Публикации

Ринат Рахимзянов ячĕпе — турнир

Декабрĕн 18-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра район тата республика шайĕнчи волейбол тата футбол турнирĕсене йĕркеленĕ, районти спорт аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă общество хастарне Ринат Рахимзянов спортсмена асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта пурĕ 13 команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Хусан, Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Патăрьел, Муркаш, Комсомольски районĕсенчи командăсем пулнă. Турнира виçĕ зонăра — Тукай Мишерĕнчи тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче, «Кĕтне» ФСК-ра йĕркеленĕ. Мероприяти Ринат Рахимзянова асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш республикин «Тутарсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организацин председателĕ Марат Айзатулл
Халăх пысăк ĕç турĕ

Халăх пысăк ĕç турĕ

Асанкасси — районта чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунта пурăнакансене — çÿреме çывăхра чиркÿ çук. Комсомольскине çитме икĕ вăрман витĕр тухмалла, тăватă ял урлă иртмелле. Асанкассинче чиркÿ тăвасси пирки эпĕ тахçанах шутлама пуçланă. Çавăнпа та ку ыйтупа малтанах ял çыннисемпе калаçса пăхрăм. Кил тăрăх çÿресе халăх шухăшне хут çине алă пустарса çирĕплетрĕм. Вăл вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса А.В.Озеров ĕçлетчĕ. Александр Васильевич ман шухăша хирĕç пулмарĕ. Алă пустарнă хута Комсомольскинчи чиркÿри Алексей аттене патăм. Вăл та ман пуçарупа хавас пулчĕ. Луцки салинчи Витали атте те ырларĕ. Ун хыççăн Алексей атте, А.Озеров тата эпĕ ялта чиркÿ тума вырăн шырарăмăр, темиçе тĕле те çитрĕмĕр. Эпĕ сĕннĕ вырăн пурне те килĕшрĕ. Ĕç вырăнтан хускалчĕ тесе шутланăччĕ. Анчах та Алексей атте Комсомольскинч
Çĕнĕ «омикрон» штамм çинчен

Çĕнĕ «омикрон» штамм çинчен

1. Коронавирусăн çĕнĕ «омикрон» штаммĕ ытти штамсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? — Çак штамри мутацисем вирусăн ереслĕхне ÿстереççĕ, клеткăсене лекес майĕсене анлăлатаççĕ. Çавна май ку штамм хăвăртрах сарăлать. 2. Çĕнĕ «омикрон» штамма хăçан чи пĕрремĕш хут тупнă? — Чи малтанах ăна Кăнтăр Африкăра асăрханă. Çакă 2021 çулхи ноябрĕн 9—11-мĕшĕсенче пулнă. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче GISAID базăна Гонконгра тупнă тĕслĕхе, ноябрĕн 27-мĕшĕнче Израильте тата Бельгире тупнă тĕслĕхсене кĕртнĕ. Паянхи кун çак штампа «тĕл пулнă» çĕршывсем нумайлансах пыраççĕ. 3. Раççейре ăна тупнă-и? — Паянхи кун тĕлне Раççейре «омикрон» тупнă тĕслĕхсене регистрациленĕ. Роспотребнадзор çакна çирĕп тĕрĕслет. 4. Паянхи кун усă куракан тест-системăсем çĕнĕ «омикрон» штамма тупса палăртма пултараççĕ-и? — Раççейре усă куракан п
Очередное уголовное дело по факту мошенничества

Очередное уголовное дело по факту мошенничества

13 декабря жительнице села Чурачики, 1981 года рождения, на абонентский номер стали поступать звонки с незнакомого ей номера стационарного телефона, а затем с сотового телефона. Она ранее слышала, что могут позвонить мошенники и обычно не отвечала на звонки незнакомых абонентских номеров, но в этот раз решила ответить. Как только она приняла звонок, мужчина уверенным, твердым голосом, представился, сообщил, что он со службы безопасности банка, на время дал ей переговорить с другим мужчиной, который представился полицейским. Мужчины по телефону назвали ее фамилию, имя, отчество и дату рождения, а затем огорчили её известием, что на её имя оформлен кредит на сумму 2 000 000 рублей. Женщина сразу поверила «полицейскому» и сотруднику «службы безопасности» и по их команде стала вводить в своем
Паттăрлăха асра тытса

Паттăрлăха асра тытса

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе палăртрĕ. Çак пулăма паллă тăвассипе çыхăннă ятпа Комсомольски ял поселенийĕн культура ĕçченĕ-сем тата кружока çÿрекенсем Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне яланах асра тытмаллине ялти клубсенче кăтартса пачĕç. Кĕçĕн Каçал культура çурчĕн ертÿçи Алевтина Трофимова çырнă «Манăçнă паттăрлăх» пьесăн 3 сыпăкне ял халăхĕ умне кăларчĕç. Пьесăна Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи Дария Осиповăна халалланă. Унăн ывăлĕсем хаяр вăрçа кайма ят тухсан пĕр тытăнса тăмасăрах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ултă ывăлĕ те хаяр вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă. Мĕнлерех йывăр пулнă Дария Осиповăна пĕр ывăлсăр тăрса юлма. Амăшĕ кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен. Унăн ывăлĕ
Асăрханни кирлĕ

