Пятница, 19 апреля

Общество

Волейболла вылянă

Шкул волейбол лигин чемпионачĕ — шкул командисем хушшинче ирттерекен чи анлă сарăлнă спорт проекчĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче пирĕн район çак чемпионата хастаррăн хутшăнать. Январĕн 29-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра шкул волейбол лигин муниципаллă тапхăрĕ старт илчĕ. Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев саламларĕç. Çак кун хĕрсен командисем вăй виçрĕç. Каччăсен командисем хушшинче те вăйăсем хĕрÿ иртрĕç.  
Кĕнеке парне пултăр

Кĕнеке парне пултăр

Районти централизациленĕ библиотека тытăмĕ Пĕтĕм Раççейри "Дарите книги с любовью!" акцие хутшăнма йыхравлать. Ăна Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна халалласа ирттереççĕ. Районти библиотекăсенче асăннă акци февралĕн 1—14-мĕшĕсенче иртет. Кам çак акцие хутшăнса кĕнекесем, журналсем парнелеме хатĕр — вĕсене районти тĕп библиотекăра 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен кĕтеççĕ.  
Пуху иртрĕ

Пуху иртрĕ

Январĕн 29-мĕшĕнче районта пурăнакан граждансен пĕрремĕш пухăвĕ иртрĕ. Виçпÿртпе Çĕнĕ Шăхран ялĕсенче пурăнакансене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 75 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене тĕплĕн хатĕрленмеллине те палăртрĕ вăл. Пухăва пуçтарăннисем Виçпÿрт ялĕнчи Кооперативная, Çĕнĕ Шăхранти Молодежная урамсене хытă чул сарассине, плотинана юсассине тата ытти ыйтусене те хускатрĕç. Ял халăхĕ каçхине урамсенче çутă çуккишĕн пăшăрханнине пытармарĕ. Çынсем çак ыйтусене татса пама май килессе шанаççĕ, хăйсен енчен май пулнă таран пулăшма вĕсем яланах хатĕр. Район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальни
Наградăна тивĕçнĕ

Наградăна тивĕçнĕ

Кайнлăк ялне 1928—1929 çулсенче Урмаел ялĕнчен куçса килнĕ çынсем пуçарса янă. Çак ялтан 1939 çулта Идий Мухаметдзянович Ахметов салтака кайнă. Служба вăхăтĕнче вăл сержант званине илме тивĕçнĕ, отделени командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Юлташĕсем салтака хисепленĕ, спорт мероприятийĕсенче те вĕсем яланах пĕрле тупăшнă. 1941 çул. Совет çĕршывне нимĕçсем тапăнса кĕнĕ, тискер вăрçă пуçланнă. Тăван çĕршыв хăрушлăха лекнĕ. Пирĕн ентеш вăрçăн пирвайхи кунĕсенче стрелоксен 13-мĕш дивизинче çапăçнă. Сентябрь уйăхĕнче Белорусси çĕрĕнче унка лекнĕ, пĕчĕк ушкăнпа унтан чĕрĕ-сывă тухма пултарнă. Унтан сентябрĕн 5-мĕшĕнче Харьков хулине хÿтĕленĕ вăхăтра Ахметов сержанта нимĕç пульли йывăр амантнă. Сипленнĕ хыççăн 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăрçă сукмакĕ ăна стрелоксен 11-мĕш дивизийĕн 8-мĕш стрелоксен по
Халăх çыравĕ – самана тĕкĕрĕ

Халăх çыравĕ – самана тĕкĕрĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2020 çулхи октябрьте иртет, çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче вăл апрельтех пуçланать. Раççей империйĕнче тата СССРта халăх çыравĕ хăçан иртни, çыравçăсем миçемĕш çулта хамăр çĕршывра туса кăларнă электронлă шутлав машинисемпе усă курни, халăх çыравĕ çинчен совет панкĕсем мĕншĕн юрлани пирки каласа парăпăр паян. Халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе кашни çĕршывăн хăйнеевĕр йăла йĕркеленнĕ. Америкăра, тĕслĕхрен, çырава апрельте ирттереççĕ, Германире — май —июнь уйăхĕсенче. Пирĕн çĕршывра вара малтанрах январьте ирттересси йăлана кĕнĕ. Ку йĕрке 1897 çултан пуçланнă. Çав çул январĕн 28-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе февралĕн 9-мĕшĕнче/ çырав иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри статистика тĕпчевне массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатнă. Çырав пуласси пирки пĕлтерÿсене чиркÿсем
Декларационная кампания

