Вторник, 23 апреля

Публикации

Маттур ачасем пурри чуна çĕклет

Маттур ачасем пурри чуна çĕклет

Эпир, Завод тăкăрлăкĕнче тата урамĕнче пурăнакансем — Васса Чернова тата Людмила Симендеева, Çимĕк уявĕччен урама тирпей-илем кĕртме шутларăмăр. Çавасемпе çул хĕрринчи хытхурасене çулма пикентĕмĕр. Тирпейлĕ пулсан иртсе çÿрекенсене те, хамăра та кăмăллă-çке. Пирĕн пата виçĕ çамрăк пырса чарăнчĕ. — Эпир сире пулăшасшăн. Ватăсене çăмăл мар пуль çавапа çулма, — терĕç вĕсем. Пирĕн салара çакăн пек маттур çамрăксем пурришĕн питĕ савăнтăмăр. Ачасене çавасем тыттартăмăр. Вĕсем урама япăхтаракан курăка вăр-вар çулса пĕтерчĕç. Пире пулăшни хăйсемшĕн те усăллă пулчĕ — çавапа çулма вĕренчĕç. Эпир Людмила Николаевнăпа иксĕмĕр маттур ачасен ячĕсене ыйтса пĕлтĕмĕр. Вĕсем — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8 «б» класран вĕренсе тухнă Денис Смирнов, Кирилл Пермяков, Павел Плешков. Çак ачасем пире пулă
Музей хăнасене тарават

Музей хăнасене тарават

Нумаях пулмасть Нĕркеçри вăтам шкулти çуллахи лагерĕн воспитателĕсем Галина Краснова, Нина Константинова тата Мария Сапожникова 1—5-мĕш классенчи вĕренекенсене Çĕнĕ Кипеçри Станислав Аркадьевич Андреев ячĕпе хисепленекен историпе краеведени музейне экскурсие илсе килчĕç. Ачасемшĕн кăсăкли, пĕлмелли кунта питĕ нумай пулчĕ. Вĕсене эпĕ музейри экспонатсемпе тĕплĕн ăнлантарса паллаштарма тăрăшрăм. Çĕнĕ Кипеçри историпе краеведени музейне С.А.Андреев вĕрентекен пуçарнипе мăн асаттесен авалхи тумтирне, савăт-сапине, ĕç хатĕрĕсене, мамонтсен асав шăлĕсене, историе сăнлакан сăнÿкерчĕксене, документсене пухса 1970 çулсенче ялти вăтам шкулта уçнă. Экспонатсене тăтăшах çĕнетсе тăнă. 2005 çулта шкул хупăнсан музей тăватă çул япăхса тăнă. Музей экспоначĕсене Çĕнĕ Кипеçри культура çуртне куçарма Валери
Шыв калаçтарать

Шыв калаçтарать

Шăрăх кунсем çитсен çынсем нихçанхинчен те ытларах шывпа усă кураççĕ. Шăпах çакăн пек вăхăтра районта çивĕч ыйту тухса тăрать — шыв çитмест. Пахчасене шăварма тытăнсанах çуртсемпе хваттерсенчи шыв пăрăхĕсенчен шыв юхма чарăнать. Уйрăмах район центрĕнче çак ыйту кăçалхи шăрăхра чи çивĕччисенчен пĕри. Кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ кăнтăрла шыв курмасть тесен те юрать. Апат пĕçермелĕх шыв илсе юлас тесе вĕсем çĕр варринче тăнине калаççĕ. Кашни кун тенĕ пекех район администрацине çак ыйтупа шăнкăравлаççĕ, социаллă сетьсем урлă та шыв çукки çинчен çырса пĕлтереççĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов нумаях пулмасть вырăна тухса оперативлă канашлу ирттерчĕ. Ĕçмелли шыв çителĕксĕрри чи малтанах шыв сечĕсем кивелнипе, çĕнĕ шыв башнисем çуккипе çыхăннă. Шыв сечĕсем çине вун
Чемпионка ятне тивĕçнĕ

