Вторник, 16 апреля

Общество

Хӑтлӑхпа меллӗхе мала хунӑ

Хӑтлӑхпа меллӗхе мала хунӑ

Урмаел — Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чи пысӑк территориллӗ уйрӑмсенчен пӗри. Кунта халӑх йышӗ самаях пысӑк, мӗншӗн тесен ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ тӑван ялта пурӑнма юлать, ҫавӑнпах ҫуралакан ачасен шучӗ те пӗчӗк мар. Иртнӗ эрнекун, февралӗн 3-мӗшӗнче, Урмаел ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ врач амбулаторийӗн уйрӑмне уҫни ял-йышшӑн асра юлмалли кун пулчӗ. Савӑнӑҫа ял ҫыннисемпе пайлама муниципаллӑ округӑн, район больницин ертӳҫисем, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Левицкая та ҫитрӗҫ. Капиталлӑ юсава «Раҫҫей Федерацийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш сыпӑкне модернизацилесси» регионти проект шайӗнче пурнӑҫлама май килнӗ. Юсав ӗҫӗсене «Созвездие» ООО тунӑ. Ҫак тӗллевпе 11989,8 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ҫавӑн пекех 954,2 пин тенкӗлӗх сӗтел-пукан туяннӑ. Паллах, медицина пулӑшӑвӗ па
Масара тирпейлерӗҫ

Масара тирпейлерӗҫ

Кашнин ӗмӗрлӗх ҫурчӗ — масар. Масар ҫумӗпе иртекен пӗтӗм ҫыннӑн ҫакна асра тытмалла. Ҫак тӗнче ӗмӗрлӗхех мар, ашшӗ-амӑшӗн, асламӑшӗсен, аслашшӗсен, хурӑнташӗсен чунӗсемшӗн кӗлтумалла, вӗсен ӗҫӗсене аса илмелле. Паян пирӗн кил-ҫурт мӗнле тирпейлӗ,  масар та ҫавӑн пек пулмалла: картасене сӑрламалла, чечексем лартмалла. Чи пахи вара — унта тасалӑх тата йӗрке пултӑрччӗ.  Ахальтен мар ӗнтӗ «Чӗррисене хакла, вилнисен вилтӑприсене пӗл», — теҫҫӗ. Ҫакна шута илсе,  февралӗн 2-мӗшӗнче Хирти Шӑхасан ялӗнчи   масара тирпейлес енӗпе субботник иртрӗ.  Ҫакӑн пек субботниксем ҫулсеренех йӑлана кӗнӗ тӑрӑх иртеҫҫӗ. Унта  нумай ҫын пухӑнчӗ. Территорие тасатас, тирпейлес ӗҫсем кал-кал пычӗҫ, хӑшӗ йывӑҫсене касрӗ, терисем  пуҫтарчӗҫ.  Пухнӑ йывӑҫ тураттисене ҫунтарс
Пӗрле тӑрӑшни кирлӗ

Пӗрле тӑрӑшни кирлӗ

Комсомольски муниципаллӑ округӑн территориллӗ уйрӑмӗсенче граждансен пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Вӗсенче халӑх пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсене сӳтсе явать, малашнехи тӗллевсене палӑртать. Хирти Сӗнтӗр территориллӗ уйрӑмне кӗрекен Хирти Сӗнтӗр тата Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенче пухусем темиҫе кун маларах иртнӗ. Февралӗн 3-мӗшӗнче вара Нӗркеҫ тата Янкасси ҫыннисем ялти культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Пухӑва халӑх йышлӑн килни ку тӑрӑхра пурӑнакансене чӑннипех те ял пуласлӑхӗ, унӑн малашнехи аталанӑвӗ пӑшӑрхантарнине ҫирӗплетет. Шӑпах пухура ял ҫыннисене хумхантаракан  ыйтусемпе калаҫмалла, пӗрле канашласа йывӑрлӑхсене татса памалли майсем шырамалла. Чи малтанах халӑхӑн хӑйӗн пуҫару тумалла. Пуҫару тенӗрен, вӑл е ку ӗҫе тума кирлӗ укҫа-тенкӗн пӗр виҫине ҫынсем хӑйсе
Ял ҫыннин ыйту нумай

