Пулăшу мерисем малашне те пулĕç
Декабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев видеоконференцçыхăну мелĕпе массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе пресс-конференци йĕркелесе вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
ТĔП ТИМЛĔХ — АТАЛАНУ ÇИНЕ
Чи малтанах журналистсем «Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли комплекслă программа» мĕнле пурнăçланнипе интересленчĕç. Çак ыйту çине хуравласа Олег Николаев тунă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Программа экономика тата социаллă пурнăç енчен кая юлса аталанса пыракан регионсене ÿсĕмсем тума пулăшас тĕллевлĕ. Çакна валли çитес çулсенче Чăваш Ене кашни çул пĕрер миллиард тенкĕ уйăрса парĕç. 2021 çулта çак укçан пысăк пайне /650 миллион тенкине/ вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма яма палăртнă. Укçан тепĕр пайĕ вара строительство тытăмне пулăшу кÿме,