Чемпионка ятне тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче триатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Комсомольскинчи «Кĕтне» спорт шкулĕнче Нежметдин Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптакан Александра Мамуткина ыттисене чылай кая хăварса Чăваш Республикин чемпионки пулса тăнă. Унăн ушкăнĕнчи хĕрачасем 300 метра ишсе, 8 çухрăма велосипедпа ăмăртса тата 2 çухрăма чупса тупăшнă. Сăмах май, Александрăн ку триатлон енĕпе хутшăннă пĕрремĕш ăмăртăвĕ. Вăл ытларах акватлонпа иртекен ăмăртусене хутшăнать, яланах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей шайĕнчи первенствăра та А.Мамуткина хăйĕн ÿсĕмĕнчи ушкăнра 3-мĕш вырăна тухнă. Пултаруллă спортсменкăна малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. Н.КАЛАШНИКОВА.  
Чÿречерен ÿкеççĕ

Чÿречерен ÿкеççĕ

Çуллахи вăхăтра ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем нумайланаççĕ. Шăрăх çанталăкра чылайăшĕ пÿлĕмсене уçăлтарма чÿрече уçать. Ачасем уçă чÿречерен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем çулсеренех нумай. Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа çакăн пек 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Нумай пулмасть çеç виçĕ пепке Çĕрпÿ, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче çÿлти хутсенчи чÿречесенчен тухса ÿкнĕ. Çĕрпÿ хулинче июнĕн 23-мĕшĕнче чÿречерен тухса ÿкнĕ ача больницăра вилнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайсан ачана аслă аппăшĕсемпе хăварнă пулнă. Шупашкар хулинче июнĕн 26-мĕшĕнче 10 хутлă çурт чÿречинчен ÿксе вилнĕ ача 2 çул та 11 уйăхра çеç пулнă. Ăна пăхма та аслă аппăшĕсене шанса хăварнă. Инкек ан пултăр тесен пĕчĕк ачаллă çемьесен, уйрăмах çÿл-ти хутсенче пурăнакансен, чÿречесене уçă хăвармалла мар. Пÿлĕмсене уçăлтарас тĕллевпе çÿлти форточкăна
Ниме халăха пĕр чăмăра пуçтарать

Ниме халăха пĕр чăмăра пуçтарать

Этем таврана илемлĕх кÿ- ме, çутçанталăка упрама, хăйĕн йăхне сыхласа хăварма, малалла тăсма çĕр çине çуралать. Кашни çыннăн йывăç лартса çитĕнтермелле, çурт хăпартмалла, ачасене ура çине тăратса обществăна юрăхлă çынсем тума тăрăшмалла. Çурт лартасси çинчен калас пулсан, мĕн ĕлĕкрен çак йывăр ĕçе чăвашсем нимелле пурнăçланă. Ку ырă йăла паян кунччен те сыхланса юлнă. Пĕр-пĕр пысăк ĕçе пурнăçлама çемье хăй тĕллĕн вăй-хал çитереймесен кил хуçисем тăван-хурăнташран, ял-йышран пулăшу ыйтнă — ниме тунă. Йăлмахва ялĕнче паян кун та хăш-пĕр ĕçе нимелле тăваççĕ. Çак пулăм ытларах стройка ĕçĕсенче витĕмлĕн палăрать: пÿрт никĕсне хатĕрленĕ, çурт купаланă, тăррине хĕç-тимĕрпе витнĕ, мунча-кĕлет тунă, пусă чавнă чухне ял-йыш пулăшăвĕ питĕ те паха. Çавăн пекех вăрман турттарса килес ĕçре, пахча çимĕç
Пирĕн вăй – пĕрлĕхре

