Суббота, 20 апреля

Общество

Асăрханулăх инкекрен упрать

Асăрханулăх инкекрен упрать

Путвалсемпе нӳхрепсенче  кишĕр-чĕкĕнтĕр, çĕрулми лайăх упранаççĕ. Халĕ шăпах, çуркунне çитнĕ май, кил хуçисем нӳхрепсене уçаççĕ, пахча çимĕçе кăлараççĕ. Çак вăхăтра вара хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине яланах асра тытмалла. Чи малтан мĕн тумалла-ха?  Кун пирки вулакансене Раççей МЧС ЧР управленийĕн Раççей чрезвычайлă лару-тăру министертствин республикăри управленийĕн  районти  надзор уйрăмĕн начальникĕ Владимимр Давыдов каласа парать. — Нумай чухне инкек патне мĕн илсе çитерет? — Ытларах чухне нӳхрепре пуçтарăннă наркăмăшлă газсем сиенлĕ. Вĕсем тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна е кăшлакан чĕрчунсене хирĕç усă курмалли япаласене тĕрĕс мар çунтарнă е дезинфекци им-çамĕсемпе усă курнă чухне инструкцие пăхăнмасан юлма пултараççĕ. Унсăр пуçне пахча çимĕç хĕлĕпе  «сывлать», п
Ырă туни ырăпа таврăнать

Ырă туни ырăпа таврăнать

Пирĕн тăрăхра çак каларăша тĕпе хурса ĕçленине тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ Украинăра çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме тытăннă. — Районти тĕп библиотекăра гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма тытăнни пирки  пĕлтерекен хыпар кĕске самантрах çынсем патне,  организацисемпе предприятисене, ялсене çитрĕ.  3—4 кун хушшинче  салтаксене чи малтанах кирлĕ таварсем: çăвăнмалли хатĕр-хĕтĕр, нуски,  футболка, майка, апат-çимĕç, (кĕрпе, чей, сахăр, кофе, консерва...) чылай килсе пачĕç. Вĕсене пĕтĕмпех курупкасене вырнаçтартăмăр. Пĕрремĕш пулăшăва салтаксем патне  ăсатрăмăр та. Сăваплă ĕç харама каймĕ, вăл ырăпах таврăнĕ. Пурне те пысăк тав! — палăртрĕ районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядр
Сывлăх пултăр сана ĕмĕрех

Сывлăх пултăр сана ĕмĕрех

 Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ. Тукай ялĕнче çуралса  ӳснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех «Заря» колхозра тăрăшнă Дарья Михайловна Шурбина хурлăхне те, савăнăçне те, нуши-тертне те нумай курнă, пурнăçĕнче тав сăмахне те сахал мар илтнĕ. 1932 çулта кун çутине килнĕскерĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Виççĕ тултарсан амăшĕ вилнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ăна ашшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Шкулта тăрăшса вĕренмелле, урамра тантăшĕсемпе савăнăçлăн выляса-кулса çӳремелле чухне Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать.  Вăйпитти арçынсем çапăçу хирне тухса каяççĕ, яла ватăсемпе хĕрарăмсем çеç юлаççĕ. Вĕсене пур ĕçре те пулăшакансем вара, паллах, пĕве çитнĕ яш-кĕрĕм пулса тăрать. Тарье вăрçă пуçланнă çул 9 çул анчах тултарнă пулин те вăй çитернĕ ĕçсене хутшăннă. Хирте тырă пучахĕсем пуçтарни, уйсене çу

