Культура

Кăнтăрта канни асрах

Кăнтăрта канни асрах

Каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем — Нарспи Борисова, Елизавета Наумова, Лидия Матросова тата Аннăпа Юрий Курицынсем — Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрне çитсе куртăмăр. «Стремительный» лагерь ĕçченĕсемпе вожатăйĕсем пире ăшă кăмăлпа, хаваслă кулăпа кĕтсе илчĕç, кашни кун хăйне евĕрлĕ асамлă пуласса шантарчĕç. Чăнах та, эпир тĕрлĕрен ăсталăх класĕсемпе вĕренÿ лекцийĕсене çÿрерĕмĕр, ăс-тăна, хăвăртлăха аталантаракан вăйăсем вылярăмăр, каç пулсан отряд юррине юрларăмăр. Холи сăррин фестивальне, Раççей кунĕн уявне тата ытти нумай мероприятие хутшăнтăмăр. Юнкунсерен ташă каçĕсенче савăнтăмăр, вожатăйсем пире тăтăшах кĕтмен парнесемпе тĕлĕнтеретчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те питĕ кăсăклă пулчĕç. «В центре событий» 6-мĕш смена питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ. Унта х

Йышпа шÿтлеме вĕрентрĕç

Сентябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Мăрат шкулĕн ачисем КВН шкулне кайса килчĕç. КВН шкулĕ Муркаш районĕнче «Солнышко» лагерьте пулса иртрĕ. Ку шкулта ачасене мĕн çинчен шÿтлемеллине, ăçтан шÿт валли сюжет шырамалли çинчен каласа пачĕç. Шкул йеркелÿçисем чылай çул тĕрлĕ сцена çинчен кулăшла сценкăсемпе савăнтараççĕ. Лагерьти сменăна вĕсем грант выляса илнĕ укçа-тенкĕпе ирттереççĕ. Темиçе кун хушши Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем мĕнле шÿтлемеллине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, шÿт валли кĕвве епле хатĕрлемеллине вĕренчĕç. Ушкăн командирĕ Нарспи Борисова пулчĕ, кĕвĕ-сас хатĕрлесе яраканĕ — Антон Поляков. Юлашки кунĕнче вара командасем хăйсен номерĕсене лагерь сцени çинче жюрисене пăхса хаклама сĕнчĕç. Пирĕн шкул ушкăнĕ «Витаминка» ятлă пулчĕ. «Витаминка» чăнах та зала култарса вăй кĕртм
Юрри-ташшипе савăнтараççĕ

Юрри-ташшипе савăнтараççĕ

Районти «Каçал» халăх фольклор ансамбльне /ертÿçи Владимир Павлов/ республикăра тата унăн тулашĕнче лайăх пĕлеççĕ. Пултаруллă та маттур артистсем таçта та çитсе хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Вĕсен пултарулăхне кашни çĕрте хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Акă, канмалли кунсенче «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ Тутарстан республикинче тата Самар облаçĕнче пурăнакансене юрри-ташшипе савăнтарнă. Пултаруллă коллектив Тутарстан республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă тăрăхра йĕркеленĕ «Чÿклеме» чăваш уявне çитсе килнĕ. Унтан вĕсем Самар облаçĕнчи Халăх туслăхĕн этнопаркне уçнă çĕре хутшăннă. — Канмалли кунсем çав тери асра юлмалла иртрĕç. Коллективпа тÿрех икĕ уявра пулма тÿр килчĕ. Ку — пире савăнтарать, хавхалантарать. «Чÿклеме» уявне хутшăнса куракансене
Хăтлăлантăр пурăнакан вырăн

Хăтлăлантăр пурăнакан вырăн

Хамăр пурăнакан тавралăх тирпейлĕ те илемлĕ пулсан епле аван! Юлашки çулсенче çынсем пурăнакан вырăнсене çине тăрсах хăтăлăлатаççĕ. Çакă пĕтĕмпех çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçланать. Тĕслĕхрен, район центрĕнче, ялсенче чылай проекта ĕçе кĕртсе ачасене вылямалли, çынсен канăвне усăллă ирттермелли вырăнсем хута кайрĕç. Çак кунсенче çеç вара Заводская урамра пурăнакансен патне те çĕнĕлĕх çитрĕ: 67 «а» тата 67 «б» нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Халĕ кунта ачасене вылямалли ятарлă нумай функциллĕ лапам пулĕ. Унпа пĕрлех çуртсем патне кĕрсе тухмалли автоçула такăрлатнă, утса çÿреме тротуар сарнă. Ĕçсене пĕтĕмпех «Стройкомфорт» ООО пурнăçлать. Строительсем обьекта кăштах палăртнă вăхăтран кая юлса пурнăçлаççĕ пулин те, ĕçсене çак ку

Чунпа кантăмăр шăматкун

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче çĕршывра иртнĕ «Культурăллă Чăваш ен» акцие республика хастар хутшăннă. Çак асăннă мероприятирен районта пурăнакансем те айккинче юлман. Библиотека, культура учрежденийĕнче тăрăшакансем, ялсенче, район центрĕн- че пурăнакансем, шкул ачисем акцире хастарлăхпа палăрнă. Комсомольски тĕп тата ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Светлана Тимофеева флорист ертсе пынипе «Кĕрхи эрешсем» мастер-класс йĕркеленĕ. Вулав залĕнче вулакансене валли «Культура мулĕсем» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Хырхĕррии ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсен специалисчĕсем алă ĕçĕсен «Ырă алăсен ĕçĕсем» тата «Кĕрхи сăрăсем» куравсем ирттернĕ. Юнтапари Тамара Казакова хăй çырнă «Тăван кил» сăвва илемлĕ шăрантарнă. Асăннă мероприяти шайĕнче Тăманлă Выçли культура çурчĕн ĕçченĕсем «Кĕрхи пуянлăх» курав йĕрк
Ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă

Ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă

Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ĕçлĕ ушкăн Чĕчкен ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем унта тĕрлĕ объектсенче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашса татса памалли майсене пăхса тухнă тата халăхпа тĕл пулнă. Тĕп вырăнта — ялсене аталантарасси. Çавăн пекех район тата влаç ĕç-хĕлĕнчи ыйтусене пăхса тухнă. Ĕçлĕ ушкăн Аслă Чурачăкри вăтам шкулта та пулнă, çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашнă. Çÿп-çап контейнерĕсем вырнаçтарнă площадкăсем те, вырăнти çулсене юсасси тата тăвасси те тимлĕхсĕр юлман. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн икĕ ялти масарсем çинчи халăх пуçарулăхĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă çурчĕсене çитсе курнă. Унсăр пуçне вĕсем Чĕчкен тĕп шкулĕн коллективĕпе те курнăçса калаçнă. Шкул йĕри-тавра хÿме тăвас ĕç мĕнле пурнăçланнипе паллашнă, ыйтусене тата вĕсене мĕнле майпа
Пĕр çемьери пек

Пĕр çемьери пек

Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма юрататтăм. Вĕсем кунти стена хаçатĕнче кун çути куратчĕç. Мана класс ертÿçи Геннадий Иванович Яковлев ку ĕçре питех те нумай хавхалантаратчĕ. Тĕрлĕ темăсем суйласа илме пулăшатчĕ, сăвă техникипе паллаштаратчĕ. Стена хаçачĕн çитес номерĕ валли çĕнĕ сăвă çырма хушатчĕ. Çапла вара эпĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи стена хаçачĕн чи активлă корреспонденчĕсенчен пĕри пулса тăтăм. Чăваш чĕлхипе литература тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсем маншăн чи юратнисемччĕ. Уйрăмах сочиненисем çырма кăмăллаттăмччĕ. Ытларах ирĕклĕ темăсем килĕшетчĕç. Елена Яковлевна Поргунова тата Геннадий Иванович Яковлев вĕрентекенсем пире чăваш тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене юратма вĕрентрĕç, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшрĕç. Манăн тепĕр хаклă çыннăм, пула
Çамрăк журналтистсем Сирĕн хайлавсене кĕтетпĕр

Çамрăк журналтистсем Сирĕн хайлавсене кĕтетпĕр

Вулакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: пирĕн хаçатра «Паянхи сас» ятпа çĕнĕ страница тухма пуçларĕ. Ăна эпир пирĕншĕн питĕ те çывăх журналистика темине халалларăмăр. Кунта эпир сире хамăр районтан тухнă, паянхи кун тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен журналистсемпе, «Каçал ен» хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсен аса илĕвĕсемпе, журналист пурнăçĕнчи самантсемпе паллаштарăпăр. Çавăн пекех районти шкулсенчи çамрăк корреспондентсен кружокĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Журналистика анинче пысăк çитĕнÿсем тунă, умĕнчи çула хăюллăн уçса пыракан ĕçтешсем хăйсен пуян опычĕпе паллаштарĕç, çамрăк корреспондентсене вара эпир тĕрлĕ жанрсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма сĕнетпĕр. Шкулта е ялта мĕнле те пулин интереслĕ ĕç-пуç, асра юлакан мероприяти пулса иртнĕ-и, кÿршĕре ырми-канми ĕçĕпе хисепе тухнă кинемей
Конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

Конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

Вулакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: пирĕн хаçатра «Паянхи сас» ятпа çĕнĕ страница тухма пуçларĕ. Ăна эпир пирĕншĕн питĕ те çывăх журналистика темине халалларăмăр. Кунта эпир сире хамăр районтан тухнă, паянхи кун тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен журналистсемпе, «Каçал ен» хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсен аса илĕвĕсемпе, журналист пурнăçĕнчи самантсемпе паллаштарăпăр. Çавăн пекех районти шкулсенчи çамрăк корреспондентсен кружокĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Журналистика анинче пысăк çитĕнÿсем тунă, умĕнчи çула хăюллăн уçса пыракан ĕçтешсем хăйсен пуян опычĕпе паллаштарĕç, çамрăк корреспондентсене вара эпир тĕрлĕ жанрсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма сĕнетпĕр. Шкулта е ялта мĕнле те пулин интереслĕ ĕç-пуç, асра юлакан мероприяти пулса иртнĕ-и, кÿршĕре ырми-канми ĕçĕпе хисепе тухнă кинемей
Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ

Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ

Çак кунсенче Комсомольски райповĕнче чăваш халăх апат-çимĕçне чи тутлă хатĕрлеме пĕлекенсен уявĕ иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенчен потребительсен кооперацийĕн наци апат-çимĕçĕн районсем хушшинчи фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнакансем пуçтарăнчĕç. Çĕрпÿ, Йĕпреç, Калинин, Канаш, Комсомольски тата Красноармейски райповĕсен пуян опытлă обществăлла апатлану ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чи малтанах фестивале пуçтарăннисене «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ савăнăçлă юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Чă вашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин потребительсен рынокĕн секторĕн заведующийĕ Имма Иванова, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Комсомольски райпо канашĕн председателĕ Светлана