Четверг, 8 декабря

Общество

Сывлăх сыхлавĕ тимлĕх ыйтать

Сывлăх сыхлавĕ тимлĕх ыйтать

Октябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн ларăвĕ иртнĕ. Игорь Комаров ертсе пыракан ларăва РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Яковлева, Атăлçи федераллă округри регионсен ертÿçисем, РФ Федераллă Пухăвĕн представителĕсем, федераллă исполнительлĕ влаç органĕсен ертÿçисем, Росздравнадзорăн тата медицина страхлав фончĕн ертÿçисем, вĕренÿ тата наука организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Вĕсем медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă. Игорь Комаров палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарасси çине нумай тимлĕх уйăраççĕ: перинаталлă центрсем туса хурас федераллă программăпа килĕ-шÿллĕн 2015 çултанпа федераллă округра 7 перинаталлă центр хута янă; медицина ĕçче-нĕсен ĕç укçине
Форумра нумай ыйтăва уçăмлатнă

Форумра нумай ыйтăва уçăмлатнă

Октябрĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче республикăри коммерциллĕ мар организацисен III форумĕ иртнĕ. Чи малтанах Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Президент гранчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ проектсен куравĕпе паллашнă. "Пĕтĕм аслă ĕçе чĕре хушнипе тăваççĕ", — Людвиг ван Бетховен каланинчен пуçланă хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич. Республикăри общество организацийĕсен шучĕ 1 пинрен иртнине, çак йышри çынсем çĕршыв пуласлăхне хăйсен тÿпине хывнине, пуçаруллă халăхăн проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хыснаран укçа уйăрнине палăртнă вăл. Общество палатин председателĕ Алексей Судленков малтанхи форумсен сĕнĕвĕсене республикăн аталану программине кĕртнине аса илтернĕ. Хальхи форумра социаллă пулăшу, ыр кăмăллăх, территорисен тата вырăнти пĕрлешÿсен аталанăвĕ, социаллă предпринимательство та
Шурă халатлисене юбилейпе саламласа…

Шурă халатлисене юбилейпе саламласа…

Октябрĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп больница хăйĕн 80 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Вырăнти шурă халатлă ĕçченсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, "Кĕтне" ентешлĕх ертÿçи Валери Туркай тата кÿршĕ районсенчи ĕçтешĕсем чылайăн килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ артистсем вара хăйсен пултарулăхĕпе татах та хавхалантарчĕç. Уява районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев уçрĕ: "Хисеплĕ ĕçтешсем, сире 80 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа "ылтăн аллăршăн", ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп". Çын юрласан чунĕ юрлать, юрласан вара пурăнас тата ĕçлес килет. Пухăннисене савăк юрăсемпе, çулăмлă ташăсемпе савăнтарнă хыççăн Петр Красновпа Кияметдин Мифтахут
Яшсем çар тумĕ тăхăнчĕç

Яшсем çар тумĕ тăхăнчĕç

Раççейре кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çак тапхăрта Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен 50 яхăн çамрăк авалтан килекен хисеплĕ тивĕçе пурнăçлĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайĕ. Комсомольски тăрăхĕнчен 25 яхăн çамрăк виçĕ уйăхра салтак тумĕ тăхăнĕ. Акă, октябрĕн 23-мĕшĕнче вырăнти çар комиссариачĕ умĕнче повестка илнисен пĕрремĕш ушкăнне, 11 çамрăка: Александр Антонова, Артем Кузьмина, Артем Мамуткина, Николай Шингарева, Максим Исаева, Владимир Валетова, Аркадий Маркова, Олег Абрамова, Николай Кондратьева, Иван Кузьмина, Владимир Теренина салтака ăсатрĕç. — Ят-сумăра çÿлте тытăр. Телейлĕ те ырă çул сунатăп сире, — терĕ Сергей Данилов комиссар. Юлашки çулсенче тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче, аслă шкулта вĕренсе диплом илнĕ выпускниксем контрактпа çар тивĕçне пурнăçлама хапăл тăваççĕ
Тĕп больница — 80 çулта

Тĕп больница — 80 çулта

Районти тĕп больницăна уçнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. 1938 çулта 25 койкăлăх больница корпусне хута ярăнран пуçланса кайнă унăн историйĕ. Районти сывлăх сыхлавĕн кун-çулĕ вара чылай маларах, 1844 çулта пуçланнă. Ун чухне Çĕнĕ Мăрат, Хурнай тата Аслă Чурачăк ялĕсенче фельдшер пункчĕсем йĕркеленĕ. 1866 çулта Аслă Каçал ялĕнче медицина пункчĕ уçнă, 1929 çулта унран врач пункчĕ туса хунă. Пĕрремĕш фельдшер Василий Виноградов пулнă. 1940 çулта Комсомольски райĕçтăвкомĕ хушнипе район больницине тума çĕр уйăрнă. 1944 çулта пĕрремĕш йывăç çурта Патăрьелĕнчен куçарса килсе лартнă. Ун чухне çак 30 вырăнлă больницăра тĕрлĕ чирпе чирлисем выртнă. 1956 çулта тепĕр сиплев çурчĕ туса хунă. Унта хирурги тата ача çуратмалли уйрăмсем вырнаçнă. Çак çултах 50 вырăнлă терапи уйрăмне хута янă. Кивĕ çуртра 18 вы
Пурăнакан, ĕçлекен вырăн илемпе савăнтартăр

Пурăнакан, ĕçлекен вырăн илемпе савăнтартăр

— Тавралăха, тăван урама, кил-çурт умĕсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен территорийĕсене тирпейлĕ тытасси — пирĕн тĕп тивĕç. Çавăнпа та, май пулсанах, уйрăмах çурлă-кĕрлĕ, экологи субботникĕсем йĕркелетпĕр. Тус-тантăшсемпе, ĕçтешсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлени кăмăла татах та уçать, хавхалану кÿрет, — теççĕ районта пурăнакансем. Иртнĕ кунсенче вара шăпах ял тăрăхĕсенче пурăнакансем субботниксене тухрĕç. Акă, Шурут ял тăрăхнех илер. Вырăнти организацисемпе предприятисен коллективĕсем, культура çурчĕн ĕçченĕсемпе шкул ачисем, ял халăхĕ пурте пĕрле, кар! тăрса, урамсемпе тăкăрлăксене, кил-çурт таврашĕсене çăвĕпе савăнтарнă чечексен юлашкисенчен, сарă çулçăран тасатнă. Çанталăк çиллĕ пулни те ĕçченсене хăратайман. Александровка ял тăрăхĕнче вара Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисен ячĕпе
Ырă ĕç ырăпа таврăнать

Ырă ĕç ырăпа таврăнать

Пурнăçри чи паха япаласене нихăçан та туянма май çук: атте-аннене, ача-пăчана, çемьене, çынлăха, килĕшÿпе ăнланулăха, юратăва... Апла пулин те тимлĕхпе чун-чĕре ăшшине, тăрăшсан, ыттисемпе пайлама вара пулатех. Кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл — 2018 çула Раççейре Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тесе йышăнни. "Ырă кăмăллăх — вăл пĕчĕк паттăрлăх, анчах та унăн çимĕçĕ — пĕчĕк пĕрчĕрен ÿссе çитĕннĕ çимĕç кÿрекен йывăçпа танах. Çакăн евĕр этем чăн-чăн ÇЫН пулать", —тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Мускав тата пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл. Район хаçат редакцине тем тĕрлĕ ыйтупа та кĕрсе тухаççĕ. Мĕнех?! Çын пурнăçĕ вăл — уйрăм кĕнеке. Кĕнеке шурă çине хурапа çырăнать пулсан, пурнăçри пулăмсем этем чĕринче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлаççĕ. Анчах, хурапа-и е шурăпа?! Тĕслĕхрен, "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăн генеральнăй д
Ыйтусене ял çыннисемпе сÿтсе яврĕç

Ыйтусене ял çыннисемпе сÿтсе яврĕç

Юнкун районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, "Хыпар" хаçат тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, "Слава картофелю" агрофирмăн учредителĕ Александр Капитонов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Валерий Туркай килсе çитрĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн членĕсем Элпуç, Асанкасси, Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсене çитрĕç. Александр Осипов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах тĕп больницăра пулчĕ, унта иртекен юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ. Паянхи куна больницăри уйрăмсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта хирурги, ача-пăча, инфекции уйрăмĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ строительсем гинекологи, терапи, реанимаци, паллиативлă уйрăмсенче тăрăшаççĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк пулин те ăна декабрь уйă
Пахалăхлă сыр хатĕрлеççĕ

Пахалăхлă сыр хатĕрлеççĕ

Октябрĕн 17-мĕшĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, унăн çумĕ Татьяна Рябинина тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи "Изамбаевский" сĕт-çу заводне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Асăннă завод сĕт продукцийĕн рынокĕнче — 1999 çултанпа. Предприяти ертÿçи Вадим Агамирян заводра малтанах 2 тĕрлĕ продукци — "Сулугуни" тата "Адыгейский" сырсем — туса кăларнине палăртнă. 2007 çулта, модернизациленĕ хыççăн, кунта çемçе сыр тумалли цехпа чĕркемелли уйрăма, хатĕр продукци складне хута янă. Хальхи вăхăтра предприяти çĕнĕ йышши оборудованисемпе усă курса кунне 3—3,5 тонна сыр тăвать. Çуллахи тапхăрта кăтарту 4—5 тоннăпа танлашать. — Пирĕншĕн продукци пахалăхĕ чи малти вырăнта. Эпир Елчĕк, Канаш тата Комсомольски районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермер
Пултаруллăскер

Пултаруллăскер

Шурут вăтам шкулĕнче тăрăшуллă, пултаруллă вĕренекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Ангелина Пыркина. Вăл — 10-мĕш класс вĕренекенĕ. Сăпайлă та вăтанчăк, тирпейлĕ хĕр питĕ тăрăшуллă. Пур предметпа та "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Юлташĕсене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕрскер, конкурс-викторинăсене хутшăнать, хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Районта иртекен пĕр олимпиадăран та юлмасть, малти вырăнсем те пур, паллах, вырăс, чăваш чĕлхисемпе тата литературăпа. Шкулти, клубри, библиотекăри пур мероприятисене те хастар хутшăнать. Ангелинăна район пурнăçĕ те кăсăклантарать. Кашни уявра, конкурссенче сцена çинче куракана савăнтарать. Тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче, ăмăртусенче тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем тăрăшуллă вĕренекенĕн портфолийĕнче питĕ нумай. Пĕр сăмахпа — пултарул