Пятница, 19 апреля

Публикации

Пурте яваплăха туйсан инкексен шучĕ чакĕ

Пурте яваплăха туйсан инкексен шучĕ чакĕ

Хăш-пĕр водительсем çул хĕрринче тăракан ÇÇХПИ инспекторĕсене асăрхасан тÿрех шарт сикеççĕ, «Кусем каллех укçа пуçтарма тухса тăнă» тесе кăмăлсăрланаççĕ. Анчах та вĕсемпе пĕрре те килĕшес килмест. ÇÇХПИ сотрудникĕсем укçа пуçтарма мар, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес, йĕркене пăхăнмасăр çула тухакансене вăхăтра асăрхаса вĕсене явап тыттарас тĕллевпе рейда тухаççĕ. Паянхи кун ÇÇХПИ сотрудникĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем çула тухакансем çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, профилактика рейчĕсем ирттереççĕ, пурте усă куракан асфальтлă çулсене мĕнле тирпейлесе тăни çине тимлĕх уйăраççĕ, вăрланă транспорт хатĕрĕсене тупма пулăшаççĕ... Çул çинче инкек сиксе тухас пулсан та, ПАИ ĕçченĕсем унта чи малтан çитеççĕ. Шел пулин те, çула тухас умĕн инкеке лекессе никам т
Суд йышăнăвне пурнăçламасан

Суд йышăнăвне пурнăçламасан

Суд актĕнче, йышăнăвĕнче, приговорĕнче çырса çирĕплетнĕ требованисене пурнăçлассинчен парăмçă сĕмсĕррĕн пăрăнать е вĕсене хирĕç тăрать тени мĕн урлă палăрать? Ыйтăва район прокурорĕн çумĕ Р.Купкенов хуравлать: — 2018 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче йышăннă 348-ФЗ №-лĕ Федераллă саккун РФ Уголовлă кодексĕн «Суд приговорне, суд йышăнăвне е судăн урăх актне пурнăçламанни» статйине çĕнĕлле çырса панă. Çак статьян 1 пайне административлă преюдици ăнлава кĕртнĕ. Çапла саккунлă вăя кĕнĕ суд актĕнче, йышăнăвĕнче е судăн урăх актĕнче çырса çирĕплетнĕ требованисене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакан е вĕсене хирĕçтăракан кашни çынна уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Çав вăхăтрах çак суд акчĕпе çыхăннă РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 17.15 статйин 4 пайĕнче çирĕплетнĕ ĕçсемшĕн а
Право пулăшăвĕ кÿреççĕ

Право пулăшăвĕ кÿреççĕ

Кашни çулах ноябрь уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасен право пулăшăвĕн кунĕ иртет. Кăçал вăл ноябрĕн 19-мĕшĕнче пулать. Ăна тăлăхсене, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене, инвалид-ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне право пулăшăвĕпе тивĕçтерес, граждансене тÿлевсĕрех юридици пулăшăвĕ илме май пулни çинчен аса илтерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Чăваш Енре çак кун тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ: право сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшакансемпе калаçусем, ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе çавра сĕтелсем, право ыйтăвĕсемпе консультацисем, семинарсем, право калаçăвĕсем тата ытти те.  
Ят тухсан фронта та кайнă

Ят тухсан фронта та кайнă

Пур çулăм витĕр утса тухнă, Хытарнă хăйĕн кăмăлне. Тăшман тулашнă, вĕрнĕ, урнă, Çĕнтереймен хĕр ĕмĕтне... «Вăрçă хĕрарăм сăнлă мар», — теççĕ. Апла пулин те, тăван çĕршыв хăрушлăха лексен хĕрарăмсем те айккинче тăрса юлман, этемлĕхĕн черчен çурри пулнине пăхмасăр алла пăшал тытакансем нумайăн пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, тĕрлĕ çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, Хĕрлĕ Çар ретĕнче 490 пин хĕрпе хĕрарăм çапăçнă. Фронт линийĕнче вĕсем медиксем, летчиксем, снайперсем, связистсем, разведчиксем, шоферсем пулса тăшмана тĕп тума пулăшнă. 1941—1942 çулсенче Хĕрлĕ Çар техника енчен те, чĕрĕ вăй енчен те питĕ пысăк çухатусем тÿснĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче хĕрарăмсене те çара илмелли çинчен калакан приказ тухнă. Пирĕн районтан та 19—30 çулсенчи 179 çамрăк хĕре çар комиссариачĕ урлă фронта чĕ
Сивĕтмĕш мыскари

Сивĕтмĕш мыскари

Иртнĕ çу кунĕсем шăрăхпа палăрса тăнине пĕри те манман пулĕ-ха, тетĕп. Чылай хуçалăхсенче кăнтăрти çимĕçсем: арбуз, дыня, иçĕм çырли, айва тата ытти те — ăнса çитĕнчĕç. Ку, паллах, питĕ аван. Анчах çак типĕ шăрăх ял хуçалăхĕнче кăткăс лару-тăру патне те илсе çитерчĕ. Çумăр сайра çунă пирки тыр-пул ăнса çитĕнеймерĕ, хаксем ÿссе-хăпарса кайрĕç… Кил-çуртсенче вара апат-çимĕçе упрама питех те кăткăс пулчĕ. Сивĕтмĕшсем пĕр чарăнми кĕрлесе ларчĕç. Пулать вĕт çавăн пекки, шăп та лăп июль уйăхĕн вĕçĕнчи шăрăх кунсенче чип-чипер ĕçлекен сивĕтмĕш чарăнса ларчĕ. Ун ăшĕнче вара куллен çиекен апат-çимĕç çеç мар, çу каçиччен хатĕрленĕ сĕтеклĕ çырла, аш-какай тата ытти те. Вăраха ямасăр сивĕтмĕшсене юсакан ăстана чĕнсе илчĕ ман мăшăр. Чăн та, нумай кĕттермерĕ маçтăр, часах «персе» çитрĕ. Стройран тухнă

