Образование

Кадетсем конкурсра çĕнтернĕ

Кадетсем конкурсра çĕнтернĕ

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Канашри культура керменĕнче "Çĕнтерÿ çăлтăрĕсем" республика фестивалĕн бал ташшин зонăри VI-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Канаш, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай, Комсомольски районĕсенчен тата Канаш хулинчен 12 кадет класĕ хутшăннă. Пирĕн районтан конкурса хутшăннă 5-мĕш тата 6-мĕш кадет класĕсен командисем икĕ номинацире ыттисене кая хăварнă. Пĕтĕмĕшле пирĕн команда 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.  
Район команди – малтисен йышĕнче

Район команди – малтисен йышĕнче

Мартăн 31-мĕшĕнче Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче армрестлингпа 16—18 çулсенчи юниорсем хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 17 спортсменран тăракан пирĕн район команди те хутшăннă. Командăна "Кĕтне" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ. Команда район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Алмаз Диканеевпа Нияз Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/ хăйсен виçисенче 2-мĕш вырăна тухнă. Ирек Шарафутдинов, Диляра Хамбикова /Урмаел вăтам шкулĕ/, Айсылу Хаертдинова /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Анастасия Тихонова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Анастасия Пыркина /Шурут вăтам шкулĕ/, Эльмира Хамидуллова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тухнă. Вĕсем пурте çитĕннисен пĕрремĕш категорийĕн нормативне тултарма пултарнă

Пирĕн команда — çĕнтерÿçĕ

Мартăн 23-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 3-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Республикин акватлон чемпионачĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Н.С.Сахров тренер-преподаватель, РФ хисеплĕ вĕренÿ ĕçченĕ ертсе пыракан команда та хутшăннă. "Кĕтне" спорт шкулĕнче хатĕрленекенсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă, республикăри районсемпе хуласен командисем хушшинче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Диас Айзетовпа Александра Мамуткина Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăнă. Анастасия Лепешкина, Анастасия Сумзина, Кирилл Денисов тата Кирилл Кузьмин призерсен шутне кĕнĕ. Палăртса хăварас килет: Кирилл Денисов спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарма пултарнă. Çавăн пекех Анастасия Сумзина, Диас Айзетов, Ильяс Айзетов, Никита Лепешкин, Иван Кузьмин çитĕннисен 1-мĕш спорт разрядне тултарнă. Пирĕн маттур та пулт
Канăва усăллă йĕркелер

Канăва усăллă йĕркелер

Ачасен хула тулашĕнчи сывлăх сыхлав лагерĕсене путевкăсем туянма ыйтса çырнă ыйтусен кампанийĕ Чăваш Енре мартăн 30-мĕшĕнчен старт илет. Лагерьсене каймалли заявленисене пĕрлĕхлĕ автоматизациленĕ тытăм урлă тăватă тапхăрпа пухаççĕ, шута илеççĕ, пăхса тухаççĕ: — социаллă центрсем мартăн 30-мĕшĕнчен йывăр шăпаллă ачасене путевкăсем пама пуçлаççĕ; — апрелĕн 6-мĕшĕнчен Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи, Канаш районĕнчи шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнма пуçлаççĕ; — апрелĕн 13-мĕшĕнчен Шупашкар хулинчи шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнаççĕ; — апрелĕн 20-мĕшĕнчен районсенчи тата республикăри пĕчĕк хуласенчи шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнаççĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсенче 21 кун канмалли путевкăсен хакĕ — 149
Петр Матросов парнисене тивĕçрĕç

Петр Матросов парнисене тивĕçрĕç

Мартăн 23-мĕшĕнче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пысăк ăмăртăвĕ пулчĕ. Кашни çулах йĕркелекен турнира районта пуçласа классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелесе янă пĕрремĕш кĕрешÿçĕсене хатĕрленĕ ентешĕмĕр Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттереççĕ. Турнира уçнă çĕре район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, "Кĕтне" ентешлĕх представителĕ Александр Капитонов, турнир пуçаруçи, спорт ветеранĕ Петр Матросов хутшăнчĕç. Вĕсем ăмăртăва килсе çитнисене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Петр Матросов Мускав хулинче тĕпленнĕ. Спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ сакăр теçетке çулран каçнă пулсассăн та, инçе çула кĕскетсе, кашни çулах ăмăртăва çитет. Петр Георгиевич ăмăртусене тăван тăрăхра
Çулталăк воспитателĕ

Çулталăк воспитателĕ

Шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракансем çулсеренех професси ăсталăхне тĕрлĕ шайри конкурссенче кăтартаççĕ. "Çулталăк воспитателĕ — 2019" районти конкурсра кăçал 5 педагог тупăшнă. Конкурс "Радуга" ача садĕнче иртнĕ. Жюри членĕсем воспитательсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне хакланă. Пилĕк педагогран чи маттурри Т.А. Шеверова пулнă. Вăл — "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ. Ачасене тарăн та паха воспитани парас тесе чылай çул ĕçе васкать. "Пучах" ача сачĕн учитель-логопечĕ З.С.Низамова конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. А.П.Чаркина /"Радуга" ача сачĕ/ виççĕмĕш вырăнпа палăрнă. Т.КАРИМУЛЛИНА.  
Йошкао-Оларан çĕнтерÿпе таврăннă

Йошкао-Оларан çĕнтерÿпе таврăннă

Районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Мария Долгова тренер ертсе пыракан фитнес-аэробика секцине çÿрекенсем республикăра тата унăн тулашĕнче йĕркелекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Хĕрачасем ăмăртусенчен çĕнтерÿпе пĕрре кăна мар таврăнаççĕ. Акă, мартăн 24-мĕшĕнче Йошкар-Ола хулинче иртнĕ ăмăртура "Свит Бейби" аэробика дисциплинăра 1-мĕш вырăн, степ-аэробика дисциплинăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕсене Кубок, Хисеп грамотисемпе медальсем парса чысланă. "Дрим Тим" команда 2-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Ку, паллах, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕн Мария Долгован, ачасен, ашшĕ-амăшĕн пысăк çитĕнĕвĕ. Спортсменсем район чысне республика тулашĕнче çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă. "Манăн воспитанниксем чи маттуррисем пулни савăнтарать. Çĕнтерÿ патне çитме вара сахал мар тар
Çыравçăпа тĕл пулнă

Çыравçăпа тĕл пулнă

Районти ача-пăча библиотекинче поэтессăпа, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕпе Алевтина Корочковăпа тĕлпулу ирттерчĕç. Унта Комсомольскинчи "Радуга" ача садне çÿрекенсем те хутшăнчĕç. Поэтесса хăйĕн пултарулăхĕ, хăçан пĕрремĕш сăввисене çырни çинчен каласа пачĕ. Ачасем темĕнле интереслĕ лару-тăрăва та лекеççĕ. Çакăн пек самантсене асăрхаса А. Корочкова вĕсене сăвăсенче уçса парать те. Çапла поэтессăн сăвă пуххисем çуралаççĕ. Алевтина Ревовна ачасене хăйĕн "Удивительный компот", "Листиковый дождик", "Сказка о тигренке" кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа пачĕ. Ачасем çавăн пекех тĕрлĕ сăмахсем патне рифмăсем тупмалла та вылярĕç. Пуçтарăннисем çыравçăна интереслĕ тĕлпулушăн тав турĕç, пултарулăхра малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕç. Ачасем те Алевтина Ревовна валли парне хатĕ
Пуян та интереслĕ курав

Пуян та интереслĕ курав

Район 80 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн çуртĕнче чăваш художникĕсен ĕçĕсен "Тăван ен çăлкуçĕсем" куравĕ иртет. Унта пирĕн районтан тухнă профессионал-ÿнерçĕсен тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнер факультечĕн магистратуринче вĕренекен студентсен 70 ытла ĕçĕпе паллашма май пур. Вĕсене пейзаж, портрет, натюрморт жанрĕсемпе ÿкернĕ. Куравра РФ тава тивĕçлĕ художникĕн, ЧР халăх художникĕн, "Кĕтне" ентешлĕхĕн хисеплĕ членĕн Миша Григорянăн, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Василий Васильевăн, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсен Вагиз Камалетдиновпа Викентий Лукияновăн, Борис Григорьевăн тата Мария Григорьева, Диана Лукиянова, Алла Зайцева, Диля Камалетдинова ЧППУ студенчĕсен ĕçĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Пысăк юбилей умĕн пирĕн район ÿнерçĕсемшĕн чăн-чăн пултарулăх мастерскойĕ пулса тăчĕ. Кура
Чи лайăх кĕнекесене вулар-и?

Чи лайăх кĕнекесене вулар-и?

Ачасен канăвне усăллă та хаваслă ирттересси — аслисен тивĕçĕ. Вĕренекенсем çуркуннехи каникулта пулнă май, çак вăхăта уйрăмах асра юлмалла тата усăллă ирттерни паха. Компьютер умĕнче выляса ларни, урамра çапкаланни усă кÿменнине кашни ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет. Çавăнпа та ачасене ытларах кĕнекепе туслаштарасчĕ, çырма-вулама явăçтарасчĕ. Библиотекăра та вăхăта усăллă ирттерме пулать. Кăмăл пулсассăн унта темĕн тĕрлĕ хаçат-журналпа, кĕнекепе паллашма пулать. Сăмахран, çак кунсенче çеç Чăваш кĕнеке издательстви ачасене вуламалли чи лайăх 6 кĕнекене палăртнă. Тĕслĕхрен, Светлана Гордееван "Буквы в букете" сăвăсен пуххи чи пĕчĕк кĕнеке тусĕсемшĕн интереслĕ пулĕ. Кунта алфавитпа туллин паллаштарнă. Швеци писателĕн Астрид Линдгренăн произведенийĕсене чăвашла куçарса хатĕрленĕ. Эмиль геройпа паллашт