Автор: Редакция

Вырма вăхăчĕ — çĕр ĕçченĕн çăмăл мар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Вырма вăхăчĕ — çĕр ĕçченĕн çăмăл мар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ремис МАНСУРОВ: «Вырма тапхăрĕ пирĕншĕн тем сиксе тухсан та ăнăçлă тытмалли черетлĕ экзамен пекех. Çавăнпа кашни çулах ăна пушшех те тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Техника юсавлă, кăлтăксăр ĕçлессе шанатăп. Ĕçченсем вырма ĕçĕсене яваплă пурнăçлас шутлă пулни те савăнтарать». Вырма вăхăчĕ — пиçнĕ тыррăн техĕмлĕ шăрши, комбайн шавĕпе тулнă вĕри кунсем, сехетсерен ÿссе пыракан ылтăн тухăçăн тăвĕсем. Çак тапхăрта аграрисем пÿлмесене тырă хывнă май, çак тухăçа пухиччен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. «Дружба» ЯХПКри вырма тапхăрĕнчи лару-тăрупа Андрей Яковлев агроном паллаштарчĕ. Паянхи куна хуçалăхра 100 гектар çинчи кĕрхи тулла 170 тонна /вăтам тухăç гектартан 17-шер центнер/, 100 гектар çинчи урпана 170 тонна ?вăтам тухăç гектартан 17-шер центнер/ çапса илнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕç кал-кал
«Мăкăнь» операци иртет

«Мăкăнь» операци иртет

Наркотиклă ÿсен-тăрансене çитĕнтерессипе, сарассипе çыхăннă преступленисене тупса палăртас, наркотиклă е психотроплă япаласемлĕ хăйсем тĕллĕн ÿсекен курăксене тупса вĕсене пĕтерес тĕллевпе Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче июлĕн 19—28-мĕшĕсенче «Мăкăнь — 2021» оперативлă профилактика операцийĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртет. 1998 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 3-ФЗ №-лĕ «Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă япаласем çинчен» Федераллă саккунăн 29 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн, камăн çĕр лаптăкĕ çинче наркотиклă ÿсен-тăрансем çитĕнеççĕ, çавă вĕсене тăпăлтарса пĕтерме тивĕç. Енчен те çĕр хуçи полномочиллĕ орган çакăн çинчен предписани çырнă хыççăн та наркотиклă е психотроплă япалаллă ÿсен-тăрансене пĕтермесен, ăна административлă майпа штраф тÿлеттереççĕ. Граждансен — 3—4 пин тенкĕ, должноçри çынсен —
100 километрлă дистанцие 100 çын парăнтарнă

100 километрлă дистанцие 100 çын парăнтарнă

Июлĕн 24-мĕшĕнче велосипедпа ярăнма килĕштерекенсен «100 км — Мĕншĕн тесен эпир Пĕрле» чупăвĕ иртнĕ. Мероприятие Раççейри ирĕклĕ профсоюзсен федерацийĕ, Чăваш Енри тата Тутарстанри Спорт министерствисем пулăшнипе «Профсоюз ТВ» телеканал тата Пĕтĕм Раççейри профсоюз организацийĕсемпе структура подразделенийĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех чупу маршручĕ иртекен муниципалитетсен администрацийĕсем те — Чăваш Республикинчи Комсомольскипе Елчĕк районĕсен тата Тутарстанри Пăва районĕн — активлă пулăшу парасси йăлана кĕнĕ. Республикăсем хушшинче йĕркеленĕ мероприятин тĕллевĕ — 100 километрлă дистанцие 100 çынран тăракан велосипедистсен колоннипе пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса парăнтарасси. Иккĕмĕш хут иртекен велочупăва кăçал Раççей регионĕсенчи профсоюз организацийĕсен представителĕсемпе пĕрле Узб
Кашни суйлавçă суйлава сăнаса тăма пултарать

Кашни суйлавçă суйлава сăнаса тăма пултарать

Чăваш Республикин Общество палатин ячĕпе суйлав участокĕсенчен граждансем валли видеотрансляци тума май çукки пирки ыйту çитнĕ. Социаллă сетьсенче кĕске вăхăт хушшинче тĕрлĕ сас-хура çĕкленчĕ, комментарисем те сахал мар пулчĕç . Чăнах та, Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ июлĕн 14-мĕшĕнче мĕнле йышăну тунă? Суйлав уççăн ирттерессине тĕрĕслесе тăракан принципсене пăхăнаççĕ-и? Участокри видеокамерăсем ĕçлеççĕ-и? Паллах, участоксенче камерăсен шучĕ ÿссе пырать. Камерăсем пурри лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма май парать. Пĕтĕмпе суйлав вăхăтĕнче суйлав участокĕсен 80 процентне камерăсемпе сăнаса тăма палăртаççĕ. Интернетпа тивĕçтермен пысăках мар участоксенче, çав шутра суйлавçăсен шучĕ 1 пинрен сахалрах пулнă вырăнсенче, видеорегистраци йĕркелĕç. 2021 çулхи çитес суйлав кампанийĕнче 100 пин ытла
Африка чуми – хăрушă чир

