Суббота, 20 апреля

Образование

Анне ăшши чи хакли

Анне ăшши чи хакли

Анне... Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ачашлăх, çепĕçлĕх пытаннă. Çут тĕнчери кашни чĕрĕ чун хăйĕн амăшне юратать: çын та, кайăк-кĕшĕк те, чĕрчун та. Анне çинчен поэтсем чуна пырса тивмелли сăвăсем, писательсем пин-пин калавпа повеç, композиторсем илемлĕ юрăсем çыраççĕ. Эпĕ хамăн аннене, Ольга Вячеславовнăна, питĕ юрататăп. Вăл тĕлĕнмелле илемлĕ, пултаруллă, ĕçчен хĕрарăм. Кăмăлĕ питĕ ырă манăн аннен. Вăл кашни тĕл пулаканах ырă кун, сывлăх сунмасăр иртсе каймасть, яланах ăшă кулă парнелет. Пулăшу ыйтаканран нихăçан та пăрăнса утмасть. Пирĕн килте сĕтел çинче яланах тутлă апат-çимĕç, пахчара илемлĕ чечексем, улма-çырла çитĕнеççĕ. Çакă пĕтĕмпех анне тăрăшнипе пулать. Манăн анне пур енчен те пултаруллă. Футбол, хоккей вăййисене вылять. Илемлĕ юрлать, хитре ÿкерчĕксем ÿкерет. Спорт ăмăртăвĕсе
Манăн асанне

Манăн асанне

Эпĕ сире хамăн юратнă асанне, Валентина Васильевна Андреева, çинчен каласа парасшăн. Манăн асанне вăтам ÿсĕмри çын. Халĕ вăл 63 çулта. Асанне вăтам пÿллĕ, туллирех кĕлеткеллĕ, çутă сенкер куçлă, çутă сарă çÿçлĕ. Вăл Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăманлă Выçли шкулĕнче 10 класс пĕтерсен асанне малалла вĕренме кайман. Вăл тÿрех çак ялти кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, 53 çула çитичченех çак ĕçре тăрăшнă вăл. Хăйĕн ĕçне лайăх тата тĕплĕ туса пынăшăн «Почетный строитель» медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Асанне питĕ ăшă чунлă, тарават. Вăл çыннăн нуши-тертне лайăх ăнланать. Кирлĕ чухне канаш парса пулăшать. Асаннен сасси питĕ уçă. Вăл юрлама та питĕ ăста. Çамрăкрах чухне вăл ялти клуба юрлама çÿренĕ, концертсене хутшăннă. Асанне çак ялта çуралса ÿснĕ Владимир Анд
Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Альметьевск хулинче триатлон /акватлон/ енĕпе Тутарстан Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, çав шутра Чăваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Киров, Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавран тата ытти çĕртен те спортсменсем хутшăнчĕç. Комсомольскинчи «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан çамрăк акватлонистсем те çак ăмăртуран айккинче юлмарĕç. Тупăшу ачасен ÿсĕмне кура тĕрлĕ ушкăнсенче иртрĕ. Пирĕн спортсменсем район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç. Раиль Айзетов Тутарстан Республикин чемпионĕ пулса тăчĕ. Рамина Салихова, Анастасия Сумзина — иккĕмĕш, Ралина Салихова виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлатпăр. Шел пулин те, коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва пула республика тата Раççей ша- йĕнчи чылай ăмăртăва ирт

Манăн анне – медсестра

Манăн анне, Инна Федоровна — медсестра. Вăл ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Унăн тивĕçĕ питĕ яваплă. Анне ялта пурăнакансем чирлесен пĕрремĕш пулăшу парать, вĕсене уколсем туса хăвăртрах сывалма, ыратнине çăмăллатма пулăшать тата прививка нумай тăвать. Çав вăхăтрах вăл отчет тумалли журнала та даннăйсене вăхăтра кĕртсе тултарса тăрать. Хальхи вăхăтра коронавирус сарăлнине пула медицина ĕçченĕсене çăмăл мар, ĕçĕ те нумайланать. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе нумай-нумай çыннăн пурнăçне хăтараççĕ. Çак чир никама та шеллемест, пĕчĕккисене те, ваттисене те нушалантарать. Эпир те коронавируспа чирлерĕмĕр. Ун чухне анне пире питĕ тăрăшса пăхрĕ, сыватрĕ. Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп. Вăл çынсене пулăшу паракан професси суйласа илнĕшĕн, хăйĕн тивĕçĕсене яваплă пурнăçланăшăн мăнаçланатăп. А
Пирĕн çемье

Пирĕн çемье

Эпир килте виççĕн пурăнатпăр. Атте, анне тата эпĕ. Аслă аппасем — Таньăпа Наташа — хулара пурăнаççĕ. Вĕсем канмалли кунсенче хăнана килсен эпĕ питĕ савăнатăп. Манăн атте, Сергей Васильевич, «Слава картофелю» агрофирмăра хуралçăра ĕçлет. Вăл объекта тата пурлăха сыхлать, кĕрсе тухакансен докуменчĕсене тĕрĕслет. Çĕрулми тата кишĕр складĕнче пахча çимĕçсене те пăхса тăрать. Атте хăйĕн тивĕçĕсене питĕ яваплă пурнăçлать. Вăл хăйĕн ĕç вăхăтĕнче çĕрĕпе те çывăрмасть. Çавăнпа вĕсене сменăпа ĕçлеттереççĕ. Пушă вăхăтра ман атте ухутана, пулла çÿреме юратать. Унăн аллисем те питĕ ăста. Атте тĕрлĕ япаласем юсама лайăх пĕлет. Кăçатă тĕплемелле пулсан вăл — чи маçтăрри. Манăн анне, Елена Николаевна, апат-çимĕç питĕ тутлă хатĕрлет. Вăл пĕçернĕ кукăле тутанса пăхсан чĕлхене те çăтса яма пулать. Анне Çĕн
Тĕрлĕ мероприятие çитме пулать

Тĕрлĕ мероприятие çитме пулать

«Пушкин картти» — çамрăксене паракан ятарлă банк картти. Унпа усă курса театрсемпе музейсене, куравсемпе концертсене валли билет туянма пулать. Карттăна 14 çултан пуçласа 22 çулхи çамрăксем илме пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çак карттăна илсен кĕтнĕ культура мероприятине çăмăллăнах лекме пулать. Проекта сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ, унтанпа хăшĕ-пĕрисем унпа усă курма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те çак карттăна илме пултарчĕç. Çав шутра эпĕ те ăна илме шухăшларăм. Халĕ манăн карта çинче 3 пин тенкĕ. 2022 çулта ку суммăна 5 пин тенкĕ таран ÿстересшĕн. Ман шутпа, çамрăксемшĕн, вĕсен ашшĕ- амăшĕшĕн ку питĕ курăмлă пулăшу. Çапла майпа культура мероприятийĕсене укçа-тенкĕ тăкакламасăрах кайса курма пулать-çке. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче эпĕ Чăв
Олимпиадăсене хутшăнатпăр

Олимпиадăсене хутшăнатпăр

Эпĕ 7-мĕш класа куçрăм. Вĕренÿ кунĕсем пуçланнă май пире кăçал олимпиадăсем пуласса пĕлтерчĕç. Тĕрлĕрен предметсемпе пулса иртрĕç вĕсем: чăваш чĕлхи, тăван ен культури, вырăс чĕлхипе литератури, экономика, физика тата ытти те. Нумайăшне инçет мелпе йĕркелерĕç. Олимпиадăсем пуçланасси çинчен илтсен пирĕн класс ачисем савăнсах кайрĕç, пурте хутшăнасшăн пулчĕç. Кам тăван чĕлхепе, кам математикăпа пĕлĕвне тĕрĕслесшĕн — пурте ĕçлеççĕ, хатĕрленеççĕ. Эпĕ те олимпиадăсене пикенсех хатĕрлентĕм. Эпир, 7-мĕш класс ачисем, пуçласа кун пек ĕçе хутшăнатпăр. Çакă пире пăртак хăратрĕ те. Йывăр пулать-ши е çăмăл? Кам-кам рейтинга кĕреет? Юпа уйăхĕ çитсен олимпиадăсен шкул тапхăрĕ пуçланчĕ. Тĕрлĕ предметсемпе пĕрин хыççăн тепри иртрĕç вĕсем. Пурте питĕ тăрăшрĕç, вăхăт мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕмĕр. Ик
Манăн хобби — ÿкересси

Манăн хобби — ÿкересси

Кашни çыннăн вĕренÿрен е ĕçрен пушă вăхăт пур. Ăна тĕрлĕрен ирттерме пулать. Нумайăшĕ вара çак вăхăта усăллă йĕркелеме пĕлмеççĕ — пĕрмай компьютерпа е телефонпа лараççĕ. Эпĕ тĕрлĕ япалапа интересленетĕп. Пуринчен те ытларах ÿкерме юрататăп. Хут листи тĕрлĕ сăнарсемпе тулнă май эпĕ шухăша вĕçтерсе таçта та «çитетĕп». Уйрăмах мана çутçанталăка, тĕрлĕ пулăмсене сăнарлама тата абстрактлă ÿкерчĕксем шутласа кăларма килĕшет. Эпĕ хамăн ĕçсенче тĕрлĕ сăрăсемпе те, ручкăпа та усă куратăп. Манăн лайăх ÿнерçĕ пулас килет. Çавăнпа эпĕ ÿкермелли тĕрлĕ мелсем çинчен вуласа пĕлетĕп, вĕсемпе усă курма хăнăхатăп. Ÿкересси — мана савăнăç паракан, кăмăла каякан чи лайăх ĕç. Манăн ытти шкулсенче вĕренекен ачасем мĕнпе интересленнине те пĕлес килет. Анастасия Албутова, 7-мĕш класс.
Ачасене çутçанталăка юратма вĕрентер

Ачасене çутçанталăка юратма вĕрентер

Пурне те пĕлме юратакан ача-пăча пире, аслисене тăтăшах тĕрлĕ ыйтусем парать. Çивĕч ăс-тăнлăскерсен пĕтĕмпех пĕлес килет. Вĕсем çут çанталăкри пулăмсемпе те питĕ кăсăкланаççĕ. «Çулçăсем мĕншĕн çулла симĕс, кĕркунне саралаççĕ е хĕрелеççĕ?», «Кукша пуç мĕншĕн ирхине уçăлать, каçхине хупăнать?», «Хĕлле мĕншĕн юр çăвать, çулла — çумăр?» тата ытти те. Пирĕн, аслă ăрури çынсен, ачалăх аса килсен куç умне тÿрех кÿлĕре шыва кĕни, вăрманта çырла е кăмпа пуçтарни тухса тăрать. Ачасем çут çанталăка юратчăр тата упрама хăнăхчăр, кашни тапхăрти пулăмсене ăнланма вĕренччĕр тесен ашшĕ-амăшĕсен вĕсемпе мĕн пĕчĕкрен уй-хирте, вăрманта, шыв хĕрринче, паркра ытларах пулма тăрăшмалла. Уçăлса çÿренĕ чухне тавралăха сăнама вĕрентмелле, ыйтăвĕсем çине тулли хурав пама тăрăшмалла, ырă тĕслĕх кăтартмалла. «Пăх-ха
Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕ чи çамрăккисенчен пĕри. Вăл 2013 çулта ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун унта 190 ача 8 ушкăна çÿрет. Центртан çеç мар таврари ялсенче те ашшĕ-амăшĕ пепкисене илсе килет. Ачасем тивĕçлĕ воспитани илччĕр, хăтлă та тирпейлĕ пÿлĕмсенче кун кунлаччĕр, тутă та сывлăхлă ÿсчĕр тесе 40 ытла ĕçчен тăрăшать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçĕнче чылайранпа. А.Н.Албутова заведующи, Г.Ф. Молокова аслă воспитатель акă, садике хута янă вăхăтрах кунта тăрăшнă. В.Н.Никифорова, О.П.Григорьева, А.П.Боровкова воспитательсем те хăйсен ĕç-хĕлне ача-пăчапа çыхăнтарнăранпа нумай вăхăт иртнĕ. А.А.Камальдинова, В.В.Чубукова, И.С.Акшева воспитателе пулăшакансем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Коллективра çамрăксем те сахал мар. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăш