
Сире пурне те Ҫӗнӗ 2019 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире пурне те Ҫӗнӗ 2019 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!
Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӗсем пире ҫӗнӗ ӗмӗтсем парнелеҫҫӗ, ырра тата малашлӑха шанма вӗрентеҫҫӗ.
Чӑваш Республикишӗн 2018 ҫул аталану ҫулталӑкӗ пулчӗ. Пирӗн пӗрлехи ырми-канми ӗҫпе хастарлӑха тата пуҫарулӑха пула Чӑваш Ен ҫирӗппӗн малалла аталанать. Эпир республикӑра пурӑнма, ӗҫлеме тата ачасене тӗрӗс ҫитӗнтерме лайӑх майсем тӑвас тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗмӗр: ача сачӗсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем, культура тата спорт объекчӗсем, ҫӗнӗ производствӑсем уҫрӑмӑр, ҫул-йӗр хыврӑмӑр.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Тӑван республика аталанӑвне паха тӳпе хывнӑшӑн сире пурне те пысӑк тав.
Эпир пурте яланхи пекех пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлени, пирӗн пӗрлӗхри вӑй ҫитӗнӳсене