Тăрăшуллă çамрăк механизатор

Денис Владимировăн ĕç кунĕ çулла-и, хĕлле-и ирхине ирех пуçланать. Тракторпа фермăра ĕçлет те вăл выльăх-чĕрлĕх патне вăхăтра çитмелле. Чĕлхесĕр янаварсем хăйсен апат вăхăтне лайăх пĕлеççĕ. Продукци илесси вара механизатор хăйне шаннă ĕçе мĕнле пурнăçланинчен те килет. Вăхăтра тата çителĕклĕ апатпа тивĕçтерейменни тепĕр чухне сăвăма чакарма та пултарать. Çавăнпа та фермăра ĕçлекен трактористăн умĕнче яваплăх пысăк. Денис Валерьевич «Слава» ял хуçалăх кооперативĕнче 2014 çултанпа тăрăшать. Ĕç стажĕ пур пулин те вăл ӳсĕмпе çамрăк механизатор шутланать. Мĕншĕн тесен машинăпа трактор паркĕнче ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ 40_50 е ытларах та çултан иртнĕ. Патăръелĕнчи училищăра вĕренсе тракторист правине илнĕ. Техникăна юратасси ун мĕн  пĕчĕкренех пуçланнă. Çемье пуçĕ В. Владимиров пĕр вăхăт х
Ĕçе юратакан ӳсĕм çулĕпе утать

Ĕçе юратакан ӳсĕм çулĕпе утать

Тукай Мишер вăтам шкулĕнче  19  çул  тăрăшакан  Дина Миназимовна Гималтдинова  Тутарстан респуликинче йĕркеленĕ «Тутар чĕлхине вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурса хутшăннă, çĕнтерӳçĕсен  йышне кĕнĕ.  Дина Миназимовна  вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парас, пĕлӳ шайне ӳстерес тесе тăрăшать. Тăтăшах конкурссене, фестивальсене хутшăнать. Ыттисен паха опычĕпе паллашасси уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл  çеç-и? Педагог вĕрентекен ачасем те вун-вун конкурса хутшăнаççĕ. Олимпиадăсенче, фестивальсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, призер ятне тивĕçеççĕ. Вĕрентекеншĕн  — çакă чи хакли.   Унăн вĕренекенĕсем, Алсу Шайдуллина 2015 çулта  тутар чĕлхипе Пĕтĕм халăхсен олимпиадинче çĕнтернĕ, Алсу Зинетуллина 2016 çулта, Лейсан Ала
Ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ

Ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ

Районти  кирек хăш яла илсен те аслă ӳсĕмри çынсем хушшинче фермăра ĕçленисем  чылайăн. Пĕрисем икĕ-виçĕ уйăх, теприсем çулталăк тăрăшнă. Вăрçă хыççăнхи вăхăтсенче çеç мар, 70—80 çулсенче те фермăра ĕçлеме йывăр пулнă. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тума тивнĕ. Ирхине ирех тухса кайса  кунĕпех  пушанайманни те пулнă. Çак йывăрлăхсене вăл вăхăтсенче те пурте чăтайман. Фермăра пĕр улшăнмасăр 30—40 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем чăннипех те чыс-хисепе тивĕç. Аслă Çĕрпӳелĕнче пурăнакан Юлия Ивановна Соколова  ача чухне, паллах, фермăра ĕçлеме шутламан та пулĕ. Ялти шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлӳ илес тесе Комсомольски ялне çити çӳренĕ. Малашлăхра вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа ăна тĕллевне  пурнăçлама май паман. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ тĕле ам
Техника юсавлă, ĕçлеме те кăмăллă

Техника юсавлă, ĕçлеме те кăмăллă

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен техника паркĕсенче, вăл шутра «Восток» колхозра та, 30—40 çул каялла тракторсемпе комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем паянхинчен чылай нумай шутланнă. Паллах,  вĕсемпе ĕçлеме  механизаторсем ытларах кирлĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче яла юлнă çамрăксем  хапăлласах техника çине ларнă. Паян пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенче тăрăшакансенчен ытларахăшĕ çав вăхăтри çынсем. «Восток» хуçалăх вăл вăхăтра та техникăна ĕçлеттерес енĕпе çеç мар, вĕсене упрас, ĕмĕрĕсене вăрăмлатас тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак ырă йăлана кунти ертӳçĕ, специалистсем, механизаторсем  те  паянхи кун та тытса пыраççĕ. Çакна кăçалхи техника тĕрĕслевĕ тепĕр хут туллин çирĕплетрĕ. Хуçалăхри 13 трактор тата 5 прицеп çинче комисси кăлтăксем тупса палăртмарĕ.
Калчасем аван хĕл каçнă

