Суббота, 20 апреля

Общество

Тăван тăрăх аталанать, хăтлăланать, илемленет

Тăван тăрăх аталанать, хăтлăланать, илемленет

Тăван тăрăхри анлă урамсем, кĕтессем кашни çулах тата та илемленсе пыни ял çыннине савăнтарать. Çĕнĕ самана пире çĕнĕлле пурăнма хистет. Пурнăç вырăнта тăманнине, вăл çĕнелсе, улшăнса пынине шута илсен — вырăнти влаçăн та унăн таппине туйса ĕçлемелле. Чăнах та, хальхи вăхăтра мĕн пур ыйтăва ял администрацийĕн татса пама тивет. Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ те çакна пăхăнса, шута хурса ĕçлет. Пирĕн ял тăрăхĕнче ялсем чылай пирки социаллă тата культурăллă объектсем те йышлă: 2 почта уйрăмĕ, перекет касси, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, аптека, ветеринари участокĕ, вăтам шкул, шкул çумĕнчи 4 ача сачĕ, 4 культура çурчĕ, 3 библиотека тата музей пур. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен 15 магазин ĕçлет. 2008 çулта Тукай ялĕнче Архангел Михаил ячĕпе хисепл
Информацие сиен кÿреççĕ

Информацие сиен кÿреççĕ

Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 273 статйипе килĕшÿллĕн сиен кÿрекен компьютер программисем тунăшăн, вĕсемпе усă курнăшăн, вĕсене сарнăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Кунта компьютерти информацие пĕтерес, улăштарас, пÿлес, копи туса илес тата компьютерти информацие хÿтĕлекен хатĕрсен ĕçне пăсас тĕллевлĕ программăсем çинчен сăмах пырать. Çакăн пек преступленисем обществăри хăрушсăрлăхпа йĕрке çине витĕм кÿреççĕ, информаципе хăрушлăхсăр усă курассине пăсаççĕ. Чылай чухне компьютер вирусĕсем, сканер-программăсем, электронлă хÿтĕлев хатĕрĕсен эмуляторĕсем, патчер-программăсем тата ыттисем те компьютер çинчи информацие сиен кÿреççĕ. Компьютер технологийĕсем вĕçĕмсĕр малалла аталанса пынине шута илсе сиен кÿрекен кашни программăна уйрăммăн палăртма çук. Çавăнпа та РФ Уголовлă Кодексĕн
Каллех улталанă

Каллех улталанă

Ултавçăсем самант та тĕлĕрмеççĕ, çын укçипе пуйма çĕнĕрен çĕнĕ мелсем шутласа тупаççĕ. Нумаях пулмасть Тури Тимĕрчкасси çынни те ултавçăсенчен шар курнă. Февраль уйăхĕнче хĕрарăма тĕрлĕ номерсенчен ултавçăсем шăнкăравланă. Вĕсем хăйсемпе Раççей Перекет банкĕн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштарса хĕрарăм ячĕпе такам 1120000 тенкĕлĕх кредит илни çинчен пĕлтернĕ. Çакна илтсен хĕрарăм питĕ хăраса ÿкнĕ, мĕншĕн тесен вăл банка кайман, кредит илмен. Çакăнпа усă курса ултавçăсем ăна «Сбербанк онлайн» хушăма кĕрсе кредит илнине «пăрахăçлама» каланă. Вĕсем каланине пурнăçласа Тури Тимĕрчкасси çынни хăйĕн çине 150 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çакăн хыççăн ултавçăсем 1 миллион ытла тенкĕлĕх кредит илнине пăрахăçлани çинчен каланă, хĕрарăмăн счечĕ çине килнĕ 150 пин тенкĕне тĕрлĕ телефон номерĕ
Улшăнусем вăя кĕнĕ

