Образование

Мини-футболла выляççĕ

Мини-футболла выляççĕ

Хальхи вăхăтра шкул ачисен вĕренÿ çине питĕ нумай тимлĕх уйăрма тивет. Çавна май вĕсен чупма-выляма, тĕрлĕ хускану тума вăхăчĕ сахал юлать. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Раççей футбол союзĕ тата Мини-футбол ассоциацийĕ "Мини-футбол — шкула" проект хатĕрленĕ. Вăл çĕршывра футбол вăййине аталантарас программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çак проектран айккинче тăрса юлас темен. Вĕсем хăйсен командине проектра регистрациленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисем мини-футболла выляс ăсталăхне аталантараççĕ.  
Как научить ребенка различать цвета?

Как научить ребенка различать цвета?

С какого возраста ребенок может различать и называть цвет? Попробуем разобраться вместе. Все дети с раннего детства замечают и видят, что цвета не одинаковые. Но запоминать названия цветов дети учатся уже после того, как научились говорить. Если с младенчества с малышом занимались, к 3-м годам он может уже называть основные цвета, узнавать их, отделять от других, но абсолютная норма в том, что в три года ребенок может ошибаться и путаться в названиях цветов. Как научить ребенка узнавать цвета?  Во-первых, начните с акцентирования внимания на цвете предметов, затем перейдите к сортировке предметов по цвету. Малыш не сможет выучить цвета, если вы просто будете называть, что какого цвета, необходимо дать ему понять, что существуют разные цвета. После того, как ребенок освоит основные

Ача сасси чи илемли, мĕн пур тата унран ырри!

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче районти ачасен пултарулăх ушкăнĕсен "Ача-пăча сасси" фестиваль-конкурсăн юрри-ташши тепĕр хут янăрарĕ. Аслă Чурачăкри "Тевет" фольклор ушкăнĕн ачисем уява уçрĕç. Конкурсантсене Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ф.А.Гибатдинов ăнăçу сунчĕ. Сцена çине чăваш, тутар, вырăс тумĕсем тăхăннă пĕчĕк артистсем пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Фестиваль-конкурса районти тĕрлĕ çулхи ачасен 60 яхăн пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем те юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхĕсемпе тыткăнларĕç куракансене. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттур, пултаруллă коллективсене тĕрлĕ номинацисенче Дипломсемпе ч

Малти вырăнсене йышăннă

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта автомоделировани спорчĕпе тата бронетанк техникин радиотехника мелĕсемпе тытса пыракан автомоделĕсен республика ăмăртăвĕсем иртнĕ. Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Автомоделировани спорчĕн "RC DRIFT" класĕнче Даниил Маргиданов — 2-мĕш вырăна, Борис Маштанов 3-мĕш вырăна тухнă. "Кольцевые гонки" номинацире Даниил Маргидановпа Борис Маштановăн моделĕсем 2-мĕш вырăнта пулнă. "Танк биатлонĕ" номинацире Даниил Маргиданов — 1-мĕш вырăна, Борис Маштанов 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр. В.САЛАЕВ.  

Ача сачĕ – 50 çулта

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Вăл васкать, чупать, никама та кĕтмест. Вăхăтран юлса е малта пыма кирлĕ мар. Вăхăтпа тан утмалла, хăв суйласа илнĕ профессие юратмалла, пурнăçпа киленмелле. Комсомольски ялĕнче пирĕн юратнă ача сачĕ вырнаçнă. "Рябинушка" тесен чылайăшĕн чĕринче ăшă аса илÿсем çуралаççĕ пулĕ. Аса илер-ха, ăçтан пуçланса кайнă вăл; "Рябинушка" ясли 1969 çулта уçăлнă. Унăн заведующийĕ Валентина Николаевна Максимова пулнă. Вăл ку ĕçре 1998 çулхи июльччен тăрăшнă, унтан тивĕçлĕ канăва кайнă. 1971 çулта ясли валли 30 вырăнлăх типлă çурт туса хунă. Тепĕр çулхине ун çумне пристрой хăпартнă. Лидия Ивановна Лапшина, Нина Макаровна Митюкова, Галина Николаевна Николаева /Горшкова/, Галина Васильевна Муравьева воспитательте тăрăшнă. Вера Семеновна Буслаева, Мавра Васильевна Голубева, Зинаи
Чи çамрăк шкулăн — юбилей

Чи çамрăк шкулăн — юбилей

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ — районти чи çамрăккисенчен пĕри. Ăна хута янăранпа кăçал 25 çул çитрĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче шкул пурнăçĕнче чылай паллă пулăмсем пулса иртнĕ. Районти чи пысăк шкулсенчен пĕри пулнăран пĕлÿ çуртĕнче вĕрентÿпе воспитани çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкулта анлă тавра курăмлă, пултаруллă та ĕçчен педагогсем вăй хураççĕ. Çакна ачасем район шайĕнче çеç мар, республикăпа регион шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илни те çирĕплетет. Малтанхи ертÿçĕсен тÿпи те пур паянхи шкул пурнăçĕнче. Пирваях шкул директорĕнче А.Я.Орлов вăй хунă, шкул историйĕнче пуçласа утăмсем тума пулăшнă. Каярах Т.П.Иванова, Г.Е.Длинов тăрăшнă. Паянхи кун шкула Е.Н.Савельев ертсе пырать. Юбилее шкул коллективĕ октябрĕн 26-мĕшĕнче паллă турĕ. Шкул ачисемпе вĕренте
Тимлĕ пулăр – каникулсем!

Тимлĕ пулăр – каникулсем!

Октябрĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă çак оперативлă профилактика операцийĕ ноябрĕн 5-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ — кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, çул-йĕр çинчи инкексенчен асăрхаттарасси. ÿÇак тапхăрта çул-йĕр инспекторĕсем районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене хутшăнаççĕ, ачасемпе курнăçаççĕ. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, педагогсем! Ачасем çул-йĕр çинче е ытти вырăнта инкек ан тÿсчĕр тесен вĕсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттерсех тăмалла. Ачана правилăсене тĕрĕс тата витĕмлĕ ăнлантарни унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма май панине асрах тытар. Вĕренекенсем шкул хыççăн тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çÿренĕрен киле тĕттĕм пулсан таврăннă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та ачан тумĕ, шкул сумки çине е ытти вырăна çутта хирĕç çутатакан ха
Чире парăнма çуралман

Чире парăнма çуралман

Ачасен сывлăхĕ — çĕршыв малашлăхĕ, çавăнпа та вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн вĕсене сывлăхне упрама кирлине ăнлантарма тăрăшмалла. Сывлăхран хакли нимĕн те çук, теççĕ ваттисем. Cывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме — тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Сывлăх теми хальхи вăхăтра шкул пурнăçĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ темелле. Шел пулин те, вĕренекенсем хушшинче çирĕп сывлăхлă ачасем сахал. Çакă чи малтанах вĕренÿ калăпăшĕ ÿснипе, телевизорпа компьютер умĕнче нумай ларнипе, ачасем сывлăхне сиенлĕ йăла-йĕркесемпе наркăмăшланипе, сахал хускалнипе çыхăннă. Çавăнпа та шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри ачасен сывлăхне çирĕплетесси, упрама вĕрентесси пулмалла. Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнче тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Сывлăха çирĕплетес, сыхлас ыйтăва тĕр

Хут çĕленсем вĕçрĕç тÿпере

Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсенчен чылайăшĕ технологи кружокне çÿресе тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренет. Нумаях пулмасть вĕсем Муркаш районĕнче А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубока çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче иртекен спортпа техника тата ĕçлев спорт тĕсĕсен XVI спартакиадипе килĕшÿллĕн иртекен "Хут çĕленсем" республика фестивальне хутшăннă. Пурĕ фестивальте 9 команда тупăшнă. Вĕсем хушшинче пирĕн команда хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса панă. Даниил Маргиданов "Демонстраци моделĕ — чăваш эпика персонажĕ" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă, "Ертсе пыма пулакан хут çĕленсем" номинацире 2-мĕш вырăна тухнă. Борис Маштанов "Эксперимент моделĕ" номинацире 2-мĕш пулнă. Владимир Фадеев "Лаптак хут çĕленсем" номинацире 4-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, команда 4-мĕш вырăна тухма пу

Шкул — 25 çулта

1994 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕсем пĕрремĕш хут уçăлса ачасене йыхравланă. 25 çул ĕнтĕ вăл ачасене кĕтсе илет, вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Чĕрĕк ĕмĕрте 1458 вĕренекен çак шкултан вĕренсе тухнă, вĕсенчен 81-шĕ — ылтăн медале, 79-шĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Паянхи кун шкула 16 ялти ачасем çÿреççĕ. Пурĕ кунта — 477 вĕренекен. Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисен пĕр ушкăнĕ ĕçлет. Шкулта — 32 педагог, вĕсенчен чылайăшĕ 25 çул тăршшĕпех кунта тăрăшать. Вĕсен йышĕнче: Л.П.Абрамова, Л.В.Алексеева, Л.П.Алексеева, И.Х.Басырова, Ф.В.Гаврилов, С.Г.Индюкова, В.Г.Краснова. Кашни педагог çинченех ăшă сăмахсем калама пулать. Вĕсенчен 20-шĕ — аслă, 8-шĕ — пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Шкулта Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ 8 ĕçченĕ, ЧР Культура тава тивĕ