Общество

Загадок в истории семьи Кайсаровых немало…

Загадок в истории семьи Кайсаровых немало…

 «Нет в России семьи такой, где б ни памятен был свой герой», — поется в одной песне. И это правда. Война коснулась всех. Она изменила все планы людей, разрушила не только города, но целые семьи. Загадок в истории семьи Кайсаровых немало, и родным предстоит их разгадать. И не только им. Всем нам стоит порой задуматься о своих родных, о предках, возможно, в вашей семье тоже есть герой, о котором вы еще не знаете. Ищите, и не останавливайтесь, если вдруг что-то не получилось, и все однажды откроется. Кайсаров Дмитрий Иванович — уроженец д. Сюрбей Токаево Комсомольского района Чувашии — наверное, не думал никогда, что станет однажды партизаном. Война по-своему расписала людям судьбу. Старший лейтенант Кайсаров (1918 г. р.) на службе был с ноября 1939 года, до этого окончил Чувашский го
Юррăмсене итлесе тавралăха, атте-аннене аса илĕр…

Юррăмсене итлесе тавралăха, атте-аннене аса илĕр…

Аслă Çĕрпÿел вулавăшĕнче Евгений Антонович Федоров композитора аса илсе тăван тавралăх сехечĕ иртрĕ. 2022 çула Олег Николаев Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май Аслă Çĕрпÿел вулавăшĕнче хамăрăн ентешĕмĕре, чаплăран та чаплă композитора Евгений Антонович Федорова аса илсе краеведени сехечĕ иртрĕ. Хăрпăла енĕ мухтавлă ентешсемпе питĕ пуян. Вĕсенчен пĕри — Е.А.Федоров. Ăна хăйĕн çуралнă тăван вырăнĕ, чăнласах та, асамлă сăпкара сиктерсе ÿстерсе, ансат мар пурнăç çулĕ çинче çирĕп утăмсемпе утса тухма вăй-хăват, ырă кăмăлпа тараватлăх, композитор талантне панă пулĕ. Краеведени сехетĕнче библиотекарь Галина Родионова кĕскен Е.А.Федоров пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Енри паллă композитор 1936 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курн

Йывăрлăха парăнман Вера аппа

Пĕрремĕш çул район хаçатне практикăна килсен пичет машинки умĕнче ларакан хĕрарăмăн пÿрнисем клавишăсем тăрăх пĕр чарăнмасăр чупнине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Хут çине мĕн çырнине вулама та, кирлĕ саспаллисене тупса пичетлеме те мĕнле ĕлкĕрет-тĕр. Вера Степановна Ворбьеван хаçатпа çыхăннă ĕç стажĕ вăл вăхăтра 30 çула яхăн пулнă та, миçе пин ал çырăва çапса хатĕрлемен-ши вăл çав тапхăрта. Секретарь-машинисткăн вырăс тата чăваш чĕлхин грамматикине те аван пĕлме тивнĕ, почерксене те ăнланмалла, вуламалла пулнă. Ун алли витĕр хаçат сотрудникĕсен статйисем çеç мар, обществăлла корреспондентсен ал çырăвĕсем те тухнă-çке. Хырай Ĕнел хĕрĕн пурнăçĕ хаçатпа çыхăнасси 1961 çулта, вăл вăхăтра типографире ĕçленĕ Е.И.Квасова Комсомольскине ертсе килнинчен пуçланнă. Вăл çамрăксене набор ĕçне хăн
Çут ĕмĕтпе мала пăхни, пурнăçларĕ ачасен ĕмĕтне

Çут ĕмĕтпе мала пăхни, пурнăçларĕ ачасен ĕмĕтне

Çĕнĕ çул — пысăк уяв. Ăна ватти те, вĕтти те хавас. Ачасем çак уява уйрăмах чăтăмăсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче Хĕл мучи, çывăх çынсем, юлташсем парнесемпе савăнтараççĕ. Çак вăхăтра чи асамлă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ. Акă, Раççейри «Елка желаний» акци пурнăçланнăранпа ача-пăчасен 2150 ĕмĕтне пурнăçлама май килнĕ. Мĕн пирки кăна ĕмĕтленмеççĕ-ши ачасем? Кама йĕлтĕр, теприне çемçе тетте, виççĕмĕшне планшет, коньки, ролик, смартфон, ноутбук кирлĕ. Чăннипех те тем пирки те ĕмĕтленет ÿсекен ăру. Телее, шăпах çĕнĕ çул уявĕнче вĕсен ĕмĕчĕсене аслисем пурнăçлама пултараççĕ. Çак акцирен районта пурăнакансем те айккинче юлмаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çулсеренех ачасене кĕтнĕ парнепе савăнтарать. Акă, çак кунсенче Александр Осипов Ксения Живненко, Ангелина Муратова, Владислав тата Иван Павлов
Сывлăха упрамалла

