Суббота, Октябрь 24

Автор: Редакция

Сиплевçĕ, юрăç, ал ĕç ăсти

Сиплевçĕ, юрăç, ал ĕç ăсти

Людмила Николаевна Симендеева 43 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшнă. Çĕршер çынна сывлăх парнеленĕ, чир-чĕртен хăтăлма пулăшнă.  ЫТТИСЕМ ПЕКЕХ Çиелтен пăхсан вăл ытти ачасенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Шăпăрлансемпе пĕрле урамра вылянă, Кĕтнере шыва кĕнĕ, килте ашшĕпе амăшне пулăшнă. Çуллахи шăрăх кун. Сарă хĕвелĕ хăйĕн вĕри пайăркисене çĕр çине сапалать. Пăчă. Çакăн пек ăшă çанталăкра уйрăмах ача-пăча çырма хĕррине васкать, çанçурăма уçăлтаракан шывра чăмпăлтатать. Çак кун вунпиллĕкри Люся  Кĕтне хĕррине кĕпе чÿхеме кайнăччĕ.  Эпĕ те питĕ лайăх астăватăп-ха, унччентерех, 50—60 çул каялла, шыв хĕрринче кĕпе чÿхеттĕмĕр. Вăл вăхăтра хальхи пек кĕпе çăвакан машинăсем пулман та, алăпах çунă.  Хĕр пĕрчи çутçанталăк илемĕпе  киленсе пĕр кĕпе хыççăн тепĕрне алла илет. Люс
«Вилĕм  ăçта сутнине пĕлтер»

«Вилĕм  ăçта сутнине пĕлтер»

  Мартăн 12—23-мĕшĕсенче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер» профилактика мероприятийĕ иртет. Асăннă акци Чăваш Енре кашни çулах икĕ тапхăрпа иртет. Иккĕмĕш тапхăрне кĕркунне, ноябрĕн 12—23-мĕшĕсенче, йĕркелеме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — наркопритонсене тупса палăртасси, наркотик хутăшĕллĕ япаласене сарассине чарасси, çивĕч ыйтăва татса парассине халăха явăçтарасси, пĕлтересси.  Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтерме çеç мар, наркотикпе айкашакансене сиплемелли, реабилитацилемелли пирки специалистсенчен те канаш илме пулать. Çынсен наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсен сĕнĕвĕсене те пама   юрать.  Наркотикпе çыхăннă кирек мĕнле хыпара та 8/8352/ 58-33-33 шанăç телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Шăнкăравлаканăн ятне, хушаматне к
Больница уçăлнă

Больница уçăлнă

Мартăн 14-мĕшĕнче республикăри Ача-пăча клиника больницине тĕпрен юсанă хыççăн уçнă. Паян сиплев учрежденийĕнче илемлĕ, пÿлĕмсем хăтлă, медицина хатĕрĕсем те çĕнелнĕ.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата больницăн тĕп врачĕ Анатолий Павлов çĕнелнĕ поликлиникăпа кăсăкланнă.     «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен Чăваш Республикине юлашки 10 çул хушшинче 110 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Сахал мар, регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ  объектсене тирпейлесе çĕнетнĕ. Пирĕн тĕллев — халăх валли хăтлă условисем йĕркелесси», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. РФ Президенчĕ Владимир Путин ача-пăча поликлиникисене тĕпрен юсас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш Енре объектсене тирпейлеме 117 млн хушма у
Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнать

Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнать

Мартăн  24-мĕшĕнче, шăматкун, хĕллехи спорт сезонĕ  хупăннă ятпа, «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртет. Вăл Комсомольскинчи вăрман хĕрринче  10 сехетре пуçланать. Кăмăл тăвакансем унта пурте хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командинче 3 хĕрача, 3 арçын  ача пулмалла. Вăтам шкулсен — 3-шер арçын ачапа хĕрача. Предприятисемпе  организацисен, ял поселенийĕсен командисенче  2  арçынпа 2 хĕрарăм старта тухĕç. Арçынсемпе каччăсем  2-шер, хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрер километрлă дистанцие чупĕç. Заявкăсене /вĕсене команда ертÿçи, врач  алă пусса çирĕплетмелле/ ăмăртăва килсе çитсен памалла.  Пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма йыхравлатпăр. Командăсен штандарт пулсан аван.   ЙĔРКЕЛ
«Эпир пĕрле!» 

«Эпир пĕрле!» 

Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешнĕ кун çĕршывшăн, пур халăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Çавна май мартăн 18-мĕшĕнче, вырсарникун,  Шупашкар хулинче, Республика площадĕнче «Эпир пĕрле!»  пысăк концерт пулать. Вăл 20 сехетре пуçланать. Куракансене пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш эстрада юрăçисем савăнтарĕç. Апла пулсассăн пĕрле юрласа-ташласа савăнар.      
Проект пурнăçланать

Проект пурнăçланать

Мартăн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «Радуга» культурăпа  выставка центрĕнче «Караван искусств» выставка проекчĕ уçăлнă. Унта РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алена Аршинова хутшăннă.  Асăннă проект республикăри 21 ялти культура çуртĕнче пурнăçланать. Вĕсен йышĕнче Асанкассинчи культура çурчĕ те пур. Шăпах çак кун проекта хутшăнакансене Алена Аршинова сертификатсем парса чысланă.  Çитес вăхăтра «Радуга» культурăпа  выставка центрĕн фондĕнчи  картинăсемпе ялти культура çуртĕнче паллашма май пулĕ. «Караван искусств» проекта шăпах ялта пурăнакансене искусство пуянлăхĕпе  ытларах паллашма майсем туса парас тĕллевпе пурнăçлаççĕ те. /ХАМĂР ИНФ./.      
16 пепке çуралнă

16 пепке çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмĕ 2018 çулхи февраль уйăхне пĕтĕмлетрĕ. Февраль уйăхĕнче 16 ача çуралнине регистрациленĕ. Вĕсенчен 9-шĕ — арçын ачасем, 7-шĕ — хĕрсем. Февраль уйăхĕнче 13 мăшăр çемье çавăрнă пулсассăн, 2 мăшăр уйрăлнă. Çавăн пекех иртнĕ уйăхра 24 çын вилнине шута илнĕ.  Ашшĕ кам пулнине иккĕн палăртнă. Çавăн пекех тепĕр хутчен 20 свидетельство панă, 227 справка хатĕрленĕ. Çынсем 18150 тенкĕлĕх патшалăх пошлини тÿленĕ.  О.ФЕДОТОВА,  ЗАГС пайĕн начальникĕ.    
Умра  — çураки

Умра  — çураки

Юр ирĕлсе пĕтсе çанталăк ăшăтсанах районти хуçалăхсен ĕçченĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене кÿлĕнĕç. Çапла вара часах малтанах шутласа, палăртса хунă çĕр лаптăкĕсем çинче тĕрлĕ культура ешерме тытăнĕ.  — Кăçал пирĕн çурхи ака ĕçĕсене 17117 гектар лаптăк çинче пурнăçламалла, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12323 гектар çинче акмалла. 1050 гектар — çĕрулми, 121 гектар пахча çимĕç лартмалла. Кукурузăна 68 гектар тата пĕр çул ÿсекен курăксене 1876 гектар çинче вырăн памалла.  Паллах, техника культурисем пирки те манма юрамасть. Кăçалхи çул вĕсен лаптăкĕ пурĕ 1604 гектарпа танлашмалла, çав шутра сахăр кăшманне 200 гектар, рапспа донник хутăшне 714 гектар тата 150 гектар çинче хĕвелçаврăнăш çитĕнтерме палăртнă. Тĕп тĕллев — ака-суха вăхăтĕнче пĕр кун та ахаль сая ан кайтă
Уçă алăксен кунĕ

Уçă алăксен кунĕ

Мартăн 17-мĕшĕнче республикăри наркологи диспансерĕнче, хулари ача-пăча 2-мĕш больницинче, кардиологи диспансерĕнче Уçă алăксен кунĕ иртет. Çавна май çынсем тухтăрсемпе, специалистсемпе канашлама пултарĕç.  Республикăри наркологи диспансерĕн наркологĕсемпе психологĕсем уйрăмах «çуттисĕр» пурăнма пултарайман хĕрарăмсемпе ĕçлеме тăрăшĕç.  Регистратура телефонĕ — 8/8352/23-41-68. Наркодиспансер        8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен йышăнĕ.  Республикăри кардиологи диспансерĕн тухтăрĕсем 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен консультаци ирттерĕç.     
Аграрисем тĕл пулнă

Аграрисем тĕл пулнă

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан делегаци Краснодарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен форумне хутшăннă. Икĕ куна тăсăлнă форум вăхăтĕнче çĕршывăн агропромышленноç комплексĕн тĕрлĕ отраслĕн — ял хуçалăх культурисене туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, фермерсемпе кооперативсем, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç — аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтелсем» йĕркеленĕ.  Сергей Артамонов «Ял хуçалăх культурисене туса илессин стратегийĕ: çитĕнÿсемпе 2018 çулхи тĕллевсем» секци ĕçне хутшăннă. Мероприятие РФ Ял хуçалăх министерствин Ÿсен-тăран ÿстерессин, механизаци, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлессин департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев йĕркелесе ертсе пынă. Секци ыйтăвĕсене сÿтсе явма çавăн пекех Куславкка районĕнчи Васили