Улшăнусем вăя кĕнĕ

Кăçалтан патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, пулăшу кÿрекен органăн сывлăх сыхлавĕн патшалăх, муниципалитет е уйрăм тытăмне кĕрекен организацисем урлă — тĕрлĕ справкăсене, пĕтĕмлетÿсене е урăх документсене, опекăпа попечительлĕх органĕсем урлă — йышăнусемпе ирĕк паракан хутсене ведомствăсем хушшинчи информаци хутшăнăвĕсен тытăмĕпе усă курса ыйтса илмелле. Çав вăхăтрах хăш-пĕр тĕслĕхсенче граждансен документсене хăйсен хатĕрлемелле. Çапла патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илекенĕн ют çĕршыври компетентлă орган урлă граждан тăрăмĕсен актне регистрацилени çинчен калакан свидетельство, вĕренни е квалификацие ÿстерни çинчен ĕнентерекен документсем илнĕ пулсан, вĕсен нотариус патĕнче çирĕплетнĕ вырăсла к
Кирлĕ пек условисемпе тивĕçтермелле

Кирлĕ пек условисемпе тивĕçтермелле

Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн 2019 çулхи августăн 12-мĕшĕнчи 25-КГ19-7 №-лĕ определенийĕ тăрăх, патшалăхăн ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памалла. Инвалидсене те ĕçлемелли майсемпе тивĕçтермелле, анчах вĕсен ĕç эрнине уйрăм условисене пăхăнса йĕркелемелле. Пĕр çын ĕç паракан палăртнинчен ытларах ĕçленĕшĕн тÿлеменни çинчен суда пĕлтернĕ. Судри материалсем тăрăх, çак çын иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулни, ĕç паракан çакăн çинчен пĕлни паллă. Анчах та ăна 35 сехетлĕ ĕç эрни çине куçарман. Çапла вăл кашни эрнере 5 сехет нормăран ытларах ĕçлесе пынă. Пĕрремĕш тата апелляци инстанци сучĕсем ытлашши ĕçленĕшĕн укçа тÿлемелли çинчен йышăну туман, мĕншĕн тесен ĕçлекен ĕç паракан патне кĕскетнĕ ĕç эрни йĕркелеме ыйтса заявлени çырман пулнă, реабилитацин харпăр хăйĕн программипе паллаштарман, э
Шалăва чакарса тÿленĕ

Шалăва чакарса тÿленĕ

РФ Аслă Сучĕ ĕçлекене тĕрĕслев срокĕ вăхăтĕнче шалăва чылай чакарса тÿлени çинчен калакан ĕçе пăхса тухнă. Йышăну тăрăх, ĕç паракан тĕрĕс мар тунине палăртнă. Саккун тăрăх кашни ĕçлекене вăхăтра тата туллин ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă ĕç укçине тÿлемелле. Ĕç укçи калăпăшне палăртнă чухне ĕçлекенĕн квалификацине, ĕçĕн калăпăшĕпе пахалăхне шута илеççĕ. Ĕç килĕшĕвне ĕçлекенĕн прависене пăсакан е гарантисен шайне чакаракан условисем кĕртме юрамасть. Енчен те ĕç килĕшĕвĕнче тин ĕçе пикенекене валли тĕрĕслев срокĕ йĕркелеме палăртнă пулсан, йăлтах ĕç саккунĕсемпе килĕ- шÿллĕн пурнăçламалла, çав шутра ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿле- мелле. Çапла вара çÿлерех асăннă тĕслĕхре ĕç паракан ĕç саккунĕсене пăснă, вăл тĕрĕслев срокĕпе вăй хунă çынна ĕç укçин 60 процентне çеç тÿленĕ.  
Инçет майпа ĕçлеме пулать

Инçет майпа ĕçлеме пулать

2020 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 407-ФЗ №-лĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексне çĕнĕ 312.9 статья кĕртнĕ. Унта çутçанталăкри е техногенлă катастрофăсене, производствăри аварисене, инкексене, пушара, шыв илнине, çĕр чĕтреннине, эпидемие е эпизоотие пула тата çын пурнăçĕпе пурăнмалли условисене хăрушлăха лектерекен тĕслĕхсенче ĕçлекене ĕç параканăн пуçарăвĕпе вăхăтлăха дистанцилле ĕçе куçарма пулни çинчен каланă. Ĕç паракан çакна валли ятарлă нормативлă акт йышăнать. Унта дистанцилле ĕçе хăш ĕçченсене, мĕнле сăлтавпа, хăçанччен куçарма йышăннине палăртмалла. Çавăн пекех инçет майпа вăй хуракан ĕçлекенсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе мĕнле йĕркепе тивĕçтерессине, ĕçе мĕнле йĕркелессине /çав шутра ĕç вăхăтне/ те кăтартмалла. А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн çумĕ.  
Ашшĕне вĕлернĕ

Ашшĕне вĕлернĕ

Район прокуратури 22 çулхи район çыннин уголовлă ĕçĕ тăрăх айăплав йышăнăвĕ тунă. Çамрăк çынна РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1 пайĕпе çын вĕлернĕшĕн айăплаççĕ. Маларах ирттернĕ тĕпчев материалĕсем тăрăх, айăпланакан кăçалхи январĕн 3-мĕшĕнче ашшĕне вĕлерме шутланă. Вăл хăйĕн пÿлĕмне çĕçĕ илсе килсе пытарса хунă, ашшĕ килессе кĕтме тытăннă. Ÿсĕр ашшĕ пÿлĕме кĕрсе харкашма пуçласан каччă çĕçĕ илсе ăна 19 хутчен тĕрлĕ çĕртен чышнă. Çамрăк çын айăпне пĕтĕмпех йышăннă. РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ăна 15 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Уголовлă ĕçе Елчĕк район сучĕ пăхса тухать. О.ВАСИЛЬЕВ, район прокурорĕ, юстици аслă советникĕ.  
Пушар чаçĕнче – экскурсире

Пушар чаçĕнче – экскурсире

Ачасемшĕн пушар хуралĕнче тăрăшакансем — чăн-чăн геройсем. Вĕсем хăрамасăр вут-çулăм ăшне кĕреççĕ, çынсен пурнăçĕсене çăлаççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен шăрпăкпа вылямалла маррине, пушар хăрушă пулнине каласа ăнлантаратпăр. Анчах та пушарнăйсем çакăн çинчен каласа пани тата та витĕмлĕрех. Нумаях пулмасть Асанкасси вăтам шкулĕнче 8-мĕш тата 9-мĕш классенче ăс пухакансем Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕнче экскурсире пулчĕç. Ăна ачасене пушарнăйăн ĕçĕпе паллаштарас, çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтерес, пушар тухсан мĕн тумаллине вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов тата 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ В.А.Петров ачасемпе экскурси ирттерчĕç, караул пÿлĕмĕсене, дежурнăй диспетчерăн ĕç вырăнне, кану пÿлĕмне кăтар
Çĕнĕ форматпа

Çĕнĕ форматпа

Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан утма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та паянхи вĕрентекенсен çĕнĕ йышши цифра тата информаци технологийĕсене лайăх пĕлмелле. Нумаях пулмасть истори, обществознани, экономика тата право вĕрентекенĕсем хушшинче йĕркеленĕ районти XI-мĕш методика фестивалĕ те онлайн-форматпа иртрĕ. Çакă коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе çыхăннă. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ методика фестивальне кашни çулах йĕркелет. Кăçал ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне тата Чаппан пăлхавĕ пулнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Фестивале районти тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлÿ паракансем хутшăнчĕç. Вĕсем мартăн 1-мĕшĕччен районти вĕренÿ пайне конкурс материалĕсене тăратрĕç. Ĕçсене пăхса тухса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç. «Чи лайăх видеоурок» номинацире С.В