Асăрханни кирлĕ

Тепĕр чухне эпир пушар ăнсăртран, кĕтмен çĕртен тухрĕ тесе калатпĕр. Кĕтмен çĕртен тенипе килĕшме те пулать пулĕ, никам та инкеке кĕтсе тăмасть. Ăнсăртран тенипе вара... Пĕлсе тăрсах, халиччен пулманччĕ-ха, малашне те пулмĕ тесе лăпланса юсавсăр электрооборудованипе, кăмакасемпе усă куракансем, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнманнисем те тупăнаççĕ. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн кăмакасемпе, ăшăтакан ытти приборсемпе усă курма пуçлатпăр. Çак вăхăтра пушарсен шучĕ те ÿсет. Çак кунсенче ятарлă комисси Асанкасси ялĕнче килсем тăрăх çÿресе вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллашнă. Уйрăмах вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсен, нумай ачаллă çемьесен, эрех-сăрапа иртĕхекенсен çурчĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов, С.В.Чермасов аслă инспектор, райо
Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ

Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ

Мĕн тĕрлĕ йывăрлăх курман-ши паянхи кун сакăр-тăхăр теçетке çул утакан ватăсем! Вĕсем ÿснĕ Аслă Отечественнăй вăрçă тата ун хыççăнхи вăхăтсем ытла та тумхахлă пулнă-çке. Кайран та çăмăлах килмен. Апла пулин те чăтнă, кăткăслăхсем умĕнче пуçĕсене усман. Çавăн пек çынсенчен пĕри — Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Зинаида Никитична Чернова. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарнă. Паллă кунпа ăна Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова саламланă. Ăшă сăмахсемпе пĕрлех вăл РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне те çитернĕ, район тата ял администрацийĕсен ячĕсемпе парне панă, хастар ĕçсемшĕн тав тунă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Зинаида Никитичнăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл вунă çул та тултарман пулнă-ха. Савăнса, выляса-кулса пурăнмалли ÿсĕм! Анчах та унăн,
Çынсен тимлĕрех пулмалла

Çынсен тимлĕрех пулмалла

Районта пурăнакан ултавçăсене 1 миллион та 400 пин тенкĕ куçарса панă. Телефон урлă укçа-тенкĕ çухатнă тĕслĕхсем пирки халĕ халăх массăллă информаци хатĕрĕсем урлă анчах пĕлмест, пĕр-пĕринпе калаçнă чухне те час-часах сăмах пуçарать. Мĕншĕн тесен инкек курнисен йышĕ хутшăнсах пырать. Пĕр-икĕ хутчен çеç мар, талăкра темиçен те ку ыйтупа шалти ĕçсен пайне килеççĕ. Юлашки вăхăтра анчах ултавçăсен «серепине» республикăри 6 çын çакланнă. Вĕсем мошенниксене пурĕ 5 миллиона яхăн укçа куçарса панă. Пĕр тĕслĕхĕ — пирĕн районта. Мĕнле пулса иртнĕ-ха çакă; Декабрĕн 13-мĕшĕнче хĕр-арăм патне палламан номертен çине-çине шăнкăрав килнĕ. Вăл шăнкăравсем çине хуравланă. Палламан çынсем ăна банк ĕçченĕ тата полицейский тесе пĕлтернĕ, çийĕнчех хĕрарăмăн ятне, хушаматне, хăçан çуралнине каланă тата унăн я
Каялла чакмасть коронавирус

Каялла чакмасть коронавирус

Статистикăна тишкерес пулсассăн республикăра коронавирус çĕнĕрен ернĕ тĕслĕхсем кăшт сахалланни паллă. Унпа пĕрлех Чăваш Енре больницăсенче чиртен сипленмелли вырăнсене те чакарнă. Кун пирки декабрĕн 15-мĕшĕнче ирттернĕ оперативлă штаб ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Анчах та республикăра та, районта та кăтартусем лăпланма иртерех пулнине калаççĕ. «Короноавирус чирĕ пуçланнăранпа районта 3183 çын чирлине палăртнă, вĕсенчен 156-шĕ ачасем. Эрне пуçламăшĕ тĕлне Комсомольски районĕнче пĕтĕмпе 30 çын чирлине шута илнĕ. Вĕсенчен 7-шĕ больницăра сипленет, ыттисем — килте. Ноябрь уйăхĕнче çак чире пула 10 çын пурнăçран уйрăлнă, декабрь уйăхĕнче — 2. Нумайăшĕ чиртен упранса вакцинациленнĕ: 11486 çын. Анчах та пур те мар, çак шиклентерет те. Паянхи кун вакцинаци — чиртен хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел», — пĕлт

Республикăра виççĕмĕш

Атăлçи Федераллă округăн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче автомодель спорчĕ енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Муркаш районĕнчи командăсемпе пĕрлех районти Асанкасси вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем те хутшăннă. Стартра пурĕ 26 автомобиль пулнă. Тупăшусем икĕ класпа иртнĕ. RC DRIFT класра ăмăртса пирĕн команда виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. «Кольцевые гонки» класра аслă ушкăнра Даниил Маргиданов палăрнă, команда виççĕмĕш вырăна тухнă. Ялти шкул ачисем хулари шкулсенче вĕренекенсемпе тан тупăшма пултарни савăнтарать. Вĕсене саламласа малашне те ăнăçусем сунатпăр. В.САЛАЕВ, команда ертÿçи.