Калчасем аван хĕл каçнă

Çуркунне çитнĕ май акса хăварнă кĕрхи культурăсем мĕнлерех хĕл каçни ял хуçалăхĕшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем Надежда Черновăпа Светлана Петухова «Дружба» ЯХПК-ра пулчĕç, кĕрхи культурăсен калчисене тĕрĕслерĕç. Хуçалăх 2022 çулти тухăç валли  ырашăн «Янтарная» сорчĕн (85 гектар) тата кĕрхи туллăн «Скипетр» сорчĕн (65 гектар) элита вăрлăхĕсене акса хăварнă. Тĕрĕслев  хыççăн специалистсем кĕрхисен калчисене лайăх хак пачĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 30-мĕшĕ тĕлне районти хирсенчи 300 гектар лаптăкри (43,04 процент) кĕрхи ыраш калчине лайăх хак панă, 397 гектар çинче (56,96 процент) — вăтам.  1223 гектар лаптăкри (47,37 процент) кĕрхи туллăн калчи лайăх хĕл каçнă, 1359 гектар çинче (52,63 процент) —
Тĕрлĕ ыйтупа калаçрĕç, кирлĕ йышăнусем турĕç

Тĕрлĕ ыйтупа калаçрĕç, кирлĕ йышăнусем турĕç

Çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарма, малашнехи тĕллевсем палăртма ял тăрăхĕ çулсеренех  граждансен пухăвĕ ирттерет. Шăпах унта куллен кун хумхантаракан ыйтусене ушкăнпа сӳтсе явмалла, канашламалла, сĕнӳсем памалла та... Çак шухăшсене палăртрĕ Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов пухăва уçнă май. Малтанах демографиллĕ лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вăл савăнмаллиех мар. Кăтартусемпе паллаштарнă май ун сăмахĕсенче пăшăрхану палăрчĕ. Ялсенче пурăнакансен йышĕ чаксах пырать. Акă, 2011 çулхипе танлаштарсан Чĕчкен тата Аслă Чурачăк ялĕсенче пурăнакансен шучĕ сахалтан та 300 çын чухлĕ чакнă. Çакă ытларах ватă çынсем çĕре кĕнипе çыхăннă пулин те, çамрăксем яла сахал юлнин, çуралакансен шучĕ пăчĕк пулнин витĕмĕ те пур. Иртнĕ çул икĕ ялĕпе те 11 ача çеç çут тăнчене килнĕ, вилекенсен&n

Вут тухасран асăрханăр

Хĕллехи сивĕ кунсене хĕвел ăшшипе хăваласа çуркунне çитрĕ. Çавна май çутçанталăк ытамĕнче канас текенсем те, ытти çулсенчи пекех, çитес вăхăтра нумайланĕç. Анчах та асра тытмалла: шăпах çак тапхăрта «хĕрлĕ автан» алхасас хăрушлăх ӳсет. Вут-çулăм пĕрре хыпса илсен никама та шеллемест% вăрман пурлăхне кĕллентерет, чĕрчунсен пурнăçне татать, çын сывлăхне шар кăтартать. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Вăрманта çӳренĕ чухне пирус туртма юрамасть. Сӳнтермен пирус тĕпĕсем - инкек сăлтавĕ. Çавăн пекех вăрман уçланкисенче пушă кĕленчесем е урăх ăпăр-тапăр пăрахса ан хăварăр. Бензинпа, краççынпа тата ытти çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе йĕпеннĕ çĕтĕксене пăрахса хăварни те ырă патне илсе çитермест. Çутçанталăк пурлăхне пĕрле упрар. Э.Павлов, Комсомольски вăрман участ