Автор: Редакция

Кĕнекесем парнелерĕç

Октябрĕн 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ. Ку уяв ахальтен  çуралман. Унăн тĕллевĕ — общественноçа шкул библиотекисем  çине тимлĕх уйăрма, вĕсене  çителĕклĕ таран кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерме хистесси.  Çавăнпа та   çак кун ыркăмăллăх акцийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те вăл  çулсеренех иртет.  Çакă шкул библиотекине тĕнче классикĕсен, ача-пăча  çырав çисен илемлĕ литературипе, справочниксемпе, энциклопедисемпе, наука кĕнекисемпе пуянланма пулăшать. Уяв умĕн, акă, пĕртăван Майоровасем, Александрăпа Елизавета, библиотекăна кĕнекесем илсе килчĕç. Вĕсем ӳкерчĕксемлĕ 28 литература изданийĕ парнелерĕç. Маттур хĕр ачасене чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен парнисемпе библиотекăна  çӳрекенсем хапăлласах п

Салтаксене – парне

Чăваш наци музейĕ тата  республикăри Хĕрар ăмсен канашĕ сентябрь уйăхĕнче «Салтаксене сăмса тутри парнеле» акци пуçарчĕ.  Асăннă акцие пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутш ăнса вун-вун сăмса тутри тĕрлерĕç.  Акă, «Çĕр тата  çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ Алена Полякова пу çарнипе маттур аннесем, асаннесем  çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç. Вера Макарова, Валентина Хораськина,  Галина Быкова  синкертен хӳтĕлекен эрешсемпе сăмса тутрисем тĕрлерĕç. Хĕрарăмсем чун  ăшшине хывнă алă тутрисене мобилизациленекен кашни ар çынна парнелеççĕ. Алă тутрисем салтаксене хĕн-хуртан упраччăр, хӳтĕлесе пыччăр. (Хамăр инф.).    

Паттăр ячĕпе иртнĕ

Украин ăри  çар операцине хутш ăнса пуç хунă М.З.Алеев ячĕпе  «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче баскетболла выляса турнир иртнĕ. Малтанах ăмăртăва хутшăнакансем паттăра асăнса пĕр минут шăп тăнă. Спортсменсене Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Р.М.Мансуров,  В.Н.Кокарев, «Кĕтне» ФСК директорĕн  çумĕ П.Ю.Порядков,  Марат Алеевăн ашшĕ Зуфар Разатдинович саламланă, тупăшусенче  ăнăçу суннă.  Ăм ăрт ăва кӳршĕ районсенчи шкулсен командисем те хутшăннă, вăйăсем хĕрӳ иртнĕ. Чи нумай очко пу çтарса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди  çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкулĕн  спортсменĕсем — иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.  Çĕнтерӳçĕсем кубоксене, медальсене

Народный музей «Земля и люди» подключился к республиканской акции «Подари платок солдату»

В целях поддержки участников специальной военной операции народный музей «Земля и люди» активно подключился к республиканской акции «Подари платок солдату», объявленной Чувашским национальным музеем и Союзом женщин Чувашии. Обычай одаривать воина есть у всех народов. Перед долгой разлукой, провожая мужчину в армию, невеста, жена или мама дарила ему вещицу на память. Чаще всего вышитый кисет или платочек. Эта традиция есть и в культуре чувашского народа. Каждая мастерица вкладывала в платок частичку своей души и чувства благодарности солдатам, которые защищают нашу Родину, на каждом платочке – один рисунок руны. Вещи, сделанные своими руками – самые мощные обереги, поскольку перенимают часть энергии, мыслей и эмоций рукодельницы. Мы искренне верим, что молитвы, вложенные в вышив
Виталий Семенченко проведет личный  прием граждан

Виталий Семенченко проведет личный прием граждан

21 октября 2022 года (пятница) с 11 до 13 часов заместитель прокурора Чувашской Республики Виталий Семенченко проведет личный выездной прием жителей Комсомольского района. Личный прием граждан будет проводиться по предварительной записи в здании прокуратуры Комсомольского района, расположенном по адресу: с.Комсомольское, пер. Пришкольный, д. 3. Запись на прием осуществляется в рабочие дни с 9 часов до 18 часов (перерыв с 13 часов до 1 часов) по телефонам: 8-937753-02-43, 8 (83539) 5-13-13.

Эпир айккинче тăрса юлмастпăр!

Мобилизациленнисен пĕр ушкăнне, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен яшĕсене çак кунсенче районти культура çуртĕнчен çар чаçне ăсатрĕç. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  ЧР  физкультурăпа спорт министр.  Василий Петров, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов,  çар комиссарĕ Сергей Данилов, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова каялла та çак йышпа таврăнма телейлĕ çул сунчĕç. Сергий иерей, Силуан иеромонах, Рафаил Минадиев имам хатып пил пачĕç. — Паян çĕршыв салтаксемпе офицерсене  нацистсене хирĕç  кар тăма чĕнет. Раççейĕн чи хастар, паттăр арçыннисем  мирлĕ пурнăçа хӳтĕлеме тăраççĕ. Çак йышра пирĕн район яшĕсем те. Эпир сире  тăван тăрăхра Çĕнтерӳпе ырă-сывă кĕтетпĕр. Хăвăра упрăр, пĕр-пĕ

Хирсем пушанаççĕ

Çанталăк йĕпе-сапаллă тăни уй-хирсенчи ĕçсене чылай чăрмав кӳрет. Апла пулин те çĕр ĕçченĕсем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пирĕн района килсе кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле вĕсем «Слава картофелю» агрофирмăна çитсе курнă, унăн генеральнăй директорĕпе Хасият Идиатуллинпа, çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Асăннă агрофирма районта чи пысăк лаптăк çинче çĕрулми çитĕнтернĕ. Йывăрпа пулин те, хирсем пушансах пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем кашни кунпа туллин усă курса çитĕнтернĕ пурлăха пуçтарса кĕртеççĕ. Октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1260 гектар çинчен куккурус пуçтарса илнĕ, унран 25753 тонна силос хывнăĕ 165 гектар лаптăкра

Хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ

Районти «Кĕтне» ФСК стадионĕнчи строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăх. А.Н.Осипов вырăна çитсе паллашнă. Кунта республикăн адреслă инвестици программипе искусствăлла газон сарнă футбол уйĕ пулĕ. Çавăн пекех çăмăл атлетсене чупса тренировкăсем ирттерме, ăмăртусенче тупăшма синтетикăпа витнĕ вырăн тăвĕç. Строительство ĕçĕсене кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Халĕ кунта хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ. (ХАМĂР ИНФ.).    
Çĕнтерӳ пулатех!

Çĕнтерӳ пулатех!

«Шанас килет, хăрушлăха сирсе Кашни Раççей ачи ыр-сывă килĕ. Усал-тĕсел нацистсене çĕнсе Тăван енре телейлĕ пурнăç пулĕ». Мария Каçалсем. Кăçалхи февраль уйăхĕнчен  Раççей çарĕ Украинăра  ятарлă çар операцийĕ ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ — Луганскпа Донецк республикисенче пурăнакансене  пулăшасси. Вĕсем çине Украина çар çыннисем сакăр çул хушши  хĕç-пăшалсенчен  тĕлли-паллисĕр персе  пурăнаççĕ, питĕ нумай мирлĕ пурăнакансен  пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, вĕсен хушшинче çап-çамрăк ачасем те йышлă. Икĕ тăванла халăх пĕр-пĕринпе вăрçăнни никама та савăнтармасть, çамрăк салтаксем Тăван çĕршыв  чысне хӳтĕлесе вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ. Пирĕн районта çуралса ӳснĕ ентешсем те Украина çĕрĕнче хăюлăх кăтартса паттăррăн пуç хучĕç:  Геннадий Александрович Пав
Эсир пурри – хисепре ялан

Эсир пурри – хисепре ялан

«Хĕрарăм — анне, çĕр çинчи пĕтĕм ырлăх пуçламăшĕ, апла пулсан вăл — этем пуçламăшĕ» — тенĕ паллă педагог Сухомлинский. Ахальтен мар анне ячĕ юратупа, çепĕçлĕхпе, тимлĕхпе çыхăннă. Вĕсем пуринчен те ытларах пирĕн çитĕнӳсемшĕн савăнаççĕ, чун-чĕререн пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханаççĕ. Пурнăçра кирек мĕн пулсан та анне чи малтан аллине тăсать, каçарма пултарать. Манăн анне Валентина Герасимова, çут çанталăкăн илемлĕ вăхăтĕнче, 1952 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче кун çути курнă. Ылтăн кĕркунне вăхăтĕнче çуралнăран пулĕ, калама çук ырă кăмăллă çын пирĕн аннемĕр, унра тĕлĕнмелле ăшă тапса тăрать. Аннепе атте, Валентина Ивановнăпа Николай Дмитриевич Герасимовсем, сакăр ача çуратса ӳстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнăĕ Çемьере пĕр чăмăра чăмăртаса тăраканĕ, п