Пятница, 19 апреля

Общество

Тӳрĕ эфирта чылай ыйтăва уçăмлатнă

«Çак эрнере регион тӳлевне мобилизаци йĕркипе кайнă граждансем пурте илĕç», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çакна вăл тулли мар  мобилизаципе кайнисен çемйисене тата ачисене памалли мерăсем тата çак енĕпе ĕçлекен координаци совечĕн ĕçĕ-хĕлне халалланă уçă эфир вăхăтĕнче каланă. Тӳрĕ лини «ВКонтакте» социаллă сетьре «Чувашская Республика» ушкăнра  ноябрĕн 14-мĕшĕнче иртрĕ.   Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ноябрĕн 7-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ  мобилизациленĕ граждансене пĕр хутчен паракан 50 пин тенкĕ тӳлевпе тивĕçтересси çинчен Указ кăларнăччĕ. Ăна алă пуснă хыççăн виçĕ талăк хушшинче правительство укçа-тенкĕ тӳлес, уйăрас тата ăна Чăваш Республикин  Ĕç министерствине çитерес енĕпе регламент докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне мобилизаципе кайнисен 84 проценчĕ çак тӳлев
90 çул тултарнă

90 çул тултарнă

Çак кунсенче Асанкасси ялĕнче пурăнакан чи аслă арçын Геннадий Павлович Павлов 90 çул тултарнă. Тыл ĕçченне тата ĕç ветеранне саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков, Асанкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалисчĕ Римма Горбунова тата Асанкассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем пынă. Вĕсем ветерана чаплă юбилейпе саламласа РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Осиповăн ятĕнчен асăнмалăх парне панă. Геннадий Павлов виçĕ çулта чухне тăлăха юлнă. Ăна амăшĕн аппăшĕ пăхса ӳстернĕ. Ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ, ун чухнех вăл колхозра ĕçлеме пуçланă: ĕне кĕтĕвĕ кĕтнĕ, вăкăрсемпе çĕр сухаланă... Пĕчĕк пулсан та Канаша апат-çимĕç (тырă, çăмарта, çăнăх тата ытти те) турттарнă. 1952 çулта Анна Александровнăпа пĕр çемье чăмăртанă. Пĕрл
Аваллăх йĕрĕсемпе

Аваллăх йĕрĕсемпе

Пирĕн ялсем çывăхĕнче истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнсем нумай. Эпир вĕсене мĕн авалтан сыхланса юлнă ячĕсем урлă пĕлме пултаратпăр. Акă, хăш-пĕр çĕрте Улăп тăпри текен вырăнсем пур. Чăваш мифологийĕнче çырнă тăрăх, Улăп паттăр канма ларнă çĕрте çăпатине хывса унти тăпрана силлесе хăварнă. Çав тĕлте тĕмескесем пулса юлнă теççĕ. Çакăн пек вырăн Йăлмахва ялĕ çывăхĕнче те пур. Нумаях пулмасть ял çыннисем — хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Павел Зайцев, ял старости Анатолий Дмитриев тата Алексей Дмитриев химик-биолог— çак вырăна паллă тăвас, пулас ăрусем валли чăвашсен авалхи мифологийĕпе çыхăннă пулăма упраса хăварас тĕллевпе Улăп тăпри тĕлне юман лартнă. «Паллă çыравçă, хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Юхма Мишши çакăн пек аваллăхпа çыхăннă вырăнсене халăх асĕнче хăварма йывăç та пулин лартса хăварăр тенĕ. Çавăнпа
Йывăрлăхсем умĕнче пуç усман

Йывăрлăхсем умĕнче пуç усман

Пурнăç сукмакĕпе утса 90 çула çитнĕ çынсен йышне çак кунсенче Чĕчкен ялĕнче пурăнакан М.Н.Хамидуллова та хутшăнчĕ. Çак ятпа ăна Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.В.Григорьева, Аслă Чурачăкри культура çурчĕн ĕçченĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламларĕç. Людмила Витальевна ветерана РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне тата хаклă парне пачĕ. Минсылу Нуртдиновна хăйĕн пурнăçĕн чылай пайне колхоз производствинче ирттернĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çул. Çак çула çитнĕ чылай çыннăнни пекех унăн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çĕршывшăн йывăр вăхăчĕсене лекнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕскерĕн ачаранах уй-хирте тăрăшма тивнĕ. Каярахпа та, «Заветы Ильича» колхозăн иккĕмĕш бригадинче тăрăшнă май, выльăх кăшманĕн, çĕрулмин уйĕсенче сахал мар пилĕк авнă. Çава тыт
Çемьесене – пĕрер тонна тырă

Çемьесене – пĕрер тонна тырă

«Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертӳçи М.Шарафутдинов ырă пуçару тунă. Вăл Кайнлăк ял тăрăхĕнчен мобилизаципе кайнă арçынсен  çемйисене пĕрер тонна тулă уйăрма йышăннă. Тырра  килĕсене çитерсех панă. Çак пулăшăва Кайнлăк ялĕнчен мобилизациленнĕ икĕ çын, Йăлмахва ялĕнчен виçĕ çын çемйи тивĕçнĕ.  Чăннипех те курăмлă пулăшу кӳнĕ фермер хуçалăхĕ. Çар операцине хутшăнакансен çемйисемшĕн çакă — çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăшу. Вĕсем «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертӳçине чĕререн тав тăваççĕ. (ХАМĂР ИНФ.).   
Раççей паспорчĕсене алла илчĕç

Раççей паспорчĕсене алла илчĕç

Вĕсем Раççей гражданинĕсем Чылай çул çĕнĕ нацистсен ирсĕрлĕхне курса пурăннă Донбасс çыннисем хăйсен историллĕ Тăван çĕршывне хаваспах таврăннине референдумра пĕр саслăн пĕлтерчĕç. Халăхăн тĕп пайĕ — ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисенче юлнисем те, пирĕн тĕрлĕ региона куçса килнисем те — Раççей тытăмĕнче пĕрле ĕçлесе пурăнас, ачисене тивĕçлĕ   ӳстерес шухăша ырласа палăртать. Халĕ вĕсен гражданлăхне çирĕплетес ĕç пырать. Юнкун район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче те Раççей гражданинĕсем пулса тăнă  Фахртдиновсен çемйишĕн  çав тери пĕлтерĕшлĕ кун  пулчĕ.  Вĕсем, лăпкă мар лару-тăрăва пула Донецк Халăх Республикинчен Комсомольски  районне килнĕскерсем, пирĕн çĕршыв гражданлăхне илес кăмăлне пĕлтернĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлас тесе ĕнтĕ вĕсем, федераллă сакку
Ăшă чăлха-нуски – парне

Ăшă чăлха-нуски – парне

Йывăр вăхăтра пирĕн халăх нихăçан та пĕр-пĕрне пăрахман. Мĕн май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Акă, мобилизаципе кайнисене пулăшас ĕçе те çынсем пысăк хастарлăхпа пуçăнаççĕ. Ырă кăмăл кăтартса тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ. Ятарлă çар операцийĕсене хутшăнакансем валли ăшă чăлха-нуски çыхакансем те районта чылайăн. Çак ырă пуçарăва Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова тата Дубовка ял вулавăшĕн библиотекарĕ Татьяна Волкова, «Мастерицы» клуб членĕсем ырласа йышăннă. Вĕсем салтаксем валли çăм нускисем çыхассине йĕркеленĕ. «Кĕркунне çитрĕ те çанталăк сивĕтсех пырать. Салтаксем хăтлăхра пурăнмаççĕ. Çавăнпа та вĕсене ăшă тытакан япаласем кирлех. Сивĕ çанталăк ан хăраттăр», —  тет Т.Волкова. Кружока çӳрекен Л.А. Петрова, Е.П.Кудрявцева, В.Ф. Боровкова, Е.В.Лав
Ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ

Ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ

Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче хуйхи-суйхине те, савăнăçне те чылай курать, йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнать. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан Раиса Павловна Петрова та пурнăçĕнче хура-шурне нумай курнă. Хăй умне тухса тăнă пĕтĕм кăткăслăха çĕнтерсе пырса  вăл 85 çула çитрĕ. Кашни ял ачи пекех мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса  ӳснĕ. Колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, ялти фермăра сыснасем, чăх-чĕп пăхнă. Мĕн ачаран ĕçе типтерлĕ те пахалăхлă тума хăнăхнăскер, кирек ăçта ĕçлесен те ырă ят çĕнсе илнĕ. Çакăншăн чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Райкка аппа пĕр вăхăт ялти клубра та тăрăшнă. Кунта та вăл пултарулăхпа палăрса тăнă. Ялти хастар каччăпа, Иван Петровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт лартнă, хуралтăсем туса çавăрнă. Вĕсем пилĕк хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ, вĕсе
Сумлă кунпа саламларĕç

Сумлă кунпа саламларĕç

Пурнăç çулĕпе утса 90 çула çитнĕ кашни ватă çынах чыс-хисепе тивĕçлĕ. Кун-çулĕ вĕсен пыл та çу пулман пулин те, паянхи куна пурăнса çитме мехел çитернĕ. Вĕсен шăпи пурин те тенĕ пекех пĕр евĕрлĕрех килсе тухнă. Çĕршывра хаяр вăрçă кĕрленĕ вăхăтра вĕсен ачалăхĕ иртсе кайнă. Вăхăт çитмесĕрех вĕсен çитĕнме тивнĕ, çамрăклах колхозра ĕçленĕ, кайран та пĕрлешӳллĕ хуçалăха аталантарас тесе тар тăкнă. Мăшăрланса çемье чăмăртанă, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклесе хуралтăсем çавăрнă, ача-пăча çуратса ӳстернĕ... Вĕсен кăкăрĕсене орден-медальсем илемлетмеççĕ пулин те ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе ял çинче ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ. Çӳлерех каланă сăмахсем йăлтах Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Дарья Паладиевна Куропаткинана та пырса тивеççĕ. Çак кунсенче вăл 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна ачисем, мăнукĕсем, çывăх
Асăну хăми уçрĕç

Асăну хăми уçрĕç

Ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн «Комсомольский» уйрăмĕн çурчĕ çинче  асăну хăми уçрĕç. Ăна  шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă   участникĕсене халалланă.  Мероприятие полици полковникĕ Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ  Д.Н.Андреев,  республикăри ветерансен совечĕн председателĕ М.Ф.Киселев,   районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова,  районти шалти ĕçсен пайĕн ветерансен канашĕн председателĕ П.В.Лапшин, ветерансем, полици сотрудникĕсем,  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем хутшăнчĕç. Сумлă хăнасем  Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă сотрудниксене манманнине, хисеп тунине палăрт