Каçалсем аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе пурăнаççĕ
Çакна вĕсем фестивальсене, конкурссене, уявсене хутшăнса пĕрре кăна мар çирĕплетсе панă, параççĕ те. Владимир Павлов ертсе пыракан "Каçал" халăх фольклор ансамбльнех илер. Вăл республикăри, унăн тулашĕнчи вун-вун мероприятие хутшăнать. Хăйĕн пултарулăхĕпе мĕн чухлĕ çынна паллаштарать. Фольклор ансамбльне чăвашлăха чунтан юратакансем, йăла-йĕркесене пăхăнакансем, вĕсене ăруран ăрăва вĕрентсе пыракансем çÿреççĕ.
Акă, октябрĕн 5-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ пуçарса янă "Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе" уçă вулавсем ?авторĕ Вера Архипова/ иртрĕç. Унăн тĕллевĕ — Чăваш Енре пурăнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем патне çитсе вырăнти йăла-йĕркене тĕпчесси, чăваш халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси тата çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарасси.
"Аваллăха упр