Вторник, 23 апреля

Автор: Редакция

Состоялся турнир по вольной борьбе

Состоялся турнир по вольной борьбе

16 апреля  в спортивном зале МАУ ДО ДЮСШ «Кетне» прошел открытый республиканский турнир по вольной борьбе среди обучающихся общеобразовательных организаций на призы основателя борьбы в Комсомольском районе Чувашской Республики  Матросова Петра Георгиевича. На церемонии открытия турнира спортсменов приветствовали:глава Комсомольского района – Мансуров Ремис Мансурович:  глава администрации Комсомольского района Осипов Александр Николаевич, ,директор ДЮСШ «Кетне» Комсомольского района – Тихонов Евгений Аркадьевич.  Александр Николаевич вручил Почетные грамоты за большой вклад в развитие физической культуры и спорта и в связи с юбилеем 70-летием ветеранам спорта Комсомольского района, сподвижникам Матросова Петра – Краснову Николаю Васильевичу и Краснову Василию Сергее
Прокурор Чувашской Республики Андрей Фомин проведет личный прием граждан

Прокурор Чувашской Республики Андрей Фомин проведет личный прием граждан

20 апреля 2021 года (вторник) с 15 часов 00 минут прокурор Чувашской Республики Андрей Фомин проведет личный прием граждан по вопросам соблюдения социальных прав ветеранов Великой Отечественной войны, тружеников тыла и иных лиц, родившихся и проживающих в указанные годы. В ходе приёма указанные лица, а также действующие в их интересах граждане смогут получить консультацию по возникающим вопросам, оставить обращение о нарушениях требований закона. Приём состоится в помещении прокуратуры Чувашской Республики по адресу: г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 48. Лицам, проживающим на территории Комсомольского района и желающим попасть на личный прием к прокурору республики не обязательно приезжать в г. Чебоксары, а достаточно прийти в прокуратуру района, где им будет организована видеоконференцсв
Техника çуракине хатĕр

Техника çуракине хатĕр

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн кĕçех хĕрÿ тапхăр — çураки пуçланĕ. Акана вăхăтра тухса пĕр кăлтăксăр ирттерес тесен чи малтанах техникăн юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халĕ шăпах техникăн патшалăх тĕрĕслевне ирттермелли тапхăр пырать. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса килнине кура техника тĕрĕслевне каярах пуçланă. Апла пулин те, чылай хуçалăхри «тимĕр утсене» пăхса тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче тĕрĕслекенсем «Труд» ЯХПКра пулчĕç. Хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ пуян. Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников пĕр рете лартса тухнă тракторсене черетпе тĕрĕслерĕç, вĕсен юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ
Ырă ĕçе явăçтармалла

Ырă ĕçе явăçтармалла

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен канашĕн пĕрлехи председателĕ Василий Шадриков тата волонтерсен «АгроВыбор» альянс обществăлла организацин правленийĕн председателĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн вĕренекенсен социаллă психологи пулăшăвĕн секторĕн заведующийĕ Надежда Сергеева районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тата ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селивановпа тĕл пулчĕç. Канашлăва АПК ветеранĕ- сен представителĕсем Илдус Миннетуллин тата Василий Николаев та хутшăнчĕç. Вĕсем волонтерсен юхăмне ытларах çынсене явăçтарассине тата мероприятисен планне сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннисем çурхи ака ĕçĕсемпе те паллашрĕç. Паянхи

Прививка сывлăха упрама пулăшать

Вакцинаци — инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх мел. Паянхи кун пирĕн районта пурăнакансем çĕнĕ коронавирус инфекцине хирĕç прививка тума пултараççĕ. Хальлĕхе района пурĕ 1460 доза вакцина килсе çитнĕ, 788 çын вакцинаци тутарнă. Хăшĕ-пĕрисем прививка тутарма васкамаççĕ-ха. Вĕсем укол мĕнле усă кÿнине пĕлмеççĕ, вакцинаци умĕн тата хыççăн хăйсене мĕнле тытмалли пирки те иккĕленеççĕ. Прививка тăвиччен коронавируспа кĕрешекен клеткăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме васкакансем те йышлă. Çакна туни вара пĕлтерĕшлех мар. Организмра вируспа кĕрешекен клеткăсем пурри вакцинăн усси çине витĕм кÿмест. Енчен те эсир коронавируспа чирленĕ, сирĕн çак инфекципе кĕрешекен клеткăсем сыхланса юлнă пулсан, прививка туни вĕсен шутне тата та ытларах ÿстерет, хÿтĕлев вара тата та шанчăклăрах пулĕ. Хисеплĕ р
Туслă коллективра ĕç ăнать

Туслă коллективра ĕç ăнать

30 çул ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене ĕç тупма пур енлĕн пулăшать. Паянхи кун çак центрăн специалисчĕсем административлă регламентсене тĕпе хурса пысăк пахалăхлă пулăшу кÿме, хăйсен клиенчĕсене меллĕ условисемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем граждансене вăхăтлăх е яланлăх ĕçе вырнаçма, çĕнĕ професси илме е квалификацие ÿстерме пулăшаççĕ, вакансисен ярмăрккисем йĕркелеççĕ. Специалистсем кашни килекене ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, ниепле те ĕç тупайманнишĕн пăшăрханакан çынсене шанчăк парнелеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйсем тĕллĕн ĕç тупайман çитĕннĕ çынсем çеç мар, çул çитмен çамрăксем те ĕçе вырнаçма пултараççĕ.   Малалла вулас  Редакцирен çырăнтару  
Тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ

Тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ

Нумаях пулмасть «Асаново» ЯХПКра тракторсемпе прицепсен техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Хуçалăхсенчи техникăна хире кăлариччен кашни çулах çакăн пек тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников хуçалăхри тракторсене, вĕсен докуменчĕсене тĕрĕслерĕç, пушар сÿнтермелли хатĕрсем, аптечкăсем, авариллĕ чарăну паллисем, кусса каясран чаракан хатĕрсем пурри çине тимлĕх уйăрчĕç. Техосмотр ирттернĕ чухне тормоз тытăмĕн, техникăн çÿрекен пайĕн, руль управленийĕн юсавлăхне, кустăрмасемпе шинăсене, çутă приборĕсене тĕрĕслерĕç, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕпчерĕç. «Асаново» ЯХПК механизаторĕсем техника тĕрĕслевне тĕплĕн
Андриян Николаева лайăх пĕлнĕ

Андриян Николаева лайăх пĕлнĕ

Апрелĕн 12-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчешĕн паллă кун пулчĕ. 60 çул каялла этемлĕх историйĕнче пуçласа Юрий Гагарин космоса вĕçнĕ. «Восток» корабль Мускав вăхăчĕпе 9 сехет те 7 минутра Байконур космодромран старт илнĕ. Çын тĕнче уçлăхне парăнтарнă мăнаçлă, çĕнĕ самана пуçланнă. Çак кунсенче «Молодая гвардия» ушкăн ачисем Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Арсентий Семенович Кокорев ветеран патĕнче пулчĕç. Ачасен тĕп тĕллевĕ — ветеранăн асаилĕвĕсене итлесе çырса хурасси, çĕннине пĕлесси. Палăртса хăваратпăр: Арсентий Семенович тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕр Андриян Николаев пирки нумай каласа пама пултарать . Арсентий Семенович тĕнчери виççĕмĕш космонавта, чăвашăн чи маттур паттăрне çамрăкранпах пĕлет. — Ун пирки пĕлни çеç мар, пулас космонавт вĕçев училищинче вĕреннĕ чух «МиГ 15» вĕренÿ самолечĕн меха
Çирĕп çемье – чи пысăк пуянлăх

Çирĕп çемье – чи пысăк пуянлăх

Халăхра çакăн пек ĕненÿ пур — çĕр çинче икĕ шăпа пĕрлешсен тÿпере çĕнĕ çăлтăр çуталать. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевич Яндровсем çутнă çутă çăлтăр ачисен, мăнукĕсен, мăнмăнукĕсен çул-йĕрне çеç мар, тĕл пулса çемье çавăракан мĕн пур çыннăн пурнăç çулне çутатать. Вĕсен кил-çуртĕнче яланах тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланать. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнланса, çемье вучахне упраса пурăнакан мăшăр нумаях пулмасть бриллиант туйне паллă турĕ. 85 çулта пыракан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевичăн ачалăхĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне лекнĕ. Хура-шурпа йывăрлăхне сахал мар курнă ватăсем пурнăç хакне лайăх пĕлеççĕ, кашни çĕнĕ куншăн чĕререн савăнаççĕ. Раисăпа Виталий шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Хĕрпе каччă çулне çитсен, чĕрисем пĕр- пĕрин патне туртăнакан