Четверг, 25 апреля

Общество

Пысăк пĕлтерĕшлĕ кун

Пысăк пĕлтерĕшлĕ кун

Çĕршывра пурăнакан кашни çыншăн Конституци чи пĕлтерĕшлĕ документ шутланать. Унпа килĕшÿллĕн эпир пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, канатпăр. Вăл пĕтĕм право тытăмĕн шăнăрĕ пулать, саккунсем унти йĕркесене пăхăнса тăраççĕ. Халĕ вăйра тăракан Раççей Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă. Çак кун канмалли мар пулсан та çĕршывра пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ кун шутланать. Раççей историйĕнче патша вăхăтĕнчех Конституцисем йышăнас тĕлĕшпе хăш-пĕр утăмсем тунă. Анчах та вĕсем ăнăçлах пулса тухман. Çĕршывра РСФСР туса хурсан Пĕтĕм Раççейри Советсен 1918 çулта иртнĕ съездĕнче пĕрремĕш Конституци йышăннă. Унта пролетари диктатурине çирĕплетесси, ĕçлемесĕр тупăш илекенсен тата тара тытса ĕçлеттерекенсен политика прависене пăрахăçласси çинчен палăртнă. 1925 çулта рабочисен, хресченсен, казаксен

Çĕнĕ çул умĕн хушма чарусем

Паянхи кун халăха чи калаçтараканни çав-çавах коронавирус ыйтăвĕ пулса тăрать-ха. Çынсем пĕлĕшĕсемпе, тус-юл-ташĕсемпе сăмах пуçарсан та çак чир патне çаврăнса çитеççĕ. «Вăл чирленĕ», «ăна больницăна вырттарнă», «çав ялта пĕри вилнĕ» тенине тăтăшах илтетпĕр. Çакă коронавирус чирĕнчен сыхланмалли мерăсене кашнин çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Чăваш республикинчи коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче чире хирĕç тăрас тĕллевпе хушма мерăсем йышăнас ыйтусене пăхса тухнă. Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 30-мĕшĕнчи 23 сехетрен пуçласа январĕн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен кафе-столовăйсем ĕçлемĕç. Çавăн пекех Çĕнĕ çул уявне ирттерес тĕлĕшпе те чарусем пулĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăш-пĕр район-хулара лару-тăру япăхлансан мерăсем çирĕпрех пулассине п

Ентешĕмĕрсен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ

Октябрĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă ĕç паттăрĕсене асăнмалли кун пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 6-мĕшĕнче çакна çирĕплетекен Указа алă пуснă. «Çĕнтерĕве тылра туптанисене, çав çулсенче ырми-канми ĕçленисене асра тытни пулĕ ку. Çак астăвăм пире, халĕ пурăнакансене, вăй-хăват парать, чăваш халăхĕн историне тишкернĕ май мăнаçлăх туйăмне вăйлатать, пирĕн халăхăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне кăтартать», — тенĕ Олег Николаев. Аса илтеретпĕр, кăçалхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Чăваш Енре 2021 çула çав объектсене тăвакансене халалланă. Çак пулăмсемпе çыхăнтарса йĕркеленĕ мероприятисем чăваш халăхĕн ĕç паттăрлăх историне упраса хăварассине, ачасемпе çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк
Ыйтусене сÿтсе явнă

Ыйтусене сÿтсе явнă

Декабрĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ — районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алексей Селиванов хутшăннă. Канашлура ял хуçалăх тытăмне аталантарма пулăшакан патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Паянхи кун республикăри аграрисем 51 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Малашне ку енĕпе тата 7 тĕрлĕ пулăшу пама пуçлĕç. Çав шутра çĕр участокĕсен межевани проекчĕсене хатĕрлеме тата кадастр ĕçĕсем пурнăçлама, çĕр çырли ÿстерме, ĕнесен геномлă селекцийĕпе усă курма, паянхи куна тивĕçтерек

Ултавçăсенчен шар куракансем йышлă

Кăçалхи январь — ноябрь уйăхĕсенчи лару-тăрăва тишкерсен район территорийĕнче çынсен банк счечĕсем çинчен улталаса укçа вăрланă тĕслĕхсем чылаййине асăрхатпăр. Ултавçăсенчен шар куракансен хаçат, интернет урлă саракан асăрхаттару материалĕсемпе, магазинсенче вырнаçтарнă памяткăсемпе тĕплĕнрех паллашмалла пулнă та — анчах та «шăнман пăр çине ларсан» çеç нимĕн те тăваймăн. Шăнкăравлакан палламан çынсемпе калаçмалла маррине, банк карттисен реквизичĕсене, кодсемпе парольсене ют çынсене памалла маррине, телефонпа шăнкăравлакан каласа пыни тăрăх финанс операцийĕсем тăвассинчен тытăнса тăмаллине яланах асра тытас пулать. Кун пек тĕслĕхсенче чăн-чăн банк сотрудникĕсене е йĕрке хуралне шăнкăравламаллине нумай хутчен каланă пулсан та ултавçăсен аллине лекекенсем пур-ха. Районĕпе тишкерсен, чи нумай
Нихçан пирчемен чунри суран…

Нихçан пирчемен чунри суран…

1994 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕ Раççей çарĕсене Чечен Республикине кĕртнипе историе кĕрсе юлнă. Çак кун пĕрремĕш Чечен вăрçи пуçланнă. Хăш-пĕр çăлкуçсенче ăна Чечняра Конституци йĕркине çирĕплетсе çĕнетмелли операци тесе палăртаççĕ. 1994—1995 çулсенче Грозный хулине штурмлани — Раççей çарĕн пысăк ăнăçсăрлăхĕ. Пĕрремĕш вăрçă ытларах штурм çапăçăвĕсенчех иртнĕ тесен те юрать. Патшалăх ертÿçисем Чечен вăрçи валли мобилизаци ирттермен. Кунта ытларах вун-вун çул хушши тарăн тылра тăнă чаçсене ăсатнă. 1994 çулхи призывпа çак республикăна лекнĕ çамрăк салтаксем декабрĕн 31-мĕшне нихăçан та манмĕç. Çак кун 18-ти тин пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен нумай салтакшăн юлашки пулса тăнă. 1996 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Раççей халăхне Чечен Республикинче вăрçă чарăнни çинчен пĕлтернĕ. 1999 çулхи августă

Çамрăк хĕросене те повестка панă

Вăрçă çулĕсенче хĕрсемпе хĕрарăмсем хăйсен хулпуççийĕ çинче тыла тытса пынă, çĕршыва арçынсемпе тан хÿтĕленĕ. Çара кайса оккупантсене совет çĕрĕнчен хăваласа кăларса ярассине, тĕпĕ-йĕрĕпе аркатассине тÿрремĕнех хутшăннă. Йывăр вăхăтра Тăван çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн халăхшăн тĕп тĕллев пулса тăнă. Хĕрарăмсем алла илмен специальность юлман, вĕсем чăн-чăн патриотсем пулнине ĕçпе çирĕплетнĕ. Çапăçу хирĕнче паттăрлăх, хăюлăх кăтартнăшăн, хăйсене шеллемесĕр пĕтĕм йывăрлăхсене чăтнăшăн 150 пин хĕрарăма орденсемпе медальсем парса чысланă, 96-шĕ Совет Союзĕн Геройĕсем пулса тăнă. Тăван ялпа сывпуллашса вăрçа тухса утма тивнĕ çамрăк хĕрсенчен пĕринпе паллашар-ха. Раиса Сергеевна Миронова /Фадеева/ 1922 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 19 çулта пулнă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕ

Чунпа çамрăк çын ватлăха парăнмасть

Паянхи кун эпир нумай хыпарпа интернет уçлăхĕнче паллашатпăр. Пĕлĕшсен пурнăçĕнчи лару-тăрупа та ытларах чухне унтах кăсăкланатпăр. Хамăр та интереслĕ самантсене, мероприятисене тата пурнăçри ытти пулăмсене сăнÿкерчĕк е видео ÿкерсе интернета лартатпăр. Пĕр кинеми уçăмлăн сăвă вуланине ÿкерттерсе илнĕ видеона мессенджерта нумайăшĕ курнă ĕнтĕ. Пултаруллă сăвă вулакан пирĕн районти Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Валентина Ивановна Владимирова иккен. Маттур кинемипе курнăçас шухăшпа çула тухрăм. Ватă çынпа сăмах çăмхине сÿтнĕ май вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Валентина аппа çăмăлах килмен пурнăçĕнчи самантсене аса илчĕ, асĕнче тытса тăракан сăвăсене те вуларĕ. Валентина Ивановна Анат Тимĕрчкассинче, Арсентьевсен çемйинче 1932 çулта çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ, тăватă пепкине çителĕклĕ пур
Чиртен сыхланмаллах

Чиртен сыхланмаллах

Район администрацийĕнче тунтикунсерен иртекен планеркăра район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан И.И.Ефремова халăх сывлăхне сыхлас енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарчĕ. Уйрăмах вăл паянхи кун çивĕч тăракан ыйту — коронавирус чирĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен юлашки эрнере чирлекенсен йышĕ чакни паллă. Анчах та чир лăпланать теме çук. Коронавирус çав-çавах хальхи вăхăтра хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та унран сыхланмалли пур мерăсене те çирĕп пăхăнмалла. Хальхи вăхăтра районти 25 çын коронавирусран больницăсенче сипленет, иртнĕ эрнере пĕр çын пурнăçран уйрăлнă. Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, прививка тăвасси малалла пырать. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 11204 çын вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе прививка тунă, 640 çынна ревакцинациленĕ. Район больниц
Ырă ĕç туни çĕре ÿкмест

Ырă ĕç туни çĕре ÿкмест

«Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк» тенĕ мĕн авалтан. Чăнах та çапла. Сăмахпа калани вăр-вар манăçа тухать, ырă ĕç туни ĕмĕр асра юлать. Çак кунсенче «Единая Россия» партине туса хунăранпа 20 çул çитнĕ. Парти членĕсем çак куна ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркелесе паллă тунă. Пирĕн районти активистсем те унта хастаррăн хутшăннă. Акă, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, райпо правленийĕн председателĕ Светлана Грачева Хирти Мăнтăрти ветерансен çуртне çитнĕ, кунта пурăнакансене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Александр Тихонов депутат Аслă Çĕрпÿелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне пырса унта тăрăшакансене пархатарлă ĕçшĕн, хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырса ял çыннисен сывлăхне çирĕплетес ĕçре яланах хастар пулнăшăн тав тунă, тĕрлĕ çимĕçсемпе сăйланă. Паянхи кун сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсене уйрăмах йывăр. Ап