Четверг, 25 апреля

Культура

Пĕр çемьери пек

Пĕр çемьери пек

Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма юрататтăм. Вĕсем кунти стена хаçатĕнче кун çути куратчĕç. Мана класс ертÿçи Геннадий Иванович Яковлев ку ĕçре питех те нумай хавхалантаратчĕ. Тĕрлĕ темăсем суйласа илме пулăшатчĕ, сăвă техникипе паллаштаратчĕ. Стена хаçачĕн çитес номерĕ валли çĕнĕ сăвă çырма хушатчĕ. Çапла вара эпĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи стена хаçачĕн чи активлă корреспонденчĕсенчен пĕри пулса тăтăм. Чăваш чĕлхипе литература тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсем маншăн чи юратнисемччĕ. Уйрăмах сочиненисем çырма кăмăллаттăмччĕ. Ытларах ирĕклĕ темăсем килĕшетчĕç. Елена Яковлевна Поргунова тата Геннадий Иванович Яковлев вĕрентекенсем пире чăваш тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене юратма вĕрентрĕç, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшрĕç. Манăн тепĕр хаклă çыннăм, пула
Çамрăк журналтистсем Сирĕн хайлавсене кĕтетпĕр

Çамрăк журналтистсем Сирĕн хайлавсене кĕтетпĕр

Вулакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: пирĕн хаçатра «Паянхи сас» ятпа çĕнĕ страница тухма пуçларĕ. Ăна эпир пирĕншĕн питĕ те çывăх журналистика темине халалларăмăр. Кунта эпир сире хамăр районтан тухнă, паянхи кун тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен журналистсемпе, «Каçал ен» хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсен аса илĕвĕсемпе, журналист пурнăçĕнчи самантсемпе паллаштарăпăр. Çавăн пекех районти шкулсенчи çамрăк корреспондентсен кружокĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Журналистика анинче пысăк çитĕнÿсем тунă, умĕнчи çула хăюллăн уçса пыракан ĕçтешсем хăйсен пуян опычĕпе паллаштарĕç, çамрăк корреспондентсене вара эпир тĕрлĕ жанрсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма сĕнетпĕр. Шкулта е ялта мĕнле те пулин интереслĕ ĕç-пуç, асра юлакан мероприяти пулса иртнĕ-и, кÿршĕре ырми-канми ĕçĕпе хисепе тухнă кинемей
Конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

Конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

Вулакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: пирĕн хаçатра «Паянхи сас» ятпа çĕнĕ страница тухма пуçларĕ. Ăна эпир пирĕншĕн питĕ те çывăх журналистика темине халалларăмăр. Кунта эпир сире хамăр районтан тухнă, паянхи кун тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен журналистсемпе, «Каçал ен» хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсен аса илĕвĕсемпе, журналист пурнăçĕнчи самантсемпе паллаштарăпăр. Çавăн пекех районти шкулсенчи çамрăк корреспондентсен кружокĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Журналистика анинче пысăк çитĕнÿсем тунă, умĕнчи çула хăюллăн уçса пыракан ĕçтешсем хăйсен пуян опычĕпе паллаштарĕç, çамрăк корреспондентсене вара эпир тĕрлĕ жанрсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма сĕнетпĕр. Шкулта е ялта мĕнле те пулин интереслĕ ĕç-пуç, асра юлакан мероприяти пулса иртнĕ-и, кÿршĕре ырми-канми ĕçĕпе хисепе тухнă кинемей
Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ

Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ

Çак кунсенче Комсомольски райповĕнче чăваш халăх апат-çимĕçне чи тутлă хатĕрлеме пĕлекенсен уявĕ иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенчен потребительсен кооперацийĕн наци апат-çимĕçĕн районсем хушшинчи фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнакансем пуçтарăнчĕç. Çĕрпÿ, Йĕпреç, Калинин, Канаш, Комсомольски тата Красноармейски райповĕсен пуян опытлă обществăлла апатлану ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чи малтанах фестивале пуçтарăннисене «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ савăнăçлă юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Чă вашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин потребительсен рынокĕн секторĕн заведующийĕ Имма Иванова, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Комсомольски райпо канашĕн председателĕ Светлана
Пресс-центр шкул пурнăçĕпе паллаштарать

Пресс-центр шкул пурнăçĕпе паллаштарать

Август уйăхĕн шутлă кунĕсем çеç юлчĕç. Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен нумай та юлмарĕ. Шкул ачисем çуллахи вăрăм каникул вăхăтĕнче кăмăл туличчен выляса-чупса канчĕç, халĕ вара чăтăмсăррăн парта хушшине ларма вăхăт çитессе кĕтеççĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те сентябрĕн 1-мĕшĕ çитиччен кун шутлаççĕ. Ара, шкулти пурнăç вĕренÿпе çеç мар, класс тулашĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятипе, кăсăклă ĕçсемпе пуян-çке-ха. «Çĕнĕ хум» пресс-центрти ачасем пирĕн хаçат редакцийĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем шкулта, ялта пулса иртнĕ мероприятисемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарса тăраççĕ. Хаçатăн 90 çулхи юбилейĕнче хастар хĕрачасем Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Валентина Филиппова вожатăй кашни уява асра юлмалла ирттерме, ачасен кашни кунне мĕнл
Акă вĕсем – хаçат тусĕсем

