Четверг, 25 апреля

Общество

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк Паянхи кун учительте тăрăшасси «модăра» мар тенине тăтăшах илтме пулать. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк педагогсенчен хăшĕ-пĕри çеç шкула ĕçлеме каять. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче акăлчан, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Екатерина Карпова çакăн пек çамрăксен йышĕнчен. Вăл алла диплом илнĕ хыççăн пĕр шутласа тăмасăрах шкула çул тытнă. Маттур хĕр хаçат вулаканĕсене кулленхи ĕçпе паллаштарма килĕшрĕ. — Эпĕ кăçал Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ хыççăнах пĕр иккĕленсе тăмасăр тăван шкулта ĕçе пикентĕм. Виçĕ уйăх хыçала та юлчĕ. Шаннă ĕçе хăнăхса çитрĕм. Коллектив туслă та маттур. Кирек мĕнле ыйтупа та пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр эпир. Хам та çак шкултах пĕлÿ пухнăран маншăн кунта пурте çывăх. — Екатерина, мĕншĕн эсĕ шăпах шкула кайма шутларăн?  — Мана
Хĕрарăмсем пур енĕпе те маттур

Хĕрарăмсем пур енĕпе те маттур

Аннесен кунĕ — çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Çак кун эпир пире пурнăç парнеленĕ, юрла-юрла утьăкка сиктернĕ, çунат парса ăшă йăваран вĕçтернĕ аннесене чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр. Кашни çыншăн анне вăл — чи çепĕççи, чи ачашши, чи ăшă кăмăлли, чи юратни. Уяв умĕн эпир ЧР Хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕпе Инна Ядровăпа тĕл пултăмăр, вĕсем тăвакан ĕçсемпе интереслентĕмĕр. — Ырă кун пултăр, Инна Петровна. Чи малтанах Сире çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Район çыннисене Канаш ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарăр-ха. — Тавах. Районти канаш чи активлă обществăлла пĕрлешÿсенчен пĕри шутланать. Координаци канашĕ 17 çынран тăрать. Эпир район администрацийĕпе, районти ЗАГС уйрăмĕпе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе, РФ Пенси фончĕн вырăнти уйрăмĕпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен

Çĕр çинче манăн кил, манăн телей çĕр çинче

Паян пурнăç йĕрки, чылай чухне, еплерех йĕркеленсе пырать-ха? Ял ачи шкултан вĕренсе тухать те хулана професси илме тухса каять. Ытларахăшĕ, паллах, унтах тĕпленсе пурăнма тăрăшать. Çавăнпа та-и, аслăрах ÿсĕмрисем: «Паянхи çамрăксене ним те кирлĕ мар», — тесе ÿпкелешме пăхаççĕ. Çук, паянхи çамрăксене тем те кирлĕ, вĕсем паян хăюллă, вĕсен тавракурăмĕ анлă, тем те пĕлме, курма ăнтăлаççĕ. Шкул пĕтерекен çамрăксен пысăк пайĕ аслă пĕлÿ илме тăрăшни те çакнах çирĕплетет. Харпăр ĕçне йĕркелеме те шикленсе тăмаççĕ. Апла пулсассăн вĕсем пурнăçра —пуçаруллă çынсем. Çакăн пек маттур та ĕçчен хĕрарăмсенчен пĕри — Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курнă, çак ялтах ачалăхĕпе çамрăклăхне ирттернĕ, Комсомольскинче пурăнакан Ирина Орлова. Иринăна таврари ялсенче, кÿршĕ районсенче пурăнакан хĕрсемпе хĕрарăмсем

