Четверг, 18 апреля

Общество

Каш! Кашлатăр вăрман

Каш! Кашлатăр вăрман

ЭКО волонтер организацийĕ «Вăрман ларт» /«Посади лес»/ проектпа килĕшÿллĕн йывăç лартас енĕпе кĕркуннехи конкурс пуçарнă. Çавна май çутçанталăка пула шар курнă вăрмана йывăç-тĕм лартмалла. Кĕркуннехи конкурс сентябрĕн 1-мĕшĕпе ноябрĕн 30-мĕшĕччен иртет. Унта хутшăнас текенсен чи малтанах ru//vesennij-konkurs-volonterskih-posadok сайтра регистрациленмелле, конкурс положенийĕпе паллашмалла, йывăç лартмалла, акци епле иртнипе паллаштармалла. Йывăç лартас ĕçе чи лайăх йĕркелекен 6 организацие 20-50 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене декабрĕн 15-мĕшĕнче палăртаççĕ. Палăртса хăвармалла «Вăрман ларт» /«Посади лес»/ проект 2015 çултанпа ĕçлет. 6 çул хушшинче проект ĕçне пысăк тÿпе хывакан волонтерсем 2 регионта 1,5 миллион ытла йывăç лартнă.  

Йышпа шÿтлеме вĕрентрĕç

Сентябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Мăрат шкулĕн ачисем КВН шкулне кайса килчĕç. КВН шкулĕ Муркаш районĕнче «Солнышко» лагерьте пулса иртрĕ. Ку шкулта ачасене мĕн çинчен шÿтлемеллине, ăçтан шÿт валли сюжет шырамалли çинчен каласа пачĕç. Шкул йеркелÿçисем чылай çул тĕрлĕ сцена çинчен кулăшла сценкăсемпе савăнтараççĕ. Лагерьти сменăна вĕсем грант выляса илнĕ укçа-тенкĕпе ирттереççĕ. Темиçе кун хушши Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем мĕнле шÿтлемеллине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, шÿт валли кĕвве епле хатĕрлемеллине вĕренчĕç. Ушкăн командирĕ Нарспи Борисова пулчĕ, кĕвĕ-сас хатĕрлесе яраканĕ — Антон Поляков. Юлашки кунĕнче вара командасем хăйсен номерĕсене лагерь сцени çинче жюрисене пăхса хаклама сĕнчĕç. Пирĕн шкул ушкăнĕ «Витаминка» ятлă пулчĕ. «Витаминка» чăнах та зала култарса вăй кĕртм
Уй-хирте

Уй-хирте

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 6059 тонна утă, 14489 тонна сенаж пур. Хальхи вăхăтра чылай çĕрте силос хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Çак паха апата «Асаново» /1500 тонна/, «Рассвет», «Луч» ЯХПКсем, В.Белкинăн фермер хуçалăхĕ /1200—1250 тонна/ ытларах янтăланă. Районĕпе хальлĕхе 10171 тонна силос хатĕрленĕ. 2290 гектар кĕрхи тулă. 565 гектар ыраш акса хăварнă. Районĕпе пурĕ 2855 гектар кĕр тыррисем акнă. Хуçалăхсем пикенсех кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Ку ĕçе 5899 гектар çинче пурнăçланă. Сухаласси «Урожай» колхозра /1150 гектар/, «Асаново» /820 гектар/, «Восток» /500 гектар/ хуçалăхсенче аван пырать. Çанталăкпа туллин усă курса районти колхозсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесс тесе тăрăшаççĕ. Р.Б

Чунпа кантăмăр шăматкун

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче çĕршывра иртнĕ «Культурăллă Чăваш ен» акцие республика хастар хутшăннă. Çак асăннă мероприятирен районта пурăнакансем те айккинче юлман. Библиотека, культура учрежденийĕнче тăрăшакансем, ялсенче, район центрĕн- че пурăнакансем, шкул ачисем акцире хастарлăхпа палăрнă. Комсомольски тĕп тата ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Светлана Тимофеева флорист ертсе пынипе «Кĕрхи эрешсем» мастер-класс йĕркеленĕ. Вулав залĕнче вулакансене валли «Культура мулĕсем» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Хырхĕррии ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсен специалисчĕсем алă ĕçĕсен «Ырă алăсен ĕçĕсем» тата «Кĕрхи сăрăсем» куравсем ирттернĕ. Юнтапари Тамара Казакова хăй çырнă «Тăван кил» сăвва илемлĕ шăрантарнă. Асăннă мероприяти шайĕнче Тăманлă Выçли культура çурчĕн ĕçченĕсем «Кĕрхи пуянлăх» курав йĕрк

Пысăка хурса хакланă

Кăçалхи хĕл кунĕсенче Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен Александра Филипповăпа Дарья Порфирьева Л.Г.Белкова вожатăй ертсе пынипе агитациллĕ кĕске роликсем ÿкернĕччĕ. Унпа вĕсем республика шайĕнче иртнĕ «Лучший агитационный ролик на тему пожарной безопасности в социальных сетях» конкурса хутшăнчĕç. Хĕр ачасен хăйсен ĕçĕнче пушар хăрушлăхĕнчен асăрханас, кăткăс лару-тăрура халăха кирлĕ пек тытма хăнăхтарас тата Интернет урлă ОБЖ предметне вĕрентес ыйтусене кăтартса памалла пулнă. Пĕлÿ кунĕ умĕн конкурса килнĕ ĕçсене Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар сыхлавĕн обществин сотрудникĕсем тата республикăри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕсем пăхса тухнă. Вĕсем маттур вĕренекенсен ĕçне пыс

Детский сад – первое звено в системе образования

«Приручить» вулкан и поселить его в лаборатории? Легко! Вырастить зелень в «космической» оранжерее? Запросто! Собрать маленького, но почти настоящего робота? Без проблем! И все это делают не ученые, не инженеры и даже не студенты, а дети. Детские сады сегодня – полноправные участники образовательного процесса, где решение проблемы занятости родителей является лишь одной из решаемых задач. — Кардинальные изменения в области дошкольного образования начались относительно недавно, с принятием Государственной программы «Развитие образования на 2013—2020 годы», которая предусматривала формирование качественной предметно-развивающей среды в дошкольных учреждениях и эффективной системы психолого-педагогической экспертизы учебного процесса для развития способностей каждого ребенка, — объясняет ви
Кашни киле — хаçат-журнал

Кашни киле — хаçат-журнал

Çыннăн ĕçĕ çынна курăнмасть теççĕ. Чăнах та кашнинех хăйĕн ĕçĕ чи кирли, кăткăсси йывăрри пек туйăнать. Почтальонсен ĕçне илес пулсан — вăл тĕрлĕ енлĕхпе палăрса тăрать. Хаçат-журнал, корреспонденци валеçнисĕр пуçне вĕсен периодика кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн тата ытти тÿлевсене, посылкăсемпе çыру-телеграмма йышăнмалла е ямалла, пенси укçи валеçмелле — пĕтĕмпе каласа та пĕтерейместĕн. Унсăр пуçне сумки-сумкипе сутмалли тавар йăтмалла. Мĕн чухлĕ вăй, чăтăм тата сывлăх кирлĕ почта уйрăмĕн ĕçченĕсене! Урмаел почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем тивĕçĕсене яваплă та туллин пурнăçлаççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп тесе шутлатăп. Гузель Хисамутдинова почта уйрăмĕн начальникĕ, Рания Шайдуллина оператор, Кадрия Зейдуковапа Фения Салахутдинова, Диляра Хамдиева ĕçч

Ачасемпе мăнуксен ăшши – чи хакли

Çак кунсенче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Рева Игнатьевна Чемешева 90 çулхи юбилейне уявланă. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова юбиляра саламласа РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çырăвне çитернĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Осиповăн ячĕпе парнепе чысланă. Рева Игнатьевна хăнана пÿрт умне тухса савăк кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексен çыххисем, апат-çимĕçпе йăтăнса тăракан сĕтел, пÿрт тулли тăван-пĕтенсем — çакă мар-и-ха чăн телей? Юбиляра юратни, хаклани, савăнтарма тăрăшни туйăнсах тăрать. Çак тĕлĕнмелле хĕрарăм пурнăç тăршшĕпе хура-шурне сахал мар курнă. Вăл Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă, шкулта вĕреннĕ, ашшĕ-амăшне кил хуçалăхĕнчи ĕçсемпе мĕн пĕчĕкрен пулăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Рева 11 çулти хĕрача пулнă. Ытти ачасем пекех вăл çак й

Юсав валли укçа уйăрнă

Иртнĕ уйăхра çанталăк условийĕсене пула, вăйлă çил тухни Кĕçĕн Каçалти культура çурчĕн çивиттине пысăк сиен кÿнĕ. Çавăнпа та тÿрех вырăна çитнĕ комисси лару-тăрупа паллашнă хыççăн, вăраха ямасăр юсав ĕçĕсене пурнăçламаллине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов лару-тăрăва пĕрле сÿтсе явнă, юсав ĕçĕсене ирттермелли майсене пăхса тухнă. Тăхтаса тăмасăрах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе пулăшу кÿме ыйтса çырнă. Халĕ вара Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакансене ырă хыпар пĕлтерме васкатпăр, республикăри резерв фондĕнчен культура çурчĕн çивиттине витме 2 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Çитес кунсенче аукцион иртет, строительство ĕçне кам пурнăçласси паллă пулать. Çавăнпа та ĕçе кĕске вăхăт хушшинче, çак
Ултавçăсенчен сыхланăр!

Ултавçăсенчен сыхланăр!

Çынпа çын тĕл пулмасăр паян анлă сарăлнă преступленисенчен пĕри — укçа вăрлас тĕлĕшпе улталани тата тĕрĕс мар ăнлантарса аташтарса яни. Нумай чухне ултавçăсем банксен клиенчĕсем патне «банксен хăрушсăрлăх служби» е «финанс мониторингĕн служби» тесе шăнкăравлаççĕ. Ку чухне банк карттипе шанчăксăртарах операци _ тавар туянма, картта çинчи укçана илме тата куçарма — тума тăнине пĕлтереççĕ. Картта çинчи укçа-тенке упраса хăварас тĕлĕшпе мошенниксем çынна хушма операцисем тума сĕнеççĕ. Çынсемпе çыхăнмалли телефон номерĕсене тата ытти вăрттăн информацие ултавçăсем даркнет пĕрлештернĕ никĕсĕнче, Интернетăн вăрттăн тытăмĕнче, туянаççĕ е Пĕтĕм тĕнчери анлăшĕнче ирĕклĕнех вырнаçнăран тупаççĕ. Нумай чухне мошенниксем +7/495/******* /Мускав хулипе çыхăнмалли код/ усă кураççĕ. Ултавçăсем банк карттин