Культура

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Чĕкеç пек çепĕç чĕлхеллĕ, пăрчăкан пек лара-тăра пĕлми, ĕçчен алăллă, сăпай та черчен пике пурăнать Юнтапа ялĕнче. Кăçал Шурут вăтам шкулне ла-йăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Ольга Еремеева пур енĕпе те маттур. Уйрăмах вара уншăн тĕрĕ тĕнчи çывăх. Хĕрача 7-мĕш класра ăс пухнă чухне пуçласа алла йĕппе çип тытнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Николаевна Тарасова хавхалантарнипе чи малтанах сулă тĕрлесе пăхнă. Çакăн хыççăн унăн тата та тĕрлĕрен эрешсем ăсталаса пăхас килнĕ. Вĕрентекен масмак мĕнле ăсталамаллине кăтартсан хĕрача савăнсах çак ĕçе пикеннĕ. Ял тăрăхĕнчи паллă алĕç ăсти Луиза Носкова та Ольăна нумай пулăшнă, мĕн пĕлменнине ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен, тĕплĕн ăнлантарса панă, илемлĕ япаласем ăсталама пулăшнă. Шăпах Луиза Николаевна пултаруллă хĕрачана тухьясем тума

Юрра-ташша кашни хавас

Çак кунсенче районти культура çурчĕн ĕçченĕсем «Дружба» ЯХПК ĕçченĕсене, Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕсене концертпа савăнтарнă. Культура ĕçченĕсем кĕске вăхăтлăх кану йĕркелесе, илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, комбайнерсемпе водительсен тăрăшулăхне палăртса ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Çакăн пек кану вăхăчĕсем йĕркелени çĕр ĕçченĕсемшĕн çав тери паха: канса илме те, савăнма та пулать.  
Субботника хутшăннă

Субботника хутшăннă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин çамрăксен «Молодая гвардия» ушкăнĕн Комсомольскинчи команди Пĕтĕм Раççейри «Дни зеленых действий» экологи марафонне хутшăннă. Çамрăксем субботник вăхăтĕнче çынсем канма юратакан çăлкуç çывăхĕнчи лаптăка çÿп-çапран тасатнă. «Çутçанталăка амантма питĕ çăмăл, çавăнпа та ăна упрама тăрăшмалла. Кашни çыннăн тавралăх çине тимлĕх уйăрмалла: çÿп-çап пăрахса çÿремелле мар, йывăçсене сиен кÿмелле мар, юраман вырăнсенче кăвайт чĕртмелле мар. Тавралăха тасарах тума кашниех пултарать. Чи пĕлтерĕшли — хамăртан пуçласси, ыттисене тĕслĕх кăтартса парасси», — палăртнă «Молодая гвардия» ушкăнăн вырăнти командин членĕ Василий Кокарев.  
100 километрлă дистанцие 100 çын парăнтарнă

100 километрлă дистанцие 100 çын парăнтарнă

Июлĕн 24-мĕшĕнче велосипедпа ярăнма килĕштерекенсен «100 км — Мĕншĕн тесен эпир Пĕрле» чупăвĕ иртнĕ. Мероприятие Раççейри ирĕклĕ профсоюзсен федерацийĕ, Чăваш Енри тата Тутарстанри Спорт министерствисем пулăшнипе «Профсоюз ТВ» телеканал тата Пĕтĕм Раççейри профсоюз организацийĕсемпе структура подразделенийĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех чупу маршручĕ иртекен муниципалитетсен администрацийĕсем те — Чăваш Республикинчи Комсомольскипе Елчĕк районĕсен тата Тутарстанри Пăва районĕн — активлă пулăшу парасси йăлана кĕнĕ. Республикăсем хушшинче йĕркеленĕ мероприятин тĕллевĕ — 100 километрлă дистанцие 100 çынран тăракан велосипедистсен колоннипе пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса парăнтарасси. Иккĕмĕш хут иртекен велочупăва кăçал Раççей регионĕсенчи профсоюз организацийĕсен представителĕсемпе пĕрле Узб
Ĕçченсене саламларĕç

Ĕçченсене саламларĕç

Иртнĕ вырсарникун Раççей почта уйрăмĕнче тăрăшакансем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Çак ятпа маттур та, тăрăшуллă ĕçченсене район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.  Пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ  Алексей Селиванов  саламларĕ, ĕçре ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕ.  Почта ĕçченĕсем пире  хаçат-журнал çырăнтарса килтен валеçнисĕр пуçне  çыру  е посылка яма, çуртпа коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсене тата ытти тÿлевсене тÿлеме укçа куçарма пулăшаççĕ.  Вĕсен ĕçĕ чăннипех те пархатарлă.                 Л.ПЕТРОВА.     
Шанчăклă мăшăрсем хисепе тивĕç

