Четверг, 25 апреля

Общество

Курăка çунтарни пушар кăларать

Курăка çунтарни пушар кăларать

Кашни çулах юр ирĕлсе пĕтсессĕн, çĕр типме тытăнсассăнах типĕ курăк çуннипе пулакан пушарсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара асăннă тапхăр ытти çулхинчен иртерех пуçланчĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура çынсем пахчисене тасатаççĕ, типĕ курăка çунтараççĕ. Асăрханулăха çухатнипе вара вут-çулăм шар кăтартма пултарать. Акă иртнĕ кану кунĕсенче кăна республикăра тухнă 42 пушартан 35-шĕ шăпах курăка чĕртсе янипе çыхăннă. Иртнĕ эрнере вара Чăваш Енре 53 пушар алхаснă. Тивертсе янă типĕ курăк питĕ хăвăрт сарăлса каять, çывăхри хуралтăсем çине те куçма пултарать. Пушар кăларнăшăн вара саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ, çав шутра уголовлă майпа та. Паллах ун пек чухне вут-çулăм мĕнле сиен кÿнине шута илеççĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем çынсемпе типĕ курăка чĕртсе янăшăн тата терр
Çыравçăсем валли конкурс

Çыравçăсем валли конкурс

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви писательсене ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне хутшăнма йыхравлать. Пултарулăх ăмăртăвне уйрăм çыравçăсем те, автор коллективĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕ-алçырусене виçĕ номинаципе палăртаççĕ, авторсене укçан хавхалантараççĕ: ç шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /50 пин тенкĕ/; çвăтам классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/; ç аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/. Конкурса хутшăнакансен çак документсене тăратмалла: положенипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ заявка; кĕнекен алçырăвĕн кĕске аннотацийĕ /вăл пĕр страницăран ытла пулмалла мар, унта алçыру ятне туллин /чăвашла тат

Стоп-коронавирус или Как продолжить работу с детьми?

Проблема коронавируса стала самой актуальной на сегодняшний день не только во всем мире, но и в нашей стране. До недавнего времени с трудом верилось, что эпидемия коронавируса может охватить всю планету и станет пандемией. Что беда может постучаться во многие дома и семьи. И не важно, сколько тебе лет, ребенок ты или взрослый. Перед вирусом все равны. Со своими воспитанниками, начиная с ранней группы, мы проводим систематическую работу по основам валеологии. На протяжении всего времени пребывания ребенка в дошкольном учреждении решаем задачи воспитания и обучения, направленные на укрепление здоровья детей, закаливание организма, привития гигиенических привычек и навыков культурного поведения. Они знают, как вести себя при кашле и чихании, умеют пользоваться носовым платком, своевременно

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем çурхи ака ĕçĕсене çине тăрсах пурнăçлаççĕ. Çанталăк, пурнăç тĕрлĕ майлă ĕçлеме хистет пулин те, ĕçченсем палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 2976 гектар кĕрхи культурăсене апатлантарнă. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксен 793 гектарне те апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене 664 гектар акнă. Çав шутран урпа — 353 гектар, çурхи тулă — 220 гектар, сĕлĕ — 61 гектар, пăрçа йышши культура — 30 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем — 85 гектар. Хуçалăхсенче сухаланă çĕр лаптăкĕсене сÿрелес ĕç те хĕрÿ пырать. Хальлĕхе çак ĕçе 6528 гектар çинче пурнăçланă тата унпа пĕрлех нумай çул ÿсекен курăксен 2730 гектарне сÿреленĕ, 686 гектар сухаланă çĕре культивациленĕ
Укçа-тенкĕ килĕ

Укçа-тенкĕ килĕ

Михаил Мишустин премьер апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă хушупа Раççей Правительстви Чăваш Енĕн 2020—2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине çирĕплетнĕ. Хушура çак программа мероприятийĕсене пурнăçласси патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ пулнине палăртнă. Программăра Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн паянхи çăмăл мар лару-тăрăвне хакланă: экономикăн чĕр тавар отраслĕсемпе çыхăннă питĕ пысăк тупăш кÿрекен сегменчĕсем çукки, халăх йышĕ пысăккине кура регион тулашĕнчи ĕç миграцийĕ анлă сарăлни, халăх кредитсен тыткăнĕнче пулни... Шăпах çакă — республика çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе юлса пыракан регионсен теçеткине кĕни — уйрăм план хатĕрлеме хистенĕ. Программа тĕллевĕ — республикăра пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа
Нăрă илеме тĕп тăвать

Нăрă илеме тĕп тăвать

"Чечек те пĕр вăхăтра анчах" е "Чечек ĕмĕрĕ пек", — тенĕ халăхра. Чăн та, çеçкесен илемĕпе нумай киленейместпĕр. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă е чир-чĕр вĕсен ахаль те кĕске ĕмĕрне татах кĕскетеççĕ. Сăмахран, Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ киле пырса кĕрсен пур чечеке те сиен кÿме пултарать. Хăвăрт сарăлакан сăтăрçа лавккасенче тупса палăртсан пĕтĕм партие тĕп тума тивет. Вун-вун çеçкене çунтарни вара, чăн та, чуна пырса тивет. Хитре-çке! Анчах пĕр шелсĕр трипс çак илеме кĕске вăхăтрах тĕп тăвать. Вăл иленнĕ чечекĕн папкисем часах татăлса ÿкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Питĕ вĕтĕ нăрă 250 тĕрлĕ ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ те палăрмаллах чакать. Трипс — хăрушă вирус чирĕсене саракан. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи упра
Çĕнĕлĕх

Çĕнĕлĕх

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе ĕçлекен юридици сăпатĕнчи çынсене тата усламçăсене тĕрĕслессипе çыхăннă полномочисене кăçалтан пуçласа Россельхознадзора çирĕплетнĕ. Тĕрĕсрех каласан, выльăх тытакан тата пусса тирпейлекен, аш-какай тата сĕт, пулă продукцийĕ сутакан предприятисене 2020 çултан пуçласа Россельхознадзорăн территорири управленийĕн инспекторĕ кăна тĕрĕслеме пултарать. Малашне регионти ветеринари службин кунашкал ирĕк çук. Ветеринари надзорĕ çинчен калакан саккуна Раççей Президенчĕ 2019 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă. Ку таранччен предприятисене федераци тата регион шайĕнчи инспекторсем тĕрĕслеме пултарнă. Каламалла, çĕнĕ саккун регионсенчи ветслужбăсене ытти полномочисенчен хăтармасть. Тĕрĕслевсемсĕр пуçне ытти ĕçсем вĕсем çинчех юлаççĕ. Сăмахран, чĕр-чунсен чирĕсенчен хÿтĕлен
Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

Çак çĕр лаптăкĕсем пирки пĕрре мар сăмах тапратнă пулсан та ку ыйту татах та таврăнассăн туйăнать. Вăрмана çаврăннă çĕр лаптăкĕсене хăçан йĕркене кĕртсе пĕтерĕç-ши? Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă çĕрсене усă курмасăр чылай вăхăт вырттарнăшăн 2016 çулта "Плодородие - Лукоянов" обществăран Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе туртса илнине астăватăр ĕнтĕ. Йĕркипе пуçлар, 2013 çулхи август уйăхĕнче, Элĕк район администрацийĕн çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор тĕрĕслев-сăнав мероприятийĕсем ирттернĕ май, юхăннă 1100 ытла гектар çĕр тĕлне пырса тухнă. Çĕре япăх витĕм кÿрекен пулăмсенчен хÿтĕлеменшĕн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн лаптăксен хуçине штраф тÿлеме тата йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июль уйăхĕччен пĕтерме хушса предписани панăччĕ. Çак та
Пособи илессине тăсаççĕ

Пособи илессине тăсаççĕ

ЧР Пуçлăхĕн апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушуччен социаллă хÿтлĕх пайĕсем халăха малтанхи пекех йышлăн йышăнмаççĕ. Заявленисене дистанци мелĕпе: Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă, вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕн электрон почти çине, почта çыхăнăвĕ урлă — йышăнаççĕ. Хальччен пособисем илмен тата çăмăллăхсемпе усă курман граждансем çеç "хĕрÿ лини" телефонĕсемпе шăнкăравласа харпăр хăй йышăнăвĕ валли маларах çырăнса хума пултараççĕ. Мартăн 25-мĕшĕ тĕлне илсе тăнă пособисемпе çăмăллăхсене октябрĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕрен документсем илсе пымасăрах тăсса параççĕ. Чир ертес хăрушлăхри ушкăна кĕрекенсене /65 çултан аслисене, вăраха кайнă чир-чĕрлĕ çынсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене/ тата чирĕн малтанхи паллисем палăракан çынсене килте ларма ыйтат
Чунра патриотлăх туйăмĕ пултăр

Чунра патриотлăх туйăмĕ пултăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптаннă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейлĕ çулталăкĕнче пурин чĕринче те мăнаçлăхпа мухтав туйăмĕ хĕрÿллĕ: кашниех çĕнтерÿçĕ-ăрăва паянхи тăнăç пурнăçшăн тав туса пуçне таять. Нĕркеçри Çĕнĕкас урамĕнче çарран чупнă вăхăтри ачалăха аса илес пулсан, куç умне хапха юпи çинчи пĕчĕк хĕрлĕ çăлтăрсем тухса тăраççĕ. Иккĕччĕ вĕсем. — Анне, мĕне пĕлтереççĕ çак çăлтăрсем? Пĕрин тата хĕрри-сем хура тĕслĕ, — ыйтнăччĕ шкула ярса пуснă малтанхи çулсенчех. — Пирĕн çуртран тухнă паттăрсене чысласа çапса хунă ăна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн килтен иккĕн хутшăннă, — хуравларĕ анне ун чухне. Куç умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсем. Килте асатте уксахласа çÿрет. Мăн сухаллăскер ăна якатса илет. Кĕпи çинчен яланах пиçиххи çыхать. Каç енне сулахай урине çыхнă тутăра салтса ил