Сар хĕвел вăл – анне, ачашлать, юратать

Чăваш чĕлхинче „анне“ сăмах чи çепĕççи те чуна çывăххи. Кашнишĕнех вăл мĕн тери хаклă та кирлĕ çын! Çут тĕнчене тин çеç килнĕ пĕчĕк пепке те амăшне тÿрех паллать, йăл кулать, сăмахсăрах ăнланать. Анне пирĕн пирки йăлт пĕлет тесен те йăнăш мар. Хăй пепки мĕншĕн йĕнине, хурланнине чунпа туять вăл. Ачи çумĕнче пулма, май пур таран пулăшма тăрăшать, канаш парать, ăшă сăмахпа лăплантарать. Эпир ырă çын пулнишĕн чунтан хĕпĕртет, усал çул çине тăрсан чĕререн хурланать. Çурхи кун пек ытарма çук хитре вăл анне. Ватăлсан та, питне пĕркеленчĕк тулсан та чи илемли вăл. Чирлесен те, халсăрлансан та вăйлă. Çакăн пек маттур та çепĕç кăмăллă манăн аннем — Нина Ивановна Патукова. Хаклă çыннăм хулари больницăра медсестрара ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать вăл. Пире, ачисене, валли те яланах вăхăт тупать. Ан
Пĕр шелсĕр улталаççĕ!

Пĕр шелсĕр улталаççĕ!

70 пин тенке епле перекетлес; Кăçал ултавçăсенчен шар курнă çынсем кашни вăтамран 70 пин тенкĕ куçарса панă. Чăваш Енре 10 уйăхра çынсене телефонпа шăнкăравласа улталанă 3205 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çынсем 226 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă. Преступниксем час-часах карас телефонпа шăнкăравлаççĕ, банк хăрушсăрлăхĕн службин сотрудникĕсем пулса тăраççĕ. Мошенниксем банк картти çинчен укçа вăрлама е сирĕн ятпа кредит илме хăтланни çинчен пĕлтереççĕ. Çавăнпа та çивĕч ыйтусене татса парас тесе карттăсен реквизичĕсем, вăрттăн код, смспа килекен пароль тата ытти даннăйсем пирки ыйтаççĕ. Çавăн пекех «хăрушсăр счет» çине укçа куçарма сĕнеççĕ. Çак лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Тÿрех телефона чармалла, калаçăва хутшăнмалла мар. Банк ĕçченĕсем нихăçан та нимĕнле реквизит та ыйтмаççĕ. Тавар сутнă чухне тÿ

Асанне халалĕпе, атте-анне пехилĕпе

Ял хĕрарăмĕ. Кам вăл? Чи малтанах — хаклă анне, юратнă мăшăр. Вăл — кил ăшшин «вучахне» тытса пыраканĕ. Вун-вун «професси» пур унăн. Хăех апат-çимĕç пĕçерекен те, выльăх-чĕрлĕх пăхакан та, пахчаçă та, ал ĕç тăвакан та, йăла-йĕркене тытса пыракан та... Ку списока нумай-нумай хут тăсма пулать. Ялта пурăнакан хĕрарăмсем хушшинче чи пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе кăçал Чăваш Республикин Культура министерствипе республикăри Хĕрарăмсен Канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Малтан вăл районсенче иртнĕ. Унта мала тухнисен пултарулăхне республика шайĕнче пăхса тухса хакланă. Кăнтăр енчи районсем хушшинче пирĕн районти Аслă Чурачăк ялĕнчи Татьяна Васильевна Макарова чи лайăххи пулнăччĕ. Ахальтен мар Татьяна «Чăваш ялĕн илемĕ — 20

Механизатор – ялта хисеплĕ çын

Механизатор профессийĕ ялта — хисеплисенчен тата мухтавлисенчен пĕри. Çуркуннерен пуçласа пĕрремĕш юр çăвичченех вĕсен ĕç вĕресе тăракан хĕрÿ вăхăт. Çĕр ĕçченĕн паянхи кун ĕçе юратнисĕр пуçне техникăна лайăх пĕлмелле. «Слава картофелю» агрофирмăра тăрăшакан Анатолий Юлиевич Вершков — хăйĕн ĕçне юратакан, тивĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлакан специалист. Унăн професси стажĕ 38 çул. Канашри ял хуçалăх техника професси училищинчен 1982 çулта вĕренсе тухнă хыççăн вăл «Россия» колхозра 1995 çулччен, «Правда» колхозра /«Россия» пайланса кайсан/ 2004 çулччен трактористра тăрăшнă. Паянхи кун Анатолий Юлиевич «Слава картофелю» ООО-ра вăй хума пикенни 17 çул çине кайнă. Çак тапхăрта вăл пуян опытлă специалист пулнине ĕçпе çирĕплетнĕ. Механизатор ял хуçалăх техникине, çаклатмалли оборудование, двигатель тытă
Тĕрĕ ăстисем сурпана эрешлеççĕ

Тĕрĕ ăстисем сурпана эрешлеççĕ

Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк вырăн йышăннă. Çакна тĕпе хурса ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшÿллĕн ноябрĕн 26-мĕшĕнче республикăра Чăваш тĕррин кунне уявлама палăртнă. Çак уява халалласа кăçал тĕрлĕ мероприятисем, акцисем иртеççĕ. Республикăра Чăваш тĕррин кунне халалласа «Сурпан Пĕрле» акци иртет. Ун вăхăтĕнче кашни районти тĕрĕ ăстисем сурпанăн икĕ вĕçне тĕрлесе илемлетеççĕ. Çав вăхăтрах «Паха тĕрĕ» фабрикăн ăстисем шурă пир çине «Пĕрле» логотипа вырнаçтараççĕ. Çакăн хыççăн вара кашни районăн тĕррисене сыпăнтарса пĕр пĕтĕмĕшле чăваш сурпанне туса хатĕрлеççĕ. Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Е.Н. Сорокина тата Л.В.Филиппова тĕрĕçĕсем сурпан вĕçĕсене тĕрлесе илемлетес ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. «Сурпанăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук. Ахальтен мар пиллесе каланă чухне
Коронавирус хавшамасть

Коронавирус хавшамасть

Районта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес ĕç малалла пурнăçланать. Район урамĕсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисем, халăх йышлă пухăнакан вырăнсем тăрăх кашни кунах мобильлĕ ушкăнсем пăхса çÿреççĕ. Обществăлла транспортра та йĕркене пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ эрнере çеç район урамĕсене 14 ушкăн тĕрĕслевпе тухнă. Çак тапхăрта районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн сотрудникĕсем административлă йĕркене пăсни пирки пĕлтерекен 4 протокол çырса хатĕрленĕ, район администрацийĕн ĕçченĕсем йĕркене пăснине çирĕплетекен 1 протокол çырнă. Район администрацийĕн, «Каçал ен» хаçат социаллă сетьсенчи официаллă страницисем вара кунсерен çĕнĕ профилактика информацийĕпе тулса тăраççĕ, граждансене чиртен сыхланма вĕрентеççĕ. Мобильлĕ ушкăнсем кашни кун суту-илÿ объекчĕсене, апатла
Кредит илнĕ тесе улталаççĕ

Кредит илнĕ тесе улталаççĕ

Юлашки вăхăтра телефонпа шăнкăравласа улталанă тĕслĕхсен шучĕ ÿсет. Çынсене темĕн тĕрлĕ те суяççĕ. Ултавçăсен аллине лексе шар куракансем чылайăн. Ватă çынсем мар, çамрăксемех çак серепене лекеççĕ. Юлашки вăхăтра чи анлă сарăлнă тĕслĕхсенчен пĕри — «банк ĕçченĕ» ячĕпе кредит илнине пĕлтереççĕ. Канмалли кунсенче çакăн пек тĕслĕхсенче çынсен банк карттисем çинчен 500 пин тенкĕ йăкăртнă. Ултав серепине Етĕрне хулинче пурăнакан 27 çулхи хĕрарăм лекнĕ, вăл 195 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă, Шупашкарта пурăнакан 30 çулхи хĕрарăм 264 пин тенкине ултавçăсене куçарса панă. Икĕ тĕслĕхĕнче те «банк ĕçченĕ» хĕрарăмсен ячĕпе ют çынсем кредит илесшĕн пулнине пĕлтернĕ. Çавна май укçа-тенкĕне сыхласа хăварас тĕлĕшпе «банк ĕçченĕ» каланине пĕтĕмпех пурнăçлама ыйтнă. Хĕрарăмсем харпăр хăй онлайн пÿлĕмĕсенче креди