Декларационная кампания

Межрайонная ИФНС России № 2 по Чувашской Республике информирует налогоплательщиков — физических лиц о том, что проводится декларационная кампания по приему налоговых деклараций по налогу на доходы физических лиц за 2019 год и привлечению к декларированию граждан, в обязанности которых согласно Налогового кодекса РФ входит подача такой декларации. В налоговую инспекцию по месту жительства в обязательном порядке представляют не позднее 30 апреля 2020 года налоговую декларацию о доходах следующие категории физических лиц: — индивидуальные предприниматели — по суммам доходов, полученных от осуществления предпринимательской деятельности; — нотариусы, занимающиеся частной практикой, адвокаты, учредившие адвокатские кабинеты и другие лица — занимающиеся в установленном действующим законодательс

Тăрăшакан пурнăç тăвать

Нумаях пулмасть чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттаракан тата вĕсемпе кĕрешекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Çавна май чи пултаруллă ĕçченсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕн водителĕ Герман Крылов та пур. Ăна ĕçри ÿсĕмсемшĕн ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне парса чысланă. Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Герман Николаевич çак ĕçре 2000 çулта ĕçлеме пикеннĕ. Маларах вара колхозри пушар машинипе çÿренĕ. Колхоз саланнă хыççăн вырăнти пушар хуралĕн уйрăмне те пĕтернĕ, çавна май Г.Крылов районти пушар хурал чаçне ĕç шыраса çитнĕ. — Ун чухне ăна Сергей Алексеевич Алексеев ертсе пыратчĕ. Вăл ман çинчен ыйтса пĕлчĕ, пушар сÿнтерекен машинăпа ĕçлесе кăтартма сĕнчĕ. Э
Вăхăтра тÿлени паха

Вăхăтра тÿлени паха

2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен МВК "Экоцентр" ООО хыт каяша тирпейлессипе регионаллă оператор пулса ĕçе пикенчĕ. Çак вăхăтран пуçласа паянччен эпир чылай çĕнĕлĕхпе тĕл пултăмăр, хыт каяша тирпейлессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Паян эпир пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсем тума пултаратпăр. ЧР Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерстви хыт каяша тирпейлемелли йĕркене тата кашни çынна тивекен нормативсене çирĕплетнĕ. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен республика территорийĕнче 160 ытла ятарлă техника хатĕрĕпе усă курса 2,8 миллион кубла метр ЙХК турттарнă. Паянхи кун тĕлне регионаллă оператор 13667 контейнер площадкинчен çÿп-çап турттарать. Пĕлтĕрхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 20046 контейнер вырнаçтарса л

«Единая Россия» активно работает над выполнением задач, поставленных Путиным

Проекты партии решают реальные проблемы жителей республики Беспрецедентные меры социальной поддержки, обозначенные в Послании Президента России, стали одной из главных тем совещания координаторов проектов, реализуемых "Единой Россией" в Чувашской Республике. Встреча, которая прошла почти сразу после оглашения президентом страны Послания Федеральному Собранию, носила предметный характер. Как отметил заместитель секретаря регионального отделения партии Николай Владимиров, работа над реализацией Послания будет вестись и по направлению проектов "Единой России" "Новая школа", "Здоровое будущее", "Городская среда" и других: «Инициативы, выдвинутые Владимиром Путиным, во многом перекликаются с целями, которые ставит перед собой партия в проектной деятельности. В республике есть опыт эффективног
Пурăнакан вырăнта тирпейлĕ тата каçхине çутă пулмалла

Пурăнакан вырăнта тирпейлĕ тата каçхине çутă пулмалла

2019 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче кун çути курнă "Каçал ен" хаçатăн 90-мĕш номерĕнче "Тирпейлĕхе хăнăхма йывăр-ши;" материал пичетленсе тухнăччĕ. Çакăн хыççăн районти прокуратура ĕçченĕсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес ĕç епле пурнăçланнине, вăл çут-çанталăка сыхлас саккунлăхпа килĕшсе тăнине тĕрĕслерĕç. Тĕрĕслев хыççăн çакă паллă пулчĕ — Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ ял поселенийĕнче хыт каяш пуçтарассине тата ăна илсе тухассине кирлĕ пек йĕркелемен. Çавна май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнчи тăкăрлăкра каснă йывăç тураттисем пухăнса кайнă. Саккуна пăснине тупса палăртнă, Комсомольския ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе район прокуратури представлени кăларнă. Хаçатăн пĕлтĕрхи 92-мĕш номерĕнче те "Ялта çутă çук" материал пичетленсе тухнăччĕ. Ун хыççăн та прокуратура ĕçченĕсем вы