Четверг, 25 апреля

Общество

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Çанталăк иртнĕ çулхисенчен сивĕрех тăнăран çуркунне кăçал каярах килет. Таврара юр та çав тери нумай. Апла пулин те çанталăк ăшăтса янă вăхăта, шыв-шур кайнă çĕре пирĕн хатĕр пулмалла. Ейÿ сарăлса каясран, вăл сиен, сăтăр тăвасран хамăрăн асăрханмалла. Хальлĕхе ирĕн-каçăн сивĕ тăрать. Апла пулин те шыв юхакан çулсене, пăрăхсене юртан тасатмалла. Ялсене, кĕперсене, каçса çÿрекен вырăнсене шыв илесрен сыхă пулмалла. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕсенче дежурство йĕркелемелле. Енчен те юр хăвăрт ирĕлес пулсассăн çыранран тухнă шыв-шур пирĕн района та сиен кÿме пултарĕ. Шыв-шурта пăр ирĕлнĕ май çынсен те тимлĕ пулмалла. Ачасене асăрхаттармалла. Ашшĕ-амăшĕн кĕçĕн çулсенчи ывăл-хĕрне куçран вĕçертмелле мар. Çуркунне ача-пăча уйрăмах шыв хĕрринче выляма юратать, пăр çинче сиккелекен те сахал мар. Ача с
Çыравçă хайлавĕсем кăсăклă

Çыравçă хайлавĕсем кăсăклă

Комсомольскинчи тĕп библиотека ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ темăсемпе интереслĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Ачасем районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе те, пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе те, пултаруллă çынсемпе те, çыравçăсемпе те пĕрре анчах мар тĕл пулаççĕ. Çамрăк вулавçăсем хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе калаçаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ. Акă, мартăн 29-мĕшĕнче ача-пăча библиотекинче талантлă çыравçăпа, Елена Светлаяпа тĕлпулу иртрĕ. Унăн ăс паракан хайлавĕсен кăткăс мар сюжечĕсем, тепĕр чух кулăшла геройĕсем ачасене пĕр-пĕринпе тата тавралăхпа килĕштерсе пурăнма, этем пахалăхĕсене тимлеме вĕрентеççĕ. Автор «Письма Деду Морозу», «Басни обо мне, о тебе и о тех, кто нас окружает», «Не шутите на дороге», «Любимые сказки для любимых детей» кĕнекесенчи произведенисене витĕмлĕ вуларĕ. Ача-пăча библиот
Çырăнтарма тытăннă

Çырăнтарма тытăннă

Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасене шкулсене паян, апрелĕн 1-мĕшĕнче, çырăнтарма тытăнаççĕ. Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен регистрацие çирĕплетнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çырăнтарĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕр çемьери ачасем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем çÿрекен шкулах кайма пултараççĕ. Пурăннă вырăнта мар урăх çĕрте регистрациленнисене пĕлÿ çурчĕсенче пушă вырăнсене кура июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче çырăнтарма пуçлĕç. Палăртса хăвармалла, кăçал республикăра пурĕ пĕрремĕш хут партта хушшине 17 пине яхăн ача лармалла, районта вара — 248 ача. Пĕрремĕш класа çырăнтарма заявление виçĕ майпа хăварма пулать: патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ е республикăри вĕренÿ çумăллăхĕсен парталĕ урлă тата заявление шкула кайса парса.  
Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

кашни çулах Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче ачасен пултарулăх фестивалĕ иртет. Унта пĕр шкул ачи те хутшăнмасăр юлмасть. Кăçал вăл мартăн 18-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, кулăшла сценкăсем лартакансем, илемлĕ сăвă вулакансем, хавас ташăпа савăнтаракансем пулчĕç кунта. Кăçал мероприятие Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалларăмăр. Н.Майоровăн «На Сурском оборонительном рубеже» сăввине 5-мĕш класра вĕренекен В.Семенова чуна тивмелле вуларĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чĕресенче хăварнă суран çулсем иртсен те сипленменнине сцена çинче витĕмлĕ кăтартса пачĕç. Фестивальте «Ох, уж эта школа», «Шурă Шупашкар», «Чун-чĕ- ререн савăнар», «Утешаем маму», «Вăйăра», «Мамочка милая», «Мир похож на цветной луг» юрăсем янăрарĕç. «Илем
Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

Пирĕн Хырхĕрри тăрăхĕнче мĕн авалтанпа чăвашсемпе вырăссем килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ халăхăн йăли-йĕркисем те пĕрлешсе пĕрпекленнĕ темелле. Чăваш халăхĕ, вырăссем пекех, мĕн авалтан тĕрлĕ йăла-йĕркене пăхăнса-упраса пурăнать. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Хăшĕ-пĕрисем вара паянхи электроника тĕнчинче те упранса юлнă. Çак сыхласа хăварнă йăласем хушшинче — Çăварни уявĕ. Вырăссем ăна «Масленица» ятпа пĕлеççĕ. Пирĕн çĕршывра ăна пĕчĕк ялсенче çеç мар, пысăк хуласенче те анлă паллă тăваççĕ. Уява ватти те, вĕтти те хаваспах хутшăнать. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем те айккинче тăрса юлма шутламарĕç, тĕрлĕ ĕçсем ирттерчĕç. Тăваттăмĕш класра ăс пухакансем технологи урокĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хутран çăварни пуканисем ăсталарĕç. Вĕсене класс ертÿçи Н.М.Лукиянова хавхалантарса пулăшса п
Хисеплĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен

Хисеплĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен

Дмитрий Шеваровăн пĕр интереслĕ кĕнеке пур — «Хĕвелпе çуталнисем: XXI ĕмĕрти ырă сăнсем». Çак кĕнекене алла илнисем ырăлăх вăл — Турă пани, ырă сăнсем хĕвел евĕр çутатса таврари çынсене ăшăтнине, хăйсен ăшшине пурне те парнеленине лайăх пĕлеççĕ. Паян çакăн пек ырă кăмăллă та ăшă чунлă, йăл куллипе пăра та ирĕлтерме пултаракан çын çинчен сăмах пырĕ. Вăл — Комсомольскинче пурăнакан Василий Краснов. Унăн ачалăхне аса илес пулсассăн, Ольгăпа Сергей Красновсен çемйинче кĕçĕн ывăл çуралсан ăна Василий ят хунă. 3-мĕш класра ăс пухнă чухне арçын ача классика кĕрешĕвĕпе интересленме пуçланă. Çак спорт тĕсĕпе ăна пиччĕшĕ Гурий паллаштарнă. Петр Георгиевич Матросов тренер кашни ача патне тĕрĕс çул суйласа кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ, ăсталăхне туптама, спортра çитĕнÿсем тума пулăшнă. Халĕ те Вас
Профессие чунпа парăннă

Профессие чунпа парăннă

Авалхи йăла-йĕркене упраса хăварас, культурăна аталантарас ĕçре культура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Валерий Ванюркин культура сферинче 36 çул вăй хурать. Вăл Кивĕ Сĕнтĕрти культура çуртĕнче ĕçленĕ май, мероприятисене юрра-ташша ăста çынсене активлă явăçтарать. Валерий Александрович тăрăшнипе клубра ачасен тата аслисен фольклор ушкăнĕ, драма кружокĕ, вокал ансамблĕ ĕçлеççĕ. Александровка ял тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕсем йĕркелекен концертсене халăх яланах кăмăлласа йышăнать. Клубра тунсăх шăплăхне хуçаланма памаççĕ. Пĕр уява хатĕрленсе ирттерсе яраççĕ те çийĕнчех теприне хатĕрленме пуçлаççĕ. Кашни мероприяти хăйне евĕрлĕ те интереслĕ пулнипе палăрать. Культура çурчĕ çумĕнчи ушкăнсем районта тата респуб- ликăра иртекен конкурссене, смотрсене, фестивальсене активлă хутшăнаççĕ. Валерий Алекс
Каварлăскере çĕнтерме пулатех

Каварлăскере çĕнтерме пулатех

Туберкулезпа чирленĕ çын ÿсĕрнĕ, сунасланă, кулнă е калаçнă вăхăтра чир бациллисем вĕтĕ сурчăк е сĕлекен куçа курăнман тумламĕсем урлă таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран /1 тумламра 2—3 миллион таран пулаççĕ вĕсем/ сарăлма пултараççĕ, сывлăшра 30 минут таран тытăнса тăраççĕ, сывлăш урлă ÿпкене лекеççĕ. Грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăмлăх çĕрнипе çыхăннă чирсем инфекцие вăйлă аталанма май параççĕ. Операци тунă хыççăн та чир хăвăрт аталанма пултарать. Çавăн пекех нерв, ăс-тăн чирĕпе чирленĕ, табак туртакан е эрех ĕçекен çынсене, япăх условисенче пурăнакансене туберкулез хăвăрт çавăрса илме пултарать. Паллах, амака сарăлма пулăшаканни — чирлĕ çын. Чир ерсен çыннăн мĕн пур органĕ сиенленет. Малтан вăл ÿпкене хавшатать, шăмăсене, çÿлти сывлав органĕсене, хырăмлăха

Марафонра чупнă

Нумаях пулмасть Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче йĕлтĕр спорчĕн мастерĕ, СССР, тĕнче, Олимп чемпионки Галина Кулакова ячĕпе пĕтĕм тĕнчери йĕлтĕр марафонĕ иртнĕ. Массăллă мероприятие Раççейĕн 15 регионĕнчен 700 ытла спортсмен хутшăннă. Чăваш Енĕн команди йышĕнче 50 çухрăма тăсăлакан марафон дистанцийĕнче пирĕн район спортсменĕ — Зуфар Тимаев та чупнă. Вăл палăртнă дистанцие 2 сехет те 41 минут та 43 çеккунтра парăнтарма пултарнă, хăйĕн ушкăнĕнче 7-мĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех республика командинче Киров поселокĕнчи Валерий Матвеев тата Аслă Чурачăкри Владимир Николаев та лайăх кăтартусем тунă. Марафона хутшăннă кашни спортсмена медальпе тата парнепе савăнтарнă. Маттур ентешсене малашне те çитĕнÿсем туса район ятне çÿле çĕклеме сунатпăр.  

Мала тухнă

Март уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче акватлонпа республика чемпионачĕ иртнĕ. Унта Н.С.Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптакан пирĕн районти çамрăк спортсменсем те хутшăннă. Вĕсем хĕрÿ тупăшура лайăх кăтартусемпе палăрнă. Ильяс Айзетов хăйĕн ÿсĕмĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Александра Мамуткина, Иван Гончаров, Анастасия Лепешкина çитĕннисен 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçлама пултарнă. Маттур спортсменсене саламлатпăр!