Автор: Редакция

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ кӑҫалхи Ҫырӑвӗнче  хамӑр республикӑрах пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑхсем туса илессипе тухӑҫлӑрах ӗҫлемеллине палӑртнӑччӗ. Майӑн 17-мӗшӗнче Канаш, Патӑрьел, Елчӗк муниципаллӑ округӗсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ май Олег Алексеевич пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирмӑна та ҫитсе курнӑ. Олег Николаев тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов агрофирмӑн Йӑлмахвари пахалӑхлӑ ҫӗрулми вӑрлӑхӗ туса илекен теплицинче пулнӑ, унти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Ку компани «Развитие семеноводства картофеля и создание конкурентоспособного семенного фонда перспективных отечественных сортов картофеля в условиях Приволжского федерального округа» наукӑпа техника проектне хутшӑнать. Иртнӗ ҫул кунта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» 66 тонна супер-супер элита, 137
Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ

Майӑн 17-мӗшӗнче, пӗтӗм республикӑри пекех, пирӗн округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйту сӳтсе           яврӗҫ. Информаци  кунне хутшӑнакансем малтанах Асанкасси ялӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗҫ. Тӗлпулӑва Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов уҫрӗ, пуҫтарӑннисене хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хускатма сӗнчӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пирӗн тӑрӑхра йӑла каяшӗсене турттарса тухасси, кирлӗ мар ҫӗрте ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑнсем туса хурасран асӑрханасси, тавралӑха тирпейлӗ тытасси мӗнле пулса пынипе паллаштарчӗ. Йӑла каяшӗсене илсе тухнӑшӑн укҫа-тенке вӑхӑтра тӳлесе пыма ыйтрӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С. Краснов, регионти ҫӗнӗлӗхсемпе кӗскен паллаштарнӑ май, пирӗн округ бю
Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ

Вӑрман хӗрринче палаткӑсем лартса ҫӗр каҫни, ушкӑнпа гитарӑпа юрӑсем юрлани, вут ҫинче хуранпа  пӗҫернӗ апата кӑмӑлтан ҫини, ҫӗнӗ туссем тупни, ӑмӑртусенче мала тухассишӗн талпӑнни... «Орленок» тата «Зарница» ҫар вӑййисем пирки каласан куҫ умне чи малтанах  ҫак ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ. Ку тапхӑра аса илсен чунра чӑннипех те ырӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Кӑҫал та майӑн 17-мӗшӗнче Комсомольски вӑрман уҫланкинче ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Ҫар вӑййисене уҫма Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, шкул директорӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ. — Ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнас текенсем ҫулсерен йышлӑ пулни савӑнтарать. Ҫакӑ ачасем сывлӑха ҫирӗпл
Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ

 Майӑн 17-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ окру-  гӗнче шкул театрӗсен Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Сцена ҫине ачасен 16 коллективӗ тухрӗ. Ҫамрӑк артистсем хушшинче — пӗрремӗш класран пуҫласа вунпӗрмӗшсем таранах. Вӗсем хӑйсен учителӗсемпе пӗрле  постановкӑсем валли тӗрлӗ жанр суйласа илнӗ.  Пӗрисем халӑх тата хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсен юмахӗсене кӑтартрӗҫ, теприсем  ҫынсен хушшинчи кӑткӑс хутшӑнусен темине хускатрӗҫ. Патриотизм, ҫутҫанталӑка упрасси ҫинчен те  сюжетсем пулчӗҫ. Шкул театрӗсемшӗн ку фестиваль пӗрремӗш опыт пулчӗ пулин те, вӑл аван шайра иртрӗ тесе калама юрать. Театр ушкӑнӗсем декораци, костюмсем ҫине те тимлӗх уйӑрни курӑнчӗ. Сумлӑ жюри шкул театрӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Дебют
Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ

Ӗмӗр-ӗмӗрех Раҫҫейре ҫын хуйхипе инкекне чӗре патне йышӑнакан ҫынсем пурӑннӑ, хальхи вӑхӑтра та ун пеккисем йышлӑ. Хастар граждансем, ҫамрӑксемпе шкул ачисем социаллӑ тӗллевлӗ коммерциллӗ мар организацисене, волонтерсен юхӑмӗсене пӗрлешеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри хӑй тӗллӗнех,  кӳршӗлле, пӗччен ҫынсене пӑхать. Хастарсем общество пурнӑҫӗн пур сферине те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ: ҫухалса кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ, экологие тимлӗх уйӑраҫҫӗ, чӗрчунсене хӳтӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем истори еткерлӗхне сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ, спорт мероприятийӗсенчен те айккинче юлмаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ те, ҫав шутра пирӗн округра пурӑнакансем те, ырӑ ӗҫ тума яланах хатӗр, ҫапла тӑваҫҫӗ те. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн вара ҫӗршывӗпех волонтерсем пулса тӑтӑмӑр тесен те йӑнӑш мар, ватти-вӗтти пӗр чӑмӑра пӗрлешрӗ. Хӑйсен ир
Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла

2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче ҫӗршыври ҫынсен пурнӑҫӗ унчченхи тата хальхи ҫине пайланчӗ. Ирӗклӗхпе никама пӑхӑнманлӑхшӑн, нацизмсӑр телейлӗ пуласлӑхшӑн пыракан кӗрешӳре Раҫҫей малти вырӑна тухрӗ. Нумайӑшӗн тӑванӗсем, мӑшӑрӗсемпе пӗлӗшӗсем Украинӑна демилитаризацилес тата денацификацилес енӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халӑх яланах май пур таран пулӑшнӑ. Паянхи вӑхӑтра та ҫак йӑла пӑрахӑҫа тухма мар, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах аталанса пырать. «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» текен чӗнӳ  пурне те пӗр тӗвве ҫыхрӗ. Пархатарлӑ ҫак ӗҫре ентешсем те питӗ хастар. Комсомольски муниципаллӑ округ территорийӗнче пурӑнакансем ҫӗршыва хӳтӗлекенсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас пуҫарура питӗ тӑрӑшуллӑ. Стройматериалпа, автотранспортпа, апат-ҫимӗҫпе, эмелсемпе тивӗҫтерессине,
Масарсене тирпейлерӗҫ

Масарсене тирпейлерӗҫ

Ҫутҫанталӑк илемленнӗ, тавралӑх ешернӗ вӑхӑтра ялти чи таса вырӑна, масара, тирпей-илем кӗртесси пирки те манса каймалла мар. Ҫакна шута илсе малтан Тӗвенеш, тепӗр кун Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗсенче пурӑнакансем ҫывӑх ҫыннисем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ. Кунти тасамарлӑха пуҫтарнипе пӗрлех ӳссе кайнӑ йывӑҫсене касрӗҫ, хунавсене иртрӗҫ, вилтӑприсене  ҫумкурӑкран тасатрӗҫ.  Кам пӑчкӑпа, кам пуртӑпа ӗҫлерӗ. Пурте кӑмӑлтан, тӑрӑшса вӑй хучӗҫ. Ҫак ӗҫсене 30 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем хушшинче ватӑсем те, ҫамрӑксем те пулчӗҫ. Халӗ масар ҫине пырса кӗме кӑмӑллӑ,  унта тирпейлӗх хуҫаланать. Галина Новикова, ял старости.
Ҫемье кунне халалларӗҫ

Ҫемье кунне халалларӗҫ

Пӗтӗм тӗнчери Ҫемье кунне халалласа Комсомольскинчи тӗп  библиотекӑра «Ҫемье — пирӗн пуянлӑх» ятпа тӗл пулу иртрӗ. Унта хутшӑнма округри туслӑ ҫемьесенчен пӗрне, Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Салаевсене, чӗннӗ. Тамара Васильевнӑпа Вячеслав Максимович 40 ҫул ытла пӗр-пӗринпе килӗштерсе, алла-аллӑн тытӑнса пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те ялти вӑтам шкулта ачасене пӗлӳ парас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗл пулӑва Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов уҫрӗ, Салаевсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Салаевсен ҫемйи ялта ырӑ тӗслӗх пулса тӑнине палӑртрӗ. Вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ, пӗр ачана усрава илсе тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ И.П.Ядрова обществӑра ҫемье пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каларӗ. Салаевсене ҫирӗп сывлӑх, малашнех
Им-ҫам сапаҫҫӗ

Им-ҫам сапаҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предрриятийӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса пӗтернӗпе пӗрех. Калчасем шӑтса тухса уйсене симӗс тӗс кӗртнӗ. Хуҫалӑхсем халӗ, тӗпрен илсен, ҫӗрулми лартаҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ, куккурус акаҫҫӗ. Майӑн 15-мӗшӗ тӗлне округра 473 гектар ҫӗрулми лартнӑ. 181 гектар куккурус, 357 гектар хӗвелҫаврӑнӑш, 70 гектар горчица (Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ) акнӑ. Виҫӗ хуҫалӑхра, «Труд», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Родина»  ОООра, калчасен хирӗсене сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран, чир-чӗртен, ҫумкурӑкран имҫам сапаҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне ҫак ӗҫе 472 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Уй-хирте ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Сергей Орлов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.
Пулӑшни — пархатарлӑ утӑм

Пулӑшни — пархатарлӑ утӑм

Ҫак кунсенче хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Е.Н.Ярлыгина кӗрсе тухрӗ. Ефросиния Николаевна, мӑнукӗ Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ май, «Родина» ООО ӑна пулӑшу панӑшӑн чӗререн тав тӑвать. «Хулара пурӑнсан та, мӑнукӑм час-часах яла килсе мана пулӑшатчӗ. Вӑл тулли мар  мобилизаци йӗркипе ҫара кайнӑ хыҫҫӑн унсӑр йывӑр килет. Ҫакна  А.Е.Потемкин ертӳҫӗ питӗ лайӑх ӑнланать, пире пулӑшу аллине тӑсса парать», — пӗлтерчӗ вӑл. Ку ялта ывӑлӗ контракт мелӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Н.Н.Петрова ҫемйи те пур. Вӗсене те «Родина» ООО пулӑшусӑр хӑварман. — Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласа Ефросинья Николаевнӑна тата Надежда Николаевнӑна чечек ҫыххи тата укҫан парне патӑмӑр. Вӗсене Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе те саламларӑмӑр. Ҫавӑн пекех кашнине 1-ер тонна ты