Шанчăклă мăшăрсем хисепе тивĕç

«Кам хăйĕн килĕнче телейлĕ — çавă çеç чăннипех телейлĕ», — тенĕ вырăс классикĕ Лев Толстой. Шăпах çакăн пек телейлĕ çынсем пуçтарăнчĕç июлĕн 8-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăна. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕç. Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан Галина Степановнăпа Вячеслав Васильевич Скворцовсем, Комсомольски ял тăрăхĕнчи Светлана Николаевнăпа Николай Васильевич Красновсем тата Роза Степановнăпа Сергей Васильевич Муравьевсем нумай çул пурнăç сукмакне пĕрле, алла-аллăн тытăнса такăрлатаççĕ. Пĕр-пĕрне пур ĕçре те пулăшса, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыракан мăшăрсенчен тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем пурте ачисене ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, ан
Халăхпа пĕрле тăрăшсан ял илемленет

Халăхпа пĕрле тăрăшсан ял илемленет

Ял илемĕ чи малтанах унта пурăнакансенчен килет. Паянхи кун пуçаруллă та хăюллă пулсан, йывăрлăхсенчен хăраса тăмасан ялта та темĕн те тума пулать. Патшалăх ялсене хăтлăх кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ программăсене хутшăнма сĕнет, хатĕрленĕ проектсем тăрăх укçа-тенкĕ уйăрса парать. Районти ял тăрăхĕсенче çак майсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кашни çулах тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе çул сараççĕ, палăксене юсаççĕ, çĕнĕ социаллă объектсем хăпартаççĕ тата ытти те. Элпуç ял тăрăхне пырса кĕрсен те юлашки çулсенче тунă улшăнусем тÿрех куç умне пулаççĕ. Чăваш Элпуç ялĕ пĕр урамран çеç тăрать пулсан та, унăн малашлăхĕ пур тесе калас килет. Кунта пушă çуртсем çукпа пĕрех. Пĕлтĕр çеç вырнаçтарса лартнă ача-пăча площадкинче иртен пуçласа каçченех ача-пăча хĕвĕшет. Вĕсен савăнăçлă кулли таврана саланать. Пло
Çемьере килĕшÿ пулни вăй-хал парать

Çемьере килĕшÿ пулни вăй-хал парать

Çын пурнăçĕнче çемье — шăпа парни. Унăн пĕлтерĕшне кашни çын хăйне евĕрлĕ ăнланать. Виçпÿртре пурăнакан Еленăпа Юрий Тихоновсемшĕн тăван кил — вăй-хал паракан, яланах ырă сунса кĕтекен çывăх çынсем пурăнакан вырăн. Вĕсемшĕн çемье телейĕ — чунтан савакан шанчăклă мăшăр юнашар пулни, юратнă ачасен тăнăçлă пурнăçĕ, кил-çуртри хăтлăх, хуçалăхри çителĕклĕх. Юрий 1971 çулта Виçпÿртре нумай ачаллă çемьере çуралнă /9 пĕртăван/. Елена та 1971 çулта Аслă Çĕрпÿелĕнчи йышлă ачаллă çемьере çуралнă /10 пĕртăван/. Вĕсем иккĕшĕ те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Уйрăмах Еленăн, амăшĕ сад бригадинче ĕçленине кура, ача чухне манăçса кайса выляма май килмен. Вăл юлташĕсемпе пĕрле çуллахи каникулсенче колхоз ĕçĕсенчен пĕр юлми тăрăшнă: çум çумланă, пахча çимĕç, улма-çырла пуçтарнă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Вĕренсе
Фестиваль-конкурсра палăрнă

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Çак кунсенче ЧР культура министерстви пулăшнипе республика шайĕнче йĕркеленĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсен çулне халалланă «Чун юрланă чухне» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ватăрах çынсем хушшинче онлайн-форматпа иртнĕ конкурсра «Вокал ансамблĕ» номинацире «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ /ертÿçи А.Кокшина, концертмейстерĕ В.Кокшин/ 2 степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Хирти Сĕнтĕрти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне /ертÿçи Н.Шатилова, концертмейстерĕ П.Иванов/ çÿрекен Зоя Матвеева «Вокал исполнителĕ» номинацире лауреат пулса тăнă. «Фольклор пултарулăхĕ» тупăшура Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи «Юнтапа» ансамбль /ертÿçи Л.Латышева, концертмейстерĕ В.Лукиянов/ 3 степеньлĕ Диплома тивĕçсе палăрнă. «Поэзи чăваш чĕлхинче» номинацире Анат Тимĕрчкассинчи культура çу
Зинаида Киргизова палăрнă

Зинаида Киргизова палăрнă

Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пуçарнипе, Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ пулăшнипе пĕрремĕш хут йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетрĕç. Ăна республикăри талантлă та пултаруллă хĕрарăмсене тупса палăртас, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тата паха енĕсемпе паллаштарас тĕллевпе ирттернĕ. «Конкурса республикăри 26 муниципалитетри 350 конкурсант хутшăннă. Çак йышри 13 хĕрарăм — пирĕн районтан. Зинаида Киргизова, Галина Нестерова, Надежда Евграфова, Алена Родионова, Светлана Петрова, Мария Долгова, Алина Афанасьева, Татьяна Миговорова, Татьяна Макарова, Оксана Владимирова, Алена Полякова, Галина Волкова, Галина Симакова, Татьяна Макарова. Маттур хĕрарăмсем — тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем, кил хуçи хĕрарăмĕсем — хăйсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан видео-