Ял ҫыннин ыйту нумай

Нумаях пулмасть Асанкасси ялӗнче иртнӗ граждансен пухӑвӗнче чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ, тӗллевсене палӑртса кирлӗ йышӑнусем турӗҫ. Малтанах территорилӗ уйрӑмӑн начальникӗ Н.Н.Карпов администраци 2022 ҫулта мӗнле ӗҫлесе пынипе, ялти лару-тӑрупа паллаштарчӗ.  Ку тӑрӑхра ял ҫыннине пурӑнма кирлӗ условисем туса парас, йӑла тата пурнӑҫ условийӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе чылай тӑрӑшнӑ, тӑрӑшаҫҫӗ те. Уйрӑмах пӗлтерӗшли —  «Асаново» ЯХПК ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыни. Вӑл  чылай ыйтӑва татса пама пулӑшать. Сӑмахран, халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерет, пушар хуралне хӑй вӑйӗпе тытса тӑрать, халӑхпа пурнӑҫлакан ӗҫсене тунӑ чухне техникӑпа тата ытти енсемпе пулӑшать. Ялтах вӑтам шкул пур, ун ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнӗсем йӗркеленӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет, аптека уҫӑлн
Тыл ӗҫченӗн – юбилей

Тыл ӗҫченӗн – юбилей

Пирӗн тӑрӑхра вӑрӑм ӗмӗр пурӑнакан ҫын йышлӑ. Шӑпи йывӑр килсе тухнӑ пулин те, аслӑ ӑру сывлӑх енчен ҫирӗп, тӗреклӗ пулнинчен тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать. Акӑ, Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Мавра Чепайкина — ӗҫпе тыл ветеранӗ. Урама тухсах каймасть пулин те, кинемей пӳртре кӑштӑртатса ҫӳреме мехел ҫитерет-ха. Амӑшӗн шанчӑклӑ тӗрекӗ — пӗрле пурӑнакан ывӑлӗ Владимир. Асаилӳсен ҫӑмхине сӳтме пуҫласан вара ват ҫыннӑн куҫӗ умне иртнӗ кун-ҫул тухса тӑрать. Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫулхине Мавра 13 ҫулти хӗрача пулнӑ. Унӑн тата тантӑшӗсен ачалӑхӗ ҫав кунран вӗҫленнӗ, шкул парттине колхоз хирӗсемпе, фермисемпе улӑштарма тивнӗ. Ара, вӑйпитти арҫынсем ҫапӑҫу хирне ӑсансан пӗтӗм ӗҫ ялта юлнӑ ватӑсен, хӗрарӑмсемпе ача-пӑчан хулпуҫҫийӗ ҫине тиеннӗ-ҫке. Аслисемпе танах ачасем те ҫӗнтерӗ ве ҫывхарта
Пурте пӗрле пулӑшни паха

Пурте пӗрле пулӑшни паха

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем  Украинӑри ҫар операцине  хутшӑнакансене пӗрремӗш кунранах пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ҫак ӗҫе кашни ҫын хастар хутшӑнать. Паянхи кун та   вӗсем  ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче маттур.   Кам мӗнпе пулӑшма пултарать, пурте хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. «Ҫак кунсенче ҫеҫ пирӗн ентешсем патне черетлӗ  пысӑк гуманитари  пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.  Муниципаллӑ округра пурӑнакансем салтаксем валли ӑшӑ-чӑлха нуски, тумтир, апат-ҫимӗҫ, пыл,   блиндажсенче  усӑ курмалли ҫуртасем, ҫырусем тата куллен кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ. Пулӑшу пӗтӗмпех салтаксем патне ҫитнӗ. Вӗсем кашни ҫынна чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Эпир пурте пӗрле кар тӑрса ӗҫлесессӗн, мӗн пултарнӑ таран  пулӑшсассӑн ҫеҫ тӑшмана ҫӗнтерме пултаратпӑр.  Ҫавӑнпа та малашне те  пӗр-пӗрн
Пирус туртатӑн — сывлӑхна сиенлетӗн

Пирус туртатӑн — сывлӑхна сиенлетӗн

Пирус сывлӑха сиен кӳнине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫапах куншӑн туртакансен йышӗ сахалланать тесе калаймӑн. Тӗтӗм сӑвӑрма юратакансем укҫа тӳлесе хӑйсене валли чир ҫӑлкуҫӗ туяннине тавҫӑраҫҫех. Ара, ҫав усал сӗрӗме пула хӑрушӑ шыҫӑ аталанма, инфаркт е инсульт пулма, организмра шайлашулӑх ҫухалма пултарас хӑрушлӑх пысӑк-ҫке. Туртма пӑрахсан ӳт-пӳпе ӑш-чикре мӗнле улшӑнусем пуласса вара тухтӑрсем кӑна пӗлеҫҫӗ. Кирек мӗнле ӳсӗмре те, кунне миҫе пирус туртнине пӑхмасӑрах, табакран сивӗнни организмшӑн усӑллине Америка ученӑйӗсем ҫирӗплетсе панӑ. Ан тив, туртма пӑрахнӑ хыҫҫӑн 8 ҫул таран аса илтерсе тӑрсан та, никотинсӑр  тӗрлӗ органсен, тӗртӗмсемпе клеткӑсен ӗҫӗ пурпӗр хуллен йӗркеленме пуҫлать. Вӑйпа ӗҫлесен те ывӑнни хӑвӑртрах иртет, кӑмӑл-туйӑм ҫирӗпленет. Хӑшӗ-пӗри вара ансат мар тапхӑра чӑт
Аталану тӗллевӗсем — Ҫырура

Аталану тӗллевӗсем — Ҫырура

Олег Алексеевич Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа Ҫырупа виҫҫӗмӗш хут паллаштарчӗ, сӑмах пӗр сехет ытла пычӗ. Экран ҫине QR-код кӑларнӑ май Чӑваш Енре пурӑнакансен пӗрремӗш хут Тӗп документа тӳрех хаклама, хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултарчӗҫ. — 2022 ҫула эпир сирӗнпе мухтавлӑ ентешӗмӗрсене халалларӑмӑр. Ҫавна май вӗсене асра тытас тата патриотизмла воспитанине аталантарас тӗлӗшпе хамӑр илнӗ ҫул-йӗре малалла тӑсрӑмӑр. Эпир Чӑваш Ен ятне мухтава кӑларнӑ йӑхташӑмӑрсен ячӗсене аса илтӗмӗр. Пирӗн хушӑри ҫынсен ҫитӗнӗвӗсемпе, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫак залра ларать, савӑнтӑмӑр. Вӗсем культура, сывлӑх сыхлавӗн, наукӑпа вӗренӳ, физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тата ытти сферӑра тӑрӑшакансем, — терӗ чи малтанах О.Николаев. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан кашни салтак герой пулн
Ҫырӑва хаклаҫҫӗ

Ҫырӑва хаклаҫҫӗ

Александр Осипов, глава Комсомольского  муниципального округа, — В Послании к Государственному Совету и народу Чувашии Олег Николаев отразил основные векторы движения региона в системе здравоохранения, социальной сфере, отрасли сельского хозяйства, поддержке малого и среднего бизнеса, образовании, строительстве транспортной инфраструктуры и ЖКХ. Одним из приоритетных направлений развития республики является молодежная политика. «Главная цель Года счастливого детства — создание системы комплексного сопровождения каждого ребенка в соответствии с индивидуальной траекторией его развития... Наша совместная работа направлена на создание благоприятных условий для их самореализации, чтобы они стали гражданами, знающими свою историю, чтящими традиции своих предков, были патриотами
Ҫӗрпе ӗҫлеме пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла

Ҫӗрпе ӗҫлеме пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла

Иртнӗ ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Раҫҫейри «Шанс» компанисен ушкӑнӗн представителӗсем пирӗн районти «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО никӗсӗ ҫинче семинар-канашлу ирттернӗччӗ. Вӑл вӑхӑтра калаҫу тӗпрен илсен ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли препаратсем пирки пулчӗ. Январӗн 24-мӗшӗнче  Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче ял хуҫалӑхне  аталантарас енӗпе   йӗркеленӗ канашлура  экологи енчен таса продукци туса илес тата агрокомплекс сферине тӗплӗ планлас ыйтусене  сӳтсе яврӗҫ. Унта хамӑр тӑрӑхри тата республикӑн кӑнтӑр енчи муниципаллӑ округӗсенчи ҫӗр ӗҫ специалисчӗсем  пӗрремӗш вӗренӳ-канашлӑва хутшӑнчӗҫ. Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн  пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов канашлӑва  уҫнӑ май хӑйӗн шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Александр Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх,    ял хуҫал