Акă вĕсем – хаçат тусĕсем

Лидия Матросова — çамрăк армеецсен шкул командин командирĕ, пресс-цент-рăн активлă членĕ. Кăçал вăл 9-мĕш класра пĕлÿ пухма тытăнать. Лида пур енĕпе те хастар. Командăпа пĕрле вăл çамрăк армеецсен вăййисене, марш-бросоксене, спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Тĕрлĕ мероприятие кайса килнĕ хыççăн çакăн çинчен статья хатĕрлет, пурне те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать. Аня Курицына — пресс-центрăн тепĕр хастар членĕ. Вăл волонтер пулса ытти ачасемпе пĕрле тĕрлĕ ыркăмăллăх, экологи акцийĕсене хутшăнать. Сăмахран, ачасем çуркунне чечексем лартаççĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăç лартаççĕ, тавралăха çÿп-çапран тасатаççĕ, хĕллехи вăхăтра ватăсене юр тасатса пулăшаççĕ... Шăпах çак ĕçсем çинчен Аня фоторепортажсем, заметкăсем хатĕрлет.
Тутлă пыл çиес тесен ĕçне те юратмалла

Тутлă пыл çиес тесен ĕçне те юратмалла

Кашни çулах август уйăхĕнче эпир виçĕ спас паллă тăватпăр — пыл /августăн 14-мĕшĕнче/, панулми /августăн 19-мĕшĕнче/, мăйăр /августăн 29-мĕшĕнче/. Пĕрремĕшĕ — пыл спасĕ. Çак вăхăта ĕçчен пыл хурчĕсем вĕллери карассене пылпа тултарса çитереççĕ тесен те юрать. Авалтан пыракан йăлапа хурт-хăмăр ăстисем çак кун пыл юхтараççĕ, ача-пăчапа аслисене сăйлаççĕ. Августăн 19-мĕшĕнче район центрĕнче «Пыл уявĕ» иртрĕ. Унта опытлă, тăрăшуллă хурт-хăмăрçăсем пуçтарăнчĕç. Çак мероприятире, панулми спасĕ кунĕпе пĕр пулнине шута илсе, уявра хĕрлĕ питлĕ панулми астивме пулчĕ. Пыл уявне хурт-хăмăрçăсемпе ачисем — Кĕçĕн Каçалтан Николай Андреевичпа Леонтий Пурлушкинсем, Асанкассинчи Римма Васильевна Яковлевăпа хĕрĕ Ирина, Вăрманхĕрри Чурачăкри Владимир Иванович Илеменов тата Николай Павлович Яковлев, Хирти Ĕн
Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Чĕкеç пек çепĕç чĕлхеллĕ, пăрчăкан пек лара-тăра пĕлми, ĕçчен алăллă, сăпай та черчен пике пурăнать Юнтапа ялĕнче. Кăçал Шурут вăтам шкулне ла-йăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Ольга Еремеева пур енĕпе те маттур. Уйрăмах вара уншăн тĕрĕ тĕнчи çывăх. Хĕрача 7-мĕш класра ăс пухнă чухне пуçласа алла йĕппе çип тытнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Николаевна Тарасова хавхалантарнипе чи малтанах сулă тĕрлесе пăхнă. Çакăн хыççăн унăн тата та тĕрлĕрен эрешсем ăсталаса пăхас килнĕ. Вĕрентекен масмак мĕнле ăсталамаллине кăтартсан хĕрача савăнсах çак ĕçе пикеннĕ. Ял тăрăхĕнчи паллă алĕç ăсти Луиза Носкова та Ольăна нумай пулăшнă, мĕн пĕлменнине ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен, тĕплĕн ăнлантарса панă, илемлĕ япаласем ăсталама пулăшнă. Шăпах Луиза Николаевна пултаруллă хĕрачана тухьясем тума

Юрра-ташша кашни хавас

Çак кунсенче районти культура çурчĕн ĕçченĕсем «Дружба» ЯХПК ĕçченĕсене, Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕсене концертпа савăнтарнă. Культура ĕçченĕсем кĕске вăхăтлăх кану йĕркелесе, илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, комбайнерсемпе водительсен тăрăшулăхне палăртса ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Çакăн пек кану вăхăчĕсем йĕркелени çĕр ĕçченĕсемшĕн çав тери паха: канса илме те, савăнма та пулать.  
Субботника хутшăннă

Субботника хутшăннă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин çамрăксен «Молодая гвардия» ушкăнĕн Комсомольскинчи команди Пĕтĕм Раççейри «Дни зеленых действий» экологи марафонне хутшăннă. Çамрăксем субботник вăхăтĕнче çынсем канма юратакан çăлкуç çывăхĕнчи лаптăка çÿп-çапран тасатнă. «Çутçанталăка амантма питĕ çăмăл, çавăнпа та ăна упрама тăрăшмалла. Кашни çыннăн тавралăх çине тимлĕх уйăрмалла: çÿп-çап пăрахса çÿремелле мар, йывăçсене сиен кÿмелле мар, юраман вырăнсенче кăвайт чĕртмелле мар. Тавралăха тасарах тума кашниех пултарать. Чи пĕлтерĕшли — хамăртан пуçласси, ыттисене тĕслĕх кăтартса парасси», — палăртнă «Молодая гвардия» ушкăнăн вырăнти командин членĕ Василий Кокарев.