Вторник, 23 апреля

Общество

Илья Макаров – паттăр

Донбасра ятарлă çар операцине хутшăнакансем, хăйсен професси опытне çӳллĕ шайра кăтартакансем, çирĕп кăмăлпа умне лартнă çапăçу тĕллевĕсене пурнăçлакансем, хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрса тăракансем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ. Акă, нумаях пулмасть пирĕн ентеш, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ӳснĕ Илья Макаров аслă лейтенант паттăрла ĕçсем туни çинчен пĕлтерчĕç. Вăл колонна йышĕпе пынă чух халăх пурăнакан вырăнта националистсен ушкăнĕ сасартăк тапăнма пытанса ларнине асăрханă. Лару-тăрăва тĕрĕс хакласа, хăвăрт шутласа илсе, машинăра кирлĕ вырăн йышăнса çапăçăва кĕнĕ. Пăшалпа тĕллесе персе Илья 3 стрелока тата гранатăпа перекене тĕп тунă. И.Макаров аслă лейтенантăн пултарулăхне пула çынсем аманман, техника арканман, колонна задание пурнăçлама палăртнă вырăна в
Çур çулти ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Çур çулти ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕпе иртнĕ канашлура «Чăваш Республикин цифра улшăнăвĕсен центрĕ» АНО ертӳçи Олег Цветков предприятин 2022 çулти пĕрремĕш çур çулти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Асăннă предприяти республикăра çулталăка яхăн ĕçлет. Вăл виçĕ енпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлать: проект офисĕ, цифра улшăнăвĕсене пулăшасси тата даннăйсене йĕркелесе пыракан офис. Олег Цветков палăртнă тăрăх, паянхи кун организаци Чăваш Республикин цифра улшăнăвĕн стратегине кĕртнĕ 11 проекта йĕркелесе пырать. Çакна ăнăçлăн пурнăçласа пыма BITRIX тытăма ĕçе кĕртнĕ.  Организаци цифра улшăнăвĕсемпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме грант пулăшăвĕ илес текенсене консультацисемпе пулăшать. Çапла майпа 3 заявка тăрăх пĕтĕмĕшле 3 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ те ĕнтĕ, тата 4 миллион тенкĕлĕх 4 заявка тăратнă, пĕтĕмĕш

Кристина Майнина: наци проекчĕсем çинчен — çынсен историйĕсем урлă

Икĕ çул ĕнтĕ Раççейре наци проекчĕсене пурнăçлакансем тата массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче хыпарсемпе паллашассине йĕркелекен онлайн-платформа — СРК (srk.nationalpriority.ru) ĕçлет. Ăна наци проекчĕсем паракан майсемпе тата вĕсемпе килĕшӳллĕн ирттерекен мерăсемпе çынсене çывăхрах паллаштарас тата наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекенсене массăллă информаци хатĕрĕсемпе тӳрреммĕн хутшăнма май туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Чăваш Енри влаç органĕсем СРК тытăмĕнче вăл ĕçлеме пуçланăранпах регистрациленнĕ, çак хушăра лайăх кăтартусем тума ĕлкĕрнĕ. Çапла кăçалхи икĕ кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çак тытăма кĕртнĕ информаци материалĕсен пахалăхĕпе республика РФ субъекчĕсен активлăх рейтингĕнче чи малта пыракан 10 регион шутне кĕнĕ. Апрель уйăхĕнче Чăваш Ен 10-мĕш вырăнта пулнă пулсан, май — и
Чăваш Енрен те хутшăнаççĕ

Чăваш Енрен те хутшăнаççĕ

Хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри «Интернета  тав — 2022» 8-мĕш конкурса заявкăсем йышăнакан тапхăр пырать. Конкурса «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программин «Цифра экономики валли кадрсем» федераллă проектăн тĕллевĕсене пурнăçлас тесе йĕркеленĕ. Унта компьютер пĕлӳлĕхне алла илессинче çитĕнӳсем тунă пенсионерсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса Чăваш Енре пурăнакансенчен пĕрремĕш заявка килнĕ. Алевтина Годунова «Манăн интернет-çитĕнӳсем» номинацире хутшăнма кăмăл тунă. Алевтина Анисимовна 73 çулта. Вăл пенсионер, ĕç ветеранĕ, вăрçă хыççăнхи çулсенче çитĕн- нĕ çын. «Пĕр аллă çул каялла пуласлăхра чылай информаци ыйтăвне çын вырăнне компьютерсем татса парасса эпир шутлама та пултарайман. Компьютер сăмаха эпир илтмен те. Çур ĕмĕр хушшинче пурнăç питĕ вăйлă улшăнчĕ. Манăн интернетп
Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Банкран эпĕ ыйтман СМС килчĕ. Мĕн тумалла? Енчен те банк номерĕнчен ятарлă кодлă СМС килсен, çак кода никама та пĕлтермелле мар, кредит организацийĕн пулăшу службине шăнкăравласа çакăн çинчен каламалла. Анчах СМС-ра килнĕ кода банк ĕçченĕсене те пĕлтерме юрамасть. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ-и? Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем çăмăллăхлă программăпа предприниматель ĕçне аталантарма кредит илме пултараççĕ. Унăн шайне çак схемăпа шутласа кăлараççĕ «тĕп ставка Ç 3,5%». Паянхи кун вăл 11,5 процентпа танлашать. Ăна мĕнле условисемпе параççĕ? Çак программăна хутшăнакан кашни банкăн хăйĕн кредит памалли условийĕсем пур. Вĕсемпе банксен сайчĕсенче паллашма пулать. Тĕслĕхрен, МСП Банкра хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем 5 миллиона таран кредит 36 уйăхчен илме пултараççĕ. Хăш бан
Вăрман волонтерĕсене вĕрентĕç

