Пятница, 19 апреля

Автор: Редакция

Ай, ташлар-и ташшине!

Ай, ташлар-и ташшине!

Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ-ҫемӗпе, илемлӗ ташӑсемпе, ачасен хаваслӑ куллисемпе тыткӑнланӑ апрелӗн 12-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртнӗ «Сельский перепляс — 2024» конкурс-фестиваль. Унта округри ача сачӗсенче, шкулсенче тата хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче пӗлӳ илекенсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Фестиваль-конкурса уҫса Комсомольски муниципаллӑ округ администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова ачасене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, педагогсене пултарулӑх конкурсне хатӗрленсе килнӗшӗн тав тунӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Конкурс тӑватӑ ӳсӗмре 6 номинаципе, ҫав шутра «Бал ташши», «Халӑх ташши», «Стилизациленӗ халӑх ташши», «Эстрада ташши», «Ача-пӑча ташши», «Тематикӑлла ташӑ» — иртнӗ. Пурӗ 39 коллектив хӑйсен пултарулӑхне
Ҫӗре юратма пулӑшӗ

Ҫӗре юратма пулӑшӗ

Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнинех ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси ҫывӑх. Ҫитӗнекен ӑру та пирӗн асаттесем вӑй хунӑ ҫӗртен уйрӑлса ан кайтӑр, мӗн пӗчӗкрен ӑна юратма хӑнӑхтӑр тесе «Вӗренӳ» наци проекчӗпе «Кашнин валли ҫӗнӗ майсем» федераллӑ проект ӗҫе кӗрсе пырать. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче округри тӑваттӑмӗш агролаборатори уҫӑлнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хаваспах ача садӗнче ӗҫлекенсемпе, унти ачасемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ. Кунта шӑпӑрлансене ял хуҫалӑхӗпе, ҫӗр ӗҫӗпе пӗрремӗш утӑмсем тума пур условисем те туса панӑ. Агролабораторире тӗпчевсем, сӑнавсем ирттермелли, вӗренмелли, пӳлӗмре ӳсен-тӑрансем ӳстер
Диплома тивӗҫнӗ

Диплома тивӗҫнӗ

Шупашкарти агрегат завочӗн культура  керменӗнче  ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш машиностроенийӗн шанчӑкӗ» олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унта пирӗн округри Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ илекен Дарья Муравьева та палӑрнӑ, 3-мӗш степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. Маттур хӗрачана олимпиадӑна физика учителӗ Н.Г.Совина тата математика вӗрентекенӗ Н.Н.Салмина хатӗрленӗ. Олимпиадӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Тракторные заводы» концернпа Раҫҫейри машиностроительсен союзӗпе пӗрле ирттернӗ.
Ҫуллахи спорт сезонне уҫрӗҫ

Ҫуллахи спорт сезонне уҫрӗҫ

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне ҫӑмӑл атлетикӑна юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Стадионта  ҫак кун ҫуллахи спорт сезонне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫса округра мала тухассишӗн кросс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Унта вӗрентӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем, спортпа туслӑ ҫынсем йышлӑн хутшӑнчӗҫ. Тупӑшӑва килнисене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г. Кузьмин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗҫ. 2 километрлӑ дистанцире 2006—2008 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче малти виҫӗ вырӑна Карина Ильина, Полина Парфенова, Виктория Федорова ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасенчен чи пултаруллисем Ярослав Кокорев, Максим Мышкин, Расиль Гайнуллов пулчӗҫ. 2009—2010 ҫулсенчи хӗрачасем хушшинче Милена Лукия
Халӑх вӑййи аталантӑр

Халӑх вӑййи аталантӑр

Пирӗн мӑн асаттесемех чушкӑлла вылянӑ. Ҫак халӑх вӑййи манӑҫа ан тухтӑр, аталантӑр тесе спорт ветеранӗ В.И.Пундяков нумай тӑрӑшать. Ун пуҫарӑвне округри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем те ырласа йышӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче ветерансем хушшинче чушкӑлла выляс енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламлама  округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та килни ҫакна ҫирӗплетет. Ветерансем хӑйсен тӗслӗхӗсемпе ҫак вӑййа ҫамрӑксене те явӑҫтарас тӗллевлӗ. Вӑйӑсем интереслӗ иртрӗҫ. Ҫулсенчи ҫынсем хӑйсен ачалӑхне таврӑнса хаваспах патакпа инҫетре вырнаҫтарнӑ йывӑҫ фигурӑсене ытларах ҫапса ӳкерес тесе тӑрӑшрӗҫ. 55 ҫулхи тата аслӑрах хӗрарӑмсем хушшинче Тамара Перепелкина чи нумай очко пуҫтарса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Альбина Полякова иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Валентина
17 апреля 2024 года в Комсомольском муниципальном округе пройдет Единый информационный день

17 апреля 2024 года в Комсомольском муниципальном округе пройдет Единый информационный день

Темы Единого информационного дня: «Обеспечение пожарной безопасности на территории Чувашской Республики в весенне-летнем пожароопасном периоде 2024 года». «Состояние дорог и проведение текущего ремонта муниципальных и республиканских дорог». Прием граждан.

Весенняя уборка в Чувашии — под контролем жителей республики

Из-за быстрого таяния снега в республике почти мгновенно перешли с этапа «всюду снег» к этапу «пора убирать мусор». И здесь сотрудникам управляющих компаний порой требуются подсказки о том, где необходимо их внимание. К примеру, активные чебоксарцы написали в соцсетях о состоянии сквера им. Героя России Игоря Петрикова: «Дорожки в песке, в мусоре. Вокруг валяются пустые бутылки, разбитое стекло, окурки». После фиксации и обработки сообщения специалистами ЦУР Чувашии сигнал взяли на контроль в администрации города, в общественном пространстве навели порядок. Еще один момент, на который обращают внимание жители столицы – несанкционированные надписи. Такой «рисунок» был замечен недавно по адресу Дзержинского, 14 в Чебоксарах. Традиционно к решению вопроса подключилась администр
Тӳрӗ лини иртнӗ

Тӳрӗ лини иртнӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене пӗлсех тӑма тӑрӑшать. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа нумаях та вӑхӑт иртмен-ха, ертӳҫӗ халӑхӑн ыйтӑвӗсене хуравлама  иккӗмӗш хут тӳрӗ эфира тухрӗ. Вӑл апрелӗн 9-мӗшӗнче 18.00 сехетре «Тӳрӗ лини» ирттерчӗ. Икӗ сехет ытла вӑхӑт хушшинче вӑл 50 ыйту ҫине хуравлама пултарчӗ.   Ҫынсене тӗпрен илсен республикӑри ҫулсен пахалӑхӗ, сывлӑх сыхлавӗнчи, вӗрентӳри ӗҫ-хӗл, Шупашкар агломерацийӗ, пенси ыйтӑвӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех хуҫасӑр йытӑсемпе кӗрешесси, электросамокатсем, урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси, ялсен шӑпи, тирпей-илем кӗртесси те пӑшӑрхантарать. Олег Алексеевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлама тӑрӑшрӗ. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче 600 ытла ыйту килчӗ. Вӗсене хуравсӑр хӑвармӑпӑр. Эсир ыйтусем парса
Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

— Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑнах  тракторсене нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма хире кӑларасшӑн, — пӗлтерчӗ «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ертӳҫи Р.М.Мансуров апрелӗн 9-мӗшӗнче техосмотр пуҫланас умӗн. Чӑнах та, кӑнтӑрла иртсен техника нумай ҫул ӳсекен  курӑксен уйӗнче тӑрӑшнӑ, 40 гектар ҫинче апатлантарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та унта ҫитсе курнӑ, механизаторсене ӑнӑҫу суннӑ. Унччен вара тӗрӗслев иртнӗ. «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО, Мансуровӑн фермер хуҫалӑхӗ пурӗ 28 трактора тӗрӗслеве тӑратнӑ. Вӗсем тӗрлӗ маркӑллӑ, тӗрлӗ лаша вӑйӗллӗ. Комисси вӗсене пур енчен те пӑхса хакларӗ. Техникӑн тӗп ӗҫлев пайӗсемпе пӗрлех ҫутатакан, сасӑ паракан хатӗрӗсен юсавлӑхне те тӗрӗслерӗ. Трактор ҫинчех медаптечка, огнетушитель пулнипе те интересленчӗҫ. Механизаторсем хӑйсен
Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем паян-ыран хире нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тата сӳрелеме тухма хатӗрленеҫҫӗ. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи механизаторсем ҫак ӗҫе апрелӗн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Павел Данилов, Александр Константинов, Алексей Павлов, Илья Григорьев трактористсем яра куна хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ӗнерхи кун тӗлне 200 гектара яхӑн нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 100 гектар ытла сӳреленӗ. Кӗҫех округри хирсем машина-трактор сассисемпе тулӗҫ. Ремис Шарафутдинов.