Вторник, 23 апреля

Образование

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕ чи çамрăккисенчен пĕри. Вăл 2013 çулта ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун унта 190 ача 8 ушкăна çÿрет. Центртан çеç мар таврари ялсенче те ашшĕ-амăшĕ пепкисене илсе килет. Ачасем тивĕçлĕ воспитани илччĕр, хăтлă та тирпейлĕ пÿлĕмсенче кун кунлаччĕр, тутă та сывлăхлă ÿсчĕр тесе 40 ытла ĕçчен тăрăшать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçĕнче чылайранпа. А.Н.Албутова заведующи, Г.Ф. Молокова аслă воспитатель акă, садике хута янă вăхăтрах кунта тăрăшнă. В.Н.Никифорова, О.П.Григорьева, А.П.Боровкова воспитательсем те хăйсен ĕç-хĕлне ача-пăчапа çыхăнтарнăранпа нумай вăхăт иртнĕ. А.А.Камальдинова, В.В.Чубукова, И.С.Акшева воспитателе пулăшакансем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Коллективра çамрăксем те сахал мар. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăш

Мĕн-ши вăл туслăх?

Туслăх вăл — вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле. Эпĕ те çавăн пек пулма тăрăшатăп. Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмастăп, йăнăш хăтланнине ăнлантарма тăрăшатăп. Юлташсем нумай манăн. Анчах чи çывăххисем иккĕн çеç. Пĕри — Настя. Вăл манпа пĕр класрах вĕренет, мĕн пĕчĕкренпе килĕштерсе пурăнатпăр. Тепри — Ульяна. Вăл мана йывăр вăхăтра яланах пулăшать. Туссемпе пĕрле йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Юлташсемпе сăмахлама та, ĕçлеме те аван. Эпĕ хам та вĕсене йывăр вăхăтра пулăшма, лăплантарма, калаçса йăпатма тăрăшатăп. Çапах пурне те юлташ тееймĕн, çĕр çинче сутăнчăк та нумай. Кĕскен каласан, пурнăçра çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ: санпа чунне парса калаçакансем, санран кулакансем, усал сăмах калакансем. Чун вара яланах пулăшм

Команда – виççĕмĕш

Фитнес-аэробикăпа Самара хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди палăрнă. Ун йышĕнче пирĕн районтан та пулнă. «Свит Бейби» /тренерĕ Мария Долгова/ команда 11—13 çулхи хĕрачасем хушшинче «Перфоманс» дисциплинăра, аэробикăра виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Республикăн пĕрлештернĕ командин çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешсен тÿпи пурри савăнтарать. Вĕсене Раççей кубокĕшĕн пыракан тупăшусенче ăнăçу сунатпăр. /ХАМĂР ИНФ./.  
Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тĕлне районти çырав уйрăмĕ тата «Каçал ен» хаçат редакцийĕ «Çырав тĕлне — конкурс» йĕркелерĕмĕр. Хаçат номерĕсенче вулакансене ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр. Халăх çыравĕ пирки эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? Вăл хăçан иртет? Хаçатпа туслă вĕренекенсем ыйтусем çине тулли тата тĕрĕс хуравсем пани вара уйрăмах савăнтарчĕ. Чи малтан хуравсене çитернĕ шкул ачисене сентябрĕн 17-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче чысларăмăр. Çĕнтерÿçĕсем Тав хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Халăх çыравĕпе районта ĕçлекен Надежда Александрова ачасене малашне те конкурссенче хастар, вĕренÿре маттур пулма сунса парнесемпе чысларĕ. Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем? Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Галзанова, Варвара Тихонова тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Ева
Кадетсем палăрнă

Кадетсем палăрнă

Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче кадетсен тата çарпа патриотизм пĕрлешĕвĕсен Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăх, çарпа патриотизм воспитанийĕн «Авангард» вĕренÿпе методика центрĕ йĕркеленĕ. Асăннă конкурс кăçал дистанци формачĕпе иртнĕ. Сентябрь уйăхĕнче кĕçĕн ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Çамрăк патриотсем» ушкăнĕ /5 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăтам ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Патриотсем» ушкăнĕ /8 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тухса палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем, медальсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Ма
Форумра пултăмăр

Форумра пултăмăр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем — Лида Матросова, Лиза Наумова, Нарспи Борисова тата Аньăпа Юра Курицынсем çуллахи каникула ахаль ирттермен. Туссем Тутарстанри Пÿлер хулинче иртнĕ «Сэлэт» çамрăксен форумне, Раççей çамрăкĕсен юхăмĕн «Экологи лидерĕсем» сменине кайма тивĕçме пултарнă. «Унта кайиччен эпир экоплакатсем ÿкертĕмĕр, пилĕксĕмĕрĕн ĕçĕсене те шута илсе сменăра канма суйласа илчĕç. Кашни кун хăйне евĕр иртрĕ. Уйрăмах палаткăсенче пурăнма килĕшрĕ. Экологи журналистикипе ăсталăх класĕсем, интереслĕ лекцисем иртрĕç. Çакă пирĕншĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Тĕслĕхрен, пăрахăçа тухнă хатĕрсене çĕнĕ пурнăç парнелеме пĕрре те йывăр мар иккен. Вĕсенчен юрăхлă япаласем хатĕрлеме пулать. Çак енпе пирĕн çĕршывра çине тăрсах ĕçлеççĕ. Кĕске вăхăтрах эпир тутар чĕлхине те вĕренме пултартăмăр. Тутар ç
Илемлентĕр тăван тăрăх!

