Суббота, 20 апреля

Образование

Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче маттур вĕренекенсем нумай. Вĕсенчен пĕри — 8-мĕш класра вĕренекен Дарья Краснова. Вăл Вутлан ялĕнче пурăнать. Кÿршĕ ялти шкула юлташĕсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Хĕр вĕренÿре — отличник. Уйрăмах вырăс, нимĕç тата акăлчан чĕлхисен предмечĕсене килĕштерет. Вĕренÿре маттур та пуçаруллăскере класра староста тивĕçĕсене пурнăçлама суйланă. Дарья пĕлĕвне ÿстерес тата тавракурăмне аталантарас тĕллевпе вĕренÿ кĕнекисемсĕр пуçне шкулти библиотекăран тăтăшах хушма литература илсе вулать. Калаçура хĕр калавсемпе повеçсем вулама юратнине пĕлтерчĕ. Çивĕч ăслă вĕренекен шкулти, районти, пĕтĕм Раççейри вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, математика, геометри предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса I тата II степеньлĕ дипломсемпе Хисеп грамотисене нумай çĕн
Юрă-ташăпа çывăх

Юрă-ташăпа çывăх

Районти ача-пăча искусство шкулĕн тĕрлĕ ялсенче филиалсем пур. Унта çÿрекенсем мĕн пĕчĕкренех илемлĕх тĕнчине туйма хăнăхаççĕ, юрă-ташăпа çывăхланаççĕ, сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ. 2002 çулта Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕ çумĕнче «Дуслык» фольклор ансамблĕ йĕркелерĕмĕр. Хамăр тăрăхри тутар халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине упраса хăварас, вĕсене малалла аталантаракансене хатĕрлес тĕллевпе пулчĕ çакă. Ачасем унта çÿреме хапăлласах килĕшни пире савăнтарчĕ. Унтан искусство шкулĕн филиалĕ те уçăлчĕ. Халĕ унта фольклор çеç мар, халăх ăсталăхĕн, ташă, хор, алă ĕçĕ уйрăмĕсем те пур. Паянхи кун филиала çÿрекенсен йышĕ 30 çынран та иртрĕ. Ачасемпе эпир тăтăшах занятисем ирттеретпĕр, районта йĕркелекен пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр. Вĕсем çитĕнсен ĕç-хĕлне чăн-чăн ис
Вăрман — пирĕн тус

Вăрман — пирĕн тус

Мартăн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен кунне паллă тăваççĕ. Çак уявăн тĕп тĕллевĕ — пирĕн планета çинче пурăнакансене вăрмансем çине тимлĕх уйăрма хистесси, вĕсене упрамалли çинчен аса илтересси. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем çак уява халалласа ирттернĕ мероприятисене активлăн хутшăнчĕç. Музыка учителĕ Е.В.Федотов 5—7-мĕш классенче ăс пухакансемпе уçă музыка занятийĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем вăрманпа çыхăннă юрăсене аса илчĕç, мĕншĕн çынсем вăрман çинчен юрăсем, сăвăсем çырни çинчен калаçрĕç. Математика учителĕ Н.В.Сереброва математикăпа тата экологипе «Вăрман арифметики» класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Е.Варламова вăрман ÿкерес енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелесе ÿнер вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Т.Г.Лапшина тата О.Г.Матвеева кĕçĕн классен
Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш «к» класĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Смотр строя и песни. Марш победителей» интернет-конкурсра çĕнтернĕ. Маттур ачасене тата вĕсен ертÿçине саламлама Мускав хулинчен пирĕн ентеш, «Сыны Отечества» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн членĕ Андрей Самаркин килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсене малашне те конкурссенче хастар пулма, çĕнтерме сунчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа, парнепе чысланипе пĕрлех Андрей Алексеевич шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ, Альбина Дьяконова парнине те — «Сыны Отечества, воспоминания и размышления» кĕнекене вулавăша çитерчĕ. Интернет-конкурс çĕнтерÿçисене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов саламларĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсем чăннипех те матт
Ăсталăхпа палăрнă

Ăсталăхпа палăрнă

Апрелĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Ен учителĕ — 2021» конкурсăн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ. Конкурса çулсеренех пултаруллă учительсене тупса палăртас, вĕрентекенсен социаллă статусне ÿстерес, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Республикăри тупăшăва хутшăнакансем хăйсен професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнă. Чăваш Енри 27 педагог конкурса хутшăннă. Çак йышра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче хими предметне вĕрентекен Екатерина Тихонова та пулнă. Екатерина республикăри чи лайăх 7 педагог йышне кĕме пултарнă. Педагог пĕлтернĕ тăрăх конкурс çав тери кăсăклă та хăйне евĕрлĕ иртнĕ. — Тупăшу чи ырă самантсемпе асра юлчĕ. Кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатăн, çĕннине алла илетĕн, тавракурăма аталантаратăн. Педагог профессийĕ çав тери кирлĕ пулнине ăнланатăн, — пĕлтерчĕ Екатерина Т
Çырăнтарма тытăннă

Çырăнтарма тытăннă

Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасене шкулсене паян, апрелĕн 1-мĕшĕнче, çырăнтарма тытăнаççĕ. Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен регистрацие çирĕплетнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çырăнтарĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕр çемьери ачасем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем çÿрекен шкулах кайма пултараççĕ. Пурăннă вырăнта мар урăх çĕрте регистрациленнисене пĕлÿ çурчĕсенче пушă вырăнсене кура июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче çырăнтарма пуçлĕç. Палăртса хăвармалла, кăçал республикăра пурĕ пĕрремĕш хут партта хушшине 17 пине яхăн ача лармалла, районта вара — 248 ача. Пĕрремĕш класа çырăнтарма заявление виçĕ майпа хăварма пулать: патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ е республикăри вĕренÿ çумăллăхĕсен парталĕ урлă тата заявление шкула кайса парса.  
Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

кашни çулах Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче ачасен пултарулăх фестивалĕ иртет. Унта пĕр шкул ачи те хутшăнмасăр юлмасть. Кăçал вăл мартăн 18-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, кулăшла сценкăсем лартакансем, илемлĕ сăвă вулакансем, хавас ташăпа савăнтаракансем пулчĕç кунта. Кăçал мероприятие Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалларăмăр. Н.Майоровăн «На Сурском оборонительном рубеже» сăввине 5-мĕш класра вĕренекен В.Семенова чуна тивмелле вуларĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чĕресенче хăварнă суран çулсем иртсен те сипленменнине сцена çинче витĕмлĕ кăтартса пачĕç. Фестивальте «Ох, уж эта школа», «Шурă Шупашкар», «Чун-чĕ- ререн савăнар», «Утешаем маму», «Вăйăра», «Мамочка милая», «Мир похож на цветной луг» юрăсем янăрарĕç. «Илем
Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

Пирĕн Хырхĕрри тăрăхĕнче мĕн авалтанпа чăвашсемпе вырăссем килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ халăхăн йăли-йĕркисем те пĕрлешсе пĕрпекленнĕ темелле. Чăваш халăхĕ, вырăссем пекех, мĕн авалтан тĕрлĕ йăла-йĕркене пăхăнса-упраса пурăнать. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Хăшĕ-пĕрисем вара паянхи электроника тĕнчинче те упранса юлнă. Çак сыхласа хăварнă йăласем хушшинче — Çăварни уявĕ. Вырăссем ăна «Масленица» ятпа пĕлеççĕ. Пирĕн çĕршывра ăна пĕчĕк ялсенче çеç мар, пысăк хуласенче те анлă паллă тăваççĕ. Уява ватти те, вĕтти те хаваспах хутшăнать. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем те айккинче тăрса юлма шутламарĕç, тĕрлĕ ĕçсем ирттерчĕç. Тăваттăмĕш класра ăс пухакансем технологи урокĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хутран çăварни пуканисем ăсталарĕç. Вĕсене класс ертÿçи Н.М.Лукиянова хавхалантарса пулăшса п
Пушар чаçĕнче – экскурсире

Пушар чаçĕнче – экскурсире

Ачасемшĕн пушар хуралĕнче тăрăшакансем — чăн-чăн геройсем. Вĕсем хăрамасăр вут-çулăм ăшне кĕреççĕ, çынсен пурнăçĕсене çăлаççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен шăрпăкпа вылямалла маррине, пушар хăрушă пулнине каласа ăнлантаратпăр. Анчах та пушарнăйсем çакăн çинчен каласа пани тата та витĕмлĕрех. Нумаях пулмасть Асанкасси вăтам шкулĕнче 8-мĕш тата 9-мĕш классенче ăс пухакансем Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕнче экскурсире пулчĕç. Ăна ачасене пушарнăйăн ĕçĕпе паллаштарас, çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтерес, пушар тухсан мĕн тумаллине вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов тата 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ В.А.Петров ачасемпе экскурси ирттерчĕç, караул пÿлĕмĕсене, дежурнăй диспетчерăн ĕç вырăнне, кану пÿлĕмне кăтар
Çĕнĕ форматпа

Çĕнĕ форматпа

Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан утма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та паянхи вĕрентекенсен çĕнĕ йышши цифра тата информаци технологийĕсене лайăх пĕлмелле. Нумаях пулмасть истори, обществознани, экономика тата право вĕрентекенĕсем хушшинче йĕркеленĕ районти XI-мĕш методика фестивалĕ те онлайн-форматпа иртрĕ. Çакă коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе çыхăннă. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ методика фестивальне кашни çулах йĕркелет. Кăçал ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне тата Чаппан пăлхавĕ пулнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Фестивале районти тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлÿ паракансем хутшăнчĕç. Вĕсем мартăн 1-мĕшĕччен районти вĕренÿ пайне конкурс материалĕсене тăратрĕç. Ĕçсене пăхса тухса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç. «Чи лайăх видеоурок» номинацире С.В