Африка чуми – хăрушă чир

Республикăпа кÿршĕллĕ регионсенче — Тутарстан, Мари Эл республикисенче тата Чулхула облаçĕнче сыснасем Африка чумипе чирленĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çавна пула килти хуçалăхра сысна тытакансене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине асăрхаттаратăп. Сыснасен Африка чуми — ерекен хăрушă чир. Вăл ерсен кирек епле выльăх та вилет. Унпа килти тата хир сыснисем чирлеççĕ. Африка чумин вирусĕ çав тери тÿсĕмлĕ, типĕтсен те, шăнтсан та хăвăрт пĕтмест. Инфекциленнĕ сысна ашĕнче тата тĕтĕмленĕ пĕçĕ ашĕнче вăл 5—6 уйăх упранать. Инфекцин тĕп çăлкуçĕ — чирлĕ тата вилнĕ сыснасем. Чирлесе ирттернĕ выльăхсем чылай хушă вирус илсе çÿреççĕ тата сараççĕ. Сывă сысна чирлипе хутшăнсан вирус аш тата аш продукчĕсем, шалти органсем, юн, шăк, каяш, вилнĕ тата чирлĕ сыснасене пуснă, вĕсене пăхнă çынсем тытнă япаласем
Çĕр ĕçченĕсем тухăçа пÿлмене хывма хатĕр

Çĕр ĕçченĕсем тухăçа пÿлмене хывма хатĕр

Уй-хир ĕçĕнчи лару-тăру çине çанталăк мĕнлерех тăни яланах пысăк витĕм кÿрет. Кăçал çуркунне тăсăлса кайнă пирки аграрисем акана каярах тухрĕç. Июль уйăхĕнчи шăрăх çанталăк тырпула хăйĕн аталану йĕркипе пулса çитме май памарĕ. Пучахсем тулса çитмесĕрех пиçрĕç. Çакă, паллах, тыррăн тухăçлăхне чакарать. Ÿкекене тÿпеле тенĕн çийĕнчен тата вырмана тухма хатĕр комбайнсене уя кăларма çумăр çукаласах тăни чăрмантарать. Вырма ĕçĕсем ниепле те хăвăртлăха ÿстереймеççĕ. Паян çăвакан çумăр вырмана тухма чарать, çав вăхăтрах ытти ÿсен-тăрансемшĕн вырăнлă та. Нумаях пулмасть «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР специалисчĕсемпе «Победа» ЯХПКра пултăмăр. Хуçалăх агрономĕ Сергей Кузьмин пире тырпул уйĕсемпе паллаштарчĕ. Эпир кĕрхи туллăн «Московская-56» /2-мĕш репродукци/, çурхи туллăн «Ульяновская-105» /1
Ял çыннисемпе тĕл пулнă

Ял çыннисемпе тĕл пулнă

Июлĕн 20-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Асанкасси, Хырхĕрри, Чĕчкен, Урмаел, Комсомольски ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Кун йĕркинче ял çыннисене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Тĕслĕхрен, Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакансен М-12 федераци автоçул трассин строительствипе çыхăннă ыйтусем нумай. Строительство организацийĕ вырăнти ял тăрăхне 7 млн яхăн укçа-тенкĕпе тивĕçтермелле. Çак укçана пĕтĕмпех тирпей-илем кĕртме тата ял тăрăхне хăтлăлатас ĕçе яма палăртаççĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн халăхĕпе тĕл пулнă май çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине, сĕт хакĕ чакнине сÿтсе явнă. Унпа пĕрлех вăтам шкулсен пурлăхпа техника базине пуянлатас, фельдшерпа ак
Уй-хирте – хĕрÿ ĕç вăхăчĕ

Уй-хирте – хĕрÿ ĕç вăхăчĕ

Çĕр ĕçченĕн çуллахи вăхăтра хĕрÿ тапхăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем çитĕнтернĕ тырпула пÿлмене кĕртессипе, выльăх апачĕ янтăлассипе ĕçлеççĕ. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районта тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 1250 гектар çинче çулнă, 1248 гектар çинчен çапса 2020 тонна тухăç кĕртнĕ /вăтам тухăç гектартан 23,1 центнер/. Кĕрхи культурăсем акма 510 гектар çĕр хатĕрленĕ. 3810 гектар нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Çакă пĕтĕмĕшле илнин 89,9 проценчĕпе танлашать. 110 гектар пĕр çул ÿсекен курăксене çулнă. Пурĕ 5307 тонна утă хатĕрлесе планпа палăртнинчен ĕçĕн 54,4 процентне пурнăçланă. 12125 тонна /48,3 процент/ сенаж, 1441 тонна /6,6 процент/ силос хатĕрленĕ. Районĕпе пурĕ 6026 апат единици выльăх апачĕ хатĕрленĕ. К.ГИМАЛЬДИНОВ.  
Туянаканăн тулли кăмăлĕ сутуçăран килет

Туянаканăн тулли кăмăлĕ сутуçăран килет

Июль уйăхĕнче юлашки эрнери шăматкун сутуçăсем, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем професси кунне уявлаççĕ. Раççейре çак уяв официаллă майпа 9-мĕш хут иртет. Çĕршыври экономикăпа политика лару-тăрăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан суту-илÿ сферинче ĕçлекенсемпе эпир кунсеренех тĕл пулса хутшăнатпăр. Вĕсем пире апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, стройматериал тата пурнăçра кирлĕ ытти нумай япаласем туянма пулăшаççĕ. Паллах, ăшă кăмăлпа ырă сунса кĕтсе илекен, тараватлăн тавар туянма сĕнекен сăпайлă сутуçă ĕçлекен лавккана кĕме уйрăмах кăмăллă. «Туянакан яланах тĕрĕс» каларăша пăхăнса тăрăшсан ĕçлеме те çăмăлраххине, юнашар вăй хуракан ĕçтеш шанчăклă пулнине, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнине шута илсе вăй хураççĕ Йăлмахвари лавккара тăрăшакан сутуçăсем — Людмила Ку