Публикации

Хаксем пĕр евĕрлех

Хаксем пĕр евĕрлех

Районти уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕх чылай тытаççĕ. Халăх тĕпрен илсен мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлет. Сăвакан ĕнесем те сахалах мар. Халăхран сĕт пуçтарас тĕлĕшпе пирĕн районта 20 ытла предприяти-организаци, уйрăм предпринимательсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕпрен илсен пĕр килограмм сĕте 24 тенкĕпе туянаççĕ. Елчĕк районĕнчи «Молоко» ООО Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче, «Искра» колхоз Александровка ял тăрăхĕнче 25 тенкĕпе, «Асаново» ЯХПК Асанкасси ял тăрăхĕнче 24,5 тенкĕпе пуçтарни паллă (кăтартусем июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне). К.Гимальдинов.          

Маттур сутуçăсемпе кашниех кăмăллă

 Июлĕн 23-мĕшĕнче Раççейри  суту-илӳ ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май  ĕçре маттур та тăрăшуллă сутуçăсене палăртса хăварни вырăнлă. Сăмах май каласан, вĕсем  Комсомольски  райповĕнче сахал мар. Тĕсĕхрен, асăннă тытăмăн «Книги» суту-илӳ лавккинче   тăрăшакансенех илер. Кунта чăннипех те ĕçе чунтан парăннă сутуçăсем ĕçлеççĕ. —  Рина Векова  тата Ирина Смирнова  туянакансемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, сĕнӳ-канашпа  пулăшаççĕ, кирлĕ тавара тупса параççĕ, — теççĕ вĕсем пирки районта пурăнакансем. «Книги» магазина  куллен чылай çын çӳрет. Кам тетрадь, ручка-кăранташ, хут,  тепри кĕнеке, виççĕмĕшĕ хаçат-журнал туянма кĕрет.  Асăннă магазин  сентрисем яланах  тулли те пуян, тавар çителĕклех.&nb
«Тӳрĕ эфир» ыйтусем хуравсăр пулмĕç

«Тӳрĕ эфир» ыйтусем хуравсăр пулмĕç

Влаçпа халăха куçа-куçăн хутшăнма халĕ мелсем питĕ нумай. Интернет, социаллă сетьсем ку çыхăнăва йĕркелеме тĕрлĕ енлĕ майсем уçса параççĕ. Çакă районта пурăнакансене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене вырăнти ертӳлĕх патне тӳреммĕн çитерме пулăшать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов  та социаллă сетьсенче активлă. Юнкун  акă, «Вконтакте» социаллă сетьре черетлĕ «тӳрĕ эфир» иртрĕ. Интернет уçлăхĕнчи калаçу, тĕпрен илсен, кăçалхи 1-мĕш çурçулта пурнăçланă ĕçсем пирки пулчĕ. Эфир Чăваш Республикинчи регион управленийĕн центрĕ пулăшнипе иртрĕ. Чи малтанах ертӳçĕ районта кăçал пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич паянхи кун çулсене йĕркене кĕртни, обществăлла вырăнсене хăтлăлатни, вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсавсем мĕнле иртни пирки каласа п
Утăмĕсем çирĕп, çитĕнĕвĕсем пысăк пулччăр

Утăмĕсем çирĕп, çитĕнĕвĕсем пысăк пулччăр

Ялта выляса кулса, ешĕл курăк тăрăх çара уран чупса, ял шкулĕнче пĕлӳ илсе ӳснĕ çынсемех паян тĕрлĕ отрасльсенче курăмлă ĕçсемпе палăрса  тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — пирĕн районти Çĕнĕ Кипеç ялĕнче кун çути курнă, унти уçă сывлăшпа сывласа çитĕннĕ Анатолий Флегентович Иванов. Анатолий, Ивановсен ытти ачисем пекех, шкулта тăрăшса вĕреннĕ, спортпа та туслă пулнă. Математика, физика, хими предмечĕсене юратнă. Вăтам шкул пĕтерсен каччă Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент чухнех пултарулăхпа палăрса тăнă. 1980 çулта университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Шупашкарта вăл çулсенче промышленность тракторĕсем тăвакан завода хута ярас енĕпе пысăк ĕçсем пынă та, унта электротехника пĕлĕвĕллĕ специалистсем чылай кирлĕ пулнă. Анатолий Флегентович çак завод

Тăван çĕр туртăмĕ хăват парать

Ялта çуралса унтах ӳссе çитĕннĕ, пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнă çын вăл, Киров поселокĕнче пурăнакан Анатолий Петрович Краснов. Хăйĕн ĕмĕрне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ӳпкелешмест вăл. Машинăпа трактор паркĕнче те, фермăра та ĕçленĕ, «Россия» колхозăн уй-хир бригадирĕ те пулнă, Киров ячĕллĕ хуçалăха та ертсе пыма тивнĕ. Пĕлĕвне ӳстерсе пыма тăрăшнипе Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă, Чăваш ял хуçалăх институтне те пĕтернĕ. Пур çĕрте тăрăшсан та яла аталанма, унта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май паракан çул-йĕр шырама тăрăшнă. Халăх А.Краснова виçĕ хутчен Александровка ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйланă. Вăл унти канашлусенче ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă.  Ахальтен мар ĕнтĕ ял халăхĕ ăна староста пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл 2009 çултанпа т
Малалла ĕçлеççĕ

Малалла ĕçлеççĕ

Районти пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем çанталăкăн кашни уяр вăхăчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсенче утă, сенаж, силос хатĕрлес ĕçсем хĕрӳ пыраççĕ Июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 2885 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă, 4992 тонна утă хатĕрленĕ.  Районĕпе 5300 тонна сенаж, 3118 тонна силос хывнă. Тĕпрен илсен нумай çул ӳсекен курăксене çулса пĕтернĕ. Çавăн пекех хуçалăхсем çĕрулми йăранĕсене кăпкалатаççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран им-çам сапаççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ. Р.БАСНИКОВ.    

Ăнлансан пĕр-пĕрне, килĕшӳ пулать çемьере

Çемье  тата юратупа шанчăклăх кунĕнче Аслă Çĕрпӳел ялĕнче пурăнакан Михайловсене саламлакансем чылайăн пулчĕç. Мария Ивановнăпа Владислав Сергеевичăн çур ĕмĕр каялла çуралнă туйăмсем вара паянхи кунччен упранса юлнă, çулсем иртнĕçемĕн вăйланса та пынă-тăр. Июль уйăхĕнче вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç. Мария Ивановнăран çемьере чи пахи мĕн пулни çинчен ыйтатăп та, вăл ку ыйтăва кĕтнĕ евĕр   тӳрех: «Пĕр-пĕрне ăнланни», — терĕ. Паллах, пурнăçра  50 çул пурăнса тĕрлĕ лару-тăрăва та лекнĕ. Килте тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть тенешкел, тавлашуллă самантсем те, шухăшсем пĕр килменни те пулнах ĕнтĕ. Кун пек чухне пĕри шăпланса хирĕçĕве вăйлатма паман, çилленсе    çӳремен, иккĕшĕ те ĕçе васканă, каçхине таврăнсан пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Кун

Пурнăçпа та утаççĕ

Пурнăç пĕр-пĕрне хисепленинчен нумай килет.  Çак çынна çунат хушма,  ырă малашлăха шанма,  тĕрев  пама пулăшать.  Çакăн пек туйăмпа пурăнаççĕ  Йăлмахвара çуралса ӳснĕ Нина Николаевнăпа Виталий Николаевич Галкинсем.  Виталий Николаевич  Хирти Мăнтăрти  7 класс вĕренмелли шкула пĕтерсен тăван ялтах тĕпленсе пурăнать. Малтанхи вăхăтра сысна ферминче вăй хурать,  ун хыççăн  ĕнесем  пăхать,  конюхра чылай çул тăрăшать. Лайăх ĕçленине кура ăна 1981—1985 çулсенче ĕне фермине ертсе пыма шанаççĕ.  Темиçе хутчен  Кайнлăк ял Совечĕн депутатне суйлаççĕ, коммунистсен ретне илеççĕ.   Чылай Хисеп  хучĕсене тивĕçнĕ Виталий Николаевич. 1983—1984 çулсенчи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнăшăн,  продукци&n

Йывăрлăхсем нумай курнă

Пурнăçа пурăнса ирттересси хир урлă каçасси мар, тет ваттисен сăмахĕ. Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Таисия Николаевна Чульмакова 9 теçетке  çул пурăнса хăй ĕмĕрĕнче хур-шурне нумай курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене те чăтса ирттернĕ, ун хыççăнхи çăмăлах мар тапхăрта та ырми-канми вăй хунă, каярахпа та алă усса ларман, колхоз производствинче тăрăшнă. Ялти пек каласан, Таиç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 15 çулта пулнă. Унăн хĕр çулне çитсе пынă тап-хăрĕ хаяр ахăр-самана вăхăтне лекнĕ. Шăпах вĕсем ялта фронта тухса кайнă арçынсем вырăнне юлнă. Йăлмахва ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса   ӳснĕскер, пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ. Çавăнпа та вăл  йывăрлăхсенчен хăраса тăман. Кирек мĕнле ĕç хушсан та ăна кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенч
Утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ

Утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ӳсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе пыраççĕ. Унтан хуçалăхсенчи  выльăх-чăрлĕх валли утă хатĕрлеççĕ, ĕçлекенсене валеçсе параççĕ, сенаж хываççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе 2835 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. Хуçалăхсем 4341 тонна утă, 5000 тонна сенаж, 2118 тонна силос хатĕрленĕ. Çавăн пекех çĕрулми лартнă хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăр» йăранĕсене çырса кăпкалатаççĕ. Р.Басников.