Пятница, 19 апреля

Общество

Хуняма тĕлĕкре мăшăра упрама ыйтрĕ

Хуняма тĕлĕкре мăшăра упрама ыйтрĕ

Çырса хунинчен иртеймĕн текен каларăш пур халăхра. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, пурнăç çулĕ. Çемье телейĕ те кашнин хăйне евĕрлĕ. Кам ырă пурнăçпа та кăмăллă мар, тепри йывăртарах вăхăтра та пуçне усмасть. Тутар Шурутра пурăнакан Наскаевсен çуртне шыраса тупсан пахча карти çумĕнчи сак çинче икĕ ватă çын ларнине куртăм. Вĕсем эпĕ килессе кĕтсе иртенпех пÿрте те кĕмен иккен. — Паçăрах кĕтетпĕр сире. Çул çине куç илми пăхатпăр вĕт, — калаçрĕç тĕпелелле иртме йыхравланă май тараватлă кил хуçипе унăн мăшăрĕ. Кил хуçисемшĕн «Каçал ен» — чи юратнă хаçат. Нурулла Арифуллович район хаçатне кăмăлласа вуланине, район хыпарĕсемпе кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Калаçу çăмхи сÿтĕлнĕ май мана ватă çынсен иксĕлми хаваллăхĕ, пурнăçа юратни, кашни кунпа киленме пĕлни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Аслă Отечественнăй
Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ

Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ

Савăнăçлă çуллахи каникул вăхăтĕнчи хаваслă самантсем нихăçан асран каймаççĕ. Ялти таса сывлăшпа сывланине, ăшă шывра чăмпăлтатнине, вăрмана мăйăр пуçтарма кайнине, пулă тытнине, тăтăшах велосипедпа ярăннине, таврари ачасемпе тĕрлĕ вăйă вылянине, çывăх çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшнине эпĕ яланах ăшшăн аса илетĕп. Совет самани вăхăтĕнче ялти шкул ачисем çулла утă, улăм, арпа хатĕрлеме, пăрçа çулма тăван колхоза пулăшнă, лайăх укçа ĕçлесе илме пултарнă. Çак ĕçре пире кирлĕ воспитани панă, çавăн пекех туслă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, йывăрлăхсем çине чунпа пăхма вĕрентнĕ атте-аннесем, колхоз ертÿçисем тата учительсем. Йăлмахва ялĕнчи çамрăксем те «Знамя» колхоз уйĕнче кашни çулах вăй хунă. Унччен çак колхоз район шайĕнче пур енĕпе те малтисен ретĕнче пулнă, унăн пултаруллă ĕçченĕсем ĕ
Асаттепе мухтанатăп

Асаттепе мухтанатăп

Статьяра автор Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсем çинчен Чăваш Республикинче çĕнĕ кĕнеке тухнине çырса пĕлтернĕ. Паллах, ку пулăм пире савăнтарать, ентешсем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсем çинчен ытларах вуласа пĕлме пултарĕç. СССР Халăх оборона комиссариачĕн патшалăх хÿтĕлев строительствин тĕп управленийĕн начальникĕ Толстых алă пуснă 3 №-лĕ çарпа хирти строительствăра лайăх ĕçленĕ çынсене «ГУОБР» грамотипе наградăламалли списокпа паллашсан, эпĕ унта хамăн асаттен, Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Дубрава» колхозăн ертÿçи пулнă Тимофей Семенович Зайцевăн ятне куртăм. Паллах, асаттен ĕç паттăрлăхĕпе мăнаçлантăм. Сăр юханшывĕ хĕрринчи строительство ĕçĕсене вĕçлесен йăлмахвасем тăван яла Хĕрлĕ Ялавпа таврăннă. Вĕсене пархатарлă ĕçшĕн Тăван çĕршыв чысланă. Тимофей Семенович вăрçа
Вăйă салонĕсене хупнă

Вăйă салонĕсене хупнă

РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем 2017—2020 çулсенче район территорийĕнче саккунсăр ĕçлекен 3 вăйă салонне тупса палăртнă. Вăйă салонĕсем çынсене пысăк тăкак кÿреççĕ. Нумайăшĕ кредит илсе укçа-тенкĕне вăйă автомачĕсенче самантрах выляса ярать. Саккуна пăсса ĕçлекен вăйă салонĕсем сахал мар. Тĕслĕхрен, нумай предприниматель тупăш илес тесе вăйă салонĕсем валли ятарлă пÿлĕмсем те уйăрса парать. Анчах та саккуна пăсакансем яваплăха туймаллине пĕлмеççĕ те тейĕн. РФ Уголовлă Кодексĕн 171.2 статйипе /азартлă вăйăсем ирттересси тата саккунсăр йĕркелесси/ килĕшÿллĕн лицензисĕр ĕçлесе вăйă оборудованийĕсемпе саккуна пăхăнмасăр усă куракансене тата çынсене выляттарма пÿлĕм уйăракансене штрафлаççĕ. Штраф сумми пысăк — 1 млн тенкĕрен пуçласа 1 млн та 500 тенкĕ таран. Çавăн пекех ирĕк прависĕ
Уй-хирте

Уй-хирте

Паянхи кун районти хуçалăхсенчи çĕр ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе тата акнă культурăсене çумкурăксенчен, хурт-кăпшанкăсенчен, тĕрлĕ чир-чĕрсенчен тасатассипе тăрăшаççĕ. Хуçалăхсен уйĕсенче нумай çул ÿсекен курăксем — 4274 гектар. Паянхи куна вĕсенчен 1325 гектарне çулса 680 тонна утă хатĕрленĕ. Районти аграрисенче 1420 тонна сенаж янтăланă: «Дубовка» ООО — 700 тонна, «Рассвет» ЯХПК — 720 тонна. Культурăсем акнă 10068 гектар çинче çумкурăка пĕтермелли, 6250 гектар çинче хурт-кăпшанкăна хирĕç кĕрешмелли им-çам сапнă. Р.БАСНИКОВ.

Уявра кашни маттур, шавлăн иртрĕ Акатуй

Акатуй — çураки ăнăçлăн вĕçленнине сăнарлакан, авалтан пыракан савăнăçлă уяв. Мĕн ĕлĕкренех çураки вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшса ĕшеннĕ çĕр ĕçченĕсем ака ĕçĕсем пĕтсен çăмăллăн сывласа ярса Акатуйра чун каниччен савăннă. Халĕ те çак йăла хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Паянхи кун та Акатуй тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисемшĕн çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ кăçал июнĕн 12-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринче иртрĕ. Уяв вырăнне çитсенех таврари илем куç умне пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни ял тăрăхĕ ялсенчи пурнăçа сăнлакан хăна çурчĕ хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук пулĕ вĕсенче;! Аваллăхра кил таврашĕнче усă курнă япаласем, савăт-сапа, чăваш халăх тумĕсем, тĕрĕсем... Сĕтелĕсем тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе иртен-çÿренсене илĕртеççĕ. Çакăнтах вырăнти ăстасен ĕçĕсемпе
Вĕсенче – медицина тĕревĕ

Вĕсенче – медицина тĕревĕ

Медицина ĕçченĕн профессийĕ чăннипех те сăваплă, чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Сывлăх хавшасан эпир чи малтан медицина ĕçченĕ патне васкатпăр. Мĕншĕн тесен эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе, ăсталăхăрпа çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш паратăр. Коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра, çăмăл мар лару-тăрура медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшне эпир татах та ытларах ăнлантăмăр. Хăрушă чирпе кĕрешсе эсир чăннипех те паттăрлăх кăтартатăр. Районти тĕп больницăра тăрăшакан ĕçченсем пыракан кашни çынна тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Сыватмăшра пуян опытлă, паха пĕлÿллĕ ăста специалистсем вăй хураççĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕçри ăсталăхне чылай мероприятире палăртаççĕ. Вĕсем çынсене сыватнипе пĕрлех обществăлла ĕçе, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Мĕнпур медицина ĕçченне чирл

Прививка тума ан ман!

Вакцинаци — инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх мел. Анчах та çынсем коронавирус инфекцийĕнчен вакцинаци тума васкамаççĕ. Раççейри, республикăри юлашки кунсенчи кăтартусене тишкерес пулсассăн, чирлисен йышĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе кайнă. Сăмахран, Мускав хулинче çак эрнере ĕçлемелле мар кунсем тесе йышăннă. Рес- публикăра та лару-тăру çивĕчленсе пырать. Апла пулсассăн вăхăтра вакцинациленни темрен те паха. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрамаллине тĕпе хурса çитес кунсенче вакцинациленме тăрăшмалла. Паянхи кун районта пурăнакансенчен чылайăшĕ /2872 çын/ çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен сыхланса прививка тума та ĕлкĕрнĕ. Хăшĕ-пĕрисем прививка тутарассинчен пăрăнаççĕ. Коронавирус инфекцийĕ вĕсене хăратмасть пулмалла. Вакцинациленме палăртакансем, районти тĕп больницăна /Лесная ур
Ĕненни хака ларать

Ĕненни хака ларать

Чылай çын ултав серепине лексе пиншер, миллионшар тенкĕ укçа çухатать. Кун пек тĕслĕхсем çĕршывра, республикăра, районта тăтăшах тĕл пулаççĕ. Мĕншĕн эсир палламан, пĕлмен çынсене ĕненетĕр? Асăрхаттарни, тимлĕ пулма ыйтни кăлăхах. Ют çынсене ĕненни хака ларать. Çакна ултав серепине лекнисем лайăх пĕлеççĕ. Укçа-тенкĕсĕр тăрса юлсассăн вĕсем полици уйрăмне пулăшу ыйтма васкаççĕ. Анчах та кун пек чухне преступниксене тупма пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та тимлĕ пулни пахарах. Преступниксем чылай чухне кĕсье телефонĕ çине шăнкăравлаççĕ те хăйсемпе банкăн сотрудникĕсем тесе паллаштараççĕ. Вĕсем банк карттинчен такам укçа вăрлама хăтланать е сирĕн ятпа кредит илнĕ тесе суяççĕ. Ыйтăва татса пама карттăн реквизичĕсем, вăрттăн код, СМС-па килекен парольсем, ытти даннăйсем кирлине пĕлтереççĕ. Çав вăхă
Нумай проекта пурнăçа кĕртнĕ

Нумай проекта пурнăçа кĕртнĕ

Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем 5 çулта мĕн туни пирки суйлавçăсене каласа кăтартнă Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн форумĕ иртнĕ. 2016 çултанпа пирĕн республикăра 19 садик /тепĕр 9-шĕ кăçал хута кайĕç/, 7 шкул /хальхи вăхăтра 2 шкул тăваççĕ/ уçăлнă. Чăваш Ен пуçламăш класс ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе мала тухнă. Культура çурчĕсем, ФАПсем çĕкленĕ, тавралăха хăтлăлатассипе нумай проекта пурнăçа кĕртнĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова каланă тăрăх, депутатсен парти палăртнă программăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. «Пĕтĕмлетÿ туса çĕнĕ программа ха- тĕрлемелле. Паянхи тĕллев — районсене тухса суйлавçăсемпе курса калаçасси, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса парасси