Пирĕн вăй – пĕрлĕхре

Акатуй — чăваш халăхĕн йăли-йĕркинче мĕн авалтан упранса юлнă сумлă уяв. Кăçалхипе уяв районта 70-мĕш хут иртрĕ. Ĕçпе юрă, спорт уявне халăх чăннипех те йышлă пухăнчĕ, сумлă хăнасем те пулчĕç. Уява асра юлмалла, хăнасемпе, куракансен кăмăлне каймалла йĕркелеме тăрăшрăмăр. Савăнма та, канма та пур услови те пултăр тесе сахал мар ĕçлерĕмĕр. Чăннипех те тăрăшса ĕçлени хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарчĕ — уяв асра юлмалла иртрĕ. Пирĕн районта пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа, мал ĕмĕтлĕхпе палăрса тăнă. Çавна май Акатуй уявне йĕркелеме, ирттерме тÿпе хывнă кашни çынна чĕререн тав тăватăп. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланă площадкăра, ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсенче, «Ăстасен хулинче», ача-пăча вылямалли, спорт мероприятийĕсен лапамĕсенче, уяв сцени çинче, «Охотничья з
Уй-хирте

Уй-хирте

Июнĕн 23-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче уй-хир культурисен 10847 гектарне имçамланă, 6626 гектарне хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли наркăмăш сапнă. Хуçалăхсем 2851 гектар çинчен нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 3330 тонна утă янтăланă, 3790 тонна сенаж, 520 тонна силос хатĕрленĕ. Чи маттур ĕçлекенсем: «Асаново» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх валли 1000 тонна утă хатĕрленĕ, «Рассветра» — 1240 тонна, «Дубовка» ООО-ра 1200 тонна сенаж хывнă. Р.БАСНИКОВ.
Çÿп-çап машини çула тухнăранпа – икĕ çул

Çÿп-çап машини çула тухнăранпа – икĕ çул

Ялсенче унта та кунта çÿп-çап куписем выртни, вĕсем кунран-кун тата та ÿссе пыни темиçе çул каялла чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак ыйтăва республика ша- йĕнче татса парас тĕллевпе йăлари хыт каяша пуçтарса тирпейлеме регионаллă оператора çирĕплетрĕç. Кăçал июнĕн 25-мĕшĕнче «Экоцентр» регионаллă операторпа йăлари хыт каяша турттарса тухма килĕшÿ тунă «Чистый город» организацин пĕрремĕш машини пирĕн район тăрăх çула тухнăранпа 2 çул çитет. Çавна май çак организацин Комсомольскинчи участокĕн начальникне Александр Степанова хаçатăн тĕпелне йыхравласа ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕсене сÿтсе яврăмăр. — Александр Михайлович, «Чистый город» тин çеç ĕçе пикеннĕ пекчĕ. Халĕ вара, сисмерĕмĕр те, унтанпа икĕ çул та иртрĕ. Çак хушăра мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç; — Районти экологи лару-тăрăвĕ мана тахç
Партин çĕнĕ сăнĕсем тата çĕнĕ тĕллевсем

Партин çĕнĕ сăнĕсем тата çĕнĕ тĕллевсем

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Патшалăх Думине суйланакан кандидачĕсемпе тата программăри шухăшсемпе пуринчен малтан паллаштарчĕ Иртнĕ эрнере РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне тăратнă кандидатсен ячĕсене палăртнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕсенчен чи малтан съезд ирттерчĕ тата суйлав умĕнхи кампание пуçларĕ. Съезд делегачĕсен умĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăмах каланă, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» пулас депутачĕсене пирвай пурнăçламалли ĕçсене кăтартнă. Унсăр пуçне партин федераци списокне кĕртме пилĕк кандидата сĕннĕ. Çемьесене пулăшасси, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем Президент шухăшĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» — çĕршыври пысăк пĕлтерĕшлĕ политика вăйĕ, вăл патшалăха аталантармалли стратегие пурнăçлама пулăшать. Патшалăх Пуçлăхĕ палăртнă пирвай пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри —