Суббота, 20 апреля

Общество

Танкистсем уява пуҫтарӑннӑ

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи Танк-палӑк патне танк ҫарӗсенче службӑра пулнисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Патриотизм тематикипе янракан кӗвӗ-ҫемӗ ӗнерхи танкистсен кӑмӑл-туйӑмне савӑнӑҫ кӳнӗ. Танкистсен кунӗ ячӗпе пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ  Н.И.Смирнов, ассоциаци педседателӗн ҫумӗ Ю.П.Филиппов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал суннӑ.  Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче пулнӑ пултаруллӑ ветеран-танкистсене наградӑсем панӑ. Культура ӗҫченӗсем патриотизмла юрӑсем шӑрантарнӑ. Ветерансем Танк-палӑк ҫине чечек ҫыххисем хунӑ. Уяв «Кӗтне» физкультурӑ
Сунарҫӑсем – маттуррисен йышӗнче

Сунарҫӑсем – маттуррисен йышӗнче

Иртнӗ шӑматкун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Чаканар ялӗнче «Чӑваш Ен сунарҫисем — 2023» IV уҫӑ фестиваль-конкурс пулнӑ. Унта чӑваш сунарҫисем ҫеҫ мар, Мари Элран, Тутарстанран, Чулхула облаҫӗнчен тата ытти регионсенчен те хӑнасем килнӗ. Пухӑннисене ЧР ял хуҫалӑх министрӗ-вице-премьер Сергей Артамонов, ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов,  сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗн директорӗ Федор Жоголев саламланӑ, ӑнӑҫу суннӑ. Командӑсем эстафетӑра тупӑшнӑ, шурлӑх урлӑ каҫассипе, чӑрмав витӗр тухассипе, тӗл перессипе, ҫӗҫӗ ывӑтассипе, сунарҫӑ минимумне пӗлессипе тупӑшнӑ. Паллах, ҫакӑн пек пысӑк мероприятирен пирӗн тӑрӑхри сунарҫӑсем те айккинче юлман. Уйрӑм ҫынсем хушшинче мала тухассишӗн пынӑ «Меткий стрелок» ӑмӑртура Вутлан ялӗнче пурӑнакан Александр Шуряшк

Округ пуҫлӑхӗ – Н.Н.Раськин

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ округри депутатсен Пухӑвӗн ларӑвӗн кун йӗркинче пӗр ыйту, Комсомольски муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхне суйласси, пулчӗ. Маларах округ пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма кӑмӑл пур кандидатсен конкурсӗ пулса иртнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе конкурс председателӗ, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров паллаштарчӗ. Конкурсра икӗ кандидат пулнӑ: Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Е.Н.Савельев. Комисси вӗсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ кандидатсем пулнине палӑртнӑ. Суйлав пуҫланиччен депутатсем икӗ кандидата та сӑмах пачӗҫ, округа аталантарас енӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ тӗллевӗсемпе паллаштарма ыйтрӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.А.Попов тата ыттисем те кандидатсем пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Д
Прививкӑсем тунӑ

Прививкӑсем тунӑ

Кӗркуннехи уйӑха кӗтӗмӗр. Ҫанталӑк та ҫакна систерет.  Сивӗсем ҫывхарнӑ май халӑх грипп чирӗпе аптрама пуҫлать. Апла ан пултӑр тесен маларах вакцинаци туни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. РФ Социаллӑ фончӗн Клиент служби ҫумӗнчи аслӑ ӑрӑвӑн «Серебряный возраст» хутшӑну центрӗнчи калаҫу та прививка ыйтӑвӗпе пулнӑ. Тӗп больницӑн врач-инфекционисчӗ Н.Н.Михайлова «Вакцинация  против инфекционных болезней. Приоритетная группа для вакцинации» темӑпа лекци ирттернӗ. Ҫавӑн пекех ватӑсене хумхантаракан чылай ыйту ҫине хуравланӑ. Кӑмӑл пуррисене грипп чирӗнчен прививкӑсем тунӑ.
Донор кунӗ иртнӗ

Донор кунӗ иртнӗ

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче донор кунӗ иртнӗ. Юн парас текенсем ҫак кун кунта йышлӑн ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче ҫамрӑксем те, аслӑрах ӳсӗмрисем те пулнӑ. Тӗрлӗ предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекенсем ҫак кун юн парса пархатарлӑ ӗҫ тунӑ. Вӗсен юнӗ аманнӑ, чирлӗ ҫынсене ура ҫине тӑратма пулӑшӗ. Округри донорсем хушшинче пӗрремӗш хут юн паракансем те, ҫак ӗҫе чылай ҫул хутшӑнакансем те пулнӑ.

Ырӑ пуҫарӑва хутшӑннӑ

ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗ «Вӗренме кайма пулӑш» акци ирттернине хаҫатра пӗрре мар ҫыртӑмӑр. Центр ӗҫченӗсем унта пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хапӑлласах хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ, тулли мар, инвалид ача пур, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене валли канцеляри таварӗсем, рюкзаксем, вӗренӳре кирлӗ ытти хатӗр-хатӗр илсе пырса параҫҫӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Людмила Макарова, администрацин пай ертӳҫин ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Мария Илларионова, Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн ӗҫченӗсем, центр ҫумӗнчи волонтерсем те ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе ӑнӑҫсӑр ҫемьесенчи 32 ачана канце
Тӑван килте сывлӑшӗ те уҫӑрах, апачӗ те тутлӑрах…

Тӑван килте сывлӑшӗ те уҫӑрах, апачӗ те тутлӑрах…

Раҫҫейри кашни ҫынна кӑна мар, пӗтӗм этемлӗхе халӗ Украинӑри  ятарлӑ ҫар операцийӗ, унти-лару тӑру кӑсӑклантарать тесен пӗртте ӳстерсе калани пулмӗ. Ҫулталӑка яхӑн каялла тулли мар мобилизаци йӗркипе пирӗн ҫӗршыври арҫынсен пӗр пайӗ — ывӑлсем, упӑшкасем, аттесем, кӳр- шӗсем — алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑчӗҫ. Пирӗн вӑхӑтра ун пекки пулма пултарать тесе шутланӑ-ши эпир? Анчах акӑ мӗн пулса тухрӗ … Пӗрисем вӑраха кайнӑ суя чирсем тупрӗҫ, теприсем хӑрушлӑхсӑр ӑшӑ ҫӗрсене тухса кайма васкарӗҫ. Анчах, планета пысӑк пулин те, Тӑван ҫӗршыв пӗрре-ҫке! Чи вӑйлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, харсӑр арҫынсем, повесткӑсем илсе, СВО зонине тухса кайрӗҫ, хӳтӗлевҫӗсен ретне тӑчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫапла кирлине пурте ӑнланаҫҫӗ. Пирӗн округ арӗсем те ятарлӑ ҫар операцине йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ – ятар
Пени тӳлесрен хӑтараҫҫӗ

Пени тӳлесрен хӑтараҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев коммуналлӑ пулӑшусемшӗн, капюсавшӑн вӑхӑтра е туллин тӳлеменшӗн пени шутласа парасран хӑтаракан граждансен категорийӗсен переченьне анлӑлатакан Указа алӑ пуснӑ. Маларах ҫак пулӑшу виҫине республикӑри мобилизациленӗ граждансем кӑна тивӗҫейнӗ пулсан, халӗ унпа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пур ҫын та усӑ курма пултарать. СВО-на хутшӑннӑ тапхӑрта пени пуҫтарӑнасран граждансен тата вӗсен ҫемье членӗсен ҫак категорийӗсене хӑтараҫҫӗ:  — РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене мобилизациленӗ ҫар ҫыннисене;  — контракт мелӗпе РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑракан ҫар ҫыннисене; — Росгвардин, федерацин хӑрушсӑрлӑх службин чикӗ хуралӗн органӗсен сотрудникӗсене; — Федерацин «Оборона ҫинчен» саккунӗн 1 статйин 6-мӗш пунктӗнче палӑртнӑ органсен ӗҫченӗсене; — хӑйс
Шӑнкӑрав ян! янрарӗ, пӗлӳ тӗнчине йыхравларӗ

Шӑнкӑрав ян! янрарӗ, пӗлӳ тӗнчине йыхравларӗ

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине пӗлтерсе округри пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси янранӑ. Ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ линейкӑсем пулса иртнӗ. Вӗсем пурте Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин гимнӗсене шӑрантарнипе тата ялавӗсене ҫӗкленипе уҫӑлнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче иртнӗ линейкӑра вӗренекенсемпе вӗрентекенсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин, влаҫ органӗсен ертӳҫисем, обществӑлла ҫар организацийӗсен представителӗсем, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ашшӗ-амӑшӗ саламланӑ. Пӗрремӗш класа пуҫласа каякансем вӗренӳ учрежденине хӑйсем мӗнле курнине сӑвӑсем урлӑ пӗлтернине уява килнисем интересленсе итленӗ. Кадет класӗсенче вӗренекенсем вальс ҫеммипе ҫаврӑннӑ. Линейкӑра пурте  ачасене тӑрӑшса вӗренме ӑнӑҫу сунн

Митрополит  — Аслӑ Чурачӑкра

Сентябрӗн 3-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑкри Преобрежение Господня чиркӗвне Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ, Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Савватий ҫитсе курнӑ. Ӑна муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин, вырӑнти чиркӳ настоятелӗ Георгий атте,  священнослужительсем, Турра ӗненекенсем, ачасем ҫӑкӑрпа, чечек ҫыххипе чыслӑн кӗтсе илнӗ. Хаклӑ хӑна килнӗ тӗле прихут ҫыннисем чиркӳре тата ун таврашӗнче тирпей-илем пултӑр тесе чылай тӑрӑшнӑ. Митрополит кунти чиркӳре литурги ирттернӗ. Унта Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан, Луцкинчи Хусан Турӑ амӑшӗн иконӗн храмӗн настоятелӗ Сергей Скворцов, Канаш епархийӗн иерейӗ Сергей Карсаканов тата ытти тӗн ҫыннисемпе Турра ӗненекенсем хутшӑннӑ. Савватий митрополит чиркӳ ӗҫне хастар хутшӑнакансене наградӑсем панӑ. (ХАМӐН  ИНФ.)