Суббота, 20 апреля

Общество

Халăх участковăйне суйлатпăр

Халăх участковăйне суйлатпăр

Чăваш Енре "Халăх участковăйĕ — 2019" конкурсăн районти тапхăрĕ пуçланнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх конкурс 3 тапхăрпа иртет. Сентябрĕн 20-мĕшĕччен Шалти ĕçсен органĕсен территорири уйрăмĕсен сайчĕсенче онлайн-сасăлав иртет. Унта кашниех халăх участковăйĕ ята илме тивĕçлĕ шалти ĕçсен сотрудникĕшĕн сасăлама пултарать. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ октябрĕн 7—16-мĕшĕсенче иртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх регион шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçине палăртаççĕ. Ноябрĕн 1—10-мĕшĕсенче вара федераци шайĕнчи çĕнтерÿçĕшĕн сасăлав пырĕ.  
Пенсионерсене компенсаци

Пенсионерсене компенсаци

РФ законодательстви тăрăх, граждансен хăш-пĕр категорийĕсем нумай хваттерлĕ çуртри капиталлă юсавшăн тÿленĕшĕн компенсаципе усă курма пултараççĕ. Çакă 70 çултан иртнĕ пенсионерсене пырса тивет. Енчен те пенсионер ĕçлемест, хăйĕн хваттерĕнче пурăнать, капиталлă юсавшăн вăхăтра тÿлесе пырать пулсан, вăл тÿленĕ укçан çуррине компенсаци пек каялла илме пултарать. 80 çултан иртнĕ пенсионерсене вара тÿленĕ укçана 100 проценчĕпех тавăрса параççĕ. Çавăн пекех I е II ушкăнри ĕçлемен инвалидсен те компенсаципе усă курма май пур. Енчен те çак çăмăллăхпа усă курма право пур çыннăн харпăрлăхра темиçе хваттер пулсан, вăл вĕсенчен пĕриншĕн тÿленĕ чухне çеç компенсаципе усă курма пултарать. Енчен те пенсионер хăй пурăннă чухнех халал хучĕ çырса хваттере кама та пулин парнеленĕ пулсан, çĕнĕ хуçан капиталл
Старта тухатпăр

Старта тухатпăр

Шăматкун, сентябрĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, йăлана кĕнĕ "Нацисен кросĕ" иртет. Çак кун спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, пурте ăмăртăва хутшăнма пултараççĕ. Мала тухнисене медальсемпе Дипломсем парса чыслĕç. Район çыннисем ăмăртăва хастаррăн хутшăнасса шанатпăр. Старта тăни çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă, вăл ÿт-пĕве çирĕплетме пулăшать.  

Кăвайт чĕртме юрамасть

Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа республика территорийĕнче, çавăн пекех пирĕн районта та, пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕнĕ. Кĕркунне çитнĕ май район çыннисем хушшинче çÿп-çапа, çĕрулми аврине çунтаракансем йышланчĕç. Район территорийĕнче пушар тухнă тĕслĕхсем нумайланнине кура надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн тата 31-мĕш пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле профилактика тĕрĕслевĕсем ирттерчĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăйра чухне килти хушма хуçалăх территорийĕнче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат-çимĕç пĕçерме, йăлари хытă каяшсене çунтарма юрамасть. Çавăн пекех вăрмансенче те, вĕсен çывăхĕнче те кăвайт чĕртмелле мар. Унсăр пуçне типнĕ курăка чĕртсе ярса çунтарма та юрамасть. Пĕтĕмĕшле каласан, пушар кăларма пултара

Ĕçчен те правур кинемей

Пăрчăкан пек вăр-вар та ĕçчен, пĕр самант та пушă ларман кинемее Шурутра пурăнакансем çеç мар, кÿршĕ ялсенчен те чыла-йăшĕ паллать пулĕ. Евгения Старшова 85 çула çывхарса пырать пулин те, вите тулли выльăх, картиш тулли чăх-чĕп усрать, 2 çемье вĕлле хурчĕ тытать. Пĕчченех пурăнаканскер, пур çĕрте те ĕлкĕрсе пырать, унăн аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Евкен Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕве кĕнĕ хĕре Шурут каччи Петр Старшов килĕштернĕ. Вăл, пĕчĕкрен ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕскер, колхозра механизаторта тăрăшнă. 3 тĕпренчĕкне кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр. Евкен те мĕн пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ, çитĕнсен пĕр ĕçрен те хăраса тăман. Чылай çул вăл колхозра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă: склад заведующийĕ те, весовщик те, осеменатор та, сурăх фермин заведующийĕ те пулнă. Çавăн пеке
Ответственность за сжигание растительности на полях

Ответственность за сжигание растительности на полях

Некоторые из сельхозпроизводителей предпочитают огневой способ очистки полей от стерни и пожнивных остатков, что может привести к возникновению крупных лесных пожаров, а также повлечь гибель людей, животных и причинение значительного материального ущерба. Пунктом 218 Правил противопожарного режима, утвержденных постановлением Правительства РФ 25.04.2012 № 390 установлен запрет сжигания сухой травянистой растительности, стерни, пожнивных остатков на землях сельскохозяйственного назначения и землях запаса, разведение костров на полях. Кроме того, в целях предотвращения перехода огня на леса в п.214 Правил закреплено, что перед созреванием колосовых культур хлебные поля в местах их прилегания к лесным и торфяным массивам, степной полосе, автомобильным и железным дорогам должны быть обкошены
Росреестр окажет консультации

Росреестр окажет консультации

17 сентября в приемной Президента РФ в ЧР состоится прием граждан руководителем Управления Росреестра по Чувашской Республике Екатериной Карпеевой. Екатерина Владимировна поможет разобраться в вопросах оформления прав на квартиры, земельные участки, жилые дома, гаражи и другую недвижимость. Подскажет, можете ли вы воспользоваться "дачной амнистией". Кроме того, Екатерина Владимировна ответит на вопросы и по другим направлениям деятельности Управления /государственный земельный надзор, СРО арбитражных управляющих, кадастровая оценка, землеустройство и мониторинг, геодезия и т.д./. Прием состоится с 15.00 до 17.00 ч. по адресу: г. Чебоксары, ул. Ленинградская, 36. Здание МФЦ, 2 этаж. Телефоны для предварительной записи: 8 /8352/ 62-22-33, 62-62-10. Для более конструктивного диалога Упра

Кăçалхи тухăç савăнтарать

Паянхи кун районти хуçалăхсем умĕнче ăнса пулнă "иккĕмĕш çăкăра" çанталăк пăсăличчен пĕтĕмпех пухса кĕртес тĕллев тăрать. Çавна май çĕрулми анисем çинче трактор шавĕ иртен пуçласа каçчен илтĕнет, туп-тулли тиенĕ машинăсем складсене васкаççĕ. Çак кунсенче "Комсомольские овощи" агрофирмăра ĕçсем мĕнле пынипе вырăна çитсе паллашрăмăр. Хуçалăх кăçал пурĕ 140 гектар çинче "Гала" сортлă çĕрулми çитĕнтернĕ. Хальлĕхе 70 гектар çинчен çак тымарçимĕçе пуçтарса кĕртнĕ. Çĕнĕ йышши техникăпа усă курнă май çĕрулми кăларма халĕ нумай çын та кирлĕ мар. Анатолий Вершков тракторист ятарлă агрегатпа "иккĕмĕш çăкăра" кăларса пырать. Андрей Леонтьев, Сергей Константинов, Василий Шиков водительсем ăна склада турттараççĕ. Ĕçченсен пĕр ушкăнĕ склада кĕнĕ çĕрулмине сортировка тăвать. — Кăçалхи тухăç чăннипех те

Юсава вăхăтра вĕçлемен

Комсомольскинчи "Рябинушка" ача садĕнче "ЮМАН СТРОЙ ТРАНС" ООО ясли ушкăнĕн пÿлĕмĕсене юсать. Ĕçсене сентябрĕн 11-мĕшĕнче вĕçлемелле пулнă. Анчах та хальлĕхе палăртнин 60 процентне çеç пурнăçланă. Çавна май сентябрĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов подрядчикпа, вĕренÿ учрежденийĕн ертÿлĕхĕпе тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе курса калаçнă. Тĕлпулăва район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев тата Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова та хутшăннă. "Рябинушка" ача садне çÿрекенсене вăхăтлăха урăх ача сачĕсене вырнаçтарнă. Анчах та юсав ытла вăраха кайни ашшĕ-амăшне питĕ кăмăлсăрлантарать. Вĕсен çывăхра вырнаçнă ача саднех тĕпренчĕкĕсене илсе çÿрес килет. Çакна шута илсе Александр Осипов юсав ĕçĕсене вăхăт

Хаçат çырăнтарса парнеллĕ пулчĕç

Çыннăн ĕçĕ тепĕрне курăнмасть теççĕ. Чăннипех те çапла, кашнинех хăйĕн ĕçĕ чи кирли, йывăрри пек туйăнать. Акă, почтальонсене илер-ха, вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, нихăш тапхăрта та çăмăл мар. Халĕ те, информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă чухне, вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, ял çыннисемшĕн чи кирлĕ çыхăну мелĕ шутланать. Паянхи кун почта çыхăнăвĕнче чи чăтăмлисем ĕçлеççĕ теес килет. Хаçат-журнал, çыру валеçнипе кăна мар, ял çине тухсан темĕн те тумалла. Çурçултан çурçула вулав кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн пухăнакан тÿлевсем, посылкăсем йышăнмалла. Пенси укçине валеçесси те пысăк яваплăх. Ку кăна-и? Ахаль те çăмăл мар сумкине унăн ял çыннисене сĕнме тĕрлĕ тавар тултарса йывăрлатмалла. Кашниех хăйне шанса панă ĕçе тăрăшса пурнăçлать. Уйрăмах Александров