Пур енĕпе те маттур

Выльăхсемшĕн çынсенни пек канмалли кун та, уявсем те çук. Çавăнпа та фермăра ĕçлекенĕн куллен вĕсем патне васкамалла. Ял çыннисенчен чылайăшĕ тутлă ыйхăпа киленнĕ вăхăтра вĕсем ĕç вырăнĕнче. Çăмăл мар кунта. Тулăх тăрантармасăр выльăх-чĕрлĕхрен продукци илейместĕн, тар кăларса ĕçлеме тивет. Паянхи кун районти чылай хуçалăхри пекех «Урожай» колхозри фермăра тăрăшакансен ĕç стажĕ 20—30 е ытларах та çул. Вĕсем çинче тытăнса тăрать те выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тĕп шăнăрĕ. «Эпир хамăрах пăру пăхакансем те, вĕсен сиплевçисем те. Çамрăк выльăх мĕнле тыткаланине кура вĕсем сывлăхлă пулнине, лайăх аталаннине е чирленине пĕлетпĕр. Тепĕр чухне уколсем те хамăрах тăватпăр. Вĕсем сывлăхлă ÿсни хамăршăнах лайăх-çке», — теççĕ фермăра чылай çул тăрăшакан Ирина Петровна Ишуткинапа Маргарита Венедиктовна Фили
Ятарлă чару мерисем вăйра

Ятарлă чару мерисем вăйра

Коронавируса пула ĕçлемелле мар тесе йышăннă кунсенче республикăра, çавăн пекех районта та тĕрлĕ организацисем, лавккасем ĕçлемерĕç. Ноябрĕн 8-мĕшĕнчен вĕсем ятарлă чару мерисене тĕпе хурса ĕçе пикенчĕç, ачасем шкула кайма пуçларĕç. Халĕ патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен административлă çурчĕсене, суту-илÿ комплексĕсене, апат-çимĕç шутне кĕмен таварсем сутакан магазинсене, библиотекăсене, музейсене, театрсене, культура учрежденийĕсене, спорт комплексĕсене, обществăлла апатлану точкисене, парикмахерскисене тата социаллă тытăмри ытти учрежденисене коронавирусран прививка тунине çирĕплетекен QR-кодпа, ковидпа чирленĕренпе çур çул çитменнине ĕнентерекен сертификатпа е хальхи вăхăтра çыннăн коронавирус çуккине çирĕплетекен справкăпа /унпа 3 кун çеç усă курма юрать/ кă
Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар

Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар

«Чăвашра юман та чăвашла кашлать» — хăйĕн никĕс-несĕлĕпе, тăван енпе мăнаçланса каланă чăваш, «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи, чăваш юрри — чун уççи» — тăван чĕлхене, халăх юрри-ташшине юратса танлаштарнă халăх, «Чăваша маннă чăваш — çухалнă пуртă аври» — çын вăйĕн çăлкуçĕ тăван халăхра пулнине асăрхаттарса каланă авалтан. Çĕршыври халăх тата наци йышне, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне пĕлме пулăшакан çырав тапхăрĕн юлашки эрнине кĕтĕмĕр. Унăн кăтартăвĕсем çĕршывра пурăнакансен нумай ыйтăвне татса пама тата малашлăхри аталану çул-йĕрне палăртма пулăшĕç. Эпир, пĕр-пĕринпе чăваш чĕлхипе хутшăнакансем, паллах, чăваш чĕлхи тăван чĕлхе тесе палăртатпăр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ывăл-хĕрсене, мăнуксене /вырăсла калаçсан та/ ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ чăваш пу

Ачасемпе мăнуксем – манăн пуянлăх

Пурнăçăн анлă сукмакĕпе 90 çул хавхалануллă кăмăл-туйăмпа утăмлакан Надежда Василевна Павлова Хирти Выçлире пурăнать. Вăрăм çула кĕскетсе эпĕ хисеплĕ ватăпа курнăçса калаçма васкарăм. Тăпăл-тăпăл та тирпейлĕ пÿрт, «кунта килен-каяна яланах тарават хуçасем пурăнаççĕ» тенĕнех йăлтăртатакан таса кантăклă чÿречесем, залри диванпа креслосем çинчи çыхнă илемлĕ минтерсемпе виткĕçсем, тин çеç пиçсе тухнă техĕмлĕ кукăль шăрши.... Ватă çын çуртĕнче хăтлăх хуçаланни куçкĕрет. Мана кĕтме хирĕç хыпаланса тухакан Надя аппа хăйĕн çулĕсенчен нумай çамрăк курăнать. Йăлтăр кулăллă, çÿллех мар, тăпăлкка пÿ-силлĕ кинеми мана кĕрекене иртме чĕнчĕ. Хĕрĕ Елена та шăпах тăван килĕнче — амăшне ватлăх кунсенче пĕччен тунсăхлаттарасшăн мар, юнашар пулма тăрăшать. Хуçисен ăшă кăмăлĕпе тараватлăхне кура пирĕн калаçу
150-мĕш пепке çуралнă

150-мĕш пепке çуралнă

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче кăçал çуралнă 150-мĕш пепкене регистрациленĕ. Тукай ялĕнче пурăнакан Екатеринăпа Дмитрий Казаковсен çемйинче виççĕмĕш ача — ывăл Филипп çут тĕнчене килнĕ. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова вăл çуралнине ĕнентерекен документа телейлĕ ашшĕне панă, ачана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме вăй-хал тата çемье телейĕ суннă.