Вăрман волонтерĕсене вĕрентĕç

Ecowikiĕru платформа «Вăрман волонтерĕсен шкулĕ» онлайн-курс пуçарать. Унта тӳлевсĕрех вĕренме пулать. Онлайн- шкула хутшăнакансем йывăçсем лартма, вĕсене пăхса тăма, вăрман пушарĕ мĕншĕн тухнине тата вĕсене камăн сӳнтермеллине, вут-çулăмпа кĕрешекен пулас тесен мĕн тумаллине, социаллă проектсем хатĕрлеме вĕренĕç. Илнĕ пĕлĕве «Вăрман волонтерĕсен шкулĕ» лагерьте çирĕплетме пултарĕç. Курс ĕçне хутшăнас текенсен ecowiki.ru/onlajn-kurs-shkola-lesnyh-volonterov сайта кĕрсе заявка ямалла. Материала ăса хывса тест ыйтăвĕсене ăнăçлă пурнăçланă хыççăн сертификат парĕç.    

Гуманитари пулăшăвĕ янă

«Единая Россия» парти «Zащитникам Отечества» акцие йĕркелесе янă. Салтаксемпе офицерсем валли пулăшу тата ырă çырусем пуçтарасси пĕтĕм çĕршывĕпех иртет. Çавна май иртнĕ эрнере Комсомольски районĕнĕнчен Украинăра ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей çар çыннисене валли гуманитари пулăшăвĕ янă. Ăна «Кооператор» ООО тата Комсомольски райповĕ пуçтарнă. «Пирĕн çар çыннисем валли пĕтĕмпех çителĕклĕ пулсан та, вĕсене алă парса пулăшу парас, куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес  килет. Çавна  май эпир те акцирен айккинче тăрса юлмарăмăр, гуманитари пулăшăвĕ пуçтартăмăр», — палăртнă «Единая Россия» партин  вырăнти уйрăмĕн секретарĕ А.Осипов. Палăртса хăвармалла, Украинăра ятарлă çар операци пуçланнăранпа район çыннисем  Донбасс  тата Украинăран тĕрлĕ регионсене килнĕ çынс
Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче 5688,5 тонна утă хатĕрленĕ, 8700 тонна  сенаж, 4788 тонна силос  янтăланă. Кĕрхи культурăсене акса хăварма та çĕр вăхăтра хатĕрлемелле. Хальлĕхе хуçалăхсенче ку ĕçе 517 гектар çинче пурнăçланă. Вырмана тухнă хуçалăхсем: «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» фермер хуçалăхĕ, «Дружба» ЯХПК  17,3  гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, 68,6 тонна пӳлмесене кĕртнĕ.   Кашни гектартан вăтамран 39,4 центнер пуçтарнă. Чи пысăк тухăç илекенсем — «Родина» фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем. Вĕсем кашни гектартан  вăтамран 40 центнер çапса тĕшĕленĕ. Çавăн пекех  «Слава картофелю» агрофирмăра  — 35 центнер, «Дружба» ЯХПК-ра  — 3

Вырмара вырмасан, çăкăр çиеймĕн

Вырма вăхăчĕ çитсессĕн çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук — çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшмалла. Уяр çанталăкпа усă курса «сарă ылтăна»      пӳлмесене вăхăтра кĕртсе хуни темрен те хаклă. Районти ял хуçалăх кооперативĕсем, фермер хуçалăхĕсем вырма ĕçĕсене пикенсе пыраççĕ. Иртнĕ эрнере «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» фермер хуçалăхĕ, «Дружба» ЯХПК вырмана тухрĕç. Çак кунсенче ыттисем те ĕçе тытăнма хатĕр тăраççĕ. «Родина» фермер хуçалăхĕн  хирĕсенче ĕç кал-кал пырать, комбайн-трактор шавĕ таçтанах илтĕнет.  Унти ĕç-хĕлпе çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн тĕп агрономĕ Радий Басников паллашрĕ. «200 гектар çинче кĕрхи тулă çитĕнтертĕмĕр. Уяр кунсемпе туллин усă ку
Контейнер тулнă, çӳп-çап выртать

Контейнер тулнă, çӳп-çап выртать

Пурăнакан вырăн илемлĕ те хăтлă пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Тăтăшах субботниксем те, йывăç-тĕм лартмалли кунсем те йĕркелеççĕ.  Ырă   та пуçаруллă ĕçсем пирки хаçат страницисенче, социаллă сетьсенче сахал мар çыратпăр.  Анчах та çав вăхăтрах кăмăла хуçакан ӳкерчĕксем те тĕл пулаççĕ.  Акă, Завод урамĕнчи тата Кĕçĕн Каçалти çӳп-çап пуçтаракан контейнерсене курсассăн кăмăл хуçăлчĕ. Кун пек вырăнсем çак адреспа çеç мар, ытти  нумай çĕрте те çакăн пекех лару-тăру.   Контейнерсене  çӳп-çап тултарнипе пĕрлех, ун тавра тата мĕн кăна çук-ши?   Çӳп-çапа çаплах силлесе хăварнă, михĕсене те тултарнă, ещĕксемпе илсе килсе лартнă. Унпа пĕрлех тата пахчаран тасатса тухнă çумкурăка, йывăç турачĕсене те çакăнтах килсе пăрахма хал çитернĕ. Кил-çурт