Пятница, 19 апреля

Культура

Чӑваш Республикин кунӗ пулать

Чӑваш Республикин кунӗ пулать

ВДНХра пыракан «Россия» выставка-форумра декабрӗн 1-мӗшӗнче, паян, Чӑваш Республикин кунӗ иртет. Унта Чӑваш Енне тӗрлӗ енлӗн кӑтартса парӗҫ. Республика кунӗн кашни хӑни «Эпир — пӗрле» акцие хутшӑнаканӗ пулса тӑрӗ, чӑваш туйӗн илемне, хӑйнеевӗрлӗхне курса савӑнма пултарӗ. Кӑмӑл пуррисем пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцийӗпе  паллашма, халӑх промыслӗн ӗҫӗсене хаклама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма, вӗсене хатӗрлеме вӗренме те пултарӗҫ. Кунтах Чӑваш Ен Координаци центрӗ  те ӗҫлет. ВДНХ тӗп сцени ҫинче тата культура проекчӗсен зонисенче чӑваш артисчӗсен тӗрлӗ енлӗ программи пулӗ. 

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ

Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗ округри культура пурнӑҫне аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑвать. Унта вӗренекенсем округри, республикӑри мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Конкурссемпе фестивальсенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ. Куракансем вӗсен пултарулӑхне яланах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. Иртнӗ юнкун Комсомольскинчи культура ҫуртне аннесене халалланӑ концерта  пуҫтарӑннисем те сцена ҫинчи кашни номере туслӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ, ӑсатса ячӗҫ. Программа пуян та тӗрлӗ енлӗ пулчӗ. Чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗн наци, бал ташшисем хӑйсен илемӗпе палӑрса тӑчӗҫ. Искусствӑсен шкулӗн тӗрлӗ ушкӑнӗсенче вӗренекенсем, тӗрлӗ ӳсӗмсенчи ачасем хӑйсене сцена ҫинче чӑн-чӑн артистсем пек  тытрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Коми
Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Комсомольскинчи Культура ҫуртӗнче  хор тата вокал коллективӗсен республикӑри конкурсӗн муниципалитетри тапхӑрӗ пулса иртнӗ. Мероприятие  хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Навигаторы детства» проектӑн регионти координаторӗ Наталья Иванова, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталья Комиссарова саламланӑ, ӑнӑҫусем  суннӑ. Конкурса округри 16 шкулти коллективсем хутшӑннӑ. Ачасем сцена ҫине тухса хӑйсен пултаруллӑхне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Пур коллектива та алӑ ҫупса саламланӑ. Жюри членӗсене чи             лайӑхисене суйласа илме ҫӑмӑлах килмен. «Школьный хор «Песни моей страны» номинацире Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн коллективӗ пӗрремӗш в

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Комсомольски тӗп библиотекинче ҫамрӑк ҫемьесен «Семья — волшебный символ жизни» фестивалӗ пулчӗ. Унта Комсомольскинче пурӑнакан Дарийӑпа Алексей Грибовсем, Светланӑпа Иван Козловсем, Иринӑпа Руслан Кольцовсем, Маринӑпа Александр Петровсем, Валентинӑпа Виталий  Хораськинсем, Кӗҫӗн Каҫалти Татьянӑпа Александр Кузьминсем, Тукай ялӗнчи Цветанӑпа Алексей Маторинсем, Йӑвашкелӗнчи Екатерина тата Леонид Казаковсем,  Тукай Мишерӗнчи Йолдыспа Ильнар Мингалиевсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие чылайӑшӗ пӗчӗк ачисемпех килнӗ, вӗсем уява чӗрӗлӗх кӗртрӗҫ. Пурте туслӑ, килӗшӳллӗ мӑшӑрсем. Камӑн пӗрлехи пурнӑҫ стажӗ виҫӗ ҫул, камӑн 10—15 е ытларах та пухӑннӑ. Чи аслисем вара, Хораськинсем, кун-ҫул сукмакне алла-аллӑн тытӑнса 45 ҫул ытла такӑрлатаҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел хӗрӗпе Комсомоль
Алӑ ӗҫ куравӗ уҫӑлнӑ

Алӑ ӗҫ куравӗ уҫӑлнӑ

Ҫитес канмалли кунсенче паллӑ тӑвакан Чӑваш тӗррин тата Анне кунӗ умӗн Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче Валентина Самаркинан алӑ ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Валентина Васильевна хӑйӗн выставкине  «Алӑ  ӗҫӗ кӑмӑла ҫӗклет, чуна йӑпатать» ят панӑ. В.В.Самаркина Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнать, ҫамрӑкранах алӑ ӗҫӗ тума кӑмӑллать. Музейре йӗркеленӗ куравра вӑл тӗрленӗ, рамкӑна вырнаҫтарнӑ илемлӗ тӗрӗсемпе, капронран  тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ чечексемпе, чӗнтӗр йӗппипе ҫыхнӑ япаласемпе паллашма пулать. Пӑрчӑкан пек ӗҫчен хӗрарӑм хӑйне валли шурӑ пиртен кӗпе ҫӗлесе тӗрӗпе капӑрлатнӑ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан ҫакнашкал маттур ҫынсемпе чӑннипех те мӑнаҫланма пулать. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова, Тукай территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем Валентина Василье
Тӗрӗре халӑх пурнӑҫӗ, кун-ҫулӗ

