Суббота, 20 апреля

Образование

Пултаруллă хĕр

Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче хастар та пултаруллă хĕр вĕренет. Вăл — Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Валентина Калюканова. Юрлама, ташлама ăста çамрăк вĕренÿре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах хĕр, çемьере аслă ача пулнă май, йăмăкне вĕренÿре, ашшĕ-амăшне кил-çуртра, хуçалăхра вăй çитернĕ таран пулăшать. Валентина тĕрлĕ конкурссемпе проектсене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Пĕлтĕр акă районта ирттернĕ "Шкул пики" конкурса хутшăнса вăл "Вице-мисс" ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Районта кашни çулах иртекен "Туркай вулавĕсем" поэзи фестивалĕнче сăвă илемлĕ вулассипе хĕр — призерсен йышĕнче. Район шайĕнче çеç мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнать хĕр. Унăн портфолио Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе пуян. Нарăсăн 28-мĕшĕнче районта шкул ачисен "EXCELSI
Ачасене — тĕрĕс воспитани

Ачасене — тĕрĕс воспитани

Тăван Çĕршыва юратма вĕрентесси — çитĕнекен ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Патриотла воспитани парассине уçăмлатса çакна каламалла. Ачасем обществăра пулса иртекен ĕçсемпе, культурăпа, историпе кăсăкланччăр тесен условисем туса памалла: — ачасен тавракурăмне аталантарни общество пурнăçне чухласа, тĕрĕс ăнланса хак пама май парать; — обществăра хутшăнса пурăнма хăнăхтарса ÿстересси кулленхи ĕç-пуçра, вăйăпа ĕçре ăс-тăн тата кăмăл-туйăм факторĕсене çыхăнтарса пырса пурнăçланать. Патриотлăх туйăмĕн никĕсĕ шкулчченхи ÿсĕмре хурăнать. Ача садĕнчи патриотла воспитани тĕллевĕ — шкул çулне çитмен ачасене Тăван Çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма хăнăхтарса ÿстересси. Хăй пурăнакан тавралăха, çĕре хисеплеме вĕрентес тесен ачасене мăн асаттесен культу

Олимпиада çĕнтерÿçи

Февралĕн 25-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртнĕ. Мероприятие вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш чĕлхине вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртас, тĕпчев ĕçне хутшăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Регионсем хушшинчи чăваш чĕлхи тата литература олимпиадине 9, 10, 11-мĕш классенче вĕренекенсем, олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата иртнĕ çулхи регионсен шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литература олимпиадин çĕнтерÿçисем, çавăн пекех республика /область/ шайĕнчи олимпиадăсенче 1-мĕш вырăн йышăннă Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи вĕренекенсем хутшăннă. Тупăшура 156 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Регионсем хушшинчи о

Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Февраль уйăхĕнче Афганистанран совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 31 çул çитрĕ. Çак вăрçа Тăманлă Выçли тата Вутлан ялĕсенче çуралса ÿснĕ, шкултан вĕренсе тухнă В.Самаркин, С.Чаев, В.Сорокин, В.Тумаков, В.Крылов, М.Киргизов, В.Морозов хутшăннă. Вăрçă çухатусăр пулман. Виктор Тумаков Афган çĕрĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă. Ăна çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Виктор Тăманлă Выçли шкулĕнче 1973—1981 çулсенче пĕлÿ пухнă. 8 класс хыççăн Куйбышев облаçĕнче вĕреннĕ, "Заря" колхозра трактористра ĕçленĕ. 1984 çулта çар ретне тăнă. В.Тумаков паттăр ентеше асра тытса шкулта çулсерен волейбол турнирĕ иртет. Турнира уçнă çĕре Афган вăрçин ветеранĕсен союзĕн представителĕ Н.Белков, В.Самаркин, В.Крылов, М.Киргизов, В.Сорокин, С.Чаев çитрĕç. Вĕсем паттăр ентеш

Ăмăртура маттур

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Спортсменсем районти ăмăртусенче çеç мар, республика, Раççей шайĕнчи тупăшусенче те палăраççĕ. Нумаях пулмасть Валерий Денисов тата Геннадий Петухов хатĕрленĕ спортсменсем Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă. Ăмăртăва çулсеренех Совет Союзĕн Геройĕ Е.Т.Воробьев ячĕпе йĕркелеççĕ. Кĕрешÿçĕсем ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăннă. Акă, Валерий Денисов воспитанникĕсем — Антон Андреев ăмăртура пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен, Евгений Давыдов 65 килограмлисем хушшинче 3-мĕш вырăнпа палăрнă. Геннадий Петухов тренер вĕренекенĕсем тупăшура 2—3-мĕш вырăнсене йышăннă. Ирина Иванова хăйĕн виçинче иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен, Анастасия Козлова, Даниил Маргиданов, Екатерина Прокопьева ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушши

Çĕнтерĕве манмастпăр нихăçан

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 1-мĕш спорт шкулĕнче авиаци моделĕсен "Çĕнтерĕве манмастпăр ĕмĕрне" республикăри фестивалĕ иртрĕ. Фестивале республикăри 6 муниципалитетри 9 команда, пурĕ 50 участник хутшăнчĕ. Район чысне Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем  хÿтĕлерĕç:  Егор Козлов  /4-мĕш класс/,  Даниил Маргиданов  /7-мĕш класс/,  Борис Маштанов /9-мĕш класс/. Ачасем хăйсен ăсталăхне тăтăшах ÿстереççĕ, шкулта кружока çÿрени çеç çителĕксĕр вĕсене. Çавна май вĕренекенсем республикăра иртекен ăмăртусене, фестивальсене тăтăшах хутшăнма тăрăшаççĕ. Кунта ыттисен ăсталăхĕпе паллашма, вĕсенчен тĕрлĕ вăрттăнлăха хăнăхма пур услови те пур. Унпа пĕрлех Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсенчен хăйсенчен те çĕннине вĕренмелли чылай. "Çĕнтерĕве манмастпăр ĕмĕрне"

Тупăшусенче палăрчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç

Январĕн 23-мĕшĕпе февралĕн 23-мĕшĕсенче Александровка тĕп шкулĕнче хÿтĕлевпе спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Вĕренекенсем шашка, шахмат, теннис вăййисене, тĕл перессине тата ытти тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче волейболла выляса хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Ачасем физкультура вĕрентекенĕ Татьяна Волкова йĕркеленĕ спорт вăййисемпе ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем кăтартрĕç. Февралĕн 14-мĕшĕнче Тăван çĕршыва юратакансен юрăпа сăвă конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсем уйрăмах пуçламăш класра вĕренекен ачасен "Манăн çар" тата "Яланах пултăр хĕвел", 7—8-мĕш классенче вĕренекенсен "Ман асатте", "Хула тăрăх утать салтак", 6-мĕш класра вĕренекен А.Зайцеван "Сывлăх сунатăп, анне" юррисене пысăк хак пачĕç. Сăвă калассипе малти выр

Кайăксем валли – сырăшсем

Çынсен пурнăçĕнче кайăксем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вĕçсе вĕсем ÿсентăран вăррисене таврана сарма пулăшаççĕ. Чылайăшĕ хăйсен сассипе савăнтараççĕ. Кайăксем пулмасан, таврари вăрмансене, пахчасемпе садсенчи çимĕç паракан йывăçсене, уй-хирти тырпула тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă кĕске вăхăт хушшинчех пĕтерсе хума пултарать. Юлашки вăхăтра, наукăпа техника çав тери хăвăрт аталанса пынă май, кайăксене йывăр килет. Вăрмансене нумай касни, хуласем пысăкланни, уй-хирпе вăрмансенче хурт-кăпшанкăна хирĕç химиллĕ препаратсемпе кĕрешни, удобренисемпе усă курни кайăксемшĕн сиенлĕ. Хĕллехи вăхăтра кайăксене уйрăмах йывăр. Кун кĕске пирки апат шыраса тупма ĕлкĕреймеççĕ. Уйрăмах юр нумай çуса лартнă чухне çимелли тупма йывăр вĕсене. Çакна шута илсе Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ çумĕнчи кĕ

Музейре пултăмăр

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн ачисем каникул вăхăтĕнче Шуршăл ялĕнчи космонавтика музейĕнче пулса курчĕç. Музей çурчĕ хăтлă, тирпейлĕ. Вăл пирĕн çĕршыври хăнасене çеç мар, чикĕ леш енчисене те йышăнать. Кунта паллă ентешĕн пурнăçĕпе, космос вĕçевĕсемпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ экспонат та пур: "Восток-3" карапăн çĕр çине анмалли хатĕрĕ, тум-тирĕ, апат-çимĕçĕ, сăнÿкерчĕксем, Андриян Николаева пĕрремĕш вĕçев хыççăн тăван Шупашкарта кĕтсе илнĕ автомобиль...Çак çуртра ачасемпе астрономи урокĕсем ирттермелли ятарлă класс та пур. Малтанхи экспонатсене — уçлăха хăпарнă шлемофонĕпе пиçиххине — космонавт хăй парнеленĕ. Музей çурчĕпе юнашарах — Андриян ачалăхĕ иртнĕ йывăç çурт. Кĕрсенех çурта илем кÿрекен кăмака куç умне тухать. Пĕчĕк сĕтел çинче краççын лампи ларать. Тĕкĕр айĕнче — Николаевсен çемйин тумтирĕ

Манма юрамасть!

2020 çул — Асăну тата Мухтав çулĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çулталăка мăн асаттесен паттăрлăхне аса илсе уçрĕç. Шкулта "Çĕршыва хÿтĕлекенсене мухтав" фестиваль иртрĕ. Уроксем хыççăн шкулăн пĕтĕм коллективĕ акт залне пухăнчĕ. Экран çинче Çĕнĕ Мăратран тата Тукай ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă салтаксен сăнÿкерчĕкĕсем умлăн-хыçлăн тухма пуçласан залра пурте ура çине тăрса шăппăн асăнчĕç. Мĕн чухлĕ çын тăван киле таврăнайман, е таврăнсан та суранĕсене пула вĕсен пурнăçĕ кĕске килсе тухнă... Раççей, хамăр республика, район, ял тăрăхĕн ялавĕсене йăтса кĕнĕ хыççăн фестиваль пуçланчĕ. Кашни класс килĕшнĕ юрăпа сцена çине тухрĕ, ача садне çÿрекенсем ташă парнелерĕç. Ачасене хатĕрленме класс ертÿçисемпе музыка вĕрентекенĕ пулăшнă. Кашни юрă-сăвăпа пĕрле видеороликсем те экран çине