Четверг, 25 апреля

Автор: Редакция

Пӗрле ӗҫлесен тӗллевсем пурнӑҫланӗҫ

Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ 5 яла пӗрлештерсе тӑрать. Аслӑ тата Кӗҫӗн  Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел тата Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан ҫыннисенчен ытларахӑшӗ 1990 ҫулччен районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ «Красный Октябрь» колхозра тӑрӑшнӑ. Унтах Кӗҫӗн  Ҫӗрпӳелӗнчи кирпӗч завочӗ те ӗҫленӗ.  Ҫулсем иртрӗҫ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх саланса кайрӗ, завод та продукци кӑларма пӑрахрӗ.  Ҫакӑ ял халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳмесӗр хӑварман. Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Т.Орешкин, нумаях пулмасть иртнӗ граждансен пухӑвӗнче отчет тунӑ май тӑрӑхра ӗҫ вырӑнӗсем ҫителӗксӗр пулни яла ҫамрӑксем юлма тӑрӑшманнин сӑлтавӗсенчен пӗри тесе палӑртрӗ. Ку ҫеҫ те мар, паллах. Анчах та ялсем пушанса пыни куҫ умӗнчех. Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне

Хиртисӗнтӗрсем фронта пулӑшаҫҫӗ

Вӑрҫӑ хирӗнче маскировка питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата сывлӑш пекех кирлӗ. Унсӑрӑн салтаксем те, ҫар техники те, инженери сооруженийӗсем те ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнаҫҫӗ. Кун пек тетел нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пулӑшать. Фронта маскировка сечӗсем  питӗ кирлине шута илсе, вӗсене тума пирӗнтен кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫакна ӑнланса Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен Нӗркеҫ, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Хирти ,нелпе Хирти Сӗнтӗр, Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем тетел ҫыхма пуҫӑннӑ та. Харсӑр ҫынсен ӗҫне территори уйрӑмӗн начальникӗ Геннадий Ефремов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Надежда Петрова, Владимир Воронов, Вера Петрова вӗрентекенсем йӗркелесе, хавхалантарса пыраҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин уявне, ун хыҫҫӑнхи кану кунӗсене ҫак тӑрӑхри ҫынсем харсӑр ӗҫпе паллӑ тунӑ. Вӗсем Нӗркеҫ вӑтам шкулне

Япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр

Кӑҫал Ҫӑварни ир килчӗ. Вӑл вӗҫленнӗ кун, февралӗн 26-мӗшӗнче, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалли кун пулчӗ. Пурнӑҫра темӗнле лару-тӑру та пулать, тепӗр чухне сисмесӗрех сивӗ сӑмах каласси те, кӳрентересси те... Аслӑ Типӗ пуҫланиччен каҫару ыйтса чун-чӗрене тасатни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк хитрех пулмарӗ пулин те, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансене ҫакӑ савӑнса уяв ирттерме пӗрре те чӑрмантармарӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхнӑ хӗрарӑмсем ялти клуба пуҫтарӑнчӗҫ. Нумайччен унта Ҫӑварни юррисем янраса тӑчӗҫ.  Пылпа, варенипе  ҫуллӑ икерчӗпе техӗмлӗ вӗри чей ӗҫсе сӑйлантӑмӑр. Ку таран пуҫтарӑннӑ начаррине, чир-чӗре хӑ- валаса ярса, малашне чун-чӗресенче тасалӑх ҫеҫ хуҫалантӑр тесе катемпие ҫунтарса ятӑмӑр. «Мӗнпур япӑххи ҫурхи шывпа

Никита авиаци моделӗсен фестивалӗнче палӑрчӗ

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 1-мӗш номерлӗ спорт шкулӗнче авиаци моделӗсем енӗпе республика фестивалӗ иртрӗ. Унта  Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски округӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенчи 7 команда йышӗнче 50 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Фестиваль икӗ ӳсӗм категорийӗнчи 5 класс хушшинче пулчӗ. Комсомольски округ чысне пӳлӗмре вӗҫекен модельсемпе Глеб Терентьев (5-мӗш класс), Егор Козлов (7-мӗш класс), Никита Чапрасов (8-мӗш класс),  Даниил Маргидановпа Виталий Чернов  (10-мӗш класс) хӳтӗлерӗҫ. Тупӑшусен пӗтӗмлетӗвӗсемпе вертолетсем ӑсталакан класра Никита Чапрасов «Муха» моделӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Никита Комсомольскинчи ачасене хушма пӗлӳ паракан центрӑн Асанкасси вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи филиалӗнче ҫак модельсене ӑсталама хӑнӑхать. Шкул команди ва

Лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ

Хӗл уйӑхӗсем хыҫа юлаҫҫӗ. Комсомольски округӗнчи спорта юратакансем хамӑр тӑрӑхри тупӑшусенче ҫеҫ мар, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ эрнере Йӗпреҫ районӗнче В.А.Петрова асӑнса йӗлтӗрҫӗсен республикӑри уҫӑ ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри спортсменсем те пултаруллӑ ӑмӑртнӑ. 2 километрлӑ дистанцире хӑйсен ӳсӗм виҫисенче Зуфар Тимаев пӗрремӗш, Владимир Калашниковпа Николай Ятманов иккӗмӗш, Вячеслав Лаврушкин виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Маттур ентешсене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫусем сунатпӑр. (Хамӑр инф.).

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ, тӗллевсене палӑртрӗҫ

Элпуҫ территори уйрӑмне кӗрекен ялсенчи граждансен пухӑвӗ Хирти Явӑш тӗп шкулӗнче вӗренекенсем сцена ҫинче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнинчен пуҫланчӗ. Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, ҫакӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ те пур. Ялсен малашнехи пурнӑҫӗ, аталанӑвӗ шӑпах паян партӑсем хушшинче ларакансенчен килет-ҫке. Ачасем тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнччӗр, яла юлччӑр, пӗлӗвне ӳстернӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑнччӑр тесен, аслисен тӑрӑшмалла. Иртнӗ ҫулхи ӗҫсем пирки отчет тунӑ май Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑру ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Кӑтартусем, чылай ҫӗрти пекех, савӑнтармаҫҫӗ. Ялсем ватӑлса пыраҫҫӗ, пурӑнакансен йышӗ ҫулсеренех чакать. Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ ку тӑрӑхри ялсенче 1300 ытла ҫын пурӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 5 ялта 1188 ҫын шутлан
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Февралӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе пысӑк пресс-конференци ирттернӗ. Журналистсем тӗлпулура тӗрлӗ тема хускатнӑ. Пӗрремӗш ыйту ГЭСпа, Атӑл экологийӗпе ҫыхӑннӑскер пулнӑ. Олег Николаев ку енӗпе пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсассине палӑртнӑ.  «Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшма Патшалӑх фончӗ туса хурассине каларӗ. Чӑваш Енре ҫак фонд хӑш учрежденире пулӗ-ши?» — кӑсӑкланнӑ тӗлпулура. «Чӑваш Енре вӑл пӗр-пӗр учрежденире мар, мӗнпур юхӑма пӗрлештерекен тытӑм пулса тӑрӗ. Юридици ыйтӑвӗсене татса парсанах ӗҫлесе кайӗ», — тенӗ Олег Николаев. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫласси пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 1800 лифт улӑштармалла.
Пӗрле тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулӗҫ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулӗҫ

Муниципаллӑ округӑн 2022 ҫулхи социаллӑ-экономикӑлла кӑтартӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Канашлу пуҫланиччен округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов культура ҫурчӗн фойинче шкулсенчи «Точка роста» центр йӗркеленӗ выставкӑпа интересленсех паллашрӗҫ. Ачасенче — пуласлӑх, тетпӗр те, вӗсем технологи урокӗсенче, кружоксенче ӑсталанӑ япаласене курсан пирӗн округри вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем хушшинче чӑннипех те пултаруллисем, мал ӗмӗтлисем чылай пулни курӑнчӗ. Вӗренекенсен хӑйнеевӗр шухӑшлавӗшӗн, тӗнчекурӑмӗшӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем мухтаса хавхалантарни, вӗсен ӗҫӗсене хаклани ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Округӑн малашнехи аталанӑвне те ҫамрӑксенче курать А.Осипов. Ҫакна вӑл канашл
Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван та юратнӑ кӗтесӗмӗр — Комсомольски районӗ! Пирӗншӗн эсӗ ҫав тери ҫывӑх та питӗ хаклӑ. Эпир кунта ҫут тӗнчене килнӗ, пурӑнатпӑр, вӗренетпӗр, ӗҫлетпӗр, юрататпӑр, ҫемье ҫавӑратпӑр... Кашни ҫыннӑнни пекех, районсен те ҫуралнӑ кунӗсем пур. Комсомольски районӗн биографийӗ вара 1939 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ «Чӑваш АССРӗн Патӑрьел тата Шӑнкӑртам районӗсен чиккисене тата ҫӗнӗ администраципе территори йышне улӑштарасси ҫинчен» Указ кӑларнӑ. Асӑннӑ указпа ЧАССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнчи Патӑрьелпе Шӑнкӑртам районӗсен никӗсӗ ҫинче ҫӗннисене — Комсомольски тата Чкаловски районӗсене — йӗркелесси тата вӗсен йышне улӑштарасси, Комсомольски районӗн йышне Йӗпреҫ районӗнчи ялсене кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑвне ҫ
Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Акӑ, сивӗ, вӑрӑм хӗл те вӗҫленсе пырать. Авалтанах ҫанталӑк ҫур енне сулӑнсан Ҫӑварни эрнине паллӑ тунӑ. Иртнӗ эрне шӑпах ҫуллӑ икерчӗпе сӑйланмалли тапхӑр пулчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ вӑхӑта Каҫал енре пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Асатте-асаннесен йӑлисене хисеплесе, ҫулран-ҫул пыракан ырӑ пулӑма малалла тӑсса вӗсем кӑҫал та, февралӗн 25-мӗшӗнче, сивӗ, хаяр хӗл кунӗсене ӑсатма, хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илме Комсомольскинчи культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Урамра халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе, ҫуллӑ та тутлӑ икерчӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Техӗмлӗ шашлӑк сутакансем, ытти апат-ҫимӗҫ сӗнекенсем  те кунтах вырнаҫнӑ. Пуҫӗсене ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ, тӗрӗллӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, маттур каччӑсем  уява сӑн кӗртекенсем  пулчӗҫ.   Фойере вара культура ӗҫченӗсем ачасе