Вторник, 16 апреля

Общество

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ

Пирӗн ачалӑх вӑрҫӑ ҫулӗсене лекрӗ. Ҫавӑнпа  та йывӑрлӑхсене ир курма тиврӗ. Эпӗ, 1939 ҫулта ҫуралнӑскер, Ҫӗнтерӳ пулнӑ ҫул улттӑ та тултарайманччӗ-ха. Атте фронта тухса кайнӑ, анне  пӗчӗк 3 ачапа яла тӑрса юлнӑ. Мӗн тери йывӑр килнӗ ӑна ҫав вӑхӑтра. Мӗнле чӑтӑмлӑх ҫитернӗ-ши?  Пире те  пӑхмалла пулнӑ унӑн, колхоз ӗҫне те хутшӑнма тивнӗ. Кӑнтӑрла хирте вӑй хунӑ, каҫхине йӗтем ҫинче тырӑ ҫапнӑ. Пӳртре хӗл кунӗ сенче сивӗччӗ. Вут хутса ӑшӑтма турат пуҫтарса килетчӗҫ. Аннесем ӗне каяшне типӗтсе хуратчӗҫ, унпа кӑмака хутма усӑ куратчӗҫ. Темӗнле хӗн килсен те пуҫ усман. Фронта та пулӑшнӑ. Ҫӗрулмине тураса типӗтетчӗҫ, алсиш-чӑлха ҫыхатчӗҫ. Вӑл вӑхӑтри шкул ачисем те пушӑ ларман. Хирте пучахсем пуҫтарнӑ, килтен киле ҫӳресе чӑх-чӗп каяшӗсене, кӗл пухнӑ, вӗсене хирсене сапнӑ.

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм!

Тавтапуҫ, вӗрентекенӗм, Халиччен ҫӗршер ҫынна Эс ҫунат парса ҫӗкленӗ Пирӗнтен хисеп сана. Вениамин Тимаков. Кашни ҫыннӑнах пурнӑҫри малтанхи утӑмӗсем учитель ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑс пани, тимлесе ӑнлантарни яланлӑхах пирӗн асӑмра. Унӑн сывлӑм пек таса, чӗререн каланӑ сӑмахӗсем кирлӗ вӑхӑтра хавхалантараҫҫӗ, синкерлӗхре чӗрӗ вӑй кӗртеҫҫӗ, ҫунат хушаҫҫӗ. Ҫиччӗре-и эсӗ, е алла пуснӑ — ҫав-ҫавах чӗрӳнте учителӗн ырӑ сӑнарне упратӑн вӑл каланӑ кӑвар пек хӗрӳллӗ сӑмахӑн ӑшшине туятӑн. Вӗрентекен кирек хӑҫан та хисеплӗ, ыттисенчен ҫӳллӗрех картлашкара тӑракан ҫын. Ахальтен мар-тӑр Раҫҫей Президенчӗ учителӗн ӗҫне пысӑка хурса 2023 ҫула Вӗрентекен тата наставник ҫулӗ тесе палӑртрӗ. Вӗрентекен ҫулталӑкӗ педагог профессийӗн тата шкулӑн ят-сумне ӳстерме тивӗҫлӗ. Кашни ҫыннӑн кун-ҫулӗн
Никама та манӑҫа хӑварар мар

Никама та манӑҫа хӑварар мар

Хаҫатӑн кӑҫалхи октябрь — ноябрь уйӑхӗсенче «Ачасене ҫырма, вулама вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ» статьяна  Раҫҫейри педагог тата наставник ҫулне халалланӑччӗ. Унта пирӗн округра (районта) нумай ҫул ачасене пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хурса чыс-хисепе, патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ вӗрентекенсем ҫинчен каласа панӑччӗ. Ҫавӑн пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ, унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн шкулта тӑрӑшнӑ учитель-ветерансен ячӗсене те палӑртма тӑрӑшнӑччӗ. Унта асӑнмасӑр юлнӑ вӗрентекенсем пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем пирки каланӑ тӗле ҫак ятсене те хушса хумалла: Макар Степанович Казаков (1899—1942 ҫ.ҫ.) Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Хирти Явӑшри, Тури Тимӗрчкассинчи, Тукайри шкулсенче ӗҫл
Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ

Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш, Нӗркеҫпе Янкасси ялӗсенче пурӑнакансем туслӑн килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем пурте «Гигант» колхозра тӑрӑшнӑ, уй-хир культурисем ҫитӗнтернӗ, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ туса илнӗ. Асӑннӑ ялсенче кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 434 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ, вӗсенче 1344 ҫын пурӑннӑ. Ку тӑрӑхра тӗпленнисем «Госсорткомиссия» сортсем сӑнакан станци филиалӗнче, Агамерянӑн сӗт заводӗнче, Прокопьевӑн, Петровсен фермер хуҫалӑхӗсенче, «Слава картофелю» агрофирмӑра тӑрӑшаҫҫӗ, округ центрне ӗҫе ҫӳрекенсем те пур. Кунти халӑх пахчаҫимӗҫ, ытларах вӑрлӑхлӑх сухан (севок) ҫитӗнтерес енӗпе тимлет.  Республикӑри чылай ялти пекех кунта та демографи лару-тӑрӑвӗ пӑшӑрхануллӑ. Ача  ҫураласлӑх пӗчӗ
Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн  начальникӗ В.А.Салмина: — Пирӗн  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем питӗ пуҫаруллӑ пулнине палӑртса хӑвармалла. Вӗсем такам килсе туса парасса кӗтсе лармаҫҫӗ, ҫивӗч ыйтусене вырӑнтах татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ  проектпа патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма май туса панӑранпа   пирӗн тӑрӑхри ялсенче 20 ытла пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама май килчӗ. Урамсене ҫул сарассине те, ҫутӑ парассине те, шывпа тивӗҫтерессине те татса парас енӗпе чылай вӑй хунӑ.  Масарсенче те  юсавсем ирттернӗ, спорт площадкисем те йӗркеленӗ. Ҫакна халӑх хӑй укҫа пуҫтарнипе патшалӑх пулӑшнипе тума май килнӗ. Кӑҫал пуҫаруллӑ бюджетпа Янкасси тата Нӗркеҫ ялӗсенчи урамсенче шыв пӑрӑхӗсене тӗпрен юсама май килчӗ. Иртнӗ ҫул вара Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ял халӑхӗ шывлӑ пулчӗ. Пӗлтӗр Хирти Сӗн
Ирӗклӗ пушар хуралӗ ӗҫлет

Ирӗклӗ пушар хуралӗ ӗҫлет

Пирӗн территори уйрӑмӗнче ял хуҫалӑхӗн, промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсем ҫук. Ҫавӑнпа та ҫынсем хӑйсен вӑйӗпе ирӗклӗ пушар хуралне тытса тӑраҫҫӗ. Пушар машини «Госсорткомиссия» филиалӗн уйрӑмӗн ӑшӑ гаражӗнче ларать. Вӑл яланах ҫула тухма хатӗр. Ӑна В.Е.Ефремов, Н.Н.Яковлев, В.Г.Комаров пӑхса тӑраҫҫӗ, юсаҫҫӗ. Вӗсем ирӗклӗ пушар обществи ирттерекен республикӑри спорт ӑмӑртӑвне те хутшӑнаҫҫӗ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышне те кӗнӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Вырӑнта пушар машинине тытса тӑни вут-ҫулӑм сиксе тухнӑ вырӑна хӑвӑрт ҫитме май парать. Надежда Голландцева, тӗп специалист-эксперт.

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ

Ҫӗршывра пайӑр мобилизаци пуҫланса пирӗн ентешсем Украина ҫӗрӗ ҫине тухса кайнӑранпа ҫулталӑк та ҫитрӗ. Ҫак хушӑра салтаксене кӑшт та пулин ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласси ялсенче йӑлана кӗчӗ тесен те юрать. Акӑ, Хирти Мӑнтӑрти культура ҫуртӗнче те куллен ял ҫыннисем пуҫтарӑнса маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе пуҫарса ярса йӗркелесе пыраканӗ — Герман Крылов. Ентешсем ятарлӑ ҫар операцине тухса кайсанах вӑл вӗсене мӗнле майпа пулӑшма пултарни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ял ҫыннисене хутшӑнтарса пархатарлӑ ӗҫе пикеннӗ. Ҫак кунсенче хастарсем 100-мӗш маскировка сеткине ҫыхса хатӗрленӗ. «Пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа паян кунчченех ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшса ӗҫлетпӗр. Ял ҫыннисем кӑмӑлтан ҫак ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Тамара Иванова, Галина Максимова, Альбина Гаврилова кашни кун тенӗ пек сетка
Салтак амӑшӗсемпе иртнӗ тӗлпулу