Илемлентĕр тăван тăрăх!

Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарнипе сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен «Экодежурный РДШ» акци иртет. Пирĕн шкул та ку акцие кашни çулах хутшăнать. Акци йĕркипе шкул ачисен туссемпе, пĕрле вĕренекенсемпе пухăнса хăйсен урамĕнче е пĕр-пĕр çырма, пĕве таврашĕнче, паркра /хăйсем суйланă кирек хăш вырăнта/ çуп-çап пухса илем кÿмелле. Тукай ачисем хайсен ялĕнче, Çĕнĕ Мăратсем — хайсен тавралăхĕнче, Вутлан тата Тăманлă Выçлисем — тăван ял урамĕсене, çырма-çатрана тирпей-илем кÿреççĕ. Тăван яла, урама, тăван тавралăха таса та тирпейлĕ курма кăмăллă. Эпир те çак кунсенче шкулта йĕркеленĕ «Экодежурный РДШ» акцине хутшăнтăмăр. Ăна çутçанталăка тасатас, уçă та таса сывлăшпа сывлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен Тукай ялĕнче пурăнакан ачасем
Кăнтăрта канни асрах

Кăнтăрта канни асрах

Каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем — Нарспи Борисова, Елизавета Наумова, Лидия Матросова тата Аннăпа Юрий Курицынсем — Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрне çитсе куртăмăр. «Стремительный» лагерь ĕçченĕсемпе вожатăйĕсем пире ăшă кăмăлпа, хаваслă кулăпа кĕтсе илчĕç, кашни кун хăйне евĕрлĕ асамлă пуласса шантарчĕç. Чăнах та, эпир тĕрлĕрен ăсталăх класĕсемпе вĕренÿ лекцийĕсене çÿрерĕмĕр, ăс-тăна, хăвăртлăха аталантаракан вăйăсем вылярăмăр, каç пулсан отряд юррине юрларăмăр. Холи сăррин фестивальне, Раççей кунĕн уявне тата ытти нумай мероприятие хутшăнтăмăр. Юнкунсерен ташă каçĕсенче савăнтăмăр, вожатăйсем пире тăтăшах кĕтмен парнесемпе тĕлĕнтеретчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те питĕ кăсăклă пулчĕç. «В центре событий» 6-мĕш смена питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ. Унта х

Йышпа шÿтлеме вĕрентрĕç

Сентябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Мăрат шкулĕн ачисем КВН шкулне кайса килчĕç. КВН шкулĕ Муркаш районĕнче «Солнышко» лагерьте пулса иртрĕ. Ку шкулта ачасене мĕн çинчен шÿтлемеллине, ăçтан шÿт валли сюжет шырамалли çинчен каласа пачĕç. Шкул йеркелÿçисем чылай çул тĕрлĕ сцена çинчен кулăшла сценкăсемпе савăнтараççĕ. Лагерьти сменăна вĕсем грант выляса илнĕ укçа-тенкĕпе ирттереççĕ. Темиçе кун хушши Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем мĕнле шÿтлемеллине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, шÿт валли кĕвве епле хатĕрлемеллине вĕренчĕç. Ушкăн командирĕ Нарспи Борисова пулчĕ, кĕвĕ-сас хатĕрлесе яраканĕ — Антон Поляков. Юлашки кунĕнче вара командасем хăйсен номерĕсене лагерь сцени çинче жюрисене пăхса хаклама сĕнчĕç. Пирĕн шкул ушкăнĕ «Витаминка» ятлă пулчĕ. «Витаминка» чăнах та зала култарса вăй кĕртм

Пысăка хурса хакланă

Кăçалхи хĕл кунĕсенче Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен Александра Филипповăпа Дарья Порфирьева Л.Г.Белкова вожатăй ертсе пынипе агитациллĕ кĕске роликсем ÿкернĕччĕ. Унпа вĕсем республика шайĕнче иртнĕ «Лучший агитационный ролик на тему пожарной безопасности в социальных сетях» конкурса хутшăнчĕç. Хĕр ачасен хăйсен ĕçĕнче пушар хăрушлăхĕнчен асăрханас, кăткăс лару-тăрура халăха кирлĕ пек тытма хăнăхтарас тата Интернет урлă ОБЖ предметне вĕрентес ыйтусене кăтартса памалла пулнă. Пĕлÿ кунĕ умĕн конкурса килнĕ ĕçсене Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар сыхлавĕн обществин сотрудникĕсем тата республикăри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕсем пăхса тухнă. Вĕсем маттур вĕренекенсен ĕçне пыс