Вторник, 23 апреля

Автор: Редакция

Иртни пирки каласа параççĕ

Иртни пирки каласа параççĕ

Архив докуменчĕсем пирĕн района кĕрекен ялсенче пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем тĕпрен илсен 1929—1932 çулсенче йĕркеленни çинчен каласа параççĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те колхозсен малтанхи утăмĕсене, вĕсен аталанăвне историрен кăларса пăрахма çук. Хальхи Комсомольски ял тăрăхĕнчи ялсенчен чи малтан Аслă Каçал ялĕнче 1930 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче «Большевик» ял хуçалăх артелĕ йĕркеленĕ. Çав кунах Дубовкăра та «Дубовка» хуçалăх çуралнă. Кайран ăна, 1950 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вăл Çĕнĕ Каçалти «Динамо» тата Васильевкăри Карл Маркс ячĕллĕ артельсемпе пĕрлешсе пысăкланнă хыççăн, Н.С.Хрущев ятне панă. Вăл вăхăтра СССР Верховнăй Совет Президиумĕ «Крайсене, облаçсене,районсене, çавăн пекех хуласемпе ялсене,предприятисемпе организацисене, колхозсене патшалăх тата общество деятлĕсен ячĕсене парасси
ЧувГУ представил онлайн ток-шоу «Среди крыш»  на Всероссийском студенческом выпускном

ЧувГУ представил онлайн ток-шоу «Среди крыш»  на Всероссийском студенческом выпускном

  10 июля Минобрнауки России и Российское общество «Знание» организовали масштабный онлайн-марафон — «Всероссийский студенческий выпускной». Мероприятие прошло для выпускников всех вузов. В рамках марафона Чувашский государственный университет им.И.Н. Ульянова представил студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш», проект, который третий сезон полностью готовится и выпускается студентами вуза. Всероссийский студенческий выпускной в формате онлайн-марафона прошел 10 июня, организаторами стали Российское общество «Знание» и Минобрнауки России. На протяжении 10 часов в эфире шли мастер-классы от работодателей, HR-консультации по составлению резюме и презентации перед работодателем, панельные дискуссии ректоров российских университетов, презентации вузов, прямые включения с образовательных

Торжественное вручение медалей «За любовь и верность»

8 июля - Всероссийский день семьи, любви и верности. Этот праздник мы отмечаем  уже  14-й  год. Это день памяти Православных святых, супругов  Петра и Февронии, которые издавна почитаемы на Руси как хранители семьи и брака. В отделе ЗАГС состоялось торжественное вручение медалей «За любовь и верность»  супружеским парам, которые долгие годы в мире и согласии живут вместе, которые по праву именуются ярким примером любви и верности. Собственным трудом эти люди добились благополучия, вырастили и воспитали детей достойными членами современного общества, всей своей жизнью подают  пример молодому поколению. В этом году к   награде представлены 3 семьи: семьи Михайловых Владислава Сергеевича и Марии Ивановны, Мокеевых Евгения Авдеевича и Мар
Килĕшӳпе ăнлану — çемье тĕрекĕ

Килĕшӳпе ăнлану — çемье тĕрекĕ

Туй пынă вăхăтра пуçтарăннисем çамрăк мăшăр ячĕпе ырă сăмахсем нумай калаççĕ, килĕшӳпе телей, сак тулли ача-пăчаллă пулма, ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса пурăнма сунаççĕ. Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мокеевсем пил сăмахĕсенчи йĕркесене ăша хывса хăварнă та вĕсене хăйсен кулленхи пурнăçĕнче пурнăçласа пыма тăрăшнă. Кирек мĕнле ыйтăва та пĕрле канашласа, сӳтсе явса татса пама майсем тупнă, сак тулли мар пулин те ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ 6 мăнукĕпе савăнаççĕ, 45 çул пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Ĕмĕр ĕмĕрлессинче çемье тĕп вырăн йышăнать пулин те, унсăр пуçне кулленхи ĕç вырăнĕ, обществăри çынсем те пур. Унта мĕнле туясси, тытасси вара чылай чухне кил-çуртри лару-тăруран нумай килет. Кил-тĕрĕшре вара чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. Кун пек чухне мăшăрсенчен пĕрин вăхăтр

Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

Ĕç вырăнне çитнĕ çĕре ун кабинечĕ умне çĕр каçа шăл ыратнипе аптракансем пырса ларнă та. Галина Вениаминовна хăйсене йышăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, вăл пулăшасса шанаççĕ. Кунсеренех вуншар çын пырать Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн  шăл кабинетне. Ял тăрăхĕн территорине кĕрекен ялсенчен çеç мар кӳршĕрен те, район центрĕнчен те килеççĕ ун патне. Пĕрне те пулăшусăр хăвармасть вăл. Камăн шăлне кăларсах яма тивет, камăнне сиплев процедурисем ирттерет, теприне сĕнӳ-канаш парать... Галина Вениаминовна Шуряшкина кунта 32 çул вăй хурать. Çав вăхăтра миçе çынна пулăшу панине шутласа та кăларма çук пулĕ. Вĕсем пурте ăна тав туса тухса каяççĕ. Çакă специалист хăй суйласа илнĕ ĕçе тӳрĕ кăмăлпа, пĕлсе тата тĕплĕ тунине туллин çирĕплетет. Ун пирки хитре сăмахсем татах та нумай çырм

Тĕллев — çынсене пулăшасси

Июлĕн 6-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш республикин  чрезвычайлă лару-тăру тата  граждан ĕçĕсен хӳтĕлевĕн  патшалăх комитечĕн  председателĕ  Сергей Павлов пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăн: район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн  начальникĕ  А.Краснов,  ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Д.Галкин, район прокурорĕ О.Васильев июнĕн 27-мĕшĕнче  çанталăка пула шар курнă çынсемпе вырăнта тĕл пулчĕç, строительство ĕçĕсем епле пынипе паллашрĕç.  Аса илтеретпĕр, июнĕн 27-мĕшĕнче вăйлă çил тăвăла, çумăра, аслатие пула районти чылай уйрăм çын, вĕренӳ учрежденийĕ шар курчĕç. Çил-тăвăл çурт-йĕр,  шкул, хуралтă,  гараж  çивиттийĕсене  сӳсе пăрахрĕ, чылай çĕрте хуралтăсем те ишĕлнĕ. Çавна май Республика

Тăвансем, хăна пулсамăр тăван ял кĕрекинче!

Тури  тата Анат Тимĕрчкасси ялĕсем çинчен асăнни 16-мĕш ĕмĕрти документсенче пур. Легенда хальхи Йĕпреçпе Патăрьел хушшинчи вырăнта аслă çул пулни çинчен калать. Паян эпир Хурăнсар текен касра шурлăхлă-путлăхлă вырăн тăнă. Кунта лавçăсен ураписен кустăрмисем час-часах ваннă, тĕнĕлĕсем, туртисем хуçăлнă. Вĕсене тӳрлетнĕ май яланхи ĕç пулнипе икĕ пĕр тăван çав вырăн çывăхĕнче пурăнма пуçланă. Авланса çемьеллĕ пулнă хыççăн пĕр тимĕрçи Хăнтăрла юхан шывăнчен тăвалларах, тепри анатарах вырнаçса тĕпленнĕ. Вĕсем вара Тури тата Анатри Тимĕрчкасси ялĕсене пуçарса янă та. Çапла вара ял ячĕ те тимĕрçĕ сăмахран пуçланса кайнă пулать. Унтанпа Хăнтăрла юхан шывĕ тăрăх нумай шыв-шур юхса иртнĕ ĕнтĕ. Ялсем пысăкланса аталансах пынă. 1930 çулсенче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче «Çĕнтерӳ», Анат Тимĕрчкасси я

Икĕ халăх хĕрĕ туслă, пур çĕрте те пултаруллă

Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракаан тĕп шкулне çӳренĕ ачасем ытти çĕрте малалла пĕлӳ илсен те пултаруллăхпа палăрса тăраççĕ.  Икĕ çул каялла Валерия Иванова Комсомольски 1-мĕш, Дильназ Тазетдинова 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренме пуçланăччĕ. Вĕсем асăннă вĕренӳ заведенийĕсенче те хăйсене лайăх енчен çеç кăтартни савăнтарать. Акă, Валерия апрель уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттернĕ «Культура речи» олимпиадăра малти вырăн йышăннă. Дильназ Чăваш патшалăх университечĕн шкул ачисем хушшинчи олимпиадинче математика предмечĕпе 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Хĕр ачасем Хирти Явăш шкулĕнче пилĕк çул пĕр класра вĕренчĕç. Пур енĕпе те маттур пулнă. Тăрăшса вĕреннисĕр пуçне вĕсем спортра та, юрă-ташăра та малтисен ретĕнче пынă, ӳкерме те юратнă. Шкулта иртекен кашни меро

Ырăпа аса илеççĕ

Этеме ĕç çуратнă теççĕ. Ĕç ăна çын тунă. Çын вара хăй таврашĕнчи çутçанталăка улăштарса тем тĕрлĕ япала шухăшласа кăларнă. Шутлама пĕлекен çын пурнăçа нихăçан та ахаль пурăнса ирттермест. Унăн хăй хыççăн ырă, асамлă йĕр хăвармалла. Ырă ят çĕнсе илнĕ çын вара яланах хисеплĕ. «Ятлă çынна ял савать», — тенĕ мĕн авалах ватăсем. Хисеплĕ, ятлă çын пулма вара питĕ йывăр.  Йăлмахва ялĕнче ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Манăн вара Мираида Васильевнăпа Николай Кириллович Смирновсем çинчен çырса пĕлтерес килет. Паянхи кун вĕсем пирĕнпе çук, çапах ырă ячĕ ял-йыш асĕнче нумайлăха тăрса юлĕ. Николай Кириллович Смирнов 1938 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче Кирилл Сергеевичпа Екатерина Николаевнан çемйинче кун çути курнă. Тăваттăмĕш ача, кĕçĕнни пулнă. Çем
Çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курса ĕçлет

Çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курса ĕçлет

Библиотекарь профессийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — вулакансемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси. Пысăк технологисем аталаннă тапхăрта çак çыхăну официаллă сайт, электронлă почта, тĕрлĕ социаллă сетьсем урлă пулса иртеççĕ. Акă, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче библиотекарь пулса тăрăшакан Светлана Николаевна Петрова  «ВКонтакте» социаллă сетьре хăйĕн страницине чи хастар ертсе пыракан  культура ĕçченĕсенчен пĕри. Вăл йĕркелесе ирттерекен мероприятисемпе тĕнче шайĕнче те паллашма май пур. Социаллă сеть вулакансемпе тăтăшах çыхăнура пулма, вĕсемпе кирек хăш-вăхăтра та тĕл пулса калаçма май парать. Паллах, вулавăшра куçа-куçăн иртекен тĕл пулусене нимĕн те çитмест.  «Светлана Петрова 2012 çултанпа Çĕнĕ Мăратри библиотекăра вăй хурать. Хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа тĕплĕн пурнăçлать. Вулавăшра тăрă