Салтак амӑшӗсемпе иртнӗ тӗлпулу

Аннесен кунӗ ҫывхарса пынӑ май Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулчӗ. Ҫавра  сӗтел хушшинче чей ӗҫнӗ май  ӑшӑ та чуна пырса тивекен калаҫу пулчӗ. Ҫавра сӗтел ӗҫне Чӑваш Республикин Комсомольски тата Елчӗк районӗ семпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин «Комсомольский ЦСОН» БУ директорӗ Ирина Долгова, «Защитники Отечества» фонд филиалӗн пирӗн округри социаллӑ координаторӗ Татьяна Тарасова та хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче салтак амӑшӗсемпе арӑмӗсем Тӑван ҫӗршыв интересӗсемшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене — ывӑлӗсемпе упӑшкисене — аса илчӗҫ, хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене ҫӗклерӗҫ. Хӗрарӑмсем вилнӗ воинсене асӑнса  вӗсем вӗреннӗ шкулсенче  асӑну хӑмисем в
Мӑнукӗсем пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ

Мӑнукӗсем пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Валентина Андреевна Белинова ноябрӗн 19-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Валентина Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ. Ашшӗ 1940 ҫулта йывӑр чире пула вилнӗ. Амӑшӗ, Кӗтерне аппа, тӑватӑ ачине пӗчченех тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтерес тесе тӑрӑшнӑ. Хӗрачан ҫичӗ класс кӑна вӗренме тӳр килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Валя аппа малтанах фермӑра ҫамрӑк пӑрусене пӑхнӑ. 1950 ҫулта вара пултаруллӑ ҫамрӑка Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи сӗт-ҫу фермине дояркӑна куҫарнӑ.  «Вӑл вӑхӑтсенче фермӑри пӗтӗм ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫланӑ, утӑ-улӑмне, тислӗке лашасемпе турттарнӑ. 25—30 ӗнене алӑпа сунӑ. Сӗт флягисене те хамӑрӑнах машина ҫине тиеме тивнӗ. Ӗнесем пӑруланӑ тапхӑрта вара апат ҫиме кӑна киле кайса килнӗ, фермӑра черетпе хурал тӑнӑ, — аса илет ҫ
Пӗр шухӑшлӑ пулсан ҫӗнтерме пултарӑпӑр

Пӗр шухӑшлӑ пулсан ҫӗнтерме пултарӑпӑр

«Паян пирӗн пурин те пӗр тӗллев — Раҫҫей салтакӗсем тӗрӗс-тӗкел ҫӳреччӗр, часрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр. Ӗҫӗмӗр ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнине пӗлсе тӑни пире хавхалантарать. Ҫавӑншӑн эпир кашни кун РФ Социаллӑ фончӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӑру» центра маскировка сетки ҫыхма пуҫтарӑнатпӑр», — теҫҫӗ Комсомольскинче пурӑнакан маттур хӗрарӑмсем.  «Кӗмӗл волонтерсем» пурте тивӗҫлӗ канура, хӑшӗ 60-тан иртнӗ, ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫнисем те пур. Эрнере пилӗк кун, ӗҫе ҫӳренӗ пек, хутшӑну центрне кашни кун 10—15 ҫынран кая мар пухӑнать. Пӗрисем хӑюсем касаҫҫӗ, теприсем вӗсене тетел ҫине ҫыхса пыраҫҫӗ. Ятарлӑ материалсемпе «Своих не бросаем. Комсомольское» волонтерсен ушкӑнӗ тивӗҫтерсе тӑрать. Сетка ҫыхнӑ май ҫӗнӗ хыпарсене сӳтсе яваҫҫӗ, шӳтсем анекдотсем к