Общество

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест

Кашни ҫынах ҫирӗп ҫемье чӑмӑртаса кун-ҫул сукмакӗпе мӑшӑрпа пӗрле алла-аллӑн утӑмлама, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерсе пырса ачасене анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма ӗмӗтленет. Ҫемьере юрату, килӗшӳ, ӑшӑлӑхпа лӑпкӑлӑх хуҫалансан ӗҫсем те ӑнаҫҫӗ, пурнӑҫри пӑрӑнӑҫсем те хӑратмаҫҫӗ. Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакан Ямалетдиновсен ҫемйи чӑмӑртаннӑранпа кӑҫал кӗркунне 30 ҫул пулать. Туслӑ та килӗшӳллӗ мӑшӑр шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурнӑҫ ҫулӗпе утать, ачисене те тӗслӗх парса ырӑ ӗҫсемпе хисеп ҫӗнсе илме вӗрентет. Айрат Гаязтдиновичпа Гульназ Минзекремовна иккӗшӗ те ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерсе малалла вӗренме ҫул тытнӑ. Айрат Хусанти строительство техникумӗнче, Гульназ Канашри педагогика колледжӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе пӗтерсен тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Гульназ Минзекремовна 19 ҫулта тӑв
Кайӑксем — пирӗн туссем

Кайӑксем — пирӗн туссем

Кайӑксен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче округри вӗрентӳ тата культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем йӗркеленӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май «ҫунатлӑ туссем» ҫинчен аса илсех тӑмалла. Ҫуркунне ӑшӑ енчи кайӑксем каялла таврӑнаҫҫӗ. Чылай шкул ачи шӑнкӑрчсене кӗтсе илме вӗллесем туса ҫакнӑ. Акӑ, Кӗҫӗн Каҫал ял библиотекинче «Что вы знаете о птицах?», Тукай ял библиотекинче «Птицы — наши друзья», Ҫӗнӗ Мӑрат ял библиотекинче «Птицы нашего края» экологи сехечӗсем иртнӗ. Урмаел ял библиотекинче «Птичий базар» эко-вӑйӑ йӗркеленӗ. Комсомольски ача-пӑча библиотеки те айккинче тӑрса юлман. Асанкасси, Хырхӗрри культура ҫурчӗсенче, Нӗркеҫ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗсенче тӗрлӗ ятсемпе конкурссемпе выставкӑсем пулнӑ. Мероприятисен ячӗс
Асӑрханулӑх пирки манар мар

Асӑрханулӑх пирки манар мар

Март уйӑхӗн вӗҫӗнче Александровка ялӗнче пушар тухрӗ. 80 тӑваткал метр ҫинчи ҫивитти тата шалтан та пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫунчӗ. Шел пулин те вут-кӑварта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх пушар электричествӑпа усӑ курнӑ чухнехи кӑлтӑксемпе ҫыхӑннӑ. Ҫанталӑк  кунсерен ӑшӑтса пырать. Юр айӗнчен типӗ курӑк, тасамарлӑх тухать. Кӗҫех шӑрӑх ҫанталӑк та пуҫланӗ. Ҫавӑнпа та округра пурӑнакансене пушартан асӑрханмалли тата сыхланмалли правилӑсем пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр. Сигаретсене тата шӑрпӑк пӗрчисене сӳнтермесӗр ҫӗр ҫине ан пӑрахӑр. Куллен усӑ куракан электричество приборӗсен, электропроводкӑсен юсавлӑхне тӗрӗслӗр. Пӳртре, мунчара кӑмакасен юсавлӑхне пӑхсах тӑрӑр, мӑрьесене хӑрӑмран тасатӑр.  Кӑмакасен, электроприборсен ҫывӑхӗнче хӑвӑрт хыпса илекен япаласемпе
Черетлӗ тӗрӗслев иртнӗ

Черетлӗ тӗрӗслев иртнӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем ҫывхарнине систерсе ҫанталӑк ӑшӑтсах пырать. Ял  хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем яваплӑ тапхӑра ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче техника тӗрӗслевӗ иртнӗ. Ку хуҫалӑх ҫӗр ӗҫ отраслӗпе те, выльӑх-чӗрлӗхпе те округра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансенчен пӗри. Машинӑпа трактор паркне те ҫулсерен ҫӗнетсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, техника ӗмӗрне вӑрӑмлатас тесе те тимлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх кооперативӗн 800 гектар ытла сухалакан ҫӗр. Вӗсенчен 49 проценчӗ ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем туса илеҫҫӗ. Кӑҫал 334 гектар ҫинче выльӑх апачлӗх культурӑсем ҫитӗнтерме палӑртнӑ. 80 гектар ҫӗрулми лартасшӑн. Пӗлтӗр 134 гектар  кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Ҫуркунне пурнӑҫламалли  ӗҫ калӑпӑшӗ пӗчӗкех мар.  Кӑҫалхи техосмотра вӗс
Лару-тӑрупа паллашнӑ

Лару-тӑрупа паллашнӑ

Ял урамӗсенче кӗртсем чакса пыраҫҫӗ пулин те хирсенче, ҫырма-ҫатрара юр чылай-ха. Ҫанталӑк вара ӑшӑтсах пырать. Округ администрацийӗнче ҫурхи шыв-шура чӑрмавсӑр ирттерсе ярас, чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханас енӗпе туса хунӑ комисси тата гидросооруженисемшӗн яваплӑ ҫынсем вырӑна тухса лару-тӑрупа паллашаҫҫӗ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ администрацийӗн мобилизацилле хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ А.В.Соловьева Комсомольски, Хирти Сӗнтӗр тата ытти территори уйрӑмӗсенче пулса гидросооруженисем мӗнле лару-тӑрура пулнипе паллашнӑ.
Йывӑр пулсан та пуҫ усман

Йывӑр пулсан та пуҫ усман

Эпӗ нумай ҫул ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тӑрӑшрӑм. Районти тӗрлӗ шкулсенче ӗҫлеме тӳр килчӗ. Ҫавӑнпа та нумай ҫул ҫӳреме тивнӗ. Мӗн чухлӗ ҫуран утнине шутласа та кӑларма ҫук пулӗ. 1960—80 ҫулсенче транспорт хатӗрӗсем сахалччӗ, хальхи пек асфальтлӑ ҫулсем те пулман. Ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑк, хӗлле юр ашма тивнӗ. Темӗнле хӗн пулсан та ӗҫ вырӑнне вӑхӑтра ҫитме тӑрӑшнӑ. Тепӗр чухне шухӑша каятӑп та, кӑткӑс самантсем аса килеҫҫӗ. Йывӑр, питӗ йывӑр пулнӑ ҫул ҫӳреме. 1960 ҫулсенче Комсомольскинчи аш-какай комбинатӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗрентӗм. Шупашкара кайса килме питӗ йывӑрччӗ. Автобуссем сайра ҫӳретчӗҫ. Пӗррехинче экзамен тытма кайсан эпӗ автобус ҫине билет илеймерӗм, Комсомольскинче кӑкӑр ӗмекен ача юлнӑ. Мӗнле пулсан та яла ҫитме
Тӗрӗслевсем малалла пыраҫҫӗ

Тӗрӗслевсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче техника тӗрӗслевӗсем  малалла пыраҫҫӗ. Мартӑн 27-мӗшӗнче «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тракторсен черетлӗ техосмотрӗ иртрӗ. Комисси хуҫалӑхра техникӑна тӗрӗслеве пахалӑхлӑ хатӗрленине палӑртрӗ. Патшалӑх техника надзорӗн округри тӗп инженерӗ Н.А.Райков, «Восток» ЯХПК председателӗ В.Г.Михеев механизаторсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче хастар ӗҫлеме ӑнӑҫу суннипе пӗрлех ӗҫ тата техника хӑрушсӑрлӑх йӗркисене те ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтерчӗҫ. Ремис Шарафутдинов.
Кадрсем хатӗрлеҫҫӗ

Кадрсем хатӗрлеҫҫӗ

Пирӗн пурнӑҫа электроника вӑйлӑран та вӑйлӑрах кӗрсе пырать. Кунсерен унпа ӗҫре те, йӑлара та, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чухне те тӗл пулатпӑр. ИТ технологи ӗҫе кӗрсе пынӑ май ӑста та квалификациллӗ специалистсем кирлӗ. «Раҫҫей Федерацийӗнчи цифра экономики» наци проекчӗ  шӑпах   кадрсем хатӗрлес ыйтупа ӗҫлет. Чӑваш Республикинчи малта пыракан ИТ-компанисем  «ИТ-кластер Чувашской Республики» ассоциацине пӗрлешнӗ. Вӗсем информаци технологине регионта малалла аталантарас, вӑл отрасль валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлес тӗлӗшпе тимлет. Республикӑра «УПК 21 — вӗрентӳпе производство класӗсем» профориентациллӗ проект ӗҫлет. Вӑл ачасене шкул сакки ҫинче ларнӑ чухнех пӗрремӗш професси илме майсем туса пама тӑрӑшать. Вӗсенчен пӗри — информаци технологийӗ. Хальхи вӑхӑтра республи
Хӗрӗх ҫул медицинӑра тӑрӑшать, пӗрремӗш пулӑшу пама васкать

Хӗрӗх ҫул медицинӑра тӑрӑшать, пӗрремӗш пулӑшу пама васкать

Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Чирлесе ӳксен эпир тӳрех васкавлӑ пулӑшу уйрӑмне шӑнкӑравлатпӑр. Шур халатлӑ ӗҫченсем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Вӑл вӑхӑтра медицина ӗҫченӗсем асамҫӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. Чирлӗ е аманнӑ ҫынна вӗсене курниех пӑртак та пулин ҫӑмӑллӑх парать. Хӗрӗх ҫул ытла васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлесе Олимпиада Николаевна Ядрова миҫе ҫынна вӑхӑтра пӗрремӗш пулӑшу панине, вилӗм аллинчен туртса кӑларнине шутласа та пӗтерме ҫук пулӗ. 1984 ҫулта Соликамскри медицина училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн Комсомольскинчи тӗп больницӑн васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ та пӗр улшӑнмасӑр унта тӑрӑшать. Малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑк хӗре ҫӑмӑлах пулман, паллах. Чирлӗ е аманнӑ ҫынпа куҫа-куҫӑн тӑрса тӗрӗс диагноз лартма, пулӑшу памалли меле хӑвӑрт тавҫӑрса илме пултармалла пулнӑ-ҫке. Чыл
Транспорт, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ

Транспорт, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ

Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» форум-выставкӑри 75-мӗш павильонра мартӑн 26—31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин эрни пырать. Выставкӑна килекенсене «ӑслӑ» транспорт системи  тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ интерактивсем, профильлӗ викторинӑсем, транспорт лотерейи, «Семейный дрифт», «Бип-квиз» интеллектуаллӑ та хаваслӑ вӑйӑсем кӗтеҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем валли транспорт техники, ҫул-йӗр паллисем тата ытти тематикӑсемпе мастер-классем йӗркелеҫҫӗ. Республикӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ нумай ҫӗнӗлӗхпе курса паллашма пулать. ВДНХра хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатнӑ. Выставкӑна тӗп арка урлӑ кӗмелле. Ирхине 9 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлет.