Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днем
Юратнӑ хӗрарӑмсем!
Сире ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Мартӑн 8-мӗшӗнче – пӗтӗм тӗнчипех паллӑ тӑвакан уявра арҫынсем хӑйсем сире хӗрӳллӗн юратнине, сирӗнпе хавхаланнине тата чунтан хисепленине уҫҫӑн пӗлтермешкӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Хӗрарӑмра ҫыннӑн пӗтӗм лайӑх енӗ туллин палӑрать, вӑл пурнӑҫа ҫутӑлӑх тата ҫураҫулӑх кӳрет. Сирӗн илемлӗхӗрпе ҫепӗҫлӗхӗр, пысӑк ӑсӑрпа хӗрхенӳлӗхӗр, ырӑ чунлӑхӑрпа чӑтӑмлӑхӑр хӑть хӑш саманара та паттӑрсене чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартма, тӗрлӗ ӳнер ӑстине искусствӑн вилӗмсӗр хайлавӗсене ӑсталама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.
Чунӑр ӑшшипе ачашлӑхӑра ҫывӑх ҫыннӑрсене тараватлӑн парнелесе эсир вӗсене йывӑр самантсенче инкексенчен тата пурнӑҫри йӗркесӗрлӗхсенчен хӳтӗлетӗр, кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртетӗр тата ӑна типтерл