Тӗрӗре халӑх пурнӑҫӗ, кун-ҫулӗ

Чӑваш тӑрӑхӗ ҫӗр пин сӑмахпа, ҫӗр пин юрӑпа пӗрлех ҫӗр пин тӗрӗпе те пуян пулнине халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан И.И.Яковлев уйрӑммӑн палӑртса каланӑ. Тӗрӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче мӗн авалтанах тӗп вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн халӑхӑн эрешӗсем музейсенче 18-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчисем ҫеҫ сыхланса юлнӑ пулин те, ку ал ӗҫ ӑсталӑхӗ маларах та пулнах ӗнтӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пусма юрӑхсӑра тухнипе  унчченхи ӑстасен ӗҫӗсене курса хаклаймастпӑр. Чӑваш халӑхӗ  тӗррисенче хӑйӗн  пурнӑҫӗпе кун-ҫулне кӑтартса панӑ. Тӗпчевҫӗсемпе искусствоведсем  вӗсем хӑйне- евӗрлӗхпе палӑрса тӑнине калаҫҫӗ. Чӑваш тӗрри вӑл пӗр тӗвӗсӗр пулнипе, эрешӗсем рунӑ ҫырӑвне аса илтернипе уйрӑлса тӑрать. Чӑваш ялӗсенче хӗр ачасене 5 ҫултах йӗппе ҫип тыттарса тӗрлеме хӑнӑхтарнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем 12—14 ҫула ҫитнӗ
Ҫӳп-ҫапа юр айне юлма паман

Ҫӳп-ҫапа юр айне юлма паман

«Молодая гвардия»  обществӑлла  организацин  округри уйрӑмӗн хастарӗсем ҫак кунсенче Комсомольски чиркӗвӗн территорийӗнче субботник йӗркеленӗ. Ҫӳп-ҫапа хӗллене хӑварсан ҫуркунне вӑл юр айӗнчен чи малтан тухса илемсӗр курӑнса выртӗ. Организаци ертӳҫи Василий Кокарев ӗҫе пӗлсе йӗркелесе пынипе ҫамрӑксем маттур ӗҫленӗ, ырӑ ӗҫе хутшӑнни, тавралӑх тирпейлӗ те таса юлни хӑйсене те савӑнтарнӑ.
Спектакле хапӑлласа пӑхнӑ

Спектакле хапӑлласа пӑхнӑ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче  Шупашкарти П.П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ» спектакль пулчӗ. Ӑна Борис Васильевӑн «А зори здесь тихие» повеҫӗ тӑрӑх  Иван Иванов чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. Режиссерӗн ятне чылайӑшӗ илтнех, вӑл — ЧР культурин тава  тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Егоров. Ӑна радио итлекенсем ытларах «Пирӗн яла пырса кӗрсен» кӑларӑма ертсе пыракан пек пӗлеҫҫӗ. Рольсенче  — И.С.Максимов-Кошкинский ячӗллӗ Чӑваш халӑх драма  театрӗн артисчӗсем. Вӗсен хушшинче пирӗн тӑрӑх хӗрӗ те пур, вӑл — Тукайра ҫуралса ӳснӗ Татьяна Матросова. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки зенитчицӑсен отделени командирӗн Рита Осянинӑн рольне питӗ ӑста та ӗненмелле вылять. Ытти рольсене калӑплакансем те профессиллӗ  артистсем мар, ҫапах вӗсем театр ис

Пурнӑҫне культурӑпа искусствӑна халалланӑ

Нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗ Ольга Любимова тӑван ен культурине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн 30 ҫынна чысланӑ. Пысӑк хисепе тивӗҫнисем шутӗнче — литераторсем, режиссерсем, пултарулӑх коллективӗсен илемлӗх ертӳҫисем, артистсемпе преподавательсем. Наградӑпа тивӗҫнисен хушшинче Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралса ӳснӗ  Анатолий Николаевич Аринин — поэт, ҫыравҫӑ, композитор, музыкант, психолог, философ, юрист — пулнӑ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин «Культурӑра тата ӳнерте вӑй хунӑшӑн» медальпе наградӑланӑ. Регионти культурӑпа искусствӑн паллӑ деятелӗсен хушшинче патшалӑхӑн асӑннӑ наградине тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын вӑл. А.Н.Аринин хӑйӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. Малашне те пӗтӗм пултарулӑхне тӑван культурӑна, кӑмӑл-сипете аталантар

«Кӗтне» ентешлӗх – 25 ҫулта

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пирӗн ентешсем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ. Тӑван тӑрӑхра тата хуласенче тӗпленнӗ ҫынсене пӗр ҫӗре чӑмӑртас, яланах ӗҫлӗ, туслӑ ҫыхӑнусем тытса тӑрас тӗллевпе 1998 ҫулта Комсомольскисен ентешлӗхне туса хунӑ, ҫав ҫулхи мартӑн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уяв ирттернӗ. Каҫалсем пӗр-пӗринпе хутшӑнма, хыпарсем пӗлме, ентешлӗх ӗҫӗн планӗсене туса тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн малашне пӗрле ӗҫлемелли ҫул-йӗре палӑртма пӗрле пуҫтарӑннӑ. Унтанпа чылай шыв юхнӑ пулин те, пуҫаруллӑ ҫынсен тӑрӑшулӑхне кура ырӑ йӑла паянхи кун та пурӑнать. Акӑ, иртнӗ шӑматкун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, Комсомольски округӗнче пурӑнакансем тата кунта ҫуралса ӳссе тӗп хуламӑрта тӗпленнисем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрне пухӑннӑ. Ку «Кӗтне» ентешлӗхшӗн черетлӗ уяв ҫеҫ мар, 25 ҫулхи юбилейлӗ уяв. Чӗрӗк ӗ