Сывлăха упрамалла

Коронавирус чире каялла чакать теме иртерех-ха. Чирлекенсем çав-çавах пур. Юлашки вăхăтра грипп чирĕпе чирлекенсен йышĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Çавăнпа та обществăлла вырăнсене тухса çÿрессинчен тăхтаса тăмалла, профилактика мерисене те çирĕп пăхăнмалла. Коронавируспа кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвĕнче уявсене йышлăн пухăнмасăр ирттерме те сĕннĕ. Аслă ăрурисен пушшех те халăх хушшине тухма тăрăшмалла мар. Суту-илÿ центрĕсене çул çитмен ачасене ашшĕ-амăшĕсĕр кĕртмеççĕ. Вăраха тăсăлакан кану кунĕсенче çынсем хăйсене çăмăлттай тытса хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасассăн лару-тăру кĕске вăхăтрах улшăнма, чирлекенсен шучĕ сасартăк ÿсме пултарать. Кашни çыннăн яваплăха туймалла. Хăйсен те сыхланмалла, çывăх çыннисене те чир-чĕртен хÿтĕлеме тăрăшмалла.  
Çĕнĕ çула виçĕ ФАП

Çĕнĕ çула виçĕ ФАП

Кăçалхи çулăн юлашки кунĕсем районти виçĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн паллă пулăмсемпе палăрса юлчĕç. Пĕр кунта Кивĕ Сĕнтĕр, Йăлмахва, Элпуç ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсен çĕнĕ çурчĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Вĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса пĕтернĕ. Шалтан та тултан та хăтлă, илемлĕ. Халăха вырăнта пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама пур условисем те çителĕклĕ. ФАПсенче çутă, таса, ăшă, шыв кĕртнĕ, шур халатлă ĕçченсене куллен кирлĕ оборудованипе, инструментсемпе тивĕçтернĕ. Виçĕ тĕлте те хăнасене халăх йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Культура ĕçченĕсем, çанталăк аванах сивĕ тăчĕ пулин те савăк юрăсем парнелерĕç. Район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсен вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Ефремо
Инвалидсене те ĕçе илмелле

Инвалидсене те ĕçе илмелле

2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса устав капиталĕнче Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен пайĕ пур патшалăх тата муниципаллă организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсен йышĕ 25 çынран иртет пулсан инвалидсене ĕçе вырнаçтармалла. Вĕсене валли кирлĕ условисем туса панине «Работа в России» порталта пĕлтермелле. 2022 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен сусăрсене ĕçе вырнаçтарнине официаллă документсемпе çирĕплетмелле. Аса илтеретпĕр, коллективра 100 ытла çын ĕçлесен инвалидсем валли 3 процент, 35 çын ытла пулсан 2 процент квота пулмалла. Е.ЖУКОВА, ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти уйрăмĕн начальникĕ.  
Карантин вăхăчĕ вĕçленнĕ

Карантин вăхăчĕ вĕçленнĕ

Кĕркунне пирĕн районти Шурут ялĕнчи пĕр хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх бруцеллиозне тупса палăртнăччĕ. Çавăнпа та ЧР Патшалăх ветеринари служби унта карантин туса хурасси çинчен октябрĕн 22-мĕшĕнче хушу кăларнăччĕ. Чире малалла сарăлма парас мар тесе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă. Кăçалхи декабрĕн 24-мĕшĕнчен карантин вăхăчĕ вĕçленни пирки ятарлă хушу кăларнă.  
Президент конференци ирттерчĕ

Президент конференци ирттерчĕ

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускаври Ма- нежра йăлана кĕнĕ анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Коронавирус пандемине пула кăçал журналистсен йышне икĕ хут чакарнă. Чăваш Енрен унта иккĕн хутшăннă. Вĕсем Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсем: директорăн информаци политики енĕпе ĕçлекен çумĕ Вадим Муравьев тата Юрий Марков телеоператор. Çĕршыв Президенчĕ чи кăткăс ыйтусене хуравланине «Раççей-1», «Раççей-24», «НТВ», «Пĕрремĕш канал» телеканалсемпе тÿрремĕнех кăтартнă тата «Маяк», «Вести ФМ», «Раççей радиовĕ» радиостанцисемпе эфира кăларнă. Коронавирус пандемийĕ кăларса тăратнă чăрмавсем, иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетесси, çĕршывсем хушшинчи политика, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси, малашлăх тĕллевсене палăртасси, вĕренÿпе медицина аталанăвĕ
Ахаль пурăнса ирттермен

Ахаль пурăнса ирттермен

Аслă Чурачăксем тата юнашар ялсенче пурăнакан аслăрах ÿсĕмри çынсем Василий Александрович Кузьмина райпон хатĕрлевçи пулнипе аван пĕлеççĕ. Кашни юнкун Аслă Чурачăкра пасар пулнă май вăл халăхран сурăх, мăйракаллă шултра выльăх, лаша тата ытти чĕрчунсен тирĕсене, сурăх çăмĕ тата ытти чĕртавар йышăнатчĕ. Лашапа ытти ялсене те тухса çÿретчĕ. Пуçтарнă чĕртавара лав çине тиесе Комсомольскинчи хатĕрлев кантурне илсе çитеретчĕ. 1960—80 çулсенче çулĕ те хальхи пек тикĕс те такăр пулман та, тулли лавпа район центрне çитме çăмăлах килмен. Вăтăр çула яхăн хатĕрлевçĕре ĕçлесе Аслă Чурачăкран Комсомольскине мĕн чухлĕ хутламан-ши вăл; Çулла урапапа, хĕлле çунапа çула тухнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çуралнă çынсен ачалăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсемпе тачă çыхăннă. Кам вăл вăхăтра пĕве кĕрсе п