăх тилхепине çирĕп тытма пĕлнинчен çеç мар, кунта вăй хуракан ĕç аллисенчен те чылай килет. Тăрăшуллă, хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлакан ĕçченсем хуçалăха малалла туртаççĕ. «Искра» колхозра вăй хуракан кашни çын хăйне шанса панă ĕçе чунтан пурнăçланипе, колхозăн пуласлăхĕшĕн хăй те яваплине туйса тăнипе ĕнтĕ кăçалхи ĕç çулталăкĕ вĕсемшĕн ăнăçлă иртрĕ. Колхоз ĕçне чун-чĕрипе парăннă, мĕн ачаран пуçласа паянхи кунчченех хуçалăхра тăрăшакан чи маттур ĕçченсенчен пĕри — Федор Мартынов. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çулалла çывхарать. Федор Михайлович Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май, вăл та мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă, колхозăн вĕçсĕр-хĕрсĕр
Вут-çулăмран сыхланмалла

Вут-çулăмран сыхланмалла

Пушарсене пула пирĕн районта уйрăм çынсем çулсеренех шар кураççĕ. Ноябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районта 32 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Пушарта кăçал 1 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Мĕншĕн тухаççĕ-ха пушарсем? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: — электричество пралукĕсем юсавсăр пулни е кивелнĕ пралуксемпе усă курни; — ача-пăча шăрпăкпа выляни; — вут-кăварпа асăрханусăр пулни. Тата çакна палăртса хăвармалла: кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушлăхĕ татах та ÿсет. Электронагревательсемпе усă курнине пула электричество пралукĕсене йывăр лекет. Хĕллехи вăхăтра кил-çуртра е мунчара кăмакана ытлашши вăйлă хутмалла мар. Кăмакасем çывăхне çунма пултаракан япаласем хума юрамасть. Кăмака чĕртме бензинпа е растворительпе усă курмалла мар. Тĕслĕхрен, ноябрĕн 1-мĕшĕнче Тукай Мишер ялĕнче мунча кăмакине вăйлă хутнипе çем

Раççей шайĕнче – призер

Ноябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Мускаври «Динамо» спорт керменĕнче фитнес-аэробикăпа Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Мускавран, Тольяттинчен, Нефтекамскран, Челябинскран, Анапăран, Рязаньтен, Егорьевскран тата ытти хуласенчен чи пултаруллă спортсменсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне çак ăмăртура 100 ытла спортсмен хÿтĕленĕ. Чемпионата районти фитнес-аэробика федерацийĕн Президенчĕ Мария Долгова ертсе пыракан «Свит Бейби» команди те хутшăннă, хĕрачасем хăйсен ÿсĕмĕнчи командăсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Свит Бейби» команда йышĕнче Виктория Степанова, Виктория Федорова, Александра Лазарева, Екатерина Жукова, Ульяна Воробьева хăйсен пултарулăхне кăтартнă. — Ку пирĕншĕн — Раççей шайĕнчи пĕрремĕш чемпионат. Пур команда та питĕ вăйлă, пултаруллă. Çавăнпа та эпир те питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр,

Чăваш митрополичĕ районта пулнă

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий района килчĕ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храма сăвапланăранпа 20 çул çитнине асăнса уяв литургийĕ ирттерчĕ. Унта Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан тата чиркÿ настоятелĕсем хутшăнчĕç. Храма сăвапланăранпа 20 çул çитни районта пурăнакансемшĕн те пысăк уяв. Çавна май чылайăшĕ çак кун чиркĕве килме кăмăл тунă. Уяв литургине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александо Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова хутшăнчĕç. Александр Николаевич Савватий владыкăна уяв литургине ирттернĕшĕн районта пурăнакансен ячĕпе чĕререн тав турĕ, ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Савватий владыка пурне те пиллерĕ, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. — Пĕр-пĕрне юратăр, хисеплĕр, килĕштерсе пурăнăр. Ырă ĕç т
Халăх пуçаруллă пулсан ялсем илемленеççĕ

Халăх пуçаруллă пулсан ялсем илемленеççĕ

Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та пуçарулăх бюджечĕн программипе хатĕрленĕ чылай проектсем пурнăçланаççĕ. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа ял çыннисене пăшăрхантаракан чылай ыйтăва татса пама май килнĕ. Инициативлă бюджет вырăнти йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан чи курăмлă мелсенчен пĕри пулса тăчĕ. Вăл ял çыннисене те вырăнти хăйтытăмлăх ĕçне хутшăнтарать, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса парассине явăçтарать. Чылай чухне ялсенчи пухусем вăхăтĕнче халăх вăл е ку çитменлĕх, пăшăрхантаракан самант çине тимлĕх уйăрать, вырăнти ертÿлĕхрен пулăшу ыйтать. Шăпах çак çивĕч ыйтусене тĕпе хурса ятарлă проектсем хатĕрлесен, кирлĕ документсене пуçтарса пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнсан вĕсене вăраха ямасăр татса пама пулать. Асăннă программа граждансен тĕрлĕ енлĕ пуçарăвĕсене шута илет. У

Хĕрÿ линисем ĕçлеççĕ

РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе Чăваш Енре коронавируса хирĕç кĕрешессипе хĕрÿ линисем ĕçлеççĕ. Телефонпа шăнкăравласа COVID-19 сарăлни, чир паллисем тата сывалмалли мелсем çинчен специалистсенчен ыйтса пĕлме пулать. Çавăн пекех операторсем чир ернине сиссен мĕн тумаллине, тест ăçта памаллине ăнлантарса параççĕ. Раççейри пур регионсенче те пĕрлехи телефон линийĕ- сем йĕркеленĕ. Роспотребнадзор — 8 800-555-49-43, пĕрлехи хĕрÿ лини 8-800-2000-112. Кирлĕ пулсан операторсем шăнкăрава регионти линисем çине куçараççĕ. Çакă кĕске вăхăтра информаци тата медицина пулăшăвĕсене илме май парать. Чăваш Енри Сывлăх сыхлав министерствин хĕрÿ лини телефон номерĕ — 8/8352/26-14-14. Медицина организацийĕсен поликлиникисем çумĕнче те «хĕрÿ лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ. Комсомольски районĕнчи тĕп боль
Улшăнусем савăнтараççĕ

Улшăнусем савăнтараççĕ

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри кашни яла 100-шер пин тенкĕ уйăрма йышăннăччĕ. Çак пулăшу ялсен сăн-сăпатне илем кĕртме май парать. 100 пин тенкĕ Çĕнĕ Шăхран ялне те çитрĕ. Ял халăхĕ çак укçапа ача-пăча площадки тума йышăнчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, клуб çумĕнчи садра площадка пулса та тăчĕ. Унта кунсерен ача-пăчан хаваслă сасси илтĕнет. Пĕчĕккисем çак площадкăшăн питĕ савăнаççĕ. Ялсенче вырăнти инициативăсемпе пурнăçа кĕрекен проектсем енĕпе те нумай ĕçлеççĕ. Пирĕн ялта та Молодежная урама çак проекта хутшăнса шурă чул сарса çул туса пачĕç. Культура çурчĕсене юсама уйăрнă укçа та пысăк пулăшу. Нумай çул каялла çĕкленĕ ял клубĕ шалтан илемсĕрленнĕччĕ, урайĕсем кивелнĕ, çĕрнĕ. Кăçал ял клубне те тĕпрен юсарĕç. Маччисемпе стен
Картишсене хăтлăлатассине сÿтсе явнă

Картишсене хăтлăлатассине сÿтсе явнă

Таврара хăтлă та илемлĕ пултăр тесен пĕр çын çеç тăрăшни çителĕксĕр. Районти кашни ял тăрăхĕнчех çак енĕпе çулсерен тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Мĕн тумаллине халăхпа пĕрле пуçтарăнса сÿтсе явсан, кашнин сĕнĕвне шута илсен ĕç, паллах, кал-кал пырать. Çак кунсенче Комсомольскинче граждансен пухăвĕсем иртнĕ. Вĕсене картиш территорийĕсене хăтлăлăх кĕртессине сÿтсе явас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пухусенче РТП территорийĕнчи тата Завод урамĕнчи 67а, 67б çуртсем патĕнчи картишсене тирпей-илем кĕртессине сÿтсе явнă, çак таврашра пурăнакансен шухăшĕсене шута илнĕ. Вĕсене тĕпе хурса специалистсем проектсем хатĕрлĕç. Маларах планланă тăрăх, картишсенче кану вырăнĕ, ача-пăча тата спорт площадки тума, урамри çутăсене йĕркене кĕртме палăртнă. Асăннă çуртсен картишĕсем çитес вăхăтра улшăнса çĕнелессе шансах
Пултаруллă хĕр ача

Пултаруллă хĕр ача

«Вĕренÿ отличникĕ, кашни çулах Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Пултаруллăскер, яланах малтисен йышĕнче вăл». Час-часах илтме пулать мухтаса калаçнине шкулта та, ял çинче те. Сăмах 7-мĕш класра вĕренекен Снежана Ильина пирки пырать. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулне ачасем пилĕк ялтан çÿреççĕ. Пĕлÿ çурчĕ хăтлă кунта, икĕ хутлă, классем çутă та таса. Коридорта илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Вĕренекен сахалли çеç пăшăрхантарать. Снежана ăс пухакан 7-мĕш класра сакăр ача вĕренет. Хĕр ача Аслă Çĕрпÿелĕнче пурăнать. Шкула ытти вĕренекенсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Çемьере 3 ача çитĕнет. Çавна май Снежана вăр-вар пулма хăнăхнă. Ирсерен пĕр вăхăтра вăранса пуçтарăнать. Тетĕшĕ Максим та çак шкулах 8-мĕш класа çÿрет. Снежана — тăрăшуллă, сăпайлă. Тин кăна парта хушшине ларнă пулин те, лайăх палл