Культура

Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Мартăн 5—7-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче фитнес-аэробикăн Атăлçи федераци округĕнчи Чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Раççейри 800 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра районти фитнес-аэробика федерацийĕн спортсменĕсем те пулнă. Мария Долгова тренер ертсе пыракан «Свит Бейби», «Дрим Тим», «Непоседы» командăсем Атăлçи федераци округĕн чемпионатĕнче палăрнă. Виктория Степанова «Спортивная аэробика» дисциплинăра 1-мĕш вырăна тухнă. «Свит Бейби» команда /11—13 çулхисем/ «Аэробика» дисциплинăра палăрнă. Командăри Вика Степанова, Саша Лазарева, Вика Федорова, Ульяна Воробьева, Катя Жукова маларах хатĕрленĕ программăна çÿллĕ шайра кăтартса парса виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Дрим Тим» командăри Аня Жирнова, Арина Павлова, Ангелина Бурлакова, Светлана Зайкова, Диана Карсакова та ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем п
«Каçал» Гран-прие тивĕçнĕ

«Каçал» Гран-прие тивĕçнĕ

Республикăра пултаруллă та маттур фольклор коллективĕсене палăртас тесе сахал мар фестиваль-конкурссем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри — чăваш музыка инструменчĕсен «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестиваль — çак кунсенче Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ. Фестивальте районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов шăхличпе выляса, Вячеслав Салаев сĕрме купăспа выляса пысăк ăсталăхпа палăрнă, лауреат ята тивĕçнĕ. Тукай ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен ушкăнĕ, Тăманлă Выçлинчи «Илем» ача-пăча ансамблĕ те фестиваль лауреачĕсем пулса тăнă. Чи пĕлтерĕшлĕ хыпар вара — «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ фестивалĕн «Йăла-йĕрке» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Владимир Павлов ертсе пыракан ансамбль тĕп парнене — Гран-прие тивĕçнĕ. Çавăн пекех вĕсене чăваш халăх тумĕсене çĕлетт
Туслăх пытăр ĕмĕре

Туслăх пытăр ĕмĕре

Февраль уйăхĕнче Чăваш Республикин Наци библиотеки 150 çул тултарнине халалланă мероприятисен марафонĕ иртрĕ. Çавна май районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăн вулаканĕсемпе «Талантсăр мар Каçал таврашĕ...» литературăпа музыка тĕпелĕ йĕркелерĕç. Унтан Елчĕк районĕн библиотека ĕçченĕсем районти вулакансемпе «Елчĕк çĕрĕн пултаруллă çыравçисем юмах тĕнчине йыхравлаççĕ» темăпа мероприяти ирттерчĕç. Мероприятисенче икĕ районти талантлă çынсен пултарулăхĕпе паллашма тата сăвăсем, юрăсем итлесе, спектакль курса киленме май пулчĕ. Валентина Боровковăпа Вера Горбунова библиотекарьсем Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăн ĕçченĕсемпе вулаканĕсене Каçал тăрăхĕнчи çыравçăсемпе поэтсен пурнăçĕсем çинчен кĕскен каласа пачĕç, вĕсен произведенийĕсемпе паллаштарчĕç тата чаплă ентешсен
Дарите книги с любовью

Дарите книги с любовью

В МБОУ «Комсомольская СОШ №2» завершилась благотворительная акция «Дарите книги с любовью». В акции приняли участие 62 человека: 56 обучающихся школы и 6 педагогов. Участники акции несли в подарок школьной библиотеке свои любимые книги, чтобы каждая из них нашла своего читателя. В результате проведения акции фонд школьной библиотеки пополнился на 200 книг и 60 журналов. Это произведения классиков мировой художественной литературы, детских писателей, научно-популярная литература. Особенно порадуют ребят младшего школьного возраста книги с яркими иллюстрациями — это рассказы, сказки, стихи известных детских писателей. Всем участникам акции вручены сертификаты. Четыре самых активных участника: Митюкова Виктория, Лепешкина Татьяна, Салмина Александра, Ананьева Анастасия награждены памятными
Чикĕсене тунă çынсене халалласа

Чикĕсене тунă çынсене халалласа

Сăр тата Хусан хÿтелев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче симфони капелли театрализациленĕ концерт ирттернĕ. Ăна «Чикĕсене тунă çынсене халалласа....» ят панă. Симфони капелли çак концертпа республикăри тĕрлĕ районсене çитме палăртнă. Февралĕн 20-мĕшĕнче вара асăннă концерта пирĕн районта йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пысăк концертпа район çыннисене савăнтарма кăмăл тунăшăн, ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕнче кашни мероприятие тÿпе хывакансене тав турĕ. В.Моцарт, П.Чайковский, М.Мусоргский, Д.Шестакович, К.Прокофьев, К.Молчанов, А.Новиков, В.Воробьев, Ф.Васильев произведенийĕсем чуна пырса тивмелле шăранчĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн симфони капеллин концертне шкул ачисемпе вĕрентекенсем, культура
Уявпа саламларĕç

Уявпа саламларĕç

Иртнĕ эрнере «Каçал ен» хаçат 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хаçат коллективне уявпа саламлама тата малашнехи ĕç планĕсене палăртма Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, унăн çумĕ Юлия Стройкова килсе çитрĕç. Хаçат юбилейне халалланă мероприяти районти тĕп библиотекăра иртрĕ. Сумлă уява кăçал, паллах, пысăк йышпа пухăнса уявлама май килмерĕ. Чир-чĕр сарăлнă вăхăтра хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнма тивет. 90 çулхи юбилее халалласа вулавăшра «Уяв ячĕпе сана, хаçат!» сăнÿкерчĕксен выставкине уçрăмăр, унпа пĕрлех саламсене йышăнтăмăр. Кристина Майнина коллектива юбилей ячĕпе саламланă май, маттур та тăрăшуллă ĕçченсене Тав хучĕсемпе чысларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Кра
Кĕнеке – хаклă парне

Кĕнеке – хаклă парне

Февралĕн 14-мĕшĕнчи Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна календарьти чи çамрăк уявсенчен пĕри тесе палăртнă. 2012 çултанпа уявлаççĕ ăна. Вăл кĕнеке юратакансене пурне те пĕрлештерет, çавăн пекех ыттисене те кĕнекепе туслашма май парать. Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун районти тĕп библиотекăра йăлана кĕнĕ «Кĕнекесене юратса парнелĕр» акци иртрĕ. Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Шурбин çак пысăк уявран айккинче юлмарĕ. Геннадий Васильевича пула библиотекăн кĕнеке фончĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. 137 илемлĕ хуплашкаллă, тĕрлĕ жанрлă кĕнеке вулама юратакансем валли чăн-чăн парне пулчĕ. Геннадий Шурбина парнешĕн чĕререн тав тăватпăр. Тамара Шикарева, Надежда Кокшина, Василий Гаврилов, Луиза Петрова, Татьяна Белобаева, Владимир Павлов, Венера Рябчикова та акцире хастарлăхпа палăрчĕç
Ĕçченсем канашларĕç

Ĕçченсем канашларĕç

Февралĕн 5-мĕшĕнче Александровкăри çĕнетнĕ культура çуртĕнче культура ĕçченĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç. Тĕлпулăва район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Екатерина Конторская уçрĕ. Районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Георгий Перьев 2020 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, конкурссемпе фестивальсене хутшăнса палăрнă ĕçченсене, ансамбльсемпе коллективсене асăнса хăварчĕ. Чи маттуррисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Иртнĕ çулта пандемие пула хăйсен ĕçне ытларах онлайн мелпе йĕркелеме тивнĕ. Апла пулсан та культура ĕçченĕсем нумай конкурса хутшăнса палăрма пултарнă. Районти культура ĕçченĕ-сем чылайăшĕ ятарлă пĕлÿсĕр. Вĕсен професси вĕренĕвĕн курсĕсенче хăйсен специальноçĕпе хушма пĕлÿ илме тăрăшмалла. Культура ĕçченĕсен вăтам ÿсĕм шайĕ ватăлса п
Александр Осипов: «Хаçат кун-çулĕ вăрăм пултăр»

Александр Осипов: «Хаçат кун-çулĕ вăрăм пултăр»

1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕ район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Çак кун «Паянхи сас» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Унтанпа 90 çул çитрĕ. Çак вăхăтра хаçат сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă çеç мар, вăл хăйĕн ятне те виçĕ хутчен улăштарнă. Вулакансем район хаçатне «Октябрь ялавĕ» тата «Каçал ен» ятсемпе лайăх пĕлеççĕ. Вăл вĕсемшĕн чи çывăххи пулнă, малашне те пулать тесе шутлатпăр. Çак сумлă юбилей кунĕнче район хаçачĕн коллективне саламлакансем йышлă пулчĕç, килсе саламлайманнисем онлайн мелпе çырса, видео ÿкерсе ăшă сăмах çитерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов 90 çулхи юбилей ячĕпе хаçат редакцийĕнче тăрăшакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса саламларĕ. — 90 çул — паллă çул. Çак вăхăтра хаçат вăй илсе, çирĕпленсе вулакансене хăй тавра пуçтарма пултарнă. Ха
Вулакансем ытларах пулни, хаçата кăмăллани ĕçлеме хавхалантарать

Вулакансем ытларах пулни, хаçата кăмăллани ĕçлеме хавхалантарать

Хаклă вулаканăм! Паян хаçатăн çулталăкри пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ. Вăхăт çиçĕм пекех хăвăрт иртет — палăртса хунă ĕçсене пурнăçласа ĕлкĕр çеç. Иртнĕ çул кĕтменлĕхсен, çирĕп тĕрĕслевсен çулталăкĕ пулчĕ пулин те эпир пуçа усмарăмăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнтăмăр. Чи малтанах хаçат страницисенче республика, район пурнă- çĕпе туллин паллаштарма тăрăшрăмăр. Унта çеç-и? Интернет хутлăхне кăмăллакансемшĕн социаллă сетьсенче те хыпарсемпе паллаштарсах тăтăмăр. Çулталăк хушшинче журналистсем ăçта кăна çитсе килмерĕç-ши, кампа кăна тĕл пулмарĕç-ши; Пирĕн пата çыру, хыпар çитерекенсем те сахал мар пулчĕç. Пирĕн ĕç пĕтĕмпех сирĕн, хисеплĕ вулакансен, куçĕ умĕнче. Эсир пирĕн ĕçе хаклакансем, пирĕн йăнăшсене куракансем. Кулленхи ĕçре йăнăш каясси те пулать. Вĕсемшĕн каçарăр пире. К