Публикации

Çăлкуçа юсанă

Çăлкуçа юсанă

Комсомольски ялĕнче, вăрман хĕрринче вырнаçнă «Тимоша» ятпа пĕлекен çăлкуçа çĕнетсе тĕпрен юсанă. Çак ĕçе «Молодая Гвардия» хастарĕсем ятарлă конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ грант укçи-тенкипе пурнăçлама пултарнă.  Унта канăва усăллă ирттерме  беседка вырнаçтарнă, çăлкуç тавра карта тытса çавăрнă, тирпей-илем кӳнĕ. Майăн 16-мĕшĕнче çăлкуçа савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.  Программăра уяв концерчĕ  тата тĕхĕмлĕ апат-çимĕç пулĕ.     
Çар вăййисем пуçланнă

Çар вăййисем пуçланнă

Майăн 11-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра районти çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт ăмăртăвĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Тупăшусене районти шкулсенчен килнĕ 18 команда хутшăнать. Вĕсем майăн 13-мĕшĕччен спортăн тĕрлĕ енĕсемпе хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Çавăн пекех ачасен тăван çĕршыв историне, паттăрĕсене пĕлнине те çирĕплетмелле тата ытти конкурссенче те ăсталăхпа палăрмалла пулĕ.    

Ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ

Римма Васильевна Филиппова 1942 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче çуралнă. Шупашкарта 1947 çулччен пурăннă. Кайран амăшĕпе Çĕнĕ Шăхрана, унтан Йăлмахвана куçса килнĕ. Ачаллах амăшне колхоз ĕçĕнче пулăшма çӳренĕ. Шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн хăй те ĕçе çӳреме пуçланă. 1960 çулсенче сысна ферминче тăрăшнă. 1962 çулта, качча тухнă хыççăн, Красноярск хулине упăшкипе пĕрле куçса кайнă. 1963 çулта, хула пурнăçĕ килĕшменнипе Йăлмахвана таврăннă, çурт вырăнĕ илсе пурăнма пуçланă. — Ачасем çуралчĕç, — каласа парать Римма Васильевна. — Вĕсен  çывăхĕнче пулас тесе хамăр хыçри шкулта 1972—1979 çулсенче техничкăра ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах, 1961—1991 çулсенче, колхозра пай илсе вăй хутăм, ачасем пулăшма çӳрерĕç, ĕçлеме вĕренчĕç. Кирпĕч заводĕнче те вăй хутăм. 1982—1999 çу
Ял çыннисем хисеплеççĕ

Ял çыннисем хисеплеççĕ

Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакансем, район çыннисем  Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Николай Димитриевич Краснов ятне лайăх пĕлеççĕ. Вăл нумай çул ялти шкулта учитель, директор пулса тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те çапăçнă, нумай наградăсене тивĕçнĕ. Шел пулин те, вăл Аслă Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулне кĕтсе илеймерĕ, февральте пурнăçран уйрăлчĕ. Ентешсем унăн ятне манмаççĕ, çавна май ветерана хисеплесе майăн 9-мĕшĕнче  Чăваш республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, Николай Краснов пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Çакă хăй çук пулсан та ăна хисепленине, ял халăхĕ ун ятне асра тытнине туллин çирĕплетет.    

Анлăн паллă турĕç

Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 77 çул çитнине халалласа Аслă Чурачăк ялĕнчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Ăна Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Лукиянов уçрĕ, пурне те паллă кун ячĕпе саламларĕ. Аслă Чурачăк вăтам, Чĕчкен тĕп шкулĕсен директорĕсем С.Лукиянов, А.Гайнуллова, «Труд» ЯХПК председателĕ Р.Шарафутдинов хăйсен сăмахĕсенче çĕнтерӳшĕн фронтра та, тылра та мĕн пур совет халăхĕпе пĕрлех ял çыннисем те паттăрăн кĕрешнине палăртрĕç. Уйрăмах митинга килнисен чун-чĕрисене вăрçă ачин, ĕç ветеранĕн К.Шипатован сăмахĕсем витерчĕç. Унăн ашшĕ те вăрçă вучĕ витĕр иртнĕ. Мăнукĕсем паттăр салтак ятне асра тытаççĕ. Митингра Çĕнтерĕве халалласа юрă-кĕвĕ янрарĕ, вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пĕр минут шăп тăчĕç. А
Ĕçсем малалла пыраççĕ

Ĕçсем малалла пыраççĕ

Çанталăк пĕр евĕрлĕ тăмасть пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Майăн 5-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пурĕ 486 гектар çурхи тулă,  487 гектар урпа,  131 гектар сĕлĕ,  50 гектар пăрçа,  10 гектар вика,  5,8 гектар кишĕр акнă. 2893 гектар нумай çул ӳсекен курăксене,  1188 гектар кĕр тыррисене,  2400 гектар çĕртмене сӳреленĕ. 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене,  2534 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. «Дружба» ЯХПК 100 гектар хĕвелçаврăнăшĕ,  «Труд» ЯХПК 15 гектар,  «Слава» ЯХПК 20 гектар пĕр çул ӳсекен курăксем акнă. Çĕрулми вăрлăхне яровизацилеме кăларасси,  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕсене имçамласси пырать. Р.Басников.  

Вут-çулăм витĕр тухнă,  мирлĕ ĕçре вăй хунă

Йĕри-тавра снарядсем шартлатса çурăлнă,  пульăсем шăхăрса вĕçнĕ вăхăтра çыхăну йĕркелес тесе хырăмпа шунă чухне Ревокат Моисеев салтак пурнăçпа вилĕм çинчен шутланă-ши; Кун пирки паян хăй те татăклăн калаймасть. Анчах та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса 100 çула çити пурăнса çитесси пирки шухăшлама та пултарайман,  паллах. 1942 çулта вăл Жиздра юханшывĕ патĕнче пĕрремĕш вăйлă çапăçăва хутшăнать. Самолетсем уласа килсе бомбăсем пăрахнă,  таврара çĕр кисренсе тăнă вăхăтра салтак хăйне мĕнле туйнине çав лару-тăрура пулса курнă çын çеç каласа параять пулĕ. Ревокат Моисеев каярах Орел,  Курск пĕккинчи тата ытти çапăçусене те хутшăнать. Анчах та пуçласа вут-çулăм авăрне лекни унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Йывăр аманнă хыççăн Ревокат Прохорович госпитале лекет. Унтан сипленсе тухнă

Тăван çĕршыва пилĕк çул хӳтĕленĕ

Çĕнтерӳ салтакĕсем тата вăрçă хыççăнхи йывăр саманара çĕршыва ура çине çĕкленĕ ентешсем,  чăннипех те паттăр ăру. Вĕсен пурнăç çулĕ,  тăван çĕршыва юратма пĕлни,  унăн ырăлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн  тăрăшни  паянхи çамрăксемшĕн чĕрĕ тĕслĕх пулса тăраççĕ. Урмаел ялĕнче пурăнакан Минетулла  Минязетдинович 96 çул урлă каçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи терт-нушине çапăçу хирĕсенче чăтса-тӳссе ирттернĕскер майĕпен кăштăртатса çӳрет.  Вăрçă пуçланнă çул Минетулла  15-ре пулнă.  Ун чухне арçын ача тăван колхозра тăрăшнă. Вăл вăхăтра шкулта вĕренме май килмен,   ашшĕ-амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен çемьери пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Минетулла шăллĕпе йăмăкне те хăех пăхнă. — 1944 çулхи  раштав уйăхĕнче  ялтан Хĕрлĕ çара тухса кайрăм, &nbs
«Вилĕмсĕр полк» яланхиллех иртет

«Вилĕмсĕр полк» яланхиллех иртет

Юлашки çулсенче Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Ун вăхăтĕнче кашни ялта,  хулара пин-пин çын Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă аслашшĕ,  мăн аслашшĕсен,  асламăш,  мăн асламăшсен портречĕсене йăтса урам тăрăх утса иртеççĕ.   Çак акцие кăçал  урама тухса  йышпа пуçтарăнса  ирттерме палăртнă. Районта та ăна анлă йĕркелесе ирттерме планланă. Çавна май  акцие хутшăнас  текенсен  портретсемпе Çĕнтерӳ кунĕнче район центрне тухмалла.   Унпа пĕрлех  «Вилĕмсĕр полк»  онлайн  проекта хутшăнас тесен майăн 7-мĕшĕччен  2022.polkrf.ru сайтра регистрациленмелле. «Одноклассники» тата «Вконтакте» социаллă сетьсем урлă та заявка пама пулать. Пĕлтĕр онлайн мелпе акцие хутшăннисен харпăр хă
Паттăрсен ячĕпе

Паттăрсен ячĕпе

Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерӳ тунăранпа 77 çул çитнине халалласа «Морское братство»,  «Пограничное братство»,  Германире тата Варшава договорне кĕрекен çĕршывсенче тăнă Совет çарĕн ушкăнĕсенче службăра пулнисен обществăлла организацисен хастарĕсем пирĕн районти Совет Союзĕн Геройĕсем ячĕпе авточупу йĕркеленĕ. Вĕсем паттăрсем çуралса ӳснĕ Александровка,  Луцки,  Нĕркеç,  Тукай Мишер,  Асанкасси ялĕсене çитнĕ,  Комсомольскинчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче пуç тайнă. (ХАМĂР ИНФ.).