Публикации

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Пурнăçра пирĕн – пĕр анне.  Тăван чĕлхе те пĕрре, ăна упрасси пирĕн тивĕç.  Иван Яковлев тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. «Çапла çеç чăваш чĕлхи  ыттисенчен кая пулмĕ. Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех  сиртен килет», — тенĕ вĕрентекенĕмĕр.  Вăл  каланине тĕпе хурса чăваш чĕлхи кунĕнче районти тĕп вулавăшра «Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе» çавра сĕтел иртрĕ. Унта культура ĕçченĕсем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакансем — Даниил Кастригинпа Вика Хораськина илемлĕ сăвăсем шăрантарчĕç. Хирти Мăнтăртан килнĕ Руфина Смирнова савăк юрăсем парнелерĕ, хăй шăрçаланă сăвăсене вуларĕ. Комсомольскинчи искусство шкулĕн педагогĕ Георгий Перьев хут купăспа вылярĕ, хăй кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ. Вулавăшра тăрăшакансем те айккинче юлмарĕç, çав

Кĕнеке историпе пуян

Иртнĕ эрнере районти тĕп библиотекăра «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское»  çĕнĕ кĕнекен  презентацийĕ иртрĕ. Çак кĕнеке пирĕн ентешсем, паллă таврапĕлӳçĕсем А.Г.Агафонов, В.Я.Григорьев, В.С.Васильев тата Комсомольски район администрацийĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе кун çути курнă.  Кĕнеке, чăннипех те, историпе пуян.  Кунта  ентешсем пирки нумай çĕннине пĕлме пулать.   Кĕнеке презентацине Анатолий Агафонов таврапĕлӳçĕ, культура ĕçченĕсем, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ- сем, педагогсем тата район çыннисем  хутшăнчĕç.  Ентеш  кĕнеке  историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское»  кĕнекен кун çути кăтартас тесе тăрăшнă çынсене ятран асăнчĕ, тав турĕ. — Пĕрремĕш кĕнеке вулака
Таврара пулсан тасалăх – хамăршăнах лайăх

Таврара пулсан тасалăх – хамăршăнах лайăх

Çуркунне çитрĕ. Юр ирĕлнĕ хыççăн унта та кунта тасамарлăх, çӳп-çап çиеле тухрĕ. Урамсенче, автоçул, тротуар  айккисенче çӳп-çап, бутылка, пакет, хут выртнине кашниех асăрхатпăр ĕнтĕ. Çавăнпа та тавралăха тирпей-илем кӳресчĕ, хамăра утса çӳреме кăмăллăрах пултăр.   Вĕсене тасатма çулсерен субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ те. Çавăнпа та пирĕн районта пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе çак кунсенче пикенессе шанатпăр.  Предприятисемпе организаци ĕçченĕсем, уйрăм çынсем  те çывăх вăхăтра субботник ирттерсе  таврари территорие тасатма тухаççех. Пурăнакан, ĕçлекен, куллен утса çӳрекен вырăн таса та тирпейлĕ пулни хамăршăнах лайăх ĕнтĕ. Анчах та хамăр ум илемлĕ пултăр та ытти-хытти тарама текенсем те тупăнаççĕ.  Çӳп-çапа çывăхри çырма-çатрана, вăрмана
Шутланине пурнăçламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле

Шутланине пурнăçламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле

Ял çыннисен ыйтусем нумай. Вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕнче йышăну вăхăчĕсенче те чылай сӳтсе явнă. Маларах çулсенче хуçасăр йытăсем, хăрнă е тавралăха илемсĕрлетекен йывăçсене касасси пирки ытларах калаçатчĕç, юлашки вăхăтра район центрĕнчи нумай хутлă çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси пирки час-часах килеççĕ. Тӳрех çак шухăшсене палăртса хăйĕн отчетне пуçларĕ Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова районти культура çуртĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче. Юсав ĕçĕсем тумалла-ха, анчах та нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен хăйсен те тăрăшни кирлĕ. Çак тĕллевпе пуçтаракан укçа-тенке пур çуртсенче те пĕр пек пуçтарманни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр çĕрте кирлĕ виçен 30—40 процентне çеç пухайнă, тепĕр çĕрте тӳлев  90 процент е ытларах та. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Район центрĕнче пурă

Сăмах илемне туйма вĕрентнĕ

«Тăван чĕлхене юратмалла, ăна хисеплемелле, унăн илемне туйса мухтанмалла», — тетчĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине чылай çул вĕрентнĕ Ольга Ивановна Иванова (Сергеева). Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленсе килетчĕ вăл, вĕсене интереслĕрех ирттерме тăрăшатчĕ. Кама мĕнле те, ман асра чăваш чĕлхипе литературин кабинетĕнче çакăнса тăракан плакат çинче çырнă «Чăваш халăхĕн çĕр-пин сăмах, çĕр-пин юрă, çĕр-пин тĕрĕ» текен сăмахсем ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Мĕн тери пуян иккен пирĕн халăх! Укçа-тенкĕпе, мул-пурлăхпа мар, чĕлхе, йăла-йĕрке еткерлĕхĕпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Шел, ĕмĕрсем иртнĕçем чылай эткерлĕх çухалнă, пирĕн ăрăва çити упраннă пуянлăха та хакламасăр манăçа хăварса пыратпăр. Çакăн пирки питĕ пăшăрханатчĕ вăл. Кăçал хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр 80 çул тултарчĕ
Вĕренекен пулма аван , кадет —  лайăхрах

Вĕренекен пулма аван , кадет —  лайăхрах

Паянхи кун,  социаллă пурнăçпа экономика улшăнăвĕсем тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем аталаннă вăхăтра тăван çĕршыва чун-чĕререн парăнса сыхлама,  тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пултаракан патриотсем кирлĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисене  пахалăхлă пĕлӳ пама çеç мар, хăй тĕллĕн ĕçлеме, яваплăха хăнăхтарса çитĕнтерме  тăрăшаççĕ.  Çавна май  шкул саккинченех тĕпренчĕкĕсене кадет класне вĕренме яраççĕ,  çарпа  ытларах туслаштараççĕ.  Унта пĕлӳ пухакансем шкул саккинченех çирĕп те тӳрĕ кăмăллă çитĕнеççĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче кадет класĕсем пур. Тĕслĕхрен, ку енĕпе пĕрремĕш çул уçаканĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пулнă. Евгений Николаевич Савельев шкул директорĕ пуçарнипе 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене çарпа патриотла воспит

«Халăх» ята çирĕплетрĕç

Çак кунсенче районти художество пултарулăх ушкăнĕсем, ансамбльсем «халăх» ята хӳтĕлерĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Культура министерстви кашни виçĕ çулта  йĕркелекен  тĕрĕслеве чăннипех те тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет. Культура çурчĕн сцени çинче чи илемлĕ те хаваслă юрăсем янăрарĕç,  ташшисем тата мĕн тери илĕртӳллĕ, артистсем вылякан рольсем чуна пырса тиврĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ (ертӳçи  В.П.Павлов), «Шурăмпуç» халăх   фольклор ансамблĕ (ертӳçи Л.В.Павлова), «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ (ертӳçи А.В.Кокшина),    «Çăлкуç» халăх вокал ансамблĕ (ертӳçи Е.А. Маштанова), эстрада студийĕ (ертӳçи В.А.Кокшин), «Мишар» халăх юрăпа ташă ансамблĕ (ертӳçи И.Ф.Хисамов), В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ (режиссерĕ М.П.Волкова) «халăх» ятлă пулн

Хавхалану пулсан ĕç ăнать

Тин çеç шурă юр айĕнче тĕлĕрсе выртнă хирсем хура тĕспе витĕнчĕç. Çавăн пекех çĕр те хăвăрт пиçсе çитсе механизаторсене ĕçе йыхравлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕнче техника тĕрĕслев витĕр тухрĕ. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче техника ĕмĕрне вăрăмлатас, вĕсене çулталăк тăршшĕпех тухăçлă ĕçлеттерес тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ. Кăçалхи тĕрĕслеве тăратнă пур трактор та юсавлă пулни палăрчĕ. Çапах та хăш-пĕрисем çинче вак-тĕвек кăлтăксем тупăнкаларĕç. Вĕсене механизаторсем çийĕнчех вырăнта тӳрлетме тăрăшрĕç.  Ĕç вăхăтĕнче пĕрре пăхсан пысăках та мар çитменлĕх те чăрмав кăларса тăратма пултарать çеç мар инкек патне те илсе çитерет. Юсавлăх енĕпе пур енчен те тивĕçтерекен трактор çеç ĕç тухăçлăхне ӳстерме май парать, механизатор хăйне те унпа шанчăклă туять. Çуркунне çĕр&

Вĕсен ĕçĕ йывăр та хăрушă

Юрăри çак сăмахсем тӳрремĕнех вут-çулăм çулне яланах пӳлме хатĕр пушар хуралĕн ĕçченĕсене пырса тивет. Апрелĕн 15-мĕшĕнче районти 31-мĕш пушар чаçне йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Малтанах уява килнисем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул умĕнчи лапамра иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕртен пуçласа паянхи кун усă куракан хăватлă техникăпа паллашма пултарчĕç. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем инкек сиксе тухсан ăна хирĕç тăрас енĕпе чи малтан пурнăçлакан мелсене, вут-çулăм вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене çăлас, вĕсене пĕрремĕш пулăшу парас тĕлĕшпе епле ĕçсем тунине кăтартса пани те аслисемшĕн те, шкул ачисемшĕн те кăсăклă пулчĕ. Юбилей уявĕ малалла районти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Кунти фойере вут-çулăма хирĕç кĕрешес, унран асăрханас темăпа

Вăл пирĕн асра

Алексей Иванович Волков 1918 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Хирти Мăнтăрти шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме  кĕнĕ. Анчах чухăн пулнă пирки малалла вĕренеймен. 1937—1938 çулсенче РКШ-ра пĕлӳ илнĕ, ветфельдшер пулса  «Дубрава» колхозра ĕçленĕ. 1939 çулта  ăна салтака  ăсатаççĕ. Аслă  Отечественнăй вăрçă пуçлансан тӳрех çапăçăва кĕрет. Вăрçă хыççăн  яппунсемпе тытăçма тӳр килет. Киле 1946 çулта кăна таврăнать. Виçĕ çул «Дубрава» колхозра ветфельдшер пулса ĕçлет. 1949—1959 çулсенче «Дубрава», Берий ячĕпе хисепленекен, Ворошилов ячĕпе хисепленекен, «Заря» колхозсенче председательте вăй хунă. Кайран  Кайнлăк ял совет председателĕнче ĕçленĕ.  Ял совет депутачĕ пулнă (темиçе созыв). Колх