Вторник, 23 апреля

Общество

Кун йĕркинче – продукци, çул-йĕр, шыв-шур…

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ Олег Николаев районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Çавăн пекех ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов тата ыттисем те тĕрлĕ çивĕч ыйтусене вырăнта сÿтсе явас ĕçе активлăн хутшăнчĕç. Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Тав» ОООри пахча çимĕç типĕтекен цехăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. «Тав» ОООра çĕрулмине тата ытти пахча çимĕçе ятарлă инфрахĕрлĕ пайăркасемлĕ камерăра типĕтеççĕ. Чĕртаварăн 60 процентне вырăнти пахча çимĕç туса илекенсенчен туянаççĕ, 40 процентне кÿршĕ регионсенчен турттараççĕ. Организацин генеральнăй директор
Ултав макăртать, чуна ыраттарать

Ултав макăртать, чуна ыраттарать

Районта пурăнакан çын апрелĕн 5-мĕшĕнче ултавçăсене 5 миллион тенкĕ куçарса панă. Çынсем ултав серепине тăтăшах лекнине яланах илтетпĕр, вуласа та пĕлетпĕр. Районта пурăнакансем телефонпа шăнкăравласа улталакансенчен пĕрре анчах мар шар курчĕç. Полици ĕçченĕсем ултав серепине лекесрен тăтăшах асăрхаттараççĕ. Анчах та хальлĕхе пĕтĕм ĕç кăлăхах! Ултавçăсен серепине лекекенсем йышлансах пыраççĕ. Республикипе илес пулсассăн, вĕсен шучĕ кунсерен пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. Акă çак кунсенче çеç районта пурăнакана «шăнман пăр» çине лартнă. Бюджет учрежденийĕнче ĕçлекенскер, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнаканскер, ултавçăсене 5 миллион тенкĕ куçарса панă. Тĕлĕнмелле пысăк укçа вĕт! — Асăннă тĕслĕхре ултавçă банк сотрудникĕ ячĕпе гражданин патне шăнкăравланă. Унăн счечĕ çинчи укçа-тенкĕне ултавçăсем вăрлама
Н.Зайцева: «Куççульпе çăвăнса ÿсрĕмĕр»

Н.Зайцева: «Куççульпе çăвăнса ÿсрĕмĕр»

«Тинех сивĕ хĕл кунĕсем хыçа юлчĕç, тавралăх тарăн хĕл ыйхинчен вăранма пуçларĕ. Акă, нумай та вăхăт иртмĕ, йĕри-тавра йывăç-курăк ешерме пикенĕ», — пуплерĕ кинемей чÿречерен урамалла тинкерсе. Çуллахи ăшă кунсенче вăл урамри сак çине тухса ларса тавралăха сăнама, таврари илемпе киленме кăмăллать. Хĕллехи вăхăтра вара тухкаласа çÿреме чăрмавлă, çавăнпа та кунсене ытларах пÿртре ирттерме тивет. Комсомольскинче пурăнакан Нина Зайцева паян уйрăмах чÿречерен куç илмерĕ. Унăн — юбилей, çут тĕнчене килнĕренпе 9 теçетке çула хыçа хăварчĕ ĕç ветеранĕ. Хăнасене кĕтнĕ май Нина Алексеевна хăй сисмесĕрех иртнĕ çулсене куç умне кăларчĕ, ачалăхри йывăр вăхăта аса илсе ассăн сывларĕ. Нина Хырай Ĕнел ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. 1937 çулта ялти 7 класлă шкула çÿреме пуçланă. 6 çул
Культура министрĕ – районта

Культура министрĕ – районта

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова районта пулнă. Чи малтан вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Александр Красновпа тĕл пулса районти культура аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Унтан Светлана Анатольевна тата культура министерствин делегацийĕ — Трактор тăвакансен культура керменĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Яковлева, министерство çумĕнчи общество канашĕн председателĕ Виктор Бондарев, наци библиотекин директорĕн çумĕ Галина Быкова — районти тĕп культура çуртĕнче иртнĕ канашлăва хутшăннă. Мероприятие Александр Краснов уçнă. Вăл культура ĕçченĕсене ăсталăхшăн тав туса иксĕлми хавхалану, вăй-хал, пултарулăх шыравĕнче çитĕнÿсем тума суннă. Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Екатерина Конторская культура учрежденийĕсен
Бюджета çирĕплетрĕç

Бюджета çирĕплетрĕç

Çак кунсенче район администрацийĕн çуртĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайĕсене ертсе пыракансем, депутатсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов районăн 2020 çулти бюджетне мĕнле пурнăçланипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăн пекех çитес çулсенче пурнăçа кĕртмелли бюджет планĕ çинчен те каларĕ. Депутатсем бюджета сасăласа çирĕплетрĕç. Тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ Наталья Денисова район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен калакан отчета туллин, саккуна пăхăнса, вăхăтлă хатĕрленине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл тĕ
Сĕт хакĕ чакнă

Сĕт хакĕ чакнă

Чăваш Енре 86 пин сăвăнакан ĕне, 60 проценчĕ — килти хушма хуçалăхсенче. Сĕт калăпăшне ÿстермелли майсене республика пуçлăхĕ министерство тата ведомство ертÿçисемпе ирттерекен ларура сÿтсе явнă. Юлашки 7 çулта хушма хуçалăхсенчи ĕне шучĕ 10 процент чакнă. Пĕлтĕр кашни выльăх пуçне субсиди пани лару-тăрăва лайăхлатма май панă, сĕт производстви ÿснĕ. Пĕлтĕр 436 пин тонна сĕт суса илнĕ. Ку хуçалăхсенче сăвăм ÿснипе те çыхăннă. Унпа пĕрлех халăхран пуçтаракан сĕт хакне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварасси те паянхи куна çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Сĕт пуçтаракансем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса чĕр тавар хакне чакарма та пултараççĕ. «Кун пекки, паллах, пулмалла мар», — тенĕ Олег Алексеевич ларура. Сĕт пуçтаракансем пурпĕрех сĕт параççĕ, конкуренци çук тесе хаксене пĕчĕклетес тесен патшалăх енчен
Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш «к» класĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Смотр строя и песни. Марш победителей» интернет-конкурсра çĕнтернĕ. Маттур ачасене тата вĕсен ертÿçине саламлама Мускав хулинчен пирĕн ентеш, «Сыны Отечества» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн членĕ Андрей Самаркин килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсене малашне те конкурссенче хастар пулма, çĕнтерме сунчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа, парнепе чысланипе пĕрлех Андрей Алексеевич шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ, Альбина Дьяконова парнине те — «Сыны Отечества, воспоминания и размышления» кĕнекене вулавăша çитерчĕ. Интернет-конкурс çĕнтерÿçисене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов саламларĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсем чăннипех те матт
Ăсталăхпа палăрнă

Ăсталăхпа палăрнă

Апрелĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Ен учителĕ — 2021» конкурсăн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ. Конкурса çулсеренех пултаруллă учительсене тупса палăртас, вĕрентекенсен социаллă статусне ÿстерес, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Республикăри тупăшăва хутшăнакансем хăйсен професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнă. Чăваш Енри 27 педагог конкурса хутшăннă. Çак йышра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче хими предметне вĕрентекен Екатерина Тихонова та пулнă. Екатерина республикăри чи лайăх 7 педагог йышне кĕме пултарнă. Педагог пĕлтернĕ тăрăх конкурс çав тери кăсăклă та хăйне евĕрлĕ иртнĕ. — Тупăшу чи ырă самантсемпе асра юлчĕ. Кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатăн, çĕннине алла илетĕн, тавракурăма аталантаратăн. Педагог профессийĕ çав тери кирлĕ пулнине ăнланатăн, — пĕлтерчĕ Екатерина Т
Хуртсем вăранаççĕ

Хуртсем вăранаççĕ

Çуркунне çывхарса килнĕ май вĕлле хурчĕсем хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ. Нумай хурт-хăмăр усракансем çунатлă туссене омшаникран кăларса вĕçтернĕ те ĕнтĕ, анчах та вĕçтерейменнисем те пур-ха. Кунта çакна шута илмелле: енчен те вĕлле хурчĕсем хускалман, шăпăртах лараççĕ пулсан, леток умĕнче купаланмасан, васкама кирлĕ мар. Юлашки вăхăтра пирĕн республикăри хурт усракансем нумайăшĕ кăнтăр енчен хурт амисем илсе килсе усрама пикенчĕç. Вĕсен шутне карника, бакфаст, кавказски ятлисем кĕреççĕ. Юлашки çулсенче тата 4 рамкăллă /узбечка тетпĕр/ пакетсем вăрттăн илсе килсе сутма пуçларĕç. Ку вăл питĕ хăрушă япала. Хурт-хăмăр усракансем хакĕ йÿнĕрех пулнăран тата çуркунне иртерех илсе килнĕрен интернет урлă шыраса тупса туянаççĕ те усрама пуçлаççĕ. Малтан вĕлле хурчĕллĕ пултăмăр-ха тесе савăнаççĕ. Тепĕр
Районта талантлă алă ăстисем нумай

Районта талантлă алă ăстисем нумай

Вĕсенчен пĕри — Зинаида Киргизова — Тăманлă Выçлинче пурăнать. Алăк урати урлă каçсанах çак кил-çуртра маçтăр пурăннине ăнланатăн. Зинаида ăсталанă тĕрлĕ енлĕ алă ĕçĕсем пур çĕрте те — стенасем, сентресем, диван çинче, урайĕнче, алкумĕнче, çуртри кашни пÿлĕмре. Киргизовсен çуртне çитсе кĕрсен илемлĕх музейне лекнĕнех туятăн хăвна. Амăшĕ тĕрленĕ япаласене те тирпейлĕ упрать Зинаида. Пусмисем вăхăт иртнĕçем кивелнĕ, çипписене хĕвел çинĕ пулсан та вĕсем паянхи кун та илемĕсене çухатман. Юрра-ташша ăста, спортпа туслă Зинаида Тукай ял тăрăхĕнче, районта йĕркелекен обществăлла мероприятисене активлă хутшăнать. Ăстаçăн япалисем тăтăшах ялти, районти тĕрлĕ куравсемпе уявсене илем кÿреççĕ. Çĕнĕ çул уявĕсенче тата хутшăнакансене тем тĕрлĕ костюм та ăсталаса тăхăнтартать вăл. Маттур